Ан авăн, шĕшкĕ


Пĕри — казах Курмангалиев. Вăрçăччен вăл Алма-Ата таврашĕнче пĕр пысăк садра ĕçленĕ, çавăнпа пĕрехмай кишмиш çинчен калаçать, мичуринец пулатăп тет. Вĕренессе нумаях вĕренмен вăл; ман пекех, çиччĕмĕш класа кăна çитнĕ. Тепри, Ворончихин, Ленинградра рабочи çемйинче ӳснĕ; пысăк культурăллă каччă, вăтам шкул пĕтернĕ, батальон комсоргĕ. Нумай пулăшрĕç вĕсем мана, ирĕн-каçăн связист ĕçне вĕрентрĕç. Питĕ йывăр килчĕ мана; юрать-ха çапăçусем пуçланманччĕ.

Эпир Тильзитран кăнтăралла тăратпăр, пирĕн умри Пилькаллен хулинче — нимĕç фашисчĕсем. Хули инçех те мар, готика стилĕпе тунă шĕвĕр тăрăллă, хĕрлĕ черепица витнĕ тĕксĕм çуртсем аванах курăнаççĕ. Кăнтарла унта пĕр тĕтĕм те çук, пĕтĕм хула халăхĕ вилсе пĕтнĕ тейĕн.

Эпир, связистсем, кунĕ-кунĕпе хирте çыхăну тытма вĕренетпĕр. Çурăм хыçне çуршар пăт туртакан икшер катушка çакатăн та уй урлă провод тăсса чупатăн-чупатăн, хушăран упаленетĕн е хырăмпа шăватăн. Çынсем пĕрре хутланине эпĕ виççĕ хутлатăп, мĕншĕн тесен кашнинчех лини татăлать ман. Çулсем, канавсем урлă карнă чух кабеле çĕр çумне çыхса çирĕплетме е шалча тăррине çакма вĕренсех çитеймен пирки, ман линие танксемпе машинăсем тата-тата каяççĕ. Эх, тарăхатăп! Пĕрре ниçта шанаçайми çилĕ капланса килет, тепре чăтмалла мар чун кӳтсе çитет — хăть выртса макăр. Капла иккен ку салтак пурнăçĕ! Çара кайиччен те фронтри йывăрлăхсем çинчен шутламан мар, анчах вĕсем кун пекех пуласса кĕтменччĕ.

Çапла кунĕпе чупнă хыççăн вилнĕ пĕк ĕшенсе çĕрпӳрте таврăнатăн кăна, кăшт выртса канăп тетĕн... Сасартăк старшива кăшкăрса та ярать:

— Кам автомачĕ ку таса мар? Астров!

Хам ята илтсенех, чĕрем шартах сикет. Ахаль чух тем пек харсăрччĕ, халĕ старшинаран хăракан пултăм. Юлташсенчен те аван мар; ара, батальонти чи япăх салтак пулса тăтăм-çке! Фронта киличчен герой пулма ĕмĕтленеттĕм. Герой парĕ кунта Гончарук — сăмах та чĕнтермест, тустарать кăна. Хам ĕмĕрте унран хаяр çын курманччĕ. Старшина пулмах çуралнă пуль вăл тетĕп.

Кашни старшина япăх салтакшăн çавăн пек хаяр курăнать тейĕр эсир. Хирĕçместĕп. Анчах манăн старшинаран хăрама уйрăм сăлтав тупăнчĕ. Ытти чухне ятлани те чуна ыраттарчĕ те ĕнтĕ... çапах та вăл, — каларăм-çке-ха, çеçки кăна пулчĕ. Çырли вара... Пĕррехинче кунĕпех Пилькаллен уйĕнче тăшман пăрахса хăварнă кабеле пухрăмăр. Каçхине батальона таврăнтăм кăна, пирĕн çĕрпӳрте старшина пырса кĕчĕ. Кулкалать хăй, пĕрремĕш хут ман умра хаваслăн та чеен йăлкăшса кулать, сарă мăйăхне пĕтĕркелет.

— Ну, Астров, тӳс — атаман пулатăн! — тет.

«Тата мĕн асăрхарĕ-ши ман çумра?» — тетĕп. Анчах вăл яланхи пек кăшкăрса тăкмарĕ: «Ну, Астрав, каччă ятне ан яр ĕнтĕ», — терĕ те тухса кайрĕ.

«Мĕне пĕлтерет-ха ку?» — шутлатăп хам ăшăмра. Кухньăна апат илме кайрăм та тĕлĕннипе шак хытса тăтăм...

Кухня урапи ларакан лупасайĕнчен хамăр юрă илтĕнех кайрĕ:

 

Ан авăн, шешкĕ, ан авăн та

Ан авăн, шĕшкĕ, ан авăн

Кăштах çилĕ вĕрнипе...

 

Хам илтнине хам та ĕненмен пулăттăм-и, тен, юрăçне курман пулсан? Пăхатăп: кухня урапи çинче хĕр ларать — çĕнĕ повар! Шинель çийĕн шурă саппун çакнă, аллинчи пысăк çăпалипе хуранти яшкана юрла-юрла пăтратать. Çăлтăрлă çĕлĕк айĕнчен хулпуççисем çине сарă çӳç хумлăн-хумлăн явăнса анать, пĕр пайăрки хăлха çумĕнче кăтраланса тăрать. Вут умĕнче ĕçленĕрен пуль, пичĕ сентел пек хĕрелнĕ; хура куçĕсенче хуран айĕнчи çулăм йăлтлатса вылять.

Пĕлместĕп, темшĕн питĕм пĕçерсе кайрĕ. Тăратăп çапла пăхса — ни малалла, ни каялла. Çав самантрах тата (телейĕм çук çав!) старшина хуран умне пычĕ тăчĕ те каларĕ хучĕ:

— Паллашăр, ефрейтор юлташ, ака вăл — сирĕн енчисем, батальонти чи маттур йĕкĕт!

Кулмасăрах калать, «чи маттур йĕкет» тет.

Шинеллĕ хĕр кухня урапи çинчен çăмаллан сиксе анчĕ те ман патăма савăнăçлăн кулса пычĕ. Куçĕсем... шăтарас пек пăхаççĕ.

— Паллашăпăр эппин... Лиза, — терĕ хĕр, мана ала парса, — Лисук теме те пултаратăр.

Хăй кăшт именчĕ пулас, пичĕ паçăрхинчен ытларах хĕрелчĕ — калама çук чипер... Эпĕ çухалсах кайрăм. Яшка илнĕ-илмен кухньăран тухса шăвăнтăм.

— Маттур йĕкĕт! — илтĕнсе юлчĕ хыçăмран старшина сасси.

Выртсан та ыйхă килмест. Лисук çинчен кăна шухăшлатăп. «Ан авăн, шĕшкĕ, ан авăн!» — тетĕп хама хам паттăрланса. Авăнтарать, ачсемĕр! Икĕ хутчен сиксе тăрса автомата тасатрăм, телефон аппарачĕсене шăлса тухрăм; гимнастерка тӳмисене кĕлпе çутататăп... Çын ан систĕрччĕ тетĕп хам. Çапах та ăшăмра мĕнле вут çуннине юлташăмсем куçран пăхсах пĕлеççĕ пулас, каçхи апат хыççăнах шӳтлеме пуçларĕç.

— Астрăп, паллаштар-ха эс мана унпа... Ахаль тумăп сана, — тесе аптратать Курмангалиев.

— Ну, Петенька, пурнăç кайрĕ сан, — тет Ворончихин та кулкаласа.

Эпĕ нимĕн те шарламастăп.

Мĕн «пурнăç каясси» унта! Халиччен юлташăмсем умĕнче çеç ят илткелеттĕм, халь ĕнтĕ хĕр умĕнче намăсланмалла-ши тесе пăшăрханатăп.

Тепĕр кунне, яланхи пекех, старшина пире ирхи смотра кăларчĕ. Чи малтан пăшалăма, аппаратсене тĕрĕслерĕ, вара... пĕтĕм батальон умĕнче мана тав турĕ. Нихçан та ун пек пăлханман пуль эпĕ. Лиза та стройран инçех мар тăрать, ман çине пăхса кулкалать кăна.

Ирхи апат илме те хам кайма хăяймарăм, Курмангалиева ятăм. Вăл тата, палка çăвар, Лисука манран салам калама та ĕлкĕрнĕ иккен. Кăнтăрлахи апата хамăнах каймалла пулчĕ вара: тем каласа пĕтерĕç ман ятран терĕм. Юриех кая юлса, кухньăра никам çук чух не кайрам.

— Петĕр, — тет Лисук, мĕншĕн ир çинче ху килмерĕн, е сана мĕнпе те пулин кӳрентертĕм-и?

Астумастăп халь, тем суйрăм. Каллех апат илĕп те тарăп теттĕм, анчах Лисук ман котелока илчĕ те апат памасăр калаçать...

— Савăнтăм паян ир саншăн, Петĕр. Маттур эс, — тет.

«Эх, Лисук! Мĕн калаттăн-ши эсĕ ман çинчен тĕрĕссине пĕлсен?» — шутлатăп хам ăшăмра. Анчах Лисук ман хуйхă-суйхăма сисмест çав, эпĕ вăтанни те ăна килĕшет пулас... Старшина сасси илтĕнсенех, кухньăран тухса вĕçрĕм.

Пĕр шутласан, кулăшла та, кӳренмелле те ĕнтĕ! Курмангалиев калашле, шăлсăр çын тĕлне юри мăйăр тупăннă тенĕ пекех пулса тухрĕ ку. Мĕнле хĕр юраттăр-ха мана? Халиччен эпĕ пĕр чĕрĕ фрица та курман, батальонта паттăр каччă мансăрах тем чухлĕ.

Пĕр-икĕ кун лăпках иртрĕ. Гончарук тарăхсан та шарламасть-ха. Анчах вăл, пĕрре ятлаçма хăнăхнăскер, хăйне нумаях чараймарĕ; э-эх, виççĕмĕш кунне ахăрса кайрĕ, çил-тăвăл тĕйĕн!

Уйра пухнă тăшман кабельне малтанхи кун тимĕр катушкăсем çине чĕркесеттĕмĕр. Катушкăсене эпĕ, сивĕ çĕрте ан выртчăр тесе, çĕрпӳрте илсе кĕнĕччĕ те шăлса тасатмасăрах нар айне хунăччĕ. Хайхи тарланă катушкăсем çине тутăх ларма та ĕлкĕрнĕ. Старшина çавна асăрханă та — пĕтере-ет! «Кам хăтланчĕ кăна?» —тет. Камне-мĕнне пĕлмесĕрех: «Астров!» — тесе кăшкăрать.

Сехрем хăпсах тухрĕ. «Кирек мĕн тусан та, кухньăна çĕрулми шуратма ан ятăрах!» — тетĕп ăшăмра. Анчах, Курмангалиев калашле, суккăр çын çурта хаклишĕн хуйхăрмасть. Ăçтан пĕлтĕр-ха хаяр старшина ман чĕремре мĕн пуррине? Çапла шутлама ĕлкĕртĕм кăна — хайхи Гончарук, ачсемĕр, сарă мăйăхне туртсах кăшкăрать:

— Марррш кухньăна!

Кухньăра иккĕн ĕçлеççĕ: Лисукпа пĕр ватă салтак. Вĕсем валли эпир уйрăм çĕрпӳрт тунăччĕ.

Эпĕ пынă чух салтакĕ çырмана шыв ăсма кайнă-мĕн, çĕрпӳртре Лисук пĕчченех юрлани илтĕнет. Кĕрес килмест, анчах нимĕн тума та çук.

Мана курсан, Лисук тĕлĕнсе кайрĕ:

— Петĕр, ма ир килтĕн, каçхи апат хатĕр мар-ха, — тет.

— Ĕçлеме килтĕм, ефрейтор юлташ, сире пулăшма, — тетĕп, старшина хушнă пекех, чыс парса.

Çав тери аван мар пек пулчĕ хама.

— Пĕрремĕш хут ĕçсĕр аптранă фронтовнка куратăп, — шӳтлесе илчĕ хĕр, унтан кулмасăр хушса хучĕ: — Эпĕ питĕ хавас! Лар як çакăнта.

Вăл мана ларма пушă витре ӳпĕнтерсе пачĕ.

Эпĕ ăна хам мĕн сăлтавпа килни çинчен тĕрĕссипе калама тăнăччĕ çеç — калаттармарĕ.

— Пĕлетĕп, старшина сана вăхăтлăха ирĕк панă, вăл сана тав тунине хам куртăм.— терĕ те хĕр, ытарма çук илемлĕ кулса илчĕ.

Хирĕç сăмах чĕнмерĕм вара. Шинеле хыврăм та ăна хирĕç лартăм. Çĕрулми шурататпăр. Аван мар пек туйăнать мана. Хĕр çине пăхма та хăяймастăп, анчах вăл ман çине пăхнине пĕтĕм çанçурăмпа туятăп.

Унччен те пулмарĕ, Лисук хамăр енчи улах юррине юрласа ячĕ. Сасси!.. Чул хушшипе шăнкăртатса юхакан тăрă шыв çавăн пекрех янăрать-шн? Çак илĕртӳллĕ тăван кĕвве хама хирĕç ларакан хĕр мар, çамрăк чĕрем юрласа ячĕ пуль терĕм. Малтанхи хут Лисук çине çывăхран пăхрăм та пирĕн куçсем тĕл пулчĕç... Сарă хĕр мар, çут хĕвел кулчĕ мана хирĕç!...

— Астров! — илтĕнсе кайрĕ çав самантрах тулта. Уяр аçа пекех туйăнчĕ мана ку сясă. Вĕлт кăна сиксе тухрăм çĕрпуртрен.

— Астров, — тет взвод командирĕ, — хатĕрлен, передовойне каятăн.

— Итлетĕп, лейтенант юлташ!

Каялла чупса кĕретĕп те хыпаланса шинель тăхăнатăп.

— Ăçталла, Петĕр? — тет Лисук. Хăй çавăнтах кулма пăрахре, салхуланчĕ. — Асту, асăрханарах çӳре... телейлĕ пул! — терĕ эпĕ тухса кайнă чух.

Тепĕр çур сехетрен çула тухрăмăр. Курмангалиев, Ворончихин, эпĕ. Пыратпăр хайхи çапла виççĕн. Фронтра çапăçу çук пулин те, хутран-ситрен перкелешни илтĕнет. Çывăхран пуля шăхăрса иртмессерен чĕрем шартах сикет. Ара, пĕрремĕш хут фронтра-çке... Çапах та хăраннне палăртмастăп-ха, тусăмсем умĕнче хама хам паттăрланса, чуна хытарса пыратăп.

— Итле-ха, Петенька, мĕне пĕлтерет вăл сирĕн «она вон, шишка» тени? — кулса ыйтать Ворончихин. Эпĕ юрă сăмахĕсене вырăсла куçарса паратăп.

— О-о! — тет Курмангалиев. — Ку шăпах пире, гвардеецсене, пырса тивет: ан авăн кăштах çилĕ вĕрнипе! Ха эсĕ ăна, э! Чăваш халăхĕ те, казахсем пекех, юрра ăста иккен... Ку юрра вĕренесех пулать, тăванăмсем, чи йывăр самантра та çирĕп пулма хушать вăл: «Ан авăн!..» Анчах хăшпĕр сăмяхĕсене улăштар эс, Астрăп, хамăр майлăрах ту. Мĕне кирлĕ-ха пире «ан сивĕн, савни» тенисем? Çук-ха пирĕн ун пеккисем.

Эпĕ ун шухăшĕпе савăнсах килĕшетĕп те хам çавăнтах шутласа тупнă сăмахсене хуллен юрласа та паратăп:

 

Ан парăн, йĕкĕт, ан парăн

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Вол (2012-01-24 15:27:51):

Мĕн калăн ĕнтĕ 1946 çулта çырнă япала пирки?

 

Андрей Шур (2013-02-16 13:00:43):

Александр Артемьев пек илемлĕ çыракансем питĕ сахал... Шел...

 

Геннадий (2023-01-07 19:42:03):

Мĕнле вуламан - вуланă паллах тахçанах . Радиокомпозици те пурччĕ пулас . Паян çĕнĕрен вуласа тухрăм маннă пекскере .. Вăйлă !

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: