Хурапа шурă


Шăрăх кунсенче йывăç пахчинчи çăра çулçăллă шĕшкĕ тĕмĕсем хӳттинче тĕл пулса эпир унпа кун каçиччен виç-тăватă хутчен те калаçатпăр. Эрне хушшинчех пĕр-пĕрин пурнăçне пĕлсе çитрĕмĕр. Ленăна ашшĕ ячĕпех чĕнсе каласан Елена Яковлевна теççĕ.

Лена больницăра хĕрарăм врача — Нина Петровна Любимовăна — чĕререн хисеплет, юратать. Лешĕ вĕсен салинчи пуп çемйинчен тухнă çын иккен. Ленăсем çав пуп çемйинчен инçе те мар пурăннă. Унăн ашшĕ ăста столяр пулнă. Тӳрĕлĕхшĕн тата ĕçченлĕхшĕн ăна пурте хисепленĕ. Çак врач та, тăван ялĕнчи ватă амăшĕ патне тăтăшах пырса çӳрекенскер, Лена ашшĕне лайăх пĕлнĕ, ăна хисепленĕ. Больницăра мĕнле те пулин пысăкрах япала тутармалла е юсаттармалла пулсан вăл яланах çак столяра чĕнсе илнĕ. Ашшĕне хисепленĕ май, врач унăн хĕрне те юратнă. Хăйсен салинчи земски училищĕрен вĕренсе тухсан çак врач пулăшнипех Лена уезд хулинчи прогимназие кĕрсе виçĕ çул вĕреннĕ. Анчах вăрçă сиксе тухнă та, пурнăç йывăрланнипе унăн малалла вĕренме май килмен — ăна пулăшса тăма ашшĕ вăй çитереймен. Врач та хăйĕн ачисем пур пирки çак йывăр вăхăтра çын ачине текех пулăшма пултарайман. Вăрçăпа япăхнă пурнăçра Лена малалла вĕренесси çинчен хытах иккĕленме пуçланă. Çакна пула вăл врачран хăйне са-нитаркăна илме ыйтнă, ку вара вăл ыйтнипе килĕшсе ăна кунта илсе килсе вырнаçтарнă. Çамрăк пурнăçĕнче сахал мар пулăшнăшăн Лена çакăнти врача чăннипех те хисеплет, ăна ырă ятпа кăна асăнать.

Эпĕ больницăна килнĕренпе çур уйăх ытла иртсе кайрĕ. Çав хушăра Ленăпа тахçан паллашса иленнĕ пекех тусланса çитрĕмĕр. Йывăç пахчинчи улах кĕтесре тĕл пулсан пĕр-пĕринпе ытарайми калаçатпăр. Эпĕ ăна хам чăнласах та таса юратупа юратнине пĕр иккĕленмесĕрех ĕненетĕп ĕнтĕ. Ку юрату мана канăç пами пулчĕ. Маншăн халĕ çут çанталăк та илемлĕн туйăнать, малтанхи кунсенче кичеммĕн курăннă Нурăс сали те аван кăмăллăн курăнать. Лена сăнĕ куç умĕнчен каймасть, сасси хăлхаран тухмасть. Ăшра юрату хĕмĕ çунать пулин те эпĕ çакăн çинчен Ленăна хăйне каласа пама хăяймастăп-ха. Ку тĕлĕшпе ăна майĕпе шахвăртса систерме те чĕлхем çĕкленмест, мĕншĕн тесен мана хам чăлах пулни иментерет.

Уйăх иртсен, август вĕçĕнчи пĕр хĕвеллĕ ир, врач мана приемнăйне чĕнтерчĕ. Тӳрлене пĕлмен сурана тĕплĕн пăхса илчĕ те пăртак шухăшласа ларнă хыççăн çапла хушса хучĕ:

— Шыçă иртсе кайрĕ. Ку аван-ха. Анчах сурану юхма чарăнмасть. Эпĕ хирург мар, пĕлместĕп. Сирĕн унта, тен, осколкă е шăмă ванчăкĕ юлнă пулĕ. Çавăнпа тӳрленмест пулĕ вăл... Кунта текех темĕн таран выртсан та усси пулас çук. Сире Хусана, çар госпитальне ямалла пӳлать... Киле çыру çырса ярăр: илме килччĕр. Çар госпитальне ăсатмалли хут туса парăпăр. Хăвăр килĕртен чугун çул станцийĕ те инçе мар. Унтан хальтерех Хусана кайма тăрăшăр...

Врач калани тĕрĕс иккенне эпĕ ĕнентĕм. Мана пĕр уйăх çурă патнеллех лайăх пăхса тăнăшăн тата ăс панăшăн эпĕ ăна чĕререн тав тума та хавас. Анчах часах Ленăпа уйрăлмалла пуласси мана çав тери хытă кулянтарса ячĕ. Ăш-чик вăркама пуçларĕ. Чĕрем çĕçĕпе касса çурнă пекех пулчĕ. Çапах та мĕн тăвăн-ха ĕнтĕ? Больница пуçлăхĕ мĕн калать, ăна итлемеллех. Эпĕ хам та питĕ лайăх ăнланатăп: больницăра ĕмĕр выртма юрамасть, унта темиçе уйăх пурăнсăн та ытарайми юратнă хĕрӳпе пур пĕрех ĕмĕрлĕхе пĕрлешеес çук. Эпĕ врач, мĕн каланине Ленăна пĕлтермесĕрех палатăна тухса утрăм.

Мана каллех салхулăх пусса илчĕ. Киле çыру çырса ятăм. Ленăпа пĕрле пурăнас вăхăта кăштах та пулин тăсас тесе аттене тепĕр эрнерен кăна илме пыма чĕнтĕм.

...Лена чирлисене кăнтăрлахи апат парса çӳрет. Эпĕ ăна нимĕн те каласшăн марччĕ-ха. Анчах ман çумри койка çинче ларакан ватăрах чăваш эпĕ пĕр кĕтмен çĕртен:

— Лена йăмăкăм, питех те шалккă: пирĕн Çерушăн кĕçех каймалла пулать вĕт. Халапа аван çапаттăмăр. Кичем пулать пире вăл кайсан,— терĕ хучĕ.

Лена малтанах нимĕн илтмен пек, ăнланман пек пулса чĕнмесĕр пăхса тăчĕ. Унтан:

— Каймалла пулать?! — тесе ыйтрĕ те ерипен хускалса пирĕн паталла çывхарчĕ.

— Врач каланă ăна паян. Хусанти больницăна кайма хушнă, — терĕ старик.

Лена сăн-пичĕ шуралса кайрĕ, сенкер кăвак куçĕсемпе вăл ман çинелле пăхрĕ.

— Чăнах-и, Сережа? Халь сурану та ыррăн тӳрленсе çитмен вĕт-ха санăн?!. Мĕнле вара халех каймалла?! — Ыйтрĕ вăл хăй пăлханнине пытараймасăрах.

— Врач çапла каларĕ. Чăнахах пулĕ ĕнтĕ, Лена,— терĕм эпĕ ăна.

— Апла,— терĕ те вăл пăртак пăхса тăнă хыççăн кăшт хĕрелнĕ питне аллипе сăтăрса хăвăрт тухса кайрĕ. Вăл каялла пырса пушаннă апат чашăккисене пуçтарнă вăхăтра эпĕ çывăрнă пек пулса выртрăм. Ăш-чик вăркать, никампа та калаçас килмест.

Каçхи апат умĕн тин кĕнеке илсе йывăç пахчине тухрăм. Никама та курăнас мар тесе пĕр кĕтесри акаци тĕмĕсем хупласа илнĕ чăтлăха кĕрсе лартăм.

«... Манас пулать, пурне те манас пулать! Мĕн унта хĕрсем çиинчен шухăшласа ăша çунтармалли? Кам юратма пултартăр мана? Лена ахаль вăл, йăпатма анчах... УН пек илемлĕ хĕршĕн каччă тупăнмасть-и вара?! Вăрçă чарăнтăр çеç акă, ман пек инвалидсем çине сурать кăна вăл!.. Ăна пуçран сирсе часрах лăпланмалли анчах юлчĕ. Пĕччен, пĕччен иртмелле манăн пурнăç! — шухăшлатăп хам ăшра, уçса хунă кĕнеке çине пăхса ларнă май. Инçе те мар ура сасси, унтан хуллен кăна:

— Сережа, ăçта эс? — тесе чĕнни илтĕнчĕ.

Пуçăма çĕклесе сасă енне пăхрăм. Шĕшкĕ тĕмĕсем витĕр сенкер платье хусканкалани курăнса кайрĕ.

— Кунта, кунта,— терĕм эпĕ алри уçă кĕнекепе сулкаласа. Чĕрем хăвăрт сикме пуçларĕ.

Тепĕр самантран утмăл турат чечекĕ пек кăвак куçлă Лена тухса та тăчĕ. Малтан вăл савăнăçлăн пек, унтан салхуллăн пек пăхрĕ.

— Мĕншĕн кунта, тĕттĕм кĕтессе, пытанса лартăн-ха капла?! — ыйтрĕ вăл пăртак тăнă хыççăн.

— Ăш вăркама пуçларĕ... Йывăр мана, Лена... питĕ йывăр! — терĕм эпĕ.

— Мĕншĕн апла-ха ку?! Каяс пирки-и? — пĕлме тăрăшрĕ хĕр.

— Хăнăхса çитнĕччĕ эпĕ сирĕн больницăна. Уйрăлса каяс килмест çав,— тетĕп ăна.

Мана вăл сукмак хĕрринчи сак çине чĕнчĕ те унта тухрăмăр. Ларсан, хăй те асăрхамарĕ пулас, хĕр ассăн сывласа илчĕ, унтан ман патарах сиксе ларчĕ те:

— Йывăр-и, Сережа?.. Эсĕ кайни мана та кулянтарать! — тесе хучĕ.

Пĕр самант вăл питне хăрах аллипе тытса çĕрелле, шăрăхпа типсе сарăхнă курăксем çинелле, пăхса ларчĕ. Эпĕ мĕн каласшăн пулнине Лена ăнланчĕ пулмалла: эпĕ хăйне юратнине вăл халĕ туять ĕнтĕ. Çав вăхăтрах тата эпĕ хамăн шухăшсене ăна мĕн пирки уçса калайманнине те чухлать пулмалла. Анчах хăй те çамрăк пирки ăшри шухăшĕсене мана уççăн каласа пама хăяймасть. Çавăнпа та сăмаха эпĕ хам пуçларăм.

— Врач мана Хусана, çар госпитальне, ăсатас тет. Кам пĕлет, тен, каллех операци тăвĕç. Эх, хăшкăлтарса çитерчĕç мана çав операцисем! Татах темĕн чăтмалла пулать ĕнтĕ... Ну, çапах та вĕсене тӳссе ирттеркелĕп-ха. Анчах мана кунта питĕ килĕшетчĕ-çке, Лена. Пĕр санпа курнăçса калаçниех кăмăла çĕклесе яратчĕ... Сансăр тунсăхласах вилĕп ĕнтĕ, — терĕм эпĕ ирĕксĕр кулкаласа. Ленăн таса сăн-пичĕ хĕрелсе кайрĕ.

— Кай, суеçтеретĕн пуль? — терĕ вăл хăй те шăппăн йăлкăшса кулса. Унтан кăшт шухăшласа ларнă хыççăн.— Эх, Сережа! Чăнах та, ытла та шел сирĕн пек çамрăксене! — тесе аллине ман хул пуççи çине хучĕ.— Савăнса пурăнас чух çак вăрçă пирки тĕрлĕрен асап тӳсмелле!.. Çапах та врачсем чухлаççĕ пуль ĕнтĕ: тепĕр операци тусан, тен, çăмăлрах пулĕ. Унтан протез туса парĕç те лайăхах çӳреме пуçлăн... Анчах кунтан кайсан сана урăх курасси пулас çук вара: сывă пул, тесе алăпа сулмалли çех юлать...

— Мана курас пиркиех калаçмалли çук-ха кунта. Ман пек çынна инвалид теççĕ. Кама, мĕне кирлĕ ĕнтĕ эпĕ?! Эсир, сывă каччă тупса, мăшăрланма пултарăр. Ман пеккисен виличченех хăраххăн, хусаххăн пурăнмалла пулать,— тавăртăм эпĕ ăна.

Лена аллине ман хул пуççи çинчен илчĕ те куçранах пăхрĕ.

— Ах, чим-ха! Мĕншĕн ун пек шухăшлатăн эс, Сережа?!. Эсĕ мĕн, уксах-чăлах е суккăр çуралнă çын-им вара?.. Фронтра сусăрланнă! Сирĕн пек çынсене пирĕн хисеплес пулать, пăхас пулать, кăмăла килсен — юратас та пулать! — хĕрӳленсе каласа хучĕ вăл.

Эпĕ кулса илтĕм.

— Эсĕ ун пек калатăн та-ха, хĕрсем çавах пăрăнаççĕ çав пирĕн пеккинчен. Мана ав кирек мĕнле таврăнсан та пĕрле пурăнма сăмах панă савни те пăрахрĕ. Çакăн хыççăн хĕрсемпе юрату çинчен калаçма та хăяймастăп ĕнтĕ,— терĕм эпĕ.

— Эх, калаçатăн та! — терĕ хĕр ман çине тарăхнă евĕр пăхса. — Хăй каччă тата! Ытла та хăюсăр-çке эсĕ, хĕр ача пек... Хăюллăрах пулмалла!.. Мĕн пур хĕре хăй сăмахне тытман пĕр чунсăр хĕрпе танлаштарма юрамасть!

— Хăюллă пулма халăм çитмест, Лена. Юратупа çулăмланса çунсан та ун çинчен хĕрсене пĕлтерме тивĕçлĕ мар тесе шутлатăп хама,— терĕм эпĕ пуçа кĕрсе тымарланнă шухăшран çаплах хăтăлаймасăр.

— Апла, айван эсĕ! — хĕрӳленсех каларĕ вăл каллех.— Инвалид пулсан та санăн кĕлеткӳ-сăнару мĕнрен начар?! Ăсу мĕнрен катăк? Катăк мар,— ăслăрах тл!.. Тĕрĕссипе каласан, аван çын эсĕ! Мана пуринчен ытла санăн кăмăлу килĕшет...

Манăн кăмăлăм çĕкленсе кайрĕ. Лена хăй пулăшнипе эпĕ хăюлантăм. Çак хĕрпе кĕçех уйрăлса каймалла пулассине шута илни мана хамăн чунăма халех уçса кăтартма хистерĕ.

— Итле, Лена. Халь ĕнтĕ эпĕ ăшри сисĕм-туйăма нимĕн те пытармастăп. Мĕншĕн тесен эсĕ хăвах хăюллă пулма сĕнтĕн... Эпĕ сана малтанхи хут курсанах ытарайми кăмăлларăм, унтан юрату пуçланса кайрĕ. Çакна эсĕ ху та эпĕ каласа паричченех туйрăн пулĕ тетĕп. Анчах мĕнле çунса юратни çинчен калама халиччен хăюлăхăм çитмерĕ. Мĕншĕн калайманнине эсĕ пĕлетĕн ĕнтĕ: эпĕ хама хĕрсем çинчен шухăшлама та тивĕçлĕ мар, хам юратсан та — вĕсем юратас çук тенĕ... Канăç паман юрату çинчен, ăшра тĕлкĕшсе çӳнакан шухăшсем çинчен хам кунтан кайиччен сана пĕлтерсе хăвармаллах манăн. Тен, ку çана килĕшмест те пулĕ? Килĕшмесен каçар. Тӳррипе каласа панăшăн ан кӳрен...— терĕм те эпĕ вăл мĕн те пулин каласса кĕтсе пĕр хушă ун çине пăхса лартăм.

Вăл чĕнмерĕ, пуçне пĕксе умри çерем çине пăхрĕ те шухăша кайрĕ. Хĕр хирĕçлеменнине кура эпĕ аллăма ун çурăмĕ çине хутăм та ăна лăпкарăм, унтан хам çуммарах лартрăм.

Пăртак ларсан вăл ман алăсене ерипен сирсе хуллен калаçма пуçларĕ:

— Итле-ха, Сережа, эс мĕншĕн хăвна çавăн пекех мĕскĕне хуратăн вара?!. Аван мар вăл ун пек шутлани... Салтак пулнă çамрăк çын — хăюллăрах пулмалла. Инвалид тетĕн-и? Вăрçăра аманнă-çке-ха! Уншăн кăшт та именме кирлĕ мар. Акă лайăх сывалса çитсен чиперех çӳреме пуçлăн. Нимĕне пăхмасăрах, эпĕ те сана кăмăлларăм. Юлашкинчен, юратрăм та пулĕ тетĕп. Эпĕ халиччен юратса курман çамрăк пулнă-ха. Ак халĕ, хукаланă пекех, чĕрене темĕнле вут-хĕм хыпса илчĕ. Эсĕ асран кайми пултăн. Чунăм сан еннеллех туртăнать! Паллах, ку çав юрату тени пулчĕ пулĕ ĕнтĕ вăл...

Лена ман çине ăшшăн пăхса кулчĕ. Эпĕ ăна çавăнтах ыталаса пăчăртарăм та питĕнчен чуп туса илтĕм. Хамăн савăннипе шăм-шак сăрăлтатса кайрĕ, чĕрем сиксе тухас пек тапать. Лена хăй те пĕтĕм пĕвĕпе ман çумма çыпçăнчĕ. Анчах та ку нумая пымарĕ, вăл темле ăшă ыйхăран вăраннă çын пек ерипен хусканчĕ те ман алăсене сирсе кăшт аяккарах сиксе ларчĕ.

— Чим-ха, ан ашкăн аплах. Çынсем курсан аван мар,— терĕ вăл хĕрелсе кайса.

— Пĕтĕм чун-чĕремпе юратап сана, Лена! Çавăнпа... чуп турăм. Анчах... кĕçех уйрăлмалла пулать!.. Уйрăлсан та пур пĕр манаяс çук: пĕрмай çыру çырса тăрăп... Эсĕ те çыр. Тен, часах... тĕл пулма та май тупăнĕ, — терĕм эпĕ.

Пирĕн калаçу эпĕ хăçан каясси çинчен тата çырусем мĕнле ярса тăрасси çинчен пуçланса кайрĕ. Çитес кунсенчех уйрăлмалла пуласси пире иксĕмĕре те хытă пă-шăрхантарчĕ. Ку пăшăрхану туйăмĕ пирĕн чĕресене чулпа пусса хĕснĕ пекех ыраттарчĕ. Эпир хамăр таçта кайса темле пурăнсан та пĕр-пĕрин патне çырсах тăма сăмах татнипе çеç лăплантăмăр.

Ленăн ĕçе каймалли вăхăчĕ çитрĕ. Каяс умĕн вăл васкасах çапла каласа хучĕ:

— Туяттăм эпĕ, Сережа, эсĕ мана юратнине. Ун çинчен мана калама хăйманнине те сисеттĕм. Эпĕ çавăн пиркиех сан патналла туртăннине эсĕ ху та чухлаттăн пулĕ?.. Малтан эпĕ ырă, сывă каччă çакăн пек аманса сусăрланнине кура сана хĕрхентĕм кăна. Хĕрхенӳ туйăмĕ ӳссе юрату çине куçрĕ. Юлашкинчен хытах юратса пăрахрăм. Текех курас килекен пулчĕ. Анчах эсĕ ху юратни çинчен уçăмлă каласа паманни мана юлашки вăхăтра иккĕлентерме те пуçларĕ. Ку ахаль çавăн пек ăшшăн калаçакан çын çех пулĕ тесе шухăшлама тытăнтăм... Ну, халĕ пĕр-пĕрин шухăшĕсене уççăнах пĕлтĕмĕр ĕнтĕ. —Вара вăл çутă кăвак куçĕсемпе шевле пек çиçсе манăн алла тытса илчĕ.

Унăн хăюлăхне курса эпĕ ăна çавăнтах тата тепĕр хут пĕтĕм хĕрӳлĕхĕмпе хыттăн-хыттăн чуп турăм.

 

4

Вăйлă çумăрпа тулнă пĕве шыв капланса хирнипе умри тĕмескене сирсе пăрахать те пĕрре кĕрлесе юхнă хыççăн часах лăпланса тăрăлать, каллех шăппăн шăнкăртатса юхма тытăнать. Пит те аван çав лăпкă шыв хĕвел çутинче йăлтăртатса юхнине пăхса тăма. Анчах çак илемлĕ шыв юххи туран анакан шыв чакса пынипе часах типсе ларасран та хăрамалла. Пирĕн Ленăпа иксĕмĕр хушăри пурнăç та çавăн пекех пулса тăчĕ. Уйăх çурă хушши вăрттăн ӳссе пынă юрату хĕрӳлĕхĕ умри именӳ чăрмавĕсене пĕр сехетре татса пăрахрĕ. Пирĕн малтанхи пек шахвăртса-вăлтса çеç калаçасси пĕтрĕ. Çавăн хыççăн ăшра çуралакан шухăшсене эпир пĕр-пĕрне ним пытармасăр, уççăнах каласа пама пуçларăмăр. Калаçусем лăпкăн та ирĕклĕн юхса пыракан пулчĕç. Хамăр пĕр-пĕрне юратнипе савăнтăмăр, хавхалантăмăр. Çамрăк кăмăлсем хаваслăхпа тулса çĕкленчĕç. Кунта пире хамăр юратăвăн малашлăхĕ кăна шиклентерчĕ. Эпĕ кайсан иксĕмĕр хушăмăр инçетленесси тата çав инçе хушша кĕтмен чăрмавсем тухса тăма пултарасси çеç пăшăрхантарчĕ пире.

Лена ĕçрен пушаннă вăхăтсенче эпир тăтăшах сад пахчинче калаçса лартăмăр. Халь ĕнтĕ пирĕн калаçу çинчен пычĕ.

— Ăçта пурăнас тетĕн-ха эсĕ: ялта-и, хулара-и? Чан та, сана хресчен ĕçĕпе пурăнма хĕн пулать, Сережа... Эпĕ хамăр уезд хулинче вăрçă инваличĕсене çĕвĕ ĕçне тата атă-пушмак тума вĕрентекен мастерскойсем уçмалла тенине илтнĕччĕ. Пĕр-пĕр çавăн пек мастерскойне кĕмелле мар-ши? Е тата мĕнле те пулин çавăн пек ларса ĕçлемелли ремеслана вĕренсен? Вара эпĕ те унта куçса пырăттăм,— тет мана Лена.

Эпĕ ăна ун пек ремесласем кăмăла кайманни çинчен каласа патăм.

— Госпитальтен тухсан эпĕ Хусанах юлма тăрăшăп. Унта çырăва пĕлекен инвалидсем валли бухгалтери курсĕ уçаççĕ тенине вуланăччĕ пĕр хаçатра. Хусан пирĕн кĕпĕрне хули — пысăк хула. Унта сан валли те вырăн тупма çăмăлрах пулĕ...

Лена ман шухăшпа хаваслансах килĕшет.

— Чăн, бухгалтер пулни аванрах... Эх, унта медицина сестрисем хатĕрлекен курс уçăлсанччĕ! Савăнсах пырăттăм. Вара пирĕн пĕрле пурăнма та май пулать,— терĕ вăл ача пек хĕпĕртесе.

 

* * *

Мана илме килтен час пырăймăрĕç.

— Килне çырса ятăн-и? Мĕншен илме килмеççĕ?! — тесе ыйтаççĕ манран врач та, фельдшерсем те.

— Çыртăм. Ĕç çи вăхăчĕ-çке-ха. Ерçмеççĕ пуль,— тетĕп эпĕ вĕсене.

— Ĕç çи çав. Ерçмеççĕ пуль, — тет врач та манпа килĕшсе.

Çапла вара эпĕ больницăран тухса кайиччен тата вунă кун ытла иртсе кайрĕ.

Ку вăхăтра эпир Ленăпа нумай калаçрăмăр, шухăшларăмăр. Анчах çапах та шухăшсене пат татса вĕçлени пулаймарĕ. Пирĕн малалли пурнăç çулĕ çаплах тĕтрене витĕнсе тăчĕ.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 ... 17

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: