Чăваш чĕлхи


Çав тери пуян чăваш чĕлхи.

Тупаяс та çук унран чапли.

Калаçать унпа ватти, вĕтти,

Юрату çинчен юрлать яшши.

 

Чăваш çынни кĕтессинче

Упрать тăванăн чĕлхине.

Чăваш чĕлхи, эс мăнаçлан

Чăваш кĕперĕ хăпарсан.

 

Ăçтан пуçланать чăваш чĕлхи?

Ăçтан пуçланать чăваш çынни?

Кам тĕрленĕ тĕррине?

Кам шăрантарнă кĕввине?

 

Кашни ялтах чăваш пулсан

Упранĕ ĕмĕрсен илемĕ.

Атте-анне çумра пулсан

Чăваш сасси татах çĕкленĕ.

Çавăн пекех пăхăр

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


О ля Степанова (2011-04-18 12:47:57):

Пирĕн хушаматсене мĕншĕн "Ачалăх урамĕ" конкурса хутшăннисен списокне кĕртмен-ши?( Катя Майкова, Анна Данилова, Ольга Степанова- Елчĕк районĕ,Елчĕк шкулĕ)

 

inzet (2011-04-24 14:13:07):

http://inset.chv.su/ сайтра виççĕшĕн хушамачĕ те пур. Хутшăнакан свидетельствине уçласа илме пулать. Анна Данилована вара чи нумай балл пухса чи лайăххи пулса тăнипе саламлатпăр.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: