Гаврила Державин
Отечества и дым и сладок, и приятен.
Г. Державин
Час-час ас илӳпе иртет ав сăвăç кунĕ
Çут Волхов хĕрринче, юратнă Званкăра.
Кунта лăштах канать халь ун явапсăр чунĕ,
Итлет вăл куккука чăпар уçланкăра.
«Килеççĕ куç умне каллех ачалăх, яшлăх,
Тăван атте-анне, Хусан та Ĕрĕмпур.
Ан тив, мана питех курма тивмен ачашлăх,
Хам ӳснĕ тапхăра ман тав тăвассăм пур.
Юрать-ха нимĕçле мана вĕрентрĕ нимĕç,
Çыра-çыра илни иртмерĕ нимсĕрех.
Кайран мана шăпах вăл пачĕ тулăх çимĕç,
Ытти чĕлхесене вĕрентĕм чиперех.
Ĕрĕмпурта чухнех мĕн чул юмах та сăвă
Вĕрентĕм нимĕçле, куçартăм вырăсла!
Гимназие кĕрсен хавхалантарчĕ çавă
Татах та ытларах çырмашăн хамăрла.
Гимназире вара лартаттăмăр трагеди,
Вулаттăм монолог мăнаçлă сасăпа.
Çыраттăм сăвăсем кас-кассăн тĕлĕкре те
Ача вăййи майлах айван ăсталăхпа.
Пулас килетчĕ ман юмахри пек чăн паттăр,
Лараттăм ӳкерсе шав улăп çынсене.
Пӳртре йĕри-тавра çакаттăм çăтăр-çатăр
Хура е сар тĕспе сăрланă хутсене.
Юрать геодезист хăнăхтара пуçларĕ
Чертеж таврашĕсем чĕркелесе хума.
Кайран çавна кура ман çул-йĕр уçăлайрĕ
Вĕреннĕ вăхăтрах йыш ертӳçи пулма.
Чăпăксарта чухне урам виçсе çӳрерĕм,
Ӳкертĕм хут çине тавралăх карттине.
Тирпей тăвас тесе татах шăв-шав çĕклерĕм,
Хистерĕм итлеме гимнази йĕкĕтне.
Тăр шывлă çырмисем ун чăпăклă-хăваллă,
Ак мĕншĕн çак ятпа çӳрет иккен хула.
Улах улăхĕсем ун йышлă кăвакаллă,
Иртетчĕç пуç урлах çап-çутă Атăла.
Ав тепĕр çулхине эпир, пĕр ушкăн каччă,
Тĕпчерĕмĕр хĕрсе шăпланнă Пăлхара.
Хула ишĕлчĕкне умра кура тăркачă
Ăнкартăм пăлханса мухтавлă тапхăра.
Хăш чух асаттесем чĕрĕлес пек туяттăм,
Пуçтартăмăр укçа, тăм-тимĕр катăка.
Хĕретчĕ ăшăмра темле хĕрхӳ хăватăм,
Ӳкертĕм çурт-йĕре, упраннă пур-çука.
Ик лав тулли тупра Хусаналла ăсанчĕ,
Мĕн-мĕн ӳкернине тутарчĕç çĕнĕрен.
Çав пурлăх Питĕрте яланлăх упрансанччĕ, —
Пăлхар çурт-йĕрĕпе паллашчăр ӳлĕмрен.
Тиеетчĕ аттеме миçе çула каймашкăн,
Тертрехмĕ аннеме, шăллăмпала мана.
Аттем часах вилсен ун сăмахне туймашкăн
Тӳр килчĕ вăрахран, ик-виç çултан кăна.
Асаттесем авал ыр ятпала чап илнĕ,
Хунанă йышланса улпут таврашĕнчен.
Бакрим текен мăрса тарса-куçса-мĕн килнĕ
Мускав çĕрне-шывне Хусан ханлăхĕнчен.
Ун тăхăмĕ — Мĕтри. Мĕтри Чăваш текенĕ
Хастар çӳренĕ тет илмешкĕн Хусана.
Хаяр Иван патша пуян çĕрсем пилленĕ
Унта-кунта парса, юратнă тет ăна.
Вĕсен хӳттипеле эп мĕскĕне юлмарăм,
Çĕклентĕм министра çитичченех çӳле.
Тĕл пулчĕ, телее, ĕçчен те хӳхĕм арăм,
Чыс куртăм пурнăçра, çитетĕп çитмĕле.
Тинех лăштах канса илме пуçларĕ чунăм
Çут Волхов хĕрринче, юратнă Званкăра.
Час-час асилӳпе иртет явапсăр кунăм,
Итлетĕп куккука чăпар уçланкăра.
Килмерĕ çăмăллăн çак манăн сумлăх-ырлăх,
Ансатчĕ пурнăçра сасартăк çухалма.
Хăш чух çине-çинех сиксе тухатчĕ шырлăх,
Вăй пачĕ Туррăмăр, упрарĕ пуçăма.
Кас-кас, тен, юриех йывăрлăха сиктерчĕ
Тĕрĕслесе пăхма тӳсĕмлĕхе, ăса.
Тивĕçлине кура хăй пиллĕхне çитерчĕ,
Çирĕплетсе чуна, ăс-хакăла хушса.
Хăруш самантсене аса илме хăрушă:
Епле-ши хир сысни мана тытса çурман?
Тутар мăрси тесе кулатчĕç пĕр хушă,
Чăматтăм шăтăка — çĕрле асăрхаман.
Эп тупрăм вăй-хăват ултавлăхран тармашкăн,
Ыр офицер пулма, тӳре ĕçне тума.
Иртĕ хӳрен-мĕнрен хама тытса чармашкăн,
Усал ĕçсем туса ямарăм ятăма.
Ăна кура телей, ăна кура ыр ятăм,
Çитменнине тата поэт çĕклемĕ пур.
Ăна йăтса тăма чун канăçне тататтăм,
Савнăçĕпе пĕрле курма тиветчĕ хур.
Халь тăтăшах мана поэзи çил çуначĕ
Инçе çула чĕнет, хавассăн йыхăрать.
Паян яшлăхăмри хĕрӳ вăй-хал маначчĕ,
Ытла ывăнтарать, шăм-шак йăшса пырать.
Херасков пикенсе çыратчĕ «Россиада»,
Тĕпчерĕ вăл манран Чăваш çинчен ыйтса.
«Чăваш» тени «сысна» текелесе мана та
Йĕплетчĕ хăш-пĕри ытла пуç ывăтса.
Ăна кура татах хастар пулас килетчĕ,
Татах та тӳрĕрех, татах та çирĕпрех.
Çав Чăваша кура — умри кун-çул тивлечĕ,
Ун пиркиех Хусан татах та хитререх.
Вăл курăнать куçа илемлĕ ыйхăра та,
Йыхравĕ илтĕнет ун арфа кĕввипе.
Каларăм ун çинчен ятарлă сăввăмра та,
Калас килет ăна мăнаçлă çемĕпе:
«Ачаш та вăштăр çил çу кунĕн ăшшинче
Эп тĕлĕрнĕ чухне мана вĕрсе тăмасть-ши?
Е шыв шăнкăртатать лăс йывăç хушшинче?
Е йывăç айĕнче пикеçĕм чуп тумасть-ши?
Çук, арфа сас парать, асамлă ун сасси:
Е кĕл чечек çинче вăл тĕлĕрет пĕр касă,
Ахрăмланса чуна вăл кăтăклать пĕр си,
Перун инçетлĕхне ярать янравлă сасă.
Эс, Муза тантăшĕ, çĕклентерен чуна
Харита пӳрнисем хĕрсе выляннă майăн.
Çапла пуç кăшăлĕ кӳрсен харитăна,
Сăнаççĕ юратса йăл кулăпа нумайăн.
Тăнлатăн савăнса ăна пĕрле чухне,
Аттелĕхĕм çинчен юрланине эс илтĕн,
Аса килеç вара чечеклĕ çуркунне,
Хусанăмри кунсем — çав тапхăр маншăн ылтăн.
Эй! манăн малтанхи кунсен сăпки-хӳшши,
Ман çылăхсăр, айван яш вăхăтăн кĕтесĕ!
Мана сан шуçăму хăçан çутатĕ-ши,
Хăçан яланлăха кĕтсе илейĕн эсĕ?
Хăçан курайăн-ши еткерлĕх кĕтĕвне,
Ĕмĕртенхи кĕреш юмансене ыталăн?
Хăçан çитейĕп-ши Шур Атăл çаранне,
Хăçан-ши Атăлта шур парăса хăвалăп?
Эй! арфа, янăра эс шав Хусан çинчен!
Пĕлер: унта çӳренĕ Павăл ырă шутлă.
Чун савăнса тăрать çуралнă ен тесен,
Аттелĕх тĕтĕмĕ те кăмăллă та тутлă».
Йăх-несĕлĕн çĕрне, эппин, ăçтан-ха манăн!
Епле кĕртем ĕçе сăваплă тивĕçе?
Хусан таврашĕнче татах çӳресчĕ манăн,
Сăмахăм та пулин çитин вĕçе-вĕçе:
«Сăваплă несĕлсем выртан масарăм,
Кӳмерĕм ылтăн-кĕмĕл вил тăпри çине.
Мухтавлă ăрăва эп тăсаймарăм,
Анчах вăй çитнĕ чух эп турăм ыррине».
Патшалăх ĕçĕнче темех эп тăваймарăм,
Анчах çухалас çук поэзири пайтам.
Янравлă сăввăма шăратрăм ярăм-ярăм,
Халь ун çинчен сăвăласах татам:
«Эл лартрăм хам ятпа яланлăх чаплă палăк,
Вăл çирĕп металтан, çӳлрех питамитран.
Çил-тăвăлпа аçан вăй çук ăна хуçмалăх,
Йăшса вăл анмĕ вăхăт шунăран.
Эп вилмĕп тĕтĕмпе, ман ĕçĕн пысăк пайĕ
Юлать çĕрмесĕрех, вăл пурнĕ халăхра.
Мухтавăм çĕр тавра шавах чакмасăр кайĕ
Славян йăх-несĕлĕ кун курнă вăхăтра.
Хыпар Шур тинĕсрен Хури таран саланĕ —
Атăлпала Нева, Донпа Урал енне.
Пур халăх та ун чух вара аван ăнланĕ
Мĕскер-мĕскер туса эп чаплă пулнине.
Хăйса вырăссенчен пĕрремĕш пахаларăм
Фелицăн ыр ĕçне вылянчăк сăвăпа,
Эп Туррăмăр çинчен чуна уçса каларăм.
Пĕлтертĕм чăнлăха ăш пиллĕн йăл кулса.
Эй! Муза, тивĕçӳ пур санăн мухтанмалăх,
Хăвах сивле-тирке хăвна сивлекене.
Эс лăпкă алăпа ĕмĕрлĕхе юлмалăх
Çут шуçăм кăшăлне хурсам пуçу çине.
Мана Львовпа Капнист, Херасков та Хемницер
Тăратчĕç ал парса, пыратчĕç ăс парса.
Иртмен пуль пĕр-пĕрне хĕм лектерсе илнисĕр,
Çапах тăванлашса çĕкленĕ вырăса».
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...