Улăпсем


Тухкаласа çаврăнать;

Е хăш чухне чатăрне

Майлă уя куçарать.

Аслă Атăл улăхне

Чунтанах вăл юратать.

Пĕрре Ахрат уттарать

Хура тинĕс еннелле,

Пынă майĕпе сăнать

Тĕрлĕ-тĕрлĕ çĕрсене.

Хирсем тăрăх утнă чух

Вĕтĕ çынсем вăл курать:

«Мĕн-ши кусем, этелю-у-ух!

Тесе улăп кăшкăрать.

Пĕчĕк çынсем тăрăшса

Уйĕсенче ĕçлеççĕ,

Кăшкăрашса, айкашса

Çеремсене çĕтеççĕ;

Пурте пĕчĕк утсенчен

Купташкасем кăкарнă,

Купташкисем хыçĕнчен

Хăйсем тытса уртăннă.

Вĕсем хире хуратса

Унта темскер сапаççĕ,

Симĕс курăка хăртса

Пĕтĕм çĕре пăсаççĕ.

Улăп çак вĕт çынсене

Тыта-тыта пуçтарать,

Мĕн пур алла лекнине

Кĕсйисене тултарать,

«Кулькуль1 кайăксем»

Илсе каять вĕсене

Хăйĕн çĕнĕ чатăрне.

Унта амăшне курсан:

«Пăх-ха, анне, эп паян

Тытрăм кăвакарчăнсем...

Тăшман-мĕн ку кайăксем,—

Уй-хире пит чаваççĕ,

Вĕсем чавнă çеремсем

Пĕр курăксăр юлаççĕ.

Кусем нумай ĕрчесен

Хăрушă-çке пире те;

Курăклăха пĕтерсен

Выç аптратĕç кĕтĕве!..

Епле вĕсен купташки

Çĕре касса шăйăрать,

Курăксенĕн юлашки

Тымаррине кăларать!

Ку инкеке сирмесен

Пире каллех мĕн кĕтет?

Кивĕ çĕрте курнă пек,

Каллех выçлăх çитĕ!» — тет.

Пĕчĕк çынсене курсан,

Калать улăп амăшĕ:

«Халь анчах мар, чылайран

Пулнă вĕсем ку енче;

Кăвакарчăн мар вĕсем —

Çĕр ĕçлекен этемсем;

Хăрушă мар кĕтӳшĕн,

Сиенлĕ мар пирĕншĕн...

Ачам, акă эс ху та

Мăшăр тупса авлансан

Юлĕ санăн йăху та:

Ачу-пăчу пулĕ сан...

Ачусенчен ĕрчесе

Тухĕç çакăн пек çынсем;

Пурăнĕç çĕр ĕçлесе,

Пулĕç ăслăрах вĕсем.

Ан тив, ачам, çӳреччĕр,

Хăйсен ĕçне ĕçлеччĕр.

Эпир вилсен малашне

Çавсем тулĕç çĕр çине...»

 

Хăй амăшне итлесе

Улăп ярать çынсене,

Улĕм нихçан тивмессе

Сăмах парать вĕсене.

Чăнах, вăйлă пулсан та,

Кайран çынна вăл тивмен.

Нимскере те нихçан та

Ахальтенех пĕтермен.

Килĕнчен çеç тапхăртан

Тухайса вăл çӳренĕ,

Вăл ярăнса хыт утсан

Атăл шывĕ чӳхеннĕ.

Атăл хĕрри вăрманлăх,

Вăрманлăхра — çаранлăх;

«Улăп ури» йĕррисем

Путса юлнă çак çĕрте.

Хăш чух ури тĕпсене

Пылчăк-тăпра çыпăçнă,

Урисене силлесе

Вăл тĕмесем хăварнă.

Çав путăксем, тĕмесем

Юлнă пире тĕлĕнме,

Ĕмĕр хыççăн ĕмĕрсем

Улăп çинчен ас илме.

 

Ăнлантарни

Малтанхи хут «Улăп» ятпа 1927 çулта «Сунтал» журналăн 10-мĕш номерĕнче пичетленнĕ, 1939 çулта уйрăм кĕнекен тухнă.

Позт ăна пилĕк томлăхăн 1-мĕш томне те кĕртнĕ (223—238 с). «Сунталта» пичетленнĕ вариантăн ум сăмахĕнче поэт çапларах каланă: «Улăп» ятне асăннине пур çĕрти чăвашсем хушшинче те илтме пулать. Анчах мĕнлескер, кам пулнă çав Улăп? Ун çинчен никам та пат татса ăнлантарса параймасть. Ваттисенчен нумайăшĕ: «Улăп вăл сĕм-авал темле тĕлĕнмелле çӳренĕ питĕ пысăк пăхаттир пулнă» теççĕ. Тепле сайраран, хăш-пĕрисем çеç вăл мĕнле çӳрени çинчен калаçкалаççĕ. Анчах тĕрлĕ вырăнти чăвашсем тĕрлĕ май, урăхларах калаçаççĕ.

Улăп юмахĕ вăл — чăваш халăхĕн сĕм-авалхи пурнăçĕ çинчен пĕлтерекен юмах. Çакнашкал юмахсем вырăссен те «Илья Муромсц», «Святогор» текеннисем тата урăххисем те пур. Хусанта вилнĕ Катапов профессор çырнă тăрăх, Улăп çинчен калакан юмахсем тӳрк халăхĕсем хушшинче те пур. Анчах ку халăхсем ăна пурте «Улăп» темеççĕ, хăшĕ Алăч, хăшĕ Алиф теççĕ. Çавăннах кăркăссен «Атша» ятлă Улăпĕ çинчен çырни пур (Известия Казанск. О-ва Археологии и Этнографии, том XIII, вып. 1). Анчах Атша-Улăп ытла та сĕм-авалхи ĕмĕрсенче пурăнать. Чăвашсен «Улăпĕ» — чăваш халăхĕн вăл выльăх кĕтĕвĕсемпе çӳрессине пăрахса çĕр ĕçĕ çине куçас умĕнхи пурнăçĕ çинчен пĕлтерекен юмах. Ку Улăпа ватă амăшĕ калакан сăмахсенчен аван палăрать. Апла пулсан чăвашсен Улăпĕ кăркăссен Атшинчен чылай кайран пурăннă.

Эпĕ ку поэмăна Улăп çинчен чăваш хушшинче калакан татăк-кĕсĕк халапсене пухса, хăшне-пĕрне «Атшаран» илсе тата хамран та шухăшласа çырнă. Автор. 1927 çул, августăн 15-мĕшĕ» (9 с).

 
1 Кулькуль — кăвакарчăн.
■ Страницăсем: 1 2 3 4

Çавăн пекех пăхăр

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: