Хурапа шурă


Каллех калатăп: ан ӳпкелеш, ан çиллен. Урăх качча тухма килĕшнĕшĕн каçар мана. Ку мĕн пирки çапла килсе тухнине эпĕ тĕплĕнех çырса пĕлтертĕм ĕнтĕ. Эсĕ ăна ху та аванах ăнланса илме пултаратăн...»

Вуласа тухнă çырăва сĕтел çине хутăм та ун çинчен куçăма илмесĕр шухăша кайрăм. Пӳртре никам та çук, шăнăртах; никампа калаçса та кăмăла йăпатма пулмарĕ. Çав самантрах ман ума утмăл турат чечекĕ евĕр таса кăвак куçлă та шурă питлĕ сăпай хĕр сăнарĕ тухса тăчĕ. Вăл ăшшăн пăхса çемçе сасăпа йăвашшăн: ан ӳпкелеш, Сережа! Эпĕ айăплă мар тет. Ăш-чикĕм тăвăлса килчĕ, чĕрем пăчăртанчĕ. Çавăнтах, такам вăйлă алăсемпе йăтса тăратнă пек, хăвăрт çĕклентĕм те тарăннăн сывла-сывла юпа пек хытса тăтăм. Чылай вăхăтран ăшри тăвăл иртсе кăкăр уçăлнă пек пулчĕ. Çак самантра, хамран çĕр аллă çухрăмра пурăнакан хĕре умрах тăнă пек туйса лăпкăн каласа хутăм:

— Тĕрĕс, Лена! Тĕрĕс. Эсĕ ним чухлĕ те айăплă мар кунта. Сан пекех, эпĕ те айăплă мар. Эсĕ ăслă хĕр! Чăнах та пирĕн пурнăç çулĕсем çапла килсе тухрĕç... Анчах эпĕ сана урăх нихçан та кураяс çук ĕнтĕ! Ку çырăву та юлашки çыру пулчĕ пулĕ. Сана та телейлĕ ырă кун-çул сунатăп... Сывă пул! Сывă пул!..— терĕм.

Ку çыру чăнах та Ленăн юлашки çырăвĕ пулчĕ. Эпĕ хам та ун патне çырма пăрахрăм. Çавăнпа пĕрлех ăна часрах манма, чĕрене лăплантарма тăрăшрăм.

Анчах эпир шухăшлани тĕрĕс пулман иккен. Халăх калаçăвĕнче: сăртпа сăрт кăна тĕл пулаймаççĕ, çынпа çын тĕл пулма пултарать текен сăмах пур. Пирĕн пурнăçра та çакăн пек килсе тухрĕ.

 

6

Граждан вăрçине пысăк выçлăх çулĕсем çитсе пусрĕç. Ку йывăр тапхăрта ман хамăн та халăхпа пĕрлех шараçланса пайтах тӳсмелле пулчĕ. Шурă гварди шайккисем Вăтам Атăл тăрăхне тытса илсен те, Çĕпĕртен Колчак çарĕ хирсе килнĕ чух та халăх хушшинче — çамрăк совет влаçĕн органĕсенче ĕçлемелле пулчĕ. Выçă хуласемпе Хĕрлĕ Çар валли тырă, çăкăр, аш-какай туса памалла: хĕрлĕ салтаксене тумлантарма — тир, çăм, пир-авăр пухмалла, чарăнса ларакан поездсем валли вутă хатĕрлеттерсе ăна чугун çул станцийĕсем патне турттармалла. Çителĕклĕн ларса канма та, тăраниччен выртса çывăрма та вăхăт çук. Кунĕн-çĕрĕн васкаса, хыпаланса ĕçлемелле. Çапах та ку ĕçсене эпир, фронт çывăхĕнчи уездсемие вулăс совечĕсенче ĕçлекенсем, халтан кайнине туймасăр, пĕтĕм тимлĕхпе туса пытăмăр. Çавна пула Хĕрлĕ Çар тăшман çарĕсене хамăр пата çитичченех çĕмĕрсе кĕме памарĕ.

Хĕрӳллĕ вĕри ĕçсемпе тăватă çул иртсе кайрĕ. Çак тапхăрти васкавлă пысăк ĕçсем хушшинче манăн Лена пирки тунсăхлама мар, ун çинчен шухăшлама та вăхăт пулмарĕ темелле. Кирек мĕнле ĕçре те çĕнĕ юлташсем, çывăх туссем тупăнаççĕ. Манăн та çавăн пекех пулчĕ. Пĕрлехи ĕçсенче çĕнĕрен çĕнĕ юлташсем тупăнчĕç. Тăван çĕр-шывра тăтăшах кăмăла хумхатакан е савăнăçлă, е хуйхăллă пысăк ĕçсем пулса пынă тапхăрта, çамрăк совет влаçне мĕн чухлĕ те пулин пулăшасчĕ тесе пĕтĕм вăя хурса ĕçленипе тата лайăх юлташсемпе килĕштерсе пурăннипе, виç-тăват çул хушшинче эпĕ кичемлĕхпе тунсăх тенисене питех туймарăм та...

Йывăр самана хыçа тăрса юлчĕ. Лăпланнă пурнăç çултан-çул юсанса пычĕ. Çав вăхăтра эпĕ çывăх юлташсем чĕннипе тин çеç чăмăртаннă Чăваш автономи столицине — Шупашкара — куçрăм. Кунта пĕр хаçат редакцине вырнаçса журналист ĕçне вĕренме тиврĕ. Паллах, хаçат-журналта ĕçлесси те çăмăл мар. Хаçат ĕçĕсене тунă чух унта пĕтĕм ăса-пуçа кӳлсе, вĕсене малтан палăртнă план тăрăх виçеллĕ те лайăх, хăвăрт туса çитермелле. Апла пулин те иртнĕ вăрçăпа выçлăх çулĕсем совет органĕсенче канма пĕлмесĕр ĕçленисемпе танлаштарсан мирлĕ вăхăтра редакцинче ĕçлени мана темиçе хут çăмăл пек туйăнчĕ. Кунне сакăр сехет кăна ĕçлетĕн. Ĕçленĕ чух нервусене никам та турткаламасть. Ĕçӳ пĕтсен, каçпала, ирĕклĕн уçăлса çӳреме, канма е кирлĕ кĕнекесене тупса вуласа хăвăн пĕлӳлĕхне ӳстерме пултаратăн. Çакна пула çулталăкранах манăн сывлăх çирĕпленни палăрчĕ, эпĕ хам вăрçăра сусăрланнине те асăрхами пултăм.

Çĕнĕ вырăнта акă ĕнтĕ виççĕмĕш çул ĕçлетĕп. Килĕшрĕç мана хаçатри ĕçсем. Малтан корректорта, унтан вырăсларан чăвашла куçарас ĕçре, каярахпа хаçат страницисен пĕр пайне майлаштарса тăраканни пулса ĕçлерĕм. Юлашки çулĕнче час-часах тĕрлĕрен вулăссемпе ялсене тухса çӳреме тиврĕ, тĕрлĕ кăмăллă çынпа калаçма, паллашма тӳр килчĕ. Редакцине куллен таçтан та вуншар çыру пырса тăрать, вĕсене вуласа тишкеретĕн те тĕрлĕрен çын шухăшĕпе ĕçне пĕлетĕн, халăх пурнаçĕпе паллашатăн. Çапла вара республика хаçатĕнче ĕçлени мана Чăваш çĕр-шывĕн пурнăçне ывăç тупанĕ çинчи пек курса тăма май пачĕ.

Граждан вăрçи хыççăн тăват-пилĕк çултан Совет çĕр-шывĕ лайăхах ураланса вăй йлчĕ. Халăх пурнăçĕ аванланчĕ, унăн культурăлăхĕ те нумай ӳсрĕ. Аслă революци парас ырлăхсем совет ĕç çынни умне пĕтĕм калăпăшĕпе çывхарса килни палăрчĕ.

Ку вăхăтра ман хамăн пурнăçăм та пур енчен те аванланчĕ. Ĕçмелли-çимелли тĕлĕшĕнчен те, тумланасси енчен те пурте çителĕклĕ пулчĕ, укçа-тенки те çитсе пырать. Çак хушăра пĕр çитменлĕх пурри кăна хытах сисĕнчĕ. Ку çитменлĕх — эпĕ çаплах хусах пурнăçпа пурăнни. Халĕ ĕнтĕ эпĕ текех çамрăк йĕкĕт мар, часах вăтăралла çитетĕп. Анчах та авланман!.. Кунта çакна калас пулать. Арçын тени вăл пĕр çирĕм пилĕк урлă каçсан, ватă хусах шутне кĕрсен авланасшăн питех хыпмасть те вара. Çапах та хусах пурнăç мана тунсăхлатма тытăнчĕ. Майлă мăшăр тупсан авланни те пăсăк мар тесе шухăшлама пуçларăм эпĕ.

Пĕччен пирки апатланма кулленех столовăйсене çӳреттĕм. Ку тĕлĕшрен тăтăшах хула уçлăхĕнчи пĕр пысăк мар столовăя каяттăм. Унта мана пĕр Настя ятлă официантка килĕшетчĕ. Эпĕ хам ăна чăвашла «Наçтӳç» тесе чĕнеттĕм те унпа яланах калаçма тăрăшаттăм. Вăл, эпĕ ăшшăн калаçнине кура пулас, хăй те манпа лайăхчĕ, мана хуть хăçан та тараватлăн пăхма тăрăшатчĕ.

Ун чух хули пысăк мар пирки столовăйсенче те çын йышлах пулмастчĕ. Çакна пула официанткăсен апат çиекенсемпе калаçмалли пушă самантсем те чылаях тупăнатчĕç. Пуринчен ытла вĕсем апат вăхăчĕ иртес вăхăталла, çын сахал чух, калаççа ларма пултаратчĕç.

Эпĕ кăмăллакан официантка пит çамрăках та марччĕ. Вăл, çирĕм пилĕк урлă каçнăскер, чăмăр питлĕ те пысăк хура куçлă, вăтам пӳллĕ хĕрарăмччĕ. Сăмах тăрăххăн, вăл качча кайса уйрăлнă хĕрарăм тенине те илтнĕччĕ эпĕ ун çинчен. Анчах çав вăхăтрах мана вăл упăшкипе мĕншĕн уйрăлни питех хĕтĕклемерĕ. Унăн сăн-пичĕ, кĕлетки тата вăл уçă кăмăлпа калаçни килĕшетчĕ. Кăмăл туртнине пула эпĕ унпа хаваслансах калаçаттăм.

Хампа ăшшăн калаçнине кура ку официанткăн кăмăлĕ те лайăх пек туйăнчĕ мана. Анчах та унăн пĕр йăли килĕшсех каймастчĕ. Каçхи апатсене пырсан эпĕ çак официантка час-часах эрех-сăра ĕçсе ларакан çамрăксем таврашĕнче сăмах çапса, кулкаласа тăнине асăрхаттăм, хăйне ĕçме сĕнсен вăл туртăнса таманнине те кураттăм. Пуринчен ытла ун çумне пĕр сарă сăн-сăпатлă самăр арçынпа тепĕр хытканрах вăрăм йĕкĕт çыпăçатчĕç. Настя вĕсемпе хăй те манпа калаçнă пекех калаçса ларма юрататчĕ.

Официанткăн çакнашкал йăли килĕшсех каймастчĕ пулин те эпĕ ăна тиркеместĕм. Ун пирки çапла шухăшлаттăм: халь ирĕклĕ хĕрарăм-çке-ха вăл, чаракан çук, çавăнпа ĕçет пулĕ; упăшкасăр хĕрарăм арçынсемпе калаçма та пултарать ĕнтĕ теттĕм.

Пĕррехинче, çак официанткăпа лайăхрах калаçас тесе, эпĕ столовăя юриех апат вăхачĕ иртес тĕлелле тин пырса кĕтĕм. Унта пĕр-икĕ çын пурччĕ те, вĕсем те часах çисе пĕтерсе тухса кайрĕç.

— Ах, мĕншĕн кая юлтăр?!. Апатсем пĕтсе çитрĕç, тата юлнă пекки те халь сивĕннĕ ĕнтĕ! — терĕ те вăл мĕн пурри-çуккине пĕлме кухньăна васкарĕ. Унтан хыттăн калаçкалани илтĕнчĕ. Çакăн хыççăнах кухня чӳречине уçса ман çиме хура мăйăхĕсене икĕ еннелле пĕтĕрсе янă лутра та самăр повар пăхса илчĕ. Урăх сас-чӳ илтĕнмерĕ. Чашăк-тирĕксене çăвакан çеç уçса хунă кухня алăкĕ патĕнче шакăртатать. Часах иккĕмĕш официантка, ватăрах та типшĕм хĕрарăм, кухньăран васкасах тухса столовăй алăкне шалтан питĕрчĕ те, çиме пулас, каллех кухньăна кĕрсе кайрĕ.

Наçтӳç ман валли икĕ чашăкпах юлашки апат çимисене пырса пачĕ. Унтан хăй валли те илсе тухса манпа юнашар сĕтел патнех вырнаçса ларчĕ. Апачĕсем чăнах та сивĕннĕ ĕнтĕ, вĕсем тутлах та мар. Ун вырăнне мана илемлĕ официанткăпа юнашар ларни килĕшет.

Пирĕн хушăра малтан шӳтлесерех, унтан чăнласах та таттисĕр калаçу тапранса кайрĕ. Халь тинех ĕнтĕ эпир пĕр-пĕрин пурнăçĕ çинчен ыйта-ыйта пĕлтĕмĕр. Вăл хăй те эпĕ авланман çын тенине илтнĕ иккен, анчах та ăна ĕненсех кайман-мĕн. Мĕншĕн тесен арçынсем ют хĕрарăм умĕнче суйма юратаççĕ вĕсем тесе шухăшланă. Халь эпĕ чăнах та хусах йĕкĕт иккенне ĕненсен вăл ман çума тата ытларах çывхарчĕ, ман пурнăçпа интересленме пуçларĕ.

— Хăвăр çамрăках та мар. Пĕччен кичем пулĕ-çке? Мĕншĕн авланмастăр-ха вара? — тĕлĕнчĕ вăл.

Эпĕ ăна авланма майлă вăхăт та, килĕшӳллĕ мăшăр та тупăнманни çинчен каласа патăм.

— Кай, тĕлĕнтеретĕр! Авланасах тесен мĕнле вара ятарласах майлă вăхăт кирлĕ унта? Ăнланмастăп... Мăшăрне те тупма пулатех,— терĕ Наçтӳç кула-кула.

Хăй качча кайса уйрăлнине вăл пытармарĕ. Мĕншĕн уйрăлтăр тесе ыйтсан тытăнкаласарах çапла каласа начĕ:

— Упăшка пекки ман питĕ усал çын пулчĕ. Вырăнсăрах кĕвĕçетчĕ, ниме те шанмастчĕ. Ĕçсе ӳсĕрĕлсен хĕнесе пĕтеретчĕ. Тата ача-пăча таврашĕ пулмарĕ те пирĕн, çавăнпа нушшех ӳпкелешетчĕ... Тӳссе пурăнаймарăм. Уйрăлтăм та хулана килсе кĕтĕм... Юрать-ха, парти обкомĕнчи хĕрарăм пайĕ тăрăшниие çак столовăйра вырăн тунса пачĕç. Унта пĕр паллакан çын пурччĕ те, çав пулăшрĕ... Анчах та пурнăçăм çапах та çăмăл марманăн... Пĕччен эпĕ, чухăн,— терĕ вăл куçĕсене сăмса тутăрĕпе шăлкаласа.

Наçтӳç хăйĕн пурнăçĕ йывăр пулни çинчен каласан эпĕ ăна хĕрхенсе кайрăм. Эпĕ хĕрхеннине курсан унăн пысăк та хура куçĕсем пушшех шывланчĕç. Эпĕ ăна лăнлантарма тăрăшрăм.

— Ан хурлан-ха аплах. Халĕ ĕнтĕ эсĕ ирĕклĕ хĕрарăм; лайăх ĕçлесе пурăнсан хăвăн пурнăçна чиперех юсаса яма та пултаратăн акă,— терĕм.

Юлашкинчен эпĕ ăна кинона пыма чĕнтĕм. Вăл пĕр туртăнмасăрах килĕшрĕ.

Каçхине эпир Атăл хĕрринчи çуллахи театрта пултăмăр. Киноран тухсан бульварта çӳрерĕмĕр, нумай калаçрăмăр. Çав кунран пуçласа Настя манпа тусланса çитрĕ. Вăл мана юрататăп терĕ. Эпĕ хам та сивлемерĕм.

Тепĕр уйăхран çак хĕрарăм ман хваттере куçса пычĕ те эпир пĕрле пурăнма пуçларăмăр.

Палла тăран арçынĕсенчен уйăрас, çыпăçакан каччисене мантарас тесе пĕрле пурăнма пуçласанах эпĕ ăна столовăйри ĕçĕнчен кăлартăм. Вăл хваттерте ирĕклĕн пурăнма тытăнчĕ.

— Кĕнекесем, хаçат-журналсем вула, лайăхрах çырма вĕрен. Çитĕннĕ çынсен шкулне çӳресен аванччĕ те — кăмăлу темле? — терĕм эпĕ ăна хам пата куçса пырсанах.

Наçтӳç пуçне пăркаларĕ те шăппăн кулса илчĕ.

— Ытла та ансат пулать-çке капла манăн пурнăç! Ĕç сахаллипе кичем те пулĕ, асту!-терĕ вăл; анчах та çав самантрах шкула çӳреме килĕшменни çинчен пĕлтерчĕ.

— Шкулта вĕренме эпĕ текех çамрăк хĕр мар ĕнтĕ. Мана килĕшмест ку. Тата хут вĕренес ĕçе халь пуç та пымасть! — терĕ.

Наçтӳç çак вăхăтра «ĕç сахаллине кичем те пулĕ, асту!» — тесе асăрхаттарни тĕрĕс те пулнă иккен. Вăл ун чухне пурнăçĕ çапла килсе тухнине ĕçе хăнăхнă пулнă мĕн-ха, çавăнпа ĕçсĕр ларма ăна кичем пек те туйăннă. Анчах та эпĕ çакна, ăнланманнипе, шута илмесĕр хăвартăм. Çакă кайран иксĕмĕршĕн те питĕ сиенлĕ пулса тăчĕ. Манăн йăнăш эпĕ ун чух çак хĕрарăмăн пурнăçне çăмăлатасси çинчен, ăна пурăнма лайăх майсем туса парасси çинчен кăна шухăшланăран килсе тухрĕ... Эпĕ ăна вĕренмех хистерĕм:

— Вĕренесех пулать санăн, Наçтӳç. Çырăва сахал пĕлетĕн. Кăçалхи кĕркуннеренех акă çитĕннисен шкулне кайма пулать. Унтан рабфака çӳреме пуçлăн. Вĕренес тĕлĕшпе халь çитĕннисемшĕн те çул уçă,— терĕм эпĕ ăна татах.

Вăл чĕнмерĕ, малтанхи пек кулмарĕ те, хура куçĕсене мăч-мăч хупкаларĕ те çĕрелле пăхса пуçне пăркаларĕ. Ку, паллах ĕнтĕ, вăл вĕренме килĕшменнине пĕлтерчĕ. Çакăн хыççăн эпĕ ăна вĕренме текех хистемерĕм. Лайăх пурăннă чух вăхăт сисĕнмесĕр иртет. Икĕ çул пурăнтăмăр ĕнтĕ Наçтӳçпе пĕрле. Малтанхи тапхăрта уйăх хыççăн уйăх пĕр евĕрлĕ аван иртсе пычĕç. Пирĕн хушăра хирĕç-мĕн палăрмарĕ. Анчах мана вăл тăтăшах столовăйсене кĕрсе çӳреме тата май килнĕ чухне ĕçкелеме юратни çеç пăшăрхантарчĕ. Çапах та эпĕ: ку унăн столовăйра ĕçленĕ чухнехинчен юлнă йăли пулмалла, пурăна киле вăл ăна пăрахатех пулĕ-ха тесе лăпланаттăм.

 

* * *

...Туслашса чунтан калаçма пуçланă чухнех Наçтӳç мана хăй чухăнни çинчен пĕлтернĕччĕ, пурнăç çăмăл мар манăн тенĕччĕ. Вăл чăнах та чухăнччĕ вара. Ялтан хулана килнĕ чух унăн ик-виçĕ кĕпе те пĕр хура сăхман, кивĕрех пушмак тата ытти вак-тĕвек ăпăр-тапăр кăна пулнă. Столовăя кĕрсен вăл пĕр çула яхăн чашăк-тирĕк çуса пурăннă, ĕç укçийĕ пысăк пулман. Çапах та укçа пуçтаркаласа çитсă платьесем çĕлеттернĕ, майлăрах тутăрсем туяннă. Официантка чух вăл çавсемпе «капăрланкаласа» çӳретчĕ.

Пĕрле пурăнма пуçласан хам мăшăр çын арăмĕсенчен кая ан пултăр тесе эпĕ ăна вăй çитнĕ таран тумлантарма тытăнтăм. Пĕр-икĕ çул хушшинчех лайăх платьесем, хĕллехипе çурхи пальтосем çĕлеттертĕм, туфлисем илсе патăм. Тумланса пынă май унăн кăмăлĕ те улшăнчĕ: вăл хăйне мăнаçлă тытма пуçларĕ, ялтан килекен хĕрарăмсемпе вĕсем чухăн тумланнă пулсан тиркешсе те йĕрĕнерех калаçрĕ, час-часах театра, кинона, паллакан çыннисем патне хăнана кайса çӳреме пикенчĕ. Юлашки вăхăталла тата таçта кая-кая çухалма та пуçларĕ. Эпĕ занятирен таврăнатăп — Наçтӳç килте çук; манăн çиес килет — вăл нимĕн те хатĕрлемен. Хăш-пĕр чух апатне те хамах хатĕрлетĕп е столовăйне кайса çиетĕп.

— Ăçта çухалса çӳретĕн эс, Наçтӳç? Апат та пĕçерместĕн-çке? — тетĕп те ун пек чух, вăл вара мĕн те пулин каласа ĕнентеретех.

— Ксени Ивановнăсем патĕнче пултăм. Чĕнтĕр çыхма вĕренетпĕр унпа...

— Матрена Петровнăсем патĕнче лартăмăр; платьесем касса çĕлеме вĕрентет вăл мана...

Чĕнтĕр çыхма вĕренни те, çĕвĕ çĕлеме пĕлни те питĕ кирлĕ япала ĕнтĕ вăл.

— Апла пулсан юрать: вĕрен, лайăхрах вĕрен! Ку усăллă япала,— теттĕм те эпĕ урăх нимĕн те шарламастăм.

Пурте пур, пурте çителĕклĕ пекчĕ ĕнтĕ ку вăхăтра. Хваттер тĕлĕшпе çеç начартарахчĕ. Пĕр тăлăх мещен карчăкĕ патĕнче, унăн вăрăм та кивĕ пӳрчĕн картиш енчи пайĕнче пурăнаттăмăр та, эпĕ мăшăрланнă хыççăн кил хуçи усалланма тытăнчĕ. Анчах вăл мана мар, Наçтӳçе кăна юратмастчĕ.

— Тислĕк купинчен тухнă çарамас хĕрарăм тумланчĕ те сăмсине каçăртса пăрахрĕ! Çук, килĕшмест вăл мана! — хирĕçме тытăнчĕ çак хваттер хуçи, çамрăк мар хĕрарăм.

Наçтӳçĕн сăмсине каçăртасси чăнах та пурччĕ ĕнтĕ.

— Итле-ха, Наçтӳç,— теттĕм эпĕ ăна тăтăшах,— пуçна ан каçăрт! Асту-ха ик-виçĕ çул каялла ху мĕнле пулнине! Мăнаçланни вăл çыннăн культурăлăхĕ çуккинчен килет. Эсĕ вĕренесшĕн те мар-çке-ха тата?! Сана мăнаçланни ним чухлĕ те килĕшмест!

Пĕррехинче вăл çапла ӳкĕтленĕшĕн çилленчĕ те тутине пăркаласа ман çине хаяррăн пăхса илчĕ:

— Культура?!. Ху мĕнле культурлă çын-ши тата?!. Кашни кун, ир пуçласа каçчен, чăх-чĕп арпа çинче чаваланнă пек, хут купи çинче кăштăртатса ларатăн! Тьфу!

— Ну, юрать, эсĕ каланă пек пултăр эппин... Кала-ха: мĕнле пулмалла, мĕнле çӳремелле апла, сан шутпа, культурлă çынсен? — ыйтрăм эпĕ унран.

Наçтӳç айккинелле пăхса чылай вăхăт шарламасăр тăчĕ, унтан аллине сулчĕ те çапла каласа хучĕ:

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 9 ... 17

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: