Хĕвеллĕ çумăр


 

30

Хир çулĕпе нумаях та малалла каяймарĕ çамрăк агроном, вăрман енчен темĕнле çăмăл машина кĕрлеттерсе килнине асăрхарĕ. «Маяк» колхозăнни пекех — «ГАЗ-69» текенни. Шангин тĕлне çитсен, машина чарăнчĕ. Кабинăра, шоферпа юнашар, Иван Демьянович Хадаров лара парать. «Тĕлсĕр тĕлпулу, — эрленсе шухăшларĕ Микулай. — Мĕн шыраса çӳрет-ши?..» Лешĕ кабина алăкне уçрĕ те:

— Ăçта çав сирĕн пуçлăхсем? — тесе ыйтрĕ. — Пĕтĕм ялĕпе те хирĕпе çаврăнтăм — тупаймарăм... Питĕ кирлĕччĕ...

— Садра пуль вĕсем... е сысна ферминче, — ирĕксĕртереххĕн хуравларĕ çамрăк агроном. — Халь анчах кайрĕç... Хуса çитме те пултаратăр...

— Тепĕр тесен... — мăнттай кӳлепипе йывăррăн çаврăнкаласа, Хадаров кабинăран тухрĕ. — Эпĕ сирĕнпе те калаçма пултаратăп... Эсир — çапах та агроном... Сăмахĕ — шăпах агротехника пирки...

— Тархасшăн, — кăмăллах та мар килĕшрĕ Шангин. — Итлеме хатĕр... — Хăй ăссĕн шухăшларĕ: «Паллах, Нина пирки... Чуна ыраттаракан сăмах-юмах...»

Шалпар хура плащ тăханнă Иван Демьянович хальчченхинчен чылай кĕрнеклĕрех курăнать. Пуçĕнче унăн çӳллĕ кăшăллă та катмар тӳпеллĕ сарă сăран карттус. «Пирĕн саманари вăтăрмĕш çулсем...» — хăй тĕллĕн кулкаласа илчĕ Шангин. Чăн та, унашкал карттуссене вăл пурнăçра мар, киносенче çеç куркаланă-ха, çапах «вăхăт палли» асра юлать-юлатех. Хадаров халь Микулая шăпах çав вăхăтсенчи кинофильмран тухса килнĕ пĕр-пĕр прораб пек курăнса кайрĕ. «Тумĕ çеç мар, чунĕ те улшăнман-тăр ку этемĕн унтанпа?!» — кăшт шикленерех шухăшларĕ çамрăк агроном.

Хадаров ăна сылтăм аллипе хул айĕнчен тытрĕ те (пуçлăхсен йăли) ансăр хир çулĕпе ерипен кăна малалла çавăтса кайрĕ. Кĕске кунчаллă хром атă тăхăннă тачка урисемпе хăй упалла лăппи-лаппи пускаласа утать, анчах çамрăк агроном утăмĕпе ниепле те килĕштерсе пыраймасть.

— Эс тăхта, эпĕ халех, — терĕ вăл, шоферĕ еннелле çаврăнса.

Унтан Хадаров пĕр хушă чĕмсĕррĕн утса пычĕ. Утнă май хăйĕн шалпар плащĕ çеç хыттăн кушăртатать, хăй те йывăррăн хашлатса сывлать. Калас шухăшне калама витĕмлĕрех сăмах шырать пулас вăл е шоферĕ илтесрен сыхланать, çавăнпа çамрăк агронома машинăран епле те пулин аяккарах çавăтса кайма тăрăшать.

— Коллегăмçăм, — хăйăлтирех сассипе пăшăлтатса илчĕ вăл хайхи, тата тепĕртак кайсан, — вăтăр гектар кантăра пĕтертĕр пулать? Пуçĕпех!..

Шангин утнă çĕртен тăпах чарăнчĕ.

— Эпĕ сире хисеплетĕп, Иван Демьянович, — терĕ çамрăк агроном, ним калама аптранă енне. — Сире пурте хисеплеççĕ. Анчах каçарăр та, Хадаров юлташ, эсир ку хыпарпа кăшт каярах юлнă... Иккĕмĕш бригадăри кантăр кашласах ӳсет... Чăн та, эсир калашле, вăтăр гектар мар, çирĕм пиллĕк кăна... Акасса шăп та лăв çавăн чухлĕ акнă... Питĕ шел, шанчăклах мар сирĕн хыпарçăсем...

— Мĕнле хыпарçăсем? — сасартăках шăртланчĕ Хадаров.

— Ара, осведомительсем, эппин, — малтанхи пекех явап пачĕ Шангин. — Сирĕн вăрттăн агентăрсем...

— Чĕлхӳне ытлашши ирĕке яратăн, çамрăк юлташ, — сиввĕн хăйăлтатса тухрĕ Хадаров сасси. — Вăтăр гектар-и, çирĕм пиллĕк-и — уйрăмми çук. Анчах Пайгусов бригадинче кантăр пĕтнине эпĕ пит лайăх пĕлетĕп. Мĕншĕн халиччен акт çырман? Мĕншĕн пирĕн пата тивĕçлĕ документ тăратман? Пытарасшăн?.. Çук, çук, пачах ырă мар утăмран пуçăнтăр эсир, çамрăк коллегăмçăм, хăвăрăн кунçулăра!.. — Халь ĕнтĕ Хадаров хĕвел çаврăнăш хуппи пекех пĕрхĕнтерме тытăнчĕ сăмаха. — Вăтăр гектар!..

— Вăтăр гектар мар, çирĕм пиллĕк, — каллех пӳлчĕ Шангин.

— Ан тив, çирĕм пиллĕк пултăр — аллине сулчĕ Хадаров. — Анчах кантăр! Кантăр! — халь вара вăл икĕ аллине те пĕлĕтелле кăмтарчĕ. — Чи паха техникăллă культура!.. Мĕн тери пысăк сăтăр колхоза, халăха, патшалăха!.. Турăçăм, ăçта çитсе тăтăмăр эпир?.. Мĕне вĕрентеççĕ халь институтра?..

— Чимĕр-ха, Хадаров юлташ, — тăвăнса килнĕ çиллине аран çеç тытса чарчĕ çамрăк агроном, — тем капла хир варринче çуйхашса тăриччен кантăрне кайса пăхăпăр. Тĕрĕслĕпĕр...

— Э-э ,çу-ук!.. — шĕвĕр пӳрнипе юнаса илчĕ Хадаров. — Ватă çерçие хывăхпа улталаймăн!.. Шăхличĕ... Понятойсемсĕр утăм та ярса пусмастăп... Председатель хăй пултăр... Парторганизаци секретарĕ... Ревкомисси...

— Питĕ аван! — хĕпĕртесех килĕшрĕ çамрăк агроном. — Маншăн та, колхозшăн та аван... Пытармастăп, кантăр чăннипех пĕтме пултарнă...

— Ха, пултарнă эппин? — çумăр хыççăн çул çине хухнă тăпра ăманĕ пек авкаланса илчĕ Хадаровăн çилĕпе кăвакарнă тути. — Кантăр пĕтме пултарнă. — Шангин çăлса хăварнă. Анчах мĕнле майпа?..

— Çаплах...

— Пĕлетпĕр, пĕлетпĕр!.. Чип-чипер шăтас кантăра тытнă та сӳрелесе пăрахнă!.. Хыçалтан хуп-хура çĕр выртса юлнă... Тĕнчере кам ун пек хăтланать? Кам хушнă сана? Кам инструкци панă?

— Инструкци... — хăй тĕллĕн кулса илчĕ çамрăк агроном. — Пăрлă çумăр хыççăн тăпра питлĕх пек хытса ларсан, мĕн тунă пулăттăр-ха эсир, районти опытлă специалист?.. Инструкципех кăпкалатма çук-çке...

— Ротационная мотыга! — наукăра темĕнле çĕнĕ «открыти» тунă пек, уйрăмах янратса каларĕ çак икĕ сăмаха Хадаров. — Кустăрмаллă катмак!.. Мĕн, эсĕ хаçат та вуламастăн-им? Çĕнĕ техникăпа анлăрах усă курмалла!..

— Ырă канашăршăн тавтапуç, Иван Демьянович, — терĕ Шангин тӳлеккĕн. — Анчах ăçта-ха вăл кустăрмаллă катмакĕ?

— «Сельхозтехника» складĕнче... Кайăр та илĕр... Председателе калăр... Эсĕ — агроном...

— Илтрĕм-ха, — çамрăк агроном евĕккĕн пуç тайрĕ те малалла Хадаров сăмахĕсемпех хушса хучĕ: — Сирĕн ăслă кăтартăвăра çирĕп асра тытăпăр — малашне çĕнĕ техникăпа анлăн усă курăпăр... Çапах та, Иван Демьянович, ман сиртен хăшпĕр япала пирки ыйтса пĕлмелли пур... Эсир ку районта нумайранпа ĕçлетĕр... «Маяк» сирĕншĕн — тăван колхоз... Ĕçре эсир яланах çĕннишĕн хыпăнса çунатăр: «Çĕнни!.. Коммунизм калчи!..»

Иван Демьянович сисрĕ: çамрăк агроном те шахвăртса калаçать, темĕнле вăрттăн серепе лартма хатĕрленет. Хайхи ватă агроном упанни евĕр пĕчĕкçĕ хăмăр куçĕсемпе çамрăкки çине чăрр тинкерсе пăхрĕ те:

— Коллегăмçăм, — терĕ кӳреннĕн, — аслăраххинчен тăрăхлани вырăнсăр... Ытлашши чăрсăрланни те аванах мар...

— Мĕн эсир, Иван Демьянович!.. Асра та пулман... Шăпах çав самантра «йĕпе кетесрен» тем талккăш капланса хăпарнă хура пĕлĕт хир тӳпине çитрĕ те чĕреслетсех çумăр çăва пуçларĕ.

Çумăртан сыхланас тесе, Хадаров малтан хăйĕн «газикĕ» патнелле сулăннăччĕ, анчах машина чылай инçетре ларнине асăрхарĕ те çамрăк агроном еннелле çаврăнса пăхрĕ: пуçлăха хӳтĕле имĕш.

— Иван Демьянович, атьăр витнĕ йĕтеме! — чĕнчĕ Шангин, хăй вара тӳрех унталла чупрĕ.

Кĕске кунчаллă атă тăхăннă тачка урисемпе лăппи-лаппи пускаласа, Хадаров та çамрăк агроном хыççăнах васкăрĕ. Хир варринчи витнĕ йĕтемрен, тĕрĕссипе, ячĕ çеç юлнă темелле. Ун тăрринчи кивĕ улăм нумай тĕлте çил-тăвăлпа вĕçсе пĕтнĕ. Енчен енне витĕр çил кастарса вĕрет. Çапах та тырă сăвăрмалли машинăсем ларакан пĕр кĕтесре Хадаровпа Шангин кăшт хӳтлĕх тупрĕç-тупрĕçех.

Çамрăк агрономăн кăна мар, ваттин те паян куçа-куçăн калаçмалли сăмах пур-тăр çав. Ахаллĕн мĕн тума вăл шăтăк-шатăк лупас айне килсе тăрĕччĕ? Унăн çăмăл машина пур. Çумăр чашкăрта пуçласанах, вăл «газикĕ» çине ларĕччĕ те ялалла вĕçтере парĕччĕ. Ытах çамрăк агронома та çумăртан машина ăшне кĕрсе пытанма чĕнĕччĕ. Çук çав, шофер умĕнче сăмах ваклас килмест унăн. Сас-хура сарăлма пултарать. Ахăртнех, çамрăккине вăл пĕр-пĕр витĕмлĕ сăмах каласшăн, «ĕçре пулăшакан усăллă кăтарту» парасшăн?!. Тен, ятласшăн, «тăн кĕртесшĕн»? Юрĕ-çке, çамрăк агрономăн та çак «опытлă специалиста» пат тӳррĕн каламалли пайтах пухăннă... Çăкăр-тăвар хире-хирĕç пултăр эппин!..

Тӳпери хĕвеле хура пĕлĕт талккăшĕпех хупласа илнипе çанталăк питĕ тĕксĕмленчĕ, кичемленчĕ. Вăхăтсăр каç пулса килчĕ тейĕн.

Иван Демьяновичăн сăнĕ те сисĕнмеллех улшăнчĕ. Яланхи кĕре пит-куçне темĕнле сарăрах тĕс çапрĕ. «Ытлашши пиçсе çитнĕ кавăн...» Сарлака çамкине пăтăр-пăтăр шултра тар тапса тухрĕ. Ку ĕнтĕ çумăртан пытанас тесе сăрпаланнипе. Иван Демьянович çамрăк агронома тем каларĕ пулас — тăпра ăманĕ пек курăнакан çӳхе кăвак тути юлхавлăн авăнкаласа илчĕ. Анчах кивĕ улăм çине чашлаттарса çапăнакан çумăр шавĕ витĕр Микулай унăн пĕр сăмахне те илтсе юлаймарĕ.

— Çамрăк коллегăмçăм, — хальхинче хытах кăшкăрса каларĕ Хадаров, — мĕн ыйтса пĕлесшĕнччĕ эсĕ? Кирлĕ пулсан, пулăшма хатĕр... Яланах...

Халĕ ĕнтĕ Микулайăн калаçас кăмăлĕ тăнчах пĕтсе ларчĕ. «Хадаров — пысăк çын, — шухăшларĕ вăл. — Тĕрĕссипе, манăн пуçлăх. Анчах мĕн тери мĕскĕн курăнать вăл çак самантра!.. Çын кӳлепи... Этем хапи...»

— Эпĕ итлетĕп, — хăй пурри çинчен тата тепĕр хут асăрхаттарчĕ Хадаров. — Кĕтетĕп...

«Картран вĕçерĕнес марччĕ кăна! — хăйне хăй пăркăчлать Микулай: — Чăтăм çиттĕрех, тӳсĕм çиттĕрех! Тепле пулсан та ,вăл санран аслăрах çын... Çулĕпе... Çут тĕнчере нумайрах пурăнса курнă... Ялта та хисеплеççĕ ăна... Районта та... Анчах мĕншĕн?.. Хăраççĕ?.. Ун хӳттипе ялта унăн арăмĕ Ăçтиçук-Таçук иртĕхет... Пурпĕрех чăт, Микулай, халлĕхе тӳс!.. Анчах пауза ытлашши вăраха тăсăлчĕ. Мĕн те пулин каламаллах...»

Çумăр чашкăртать те чашкăртать, йĕтем таврашĕнчи кивĕ улăма шӳтерсе пирчетет. Микулай пур, çаплах хăй сăмахне пуçласа калаймасть-ха. Кунашкал вăрахчен чĕмсĕрленсе тăни ырах та мар.

— Ăнланаймастăп, — каллех систерет Хадаров, — е çав тери мăн кăмăллă эс, çамрăк юлташăм, е...

— Çук-ха, Иван Демьянович, — ассăн сывласа илчĕ Микулай, — хам шухăшăн вĕçне-хĕрне тупаймарăм... Таçтан тытăнмалла?..

— Кала тӳрех! — вĕчĕрхенсе хистерĕ Хадаров.

— Юрĕ, калам эппин, — сасартăках хăюлланчĕ Шангин. — Вăт, Иван Демьянович, ĕлĕкрех эсир хăвăрăн тăван колхозăра питĕ пулăшнă, теççĕ.

— У-у, эпĕ хытă тăрăшнă колхозшăн! — хăпартланса хушса хучĕ Хадаров. — Вăя хĕрхенмен!..

— Питĕ аван, — терĕ малалла Шангин. — Халĕ те пулăшасчĕ... Хăвăрах пĕлетĕр — япăх пурăнать колхоз... Чухăн... Йывăр лару-тăру... Мĕн тумалла?

— Вăрçă хыççăнхи чи йывăр çулсенче те эпир аптăрасах кайман, — тем вăрттăн сăмах пĕлтерес пек, Микулая хăлхинчен пăшăлтатса каларĕ Хадаров. — Колхоза эпĕ патшалăхран кивçен вăрлăх илме пулăшаттăм... Ссуда, ара, ссуда!.. Фураж унта, укçа-тенкĕ...

— Кивçен илнине тавăрса памалла-çке, Иван Демьянович, — чунтан пăшăрханса хуравларĕ Шангин.

— Эпĕ ку енчен те пулăшнă, — чеен кулса илчĕ Хадаров. — Хе-хе-хе... Списать тунă...

«Списать?.. — Микулай чĕрине самантрах вĕри юн таппи пырса çапрĕ. — Списать?.. Патшалăх пирĕн пуян имĕш... Сăптăр та сăптăр... Эсĕ те, Иван Демьянович, хăвăн тăван колхозна вăхăтлăха ĕçлеме килсен, патшалăхран подъемнăйсем хăйпăтса илнĕ... Унтан виçĕ çул хушши уйăхне пин те икçĕршер тенкĕ шалу илсе тăнă!.. Çапах та тӳс, Микулай тусăм! Халлĕхе чăт! Картран ан вĕçĕрĕн! Санăн çак этеме витĕрех тĕпчесе пĕлмелле!..»

— Тата тепĕр ыйту, Иван Демьянович, — ним пулман пекех шăлне çыртса сăмах хушрĕ çамрăк агроном. — Эсир, акă, Иван Демьянович, районти ялхуçалăх управленийĕн аслă агрономĕ. Пĕтĕм çĕрĕçĕн технологийĕ сирĕн алăрта. Эсир — главнăй технолог!.. Калăр-ха, тархасшăн, колхозсенчи пусă çаврăнăшсем пирки мĕн шутлатăр эсир? Мĕнле пăхатăр çак ĕç çине? Каçарăр, тен, ман ыйту вырăнсăр?!.

Хадаров нумай шухăшласа тăмарĕ.

— Вырăнлă, питĕ вырăнлă! — терĕ вăл, çамрăк агроном мĕнле ыйту парассине малтан пĕлнĕ пекех, питĕ тĕплĕн ăнлантарма пикенчĕ. Кăшт хăйăлтирех сасси хăйĕн пĕр тикĕссĕн чăштартатать, кивĕ улăма шӳтерекен çумăр чаштăртатнипе пĕрлешсе каять. Юрать-ха, çумăрĕ сисĕнмеллех тасалчĕ, çавăнпа Иван Демьянович мĕн калани халь ĕнтĕ хăлхана лайăхах кĕрсе юлать.

— Пусă çаврăнашĕ — питĕ кирлĕ япала! — терĕ вăл, хăй сăмахне районти колхоз шкулĕнче çирĕм-вăтăр çул ĕлĕкрех лекци вуланă мелпе шутарса. — Паллах, пĕр калăппа туса хатĕрленĕ, пурин валли те яланлăхах картса хунă пусă çаврăнăшсем пулма пултараймаççĕ, анчах кашни колхозра, кашни совхозра, пĕр сăмахпа, кашни хуçалăхра, тĕрлĕ культурăсене ылмаштарса акмалли, тăпрана кăпкалатмалли, органикăллă тата минераллă имçамсемпе çемçетмелли, гербицидсемпе сиплемелли пĕр-пĕр система, ялхуçалăхне сăтăрлакан хурт-кăпшанкăпа тата чир-чĕрпе кĕрешмелли система, вăрлăх туса илмелли система пулмаллах. Унсăрăн çĕрĕçне малта пыракан наука вĕрентнĕ пек тĕрĕс йĕркелесе пыма май çук. Çук, май çук!..

Хадаровăн вăрăм сăмахне итленĕ май, çамрăк агроном хăй сисмесĕрех анасласа илчĕ. Хадаров ăна хăйĕн упа куçĕпе чăрр тинкерсе пахрĕ, анчах «хĕвелçаврăнăш хуппине» пĕрхĕнтерме пăрахмарĕ, пĕр пуçăннă «лекцине» малалла вуласа кайрĕ: «Çĕрĕçĕ... Çĕрĕç культури... Системăсăр... Система...»

Вĕçĕмсĕр чăшăртатса тăракан сăмах юххинчен çамрăк агрономăн хăлхине уйрăм татăк-кĕсĕксем çеç кере-кĕре юлаççĕ. Шухăш пĕр ярăма сыпăнаймасть. Тата «система» сăмаха та Иван Демьянович темĕнле хăй евĕрлĕрех калать. Чăваш çыннин калаçăвĕнче ку самах, ялан тенĕ пекех, çемçен илтĕнет-ха. Тепĕр чухне самай интеллигентлă çын та «çиçтемă» тесе пуплешет. Иван Демьянович çăварĕнчен вара çав сăмах ытлашширех те çирĕппĕн тухать: «системă» тенĕ пекрех илтĕнет.

Ахăртнех, Хадаров чĕлхе тĕлĕшĕпе ытти интеллигентсенчен хăй чылай çӳллĕрех пусăмра тăнине кăтартасшăн...

Çамрăк агрономăн пĕр кулас, пĕр тарăхас килет. Хăйне тепле çирĕп тытма тăрăшрĕ пулин те, вăл юлашкинчен пурпĕрех тӳсеймерĕ. Таçта шалти чун хĕлĕхĕ çав тери хытă туртăнса карăннипе хăй тĕллĕнех сасă пачĕ темелле — ян-янраса кайрĕ.

— Пусă çаврăнăшĕ пирки эсир, Иван Демьянович, питĕ хитре каласа кăтартрăр-ха, — майĕпен пуçласа ячĕ Шангин. — Ялхуçалăх науки... Çĕрĕç культури — питĕ паха япала. Эсир, Иван Демьянович, «Маяк» колхоз валли те пĕр вунă çул каярах пусă çаврăнăш планĕсемпе тăпра карттисем туса хатĕрленĕ. Хитре плансем, чаплă карттăсем! Йăлтах хăвăр аллăрпа тунă, Тăван колхоз валли!..

— Ара çав, ара — хĕпĕртесех килĕшет Хадаров. — Тăрăшнă, тăрăшман мар!..

— Анчах... — çамрăк агроном тăхтаса тăчĕ, сывлăш çавăрчĕ. — Анчах вĕсем, çав хитре плансемпе чаплă карттăсем колхоз правленийĕнчи шкап тăрринчех сарăхса тусанланса выртаççĕ. Вунă çул хушши!.. Вĕсем çине ĕнтĕ шăна та ларми пулнă... Акă ăçта вăл «системă»!

Телĕннипе куçне-пуçне чармакласа пăрахнă Хадаров çамрăк агрономăн чăрсăр сăмахне пӳлме те хал çитереймерĕ. Шангин вара малалла тата чăрсăртараххăн кастарма тытăнчĕ.

— Ячĕшĕн, хурмишĕн тунă плансем, — терĕ Шангин. — Хут çинче — пĕр майлă, пурнăçра — тепĕр майлă!.. Йăлтах кутăнла!.. Йăлтах пуçхĕрлĕ!.. Колхозра, чăннипе, нимĕнле пусă çăврăнăшĕ те çук... Нимĕнле çĕр-ĕç культури те !.. «Маякра» çеç мар, ытти çĕрте те çавнашкалах... Çултан-çул ыраш çине ыраш, тулă çине тулă акатпăр... Мĕншĕн?..

— Мĕншĕн? — хăй тĕллĕн мăкăртатса илчĕ Хадаров, çамрăк агроном мĕн тери чăрсăр хăтланнине тин çеç ăнкарса. — Эс, çамрăк тусăм, ан ман! — терĕ вăл шăл витĕр. — Патшалăх интересĕ!.. Эпир патшалăх интересне яланах мала хунă, хуратпăр та... Патшалăха мĕнле культура кирлĕ, çавна акатпăр... Пĕр вăхăтра пусси-пуссипе кок-сагыз акаттăмăр...

— Çапла, пĕр гектартан хăрах калушлăх каучук тухнă, теççĕ, — пӳлмесĕр тӳсеймерĕ çамрăк агроном. — Хам эпĕ ăна-кăна пĕлсех каймастăп... Ун чухне ача çеç пулнă...

— Ача çав, эс халь те ача... — çилĕллĕн чашкăрса илчĕ Хадаров. — Хăрах калуш тухнă-и унта, пĕр мăшăр-и е çĕр мăшăр — ăна пĕлместĕп. Патшалăха кирлĕ пулнă — эпир акнă... Эпĕ çавна çеç пĕлетĕп... Сорга та, суданка та, нимĕç пăрçи те акса пăхнă эпир... Хитре плансем тетĕн эс!.. Хут çинчи плансене пурнăç яланах улăштарма пултарать...

■ Страницăсем: 1... 31 32 33 34 35 36 37 38

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: