Хаярлăх вăрлăхĕ
1.
Кĕркунне. Хурăнлăх ялĕ тарăн ыйхăран вăранать. Уяр çанталăкри тӳпе çăлтăрсемпе тулнă. Уйăх кăна мĕнле-тĕр шурса кайнă, ун йĕри-тавра ункăсем карталаннă — çанталăк пăсăлать пулмалла. Сулхăн. Çил те самаях хытă вĕрет. Ялта йытăсем вĕркелеççĕ, автансем авăтаççĕ, алăксен уçăлса хупăннă сасси илтĕнет.
Марье аппа ыйхăран вăранчĕ. Ыйхăран вăранчĕ тени те тĕрĕсех мар, ара, çутăласпа анчах аран-аран çывăрса кайрĕ вăл. Аçтан ыйхă килтĕр- ха çавăн пек чух — ывăлĕ салтакран таврăнмалла ыран. Тăрса ларсанах ăшă тутăрне çыхса ячĕ, урине çăм чăлха тăхăнчĕ, çутă çутрĕ. Ултгăмĕш сехет кăтартаççĕ стена çинчи сехет йĕпписем.
Кӳршĕсем те çав вăхăтра çутă çутса ячĕç. Марье аппа васкаса пăлтăра тухрĕ, малтанах хатĕрлесе хунă вутă çĕклемĕ тата пĕр витре кăмрăк йăтса кĕчĕ. Каланккă юшкине уçрĕ, кĕл кăларчĕ. Часах чĕртсе янă каланккă кĕрлеме тытăнчĕ.
Марье аппа пĕчченех пурăнать. Мăшăрĕ, Михаля, вăрçăран таврăнаймарĕ. Ыран салтакран таврăнакан Иван ашшĕне астумасть, ытла пĕчĕк пулнă-ха вăл ашшĕ вăрçа тухса кайнă çул. Хуçалăхĕ Марье аппан пуян вара: шатрун çурт, тырă кĕлечĕсем, выльăх-чĕрлĕхĕ, кайăк-кĕшĕкĕ картиш туллиех. Вăл ялти пуян хĕрĕ пулнă, ашшĕ ăна качча кайсанах пурнăçра мĕн кирлипе тивĕçтернĕ. Тен, çемьере чи кĕçĕнни пулнипе ашшĕ- амăшĕ юратарах панă-тăр. Марье аппара ашшĕ юнĕ юхать теççĕ. Тĕрĕсех пуль ара: кăра çилĕллĕ, каппай, çăткăн чунлă хĕрарăм вăл, пуринчен ытла арçынсене, хăйĕнчен кĕçĕнреххисене, пăхăнма юратмасть. Ĕçченне ĕçчен ĕнтĕ, çавăн пек пысăк хуçалăха хĕрарăм пуççăн тытса пырать, йывăрлăхсенчен те хăрамасть, тăва пĕлмен ĕçĕ те çук унăн.
Каланккă хĕрсе çитсен вăл пăлтăра тухрĕ, çăнăх таканине илсе кĕчĕ те аллама тытăнчĕ: апат-çимĕç пĕçермелле ывăлĕ таврăннă çĕре, хăнасем пуçтармалла.
Çапла аппаланса Марье аппа тул çутăлса çитнине те асăрхамарĕ. Пӳрт ăшăнса çитнĕ ĕнтĕ, плита çинче вĕресе ларакан яшка пĕтĕм пӳрте ырă шăршă сарчĕ. Вăл васкасах вырăнне пуçтарчĕ, апат тăвиччен выльăхĕсене, кайăк-кĕшĕкĕсене апатлантарас тесе картишне тухрĕ. Малтанах сыснисене апат пачĕ, сурăхсен умне утă пăрахрĕ, аллине витре, алшăлли, ăшă шыв янă курка тытса ĕне витине васкарĕ. Часах витрере сĕт ташланă сасă илтĕнсе кайрĕ.
Картишĕнчи ĕçсене майлаштарсан Марье аппа ирхи апаттурĕ, чуста хурса лартрĕ, тумне улăштарса тăванĕсем патне йыхрава тухса утрĕ...
...Тепĕр кун, хĕвел тухас умĕн, Хурăнлăх еннелле аллине чăматан тытнă, моряк тумĕ тăхăннă çӳллĕ те патвар çамрăк, чупнă пекех, хăвăрт утса çывхарчĕ. Колхоз фермисем патне çитсен вăл чупмах тытăнчĕ, хăйсен килĕ еннелле пăрăнчĕ. Шыв ăсма тухнă Марье аппа ывăлне таçтанах палласа илчĕ, пус тĕпне çитернĕ витрине шыв тултармасăр тарасана вĕçертсе ячĕ, савăннипе вăйĕ пĕтнĕрен шăннă çĕр çине чĕркуçленсе ларчĕ:
— Иван, ывăлăм... — пăшăлтатрĕç кăвакарнă тутисем.
Иван та амăшне аеăрхарĕ, чупса çитсе чăматанне айккинелле ывăтса ячĕ, амăшне çăп-çăмăллăн, пĕчĕк ачана йăтса илнĕ евĕр ура çине йăтса тăратрĕ, ыталаса илчĕ. Телейлĕ амăшĕпе ывăлĕ картишне кĕрсе çухалчĕç.
Тата пĕр-ик сехетрен Марье аппасен кил-йышĕ вĕлле пекех сĕрлеме тытăнчĕ: алăксем тăтăшах уçăлса хупăнаççĕ, ача-пăча сасси янăрать, савăнăçлă калаçу таçтанах илтĕнет. Авă хирĕççи Крахьян аппапа Иван куккăшĕн ывăлĕсем йĕрмĕшмех тытăннă: моряк карттусне пайлаççĕ иккен. Иван, нихăшне те кӳрентерес мар тесе, пĕрне карттусне тăхăнтарса ячĕ, теприне пилĕк çыххине парнелерĕ.
Виçĕ куна яхăн тăсăлчĕ уяв: Иван тăванĕсем патĕнче хăнара пулчĕ, хăйсен патĕнчен те хăна-вĕрле татăлмарĕ.
— Ывăлăм, — терĕ пĕррехинче Марье аппа ирхи апат туса ларнă вăхăтра. — Ватăлтăм ĕнтĕ, алă-урасем ыратаççĕ, пуç та çаврăнкалать. Мана кил-хуçалăхра пулăшакан хĕрарăм алли кирлĕ. Авланас пулать, чĕппĕм, — куççульне шăлсах калаçрĕ вăл.
— Анне, кăштах канам ĕнтĕ. Суйласа илнĕ хĕр те çук манăн, — терĕ Иван амăшĕн куçĕсенчен пăхса.
Чăнах та, Иванăн чун юратакан хĕрупраç пулман çак куна çитиччен. Çичĕ класс пĕтерсенех колхозра вăй хунă, кӳршĕ ялсене çӳремен, çĕрле урама та тухман темелле. Мĕн салтака кайичченех амăш ытамĕнче пурăннă, усалланса, çынна сивĕ сăмах каласа курман.
— Хĕрне ăна тупăпăр-ха. Ав кума иртнĕ эрнере кӳршĕ Сала ялне хăнана кайнă та сĕре хӳхĕм хĕре куç хывса килнĕ. Килнĕ-килмен ун çинчен каласа пачĕ, евчĕ пулма та килĕшрĕ...
...Тепĕр икĕ эрнерен Марье аппасен килĕнче туй кĕрлерĕ. Пĕтĕм ял пухăннă тейĕн туя, картишĕнче ура пусма вырăн çук. Чăнах та, питĕ илемлĕ хĕр тупса панă Ивана хреснамăш, Лисук ятлă вăл. Çамрăк мăшăр турăш кĕтессинче картина çинчи улпут ачисем пек ларать, пĕринчен тепри илемлĕ. Иван шап-шурă кĕпепе, хура шăлаварпа, хулăн та кăштах пĕтĕрĕнсе ӳсекен сăмала тĕслĕ çӳçне çӳлелле тураса купаланă. Лисукăн алă туни хулăнăш сарă çӳç çивĕчĕсем кăкăрĕ çийĕн усăнса тăраççĕ, икĕ пит çăмарти те пач! путса кĕрсе ахаль те илемлĕ пит-куçа татах та илемлетеççĕ. Пĕрре курсах юратса пăрахрĕç çамрăксем пĕр-пĕрне, шанас та килмест. Çавăнпа туй кĕрекинче вĕсем мĕн ачаранах килĕштерсе ӳснĕ мăшăр пек тыткалаççĕ.
Туй икĕ эрнене тăсăлчĕ: хĕр енче, каччă енче, çĕнĕ хĕр, вырăн леçӳ т. ыт. те. Иван колхозра бригадирта, Лисук та ытти хĕрарăмсемпе пĕрле пĕр ĕçрен юлмарĕ. Марье аппа килти ĕçсене туса тăчĕ. Аванах пурăнатчĕç Михайловсем...
Иван мăшăрне алă çинчех йăтса çӳрерĕ. Лисукта хăнăхса çитрĕ ĕнтĕ. Юрату тени иккĕшне те тыткăнламаллипех тыткăнларĕ. Ик-виçĕ уйăх хушши Марье аппа çамрăксем çине пăхса тăранаймастчĕ. Çук вĕт, кĕвĕçӳ юнĕ хĕрарăм куçне хупласах хучĕ. Ара, туй пулнăранпа ывăлĕ унпа ăшшăн калаçса та курман вĕт-ха.
Иван ир-ирех ĕçе тухса каять, каçхине ĕçрен таврăнать те вăхăтне мăшăрĕпе ирттерет. Чирлесех ӳкрĕ Марье аппа, ывăлĕпе, кинĕпе пуршăн- çукшăн хирĕçме пуçларĕ, чире персе килти ĕçсене тума пăрахрĕ. Иван ыйтнипе Лисук колхоз ĕçне тухма пăрахрĕ, килте аппаланчĕ. Мĕнле тăрăшсан та Марье аппана юрама ай-яй! йывăр иккенне ăнланса илчĕ вăл. Çапах та чăтрĕ. Ивана нимĕн те каласа памарĕ.
Çур çултан:
— Иван, йывăр çын эпĕ, часах ача çуралать пирĕн, — тесе пĕлтерчĕ Лисук.
Иван ăна ачашшăн ыталарĕ, йывăр ĕçсенчен сыхланма ӳкĕтлерĕ.
Çуркунне çитрĕ. Çĕр типсе çуркаланчĕ. Çурхи ĕçсем пуçланчĕç. Килте те ĕç çителĕклĕ: ĕне пăруланă, сурăхсем пăрăсланă, хурсем чĕпĕ кăларнă, сысна çăвăрланă... Марье аппапа кинĕ хушшинче ăнланулăх пĕтсех пырать, йĕмен кун та иртмест Лисукăн.
Мункунта Иванпа Лисука, Марье аппана куккăшĕ хăнана илсе кайрĕ, кунĕпех унта пулчĕç вĕсем. Куккăшсем патĕнче Лисуксен ялĕнчен те хăнасем пурччĕ. Вĕсенчен пĕринпе, ватăрах хĕрарăмпа, Марье аппа мĕскер çинчен-тĕр сĕре хĕрсе кайса калаçрĕ. Калаçнă хушăра Лисук çине шăтарасла пăха-пăха илчĕ. Аван мара туйса, Лисук чĕри хытăран-хытă тапма тытăнчĕ, пуçĕ çаврăннă пек пулчĕ.
— Иван, атя киле каятпăр, эпĕ хама начар туя пуçларăм, — терĕ вăл мăшăрне.
Вĕсем пуринпе те сывпуллашса килне тухса утрĕç. Марье аппа хăнарах юлчĕ-ха.
Каçхи ĕçсене пĕтерсен Иванпа Лисук вырăн сарса çывăрма выртрĕç, амăшĕ халĕ те таврăнманнипе пăшăрханчĕç. Лисук мăшăрне пăянамăшпе килĕштерейменнине каласа кăтартрĕ, малашне çакăн пек пурнăçпа пурăнма хал пĕтсе пынине пĕлтерчĕ.
— Ан хăра, Лисук. Эсĕ аннепе пурăнмастăн вĕт, манпа пурăнатăн. Вăл каланисене хăлхуна ан чик, — йăпатрĕ мăшăрне Иван.
Çапла калаçса выртса мăшăр çывăрса кайнине те, тул çутăлнине те сисмерĕ. Чӳречерен хытă шакканă сасăпа иккĕшĕ те пĕр харăс вăранса кайрĕç Иванпа Лисук.
— Ай, туру, Иван, тул çутăлнă вĕт, кĕтӳрен юлнă эпир, — кăшкăрса ячĕ Лисук.
Хăвăрт кăна тумланса Иван алăка уçрĕ. Пӳрте çил-тăвăл евĕр, Марье аппа чупса кĕчĕ.
— Намăссăр! Хĕвел тухичченех упăшкуна ыталаса выртатăн! Эсĕ те ухмах, ывăлăм! Пĕтĕм тĕнчене манса кайрăн! — çĕлен пекех чашкăрать Марье аппа.
— Анне, лăплан-ха, ăнлантар, мĕнле шăна çыртрĕ сана? — пĕлесшĕн пулчĕ Иван.
— Ача çураласса кĕтсе пурăнатăн апла? Пĕлетĕн-и эпĕ ĕнер мĕнле хыпар илтнине? Çак аскăн хĕрарăмăн сана качча киличчен урăх арçын пулнине пĕлтерчĕç мана!
— Пăянам, мĕн калаçатăн эсĕ? Турăран хăра, тархасшăн, — терĕ те Лисук картишне чупса тухрĕ.
— Арăму хутне кĕретĕн апла, мана шанмастăн? Нимĕнле сан ачу та мар унăн хырăмĕнче. Вăл сана улталаса пурăнать. Качча кайиччен алхаснă- алхаснă та тӳрĕ килнĕ чух сана качча кайнă. Ыранах хăваласа янă пултăр ашшĕ-амăш килне! — ура тапса кăшкăрчĕ Марье аппа.
Иван, халиччен амăшне хирĕç сăмах чĕнсе курманскер, çăварне шыв сыпнă пекех тăчĕ. Апат тумасăрах, мăшăрне шыраса тупса калаçмасăрах ĕçе тухса утрĕ.
Лисук куççуль çăта-çăта выльăхсене кĕтĕве ăсатрĕ. Картишĕнчи ĕçсене туса пĕтерсен куккăшсем патне кайрĕ, мĕн пулса иртнине каласа пачĕ.
— Ан йĕр, кин, ан йĕр, — лăплантарчĕ ăна куккăшĕ. — Пĕлетĕп Марье кăмăлĕ çав тери начаррине. Эпир те атте килĕнчен вăл хĕтĕртнипех уйрăлса тухрăмăр. Эпĕ кĕçĕн ывăл пулсан та Марьерен иртеймерĕç аттепе анне. Мĕн, эпир инкӳпе çав Сала хĕрарăмĕн сăмахне шантăмăр тетĕн-и? Мĕншĕн-тĕр кураймасть вăл сана, кин.
— Турă умĕнче калатăп сире кукка, инке. Эпĕ Иван умĕнче нимĕнпе те айăплă мар. Хырăмра та Иван ачи çитĕнет. Сирĕн инçетри тăванăрăн ывăлĕ мана качча илесшĕнччĕ. Ĕçкĕпе иртĕхнĕ каччă вăл, виççĕмĕш хут авланать ĕнтĕ. Эпĕ килĕшмерĕм. Çавăнпа мана вĕсем хальтавăрма шут тытнă.
— Ĕненетĕп сана, ан та тăрăш ăнлантарма. Лăплан пăртак, килне таврăн. Эпĕ Иванпатĕл пулматăрăшăп. Марье йăмăкпа та тепĕр хут калаçса пăхăп...
Çук, çемьери пурнăç йĕркене кĕмерĕ Михайловсен. Марье аппа кинне çăвар уçма памарĕ. Шăллĕ ăна тăна кĕртеймерĕ. Иван та амăшне пĕр сăмах хирĕç калаймарĕ. Ача çуралма тата пĕр уйăх юлчĕ. Кĕрхи кунсем çитрĕç. Ял халăхĕ тыр-пул пуçтарать, хăшĕ-пĕрисем çĕр улми ани çине те тухнă. Иван кĕрхи ĕçсемпе çыхланса киле те çĕрле анчах таврăнать, çутăлна- çутăлман каллех тухса каять. Лисукăн хырăмĕ пысăклансах çитнĕ ĕнтĕ; пĕшкĕнме те аран-аран пĕшкĕнкелет. Чĕркуçленсе ларса урай çукалать. Паян акă çĕр улми ани çине тухрĕ авăр çăлма. Пĕчченех ĕçлет вăл ахлата- ахлата. Пăянамăш хăртнине итлесе лариччен пахчана тухас терĕ вăл. Марье аппа тĕпсакай тасатма аннă.
Майĕпен чĕркуçленетчĕ-ха Лисук, сасартăк пуçĕ çаврăнса кайрĕ те — çĕр çине тĕшĕрĕлсе анчĕ. Кăштах выртнă хыççăн аран-аран упаленсе ура çине тăчĕ, пӳртелле утрĕ. «Çук, пултараймастăп урăх, пӳрте кĕрсех выртатăп, пăянам хуть те мĕн калатăр», — хăйпе хăй калаçса утрĕ вăл. Пăлтăр алăкне уçса пӳрте кĕчĕ çеç:
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...