Чăваш чĕлхи
Нихăçан та тухмасть асăмран
Пĕринче юлташран мĕн илтни:
«Эп пĕлетĕп, пĕр çирĕм çултан
Чăвашла пач калаçмĕç», — тени.
Шухăшларăм темччен ун чухне,
Айванскер, пуçăма çĕмĕрсе:
«Çĕр çинчен (чăвашсем пур чухне)
Çухалма пултарать-ши чĕлхе?»
Пуçăма вырнаçмасть ниепле
Куçранах айван халăх тени.
Çакнашкал каламашкăн епле
Пултарать паян кун çын тени?
Мĕн çукран, ăнланмастăп, ман халăх
Пулмалла-ха вара çын кулли?
Мĕн çитмест чăваша мухтанмалăх?
Мĕскер çук паян кун ун валли?
Хусанкай, Иванов тата Çеçпĕл
Тухнă мар-и вара чăвашран?
Сăввисем ĕмĕрне пулас çук кĕл,
Ячĕсем каяс çук асăмран.
Е Геннадий Никандрович Волков,
Ман ентешĕм-ха вăл, Елчĕкрен,
Е тата Федор Павлович Павлов —
Пурте тухнă чăваш хушшинчен.
Айхие палăртмасăр иртеймĕн,
Патăрьелĕн хастар чăвашне.
Пĕтĕмпех каласа пĕтереймĕн,
Асăнаймăн кашнийĕн ятне.
Чĕлхемпе те ялан мухтанатăп.
Мĕн тери вăл мăнаçлă, пуян!
Кирлĕ чух пит хăватлă, туятăп,
Вăл нихçан та ӳксе таптанман.
Çулăмра та çунман ман чĕлхеçĕм,
Пăрлă шыв та ăна шăнтайман.
Çунтарса ярайман вутлă çиçĕм —
Вăл, чăнах та, нихçан парăнман!
Чăвашла калаçмашкăн та чарнă —
Чĕлхем юлнă пĕрех сыхланса.
Тымарне темиçе касса янă —
Пур пĕр тухнă çĕнрен хунаса.
Эс, чĕлхем, тинĕсри маяк евĕр —
Кăтартан тĕрĕс çул пурăнма.
«Упрасамччĕ мана», — тенĕ евĕр
Шав чĕнен малалла ăнтăлма.
Хăватна санăнне ĕненетĕп.
Эп — ЧĂВАШ! Эсĕ — МАНĂН ЧĔЛХЕ!
Чăваш пулнă та, пур та, пĕлетĕп —
Малашне те пулать çĕр çинче.
Кам ĕненмĕ çакна е çын хыççăн
Шутламасăр калать хăш чухне:
«Чĕлхе пĕтĕ, хăвах акă курăн».
Ан ĕнен çав пуçтах сăмахне.
Парăнмасть ман чĕлхем, парăнман та,
Тимĕре те татать кирлĕ чух.
Нишлĕ чун хăть мĕскер каласан та,
Ман чĕлхеçĕм нихçан пĕтес çук!
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...