Юнтарнă пĕлĕт


— Ма чĕнместĕн? Хăраса ӳкмерĕн пулĕ те? — кулам пек турĕ Лида. — Пурнăçăн йĕрки çапла вăл: ку — вырăн çинчи савăнăçăн тăсăмĕ. Манăн шутсăр амăшĕ пулас килет. Алăра санăн тăван пепкӳ. Кунтан ытла савăнăç çук тĕнчере.

Ку ĕнтĕ «ача çурататăпах» тени пулчĕ.

Янаш çаплах ларчĕ те ларчĕ кравать хĕрринче пирус мăкăрлантарса. Куç умне Тунисса ишсе тухрĕ. Вăл тăрать пек каллех Айвазовскин «Хум» картинине пăхса. Шухăшран сасă уйăрчĕ ăна.

— Янаш, Янаш, тетĕп!

— Мĕн-ке? — Янаш вырăн çинче выртакан хĕрарăма тарăхрĕ. Анчах шăлне çыртрĕ.

— Сана ача кирлĕ мар-и-мĕн?

— Мĕншĕн кирлĕ ан пултăр? Эсĕ ăна çак самантрах çуратмастăн пулĕ?

— Паллах, çак самантрах мар. Унччен çырăнмалла, туй тумалла ваттисен йĕркипе.

Кĕтменччĕ Янаш пурнăç урапи çапла каялла кусасса. Мĕн тăвăн? Ача йыт çури мар, ăна çырмана кайса пăрахаймăн. Ярăнтăн пулсан çунине туртмаллах.

Çĕнĕ çын ваштах пуçĕнче чĕнтĕрлĕ кĕпер хыврĕ. Пурте йĕркеллĕ, пурте хăй вырăнĕняе. Вăл мăшăрлă пурăнăç пуçлама, килсе тăран çутă кунсене кĕтсе илсе ырăпа ăсатма хатĕр.

Лида пуç тулли ырă шухăш-ĕмĕтпе вырăн çинчен сиксе тăчĕ, тунката пек ларакан Янаша чуптурĕ. Хăй çине халат уртса ярсан хутпа кăранташ илчĕ те сĕтел хушшине вырнаçрĕ. Загса памалли заявленине Янаша çыртарĕ-ха. Хăй туй ирттерме иккĕшин ашшĕ-амăшне те чĕнсе йыхрав хатĕрлĕ.

— Янаш, килĕшетĕн пулĕ тетĕп: туйне тепĕр эрнерен çитекен шăмат кун тăватпăр, — пĕлтерчĕ «арăм». — Юлташсем сăмахпа чĕннипех килсе тулĕç. Паянхи çынсем ĕçес-çиес тесен çурхи шывпа тулнă Атăл урлă çуран каçĕç.

Пулас упăшка ним те хирĕçмест, тĕлĕнтерет кăна кунăçлăхĕпе.

 

* * *

Хăйĕн тăван пепки патĕнчен киле таврăнакан Янашăн Лидăпа арлă-арăмлă пулнă самантсем пуçне кĕчĕç.

 

8

Алăкран кĕрсенех Янаша пĕчĕк ывăлĕпе хĕр ачи сырăнчĕç:

— Атте!

— Атте!

Ашшĕн уринчен ыталарĕç.

— Чимĕр-ха, пепкемсем, хывăнам.

Тумтирне йăрхаха çакрĕ те кресло çине ларчĕ. Ĕнтĕ ачисене ирĕк: иккĕшĕ те арки çине вырнаçрĕç, пĕри те тепри чуптăвать ашшĕне.

— Мĕн калăн? — сиввĕн сăмах хушрĕ Лида. — Ăçта çӳрерĕн?

— Халĕ ĕнтĕ манăн хамăн тăван ывăлăм пур, — терĕ Янаш арăмне. — Унпа вăхăт ирттертĕм.

— Манран уйрăласшăн-и?

— Паллах. Икĕ арăмпа кам пурăнать? Ывăлăма тăван ашшĕпе амăшĕ кирлĕ.

— Ку ачасене ăçта хуран?

— Пăхса ӳстер. Сана ачасем кирлĕ.

— Мана приют ачисем кирлĕ мар.

— Приют ачисене тиркен пулсан хăвăн çуратмаллăччĕ. Суйрăн эсĕ мана, чике тăршшĕ лартрăн.

Чăн сăмахăн суйи çук теççĕ халăхра.

 

* * *

Пĕрле пурăнма тытăнсан, пĕр эрнесем иртсен, Лида чирлерĕ. Тĕрĕссипе вара йăшма сăлтавĕ те çук. Унăн черетлĕ уйăх хушши килнĕ.

— Манăн хырăм ӳкрĕ пулас, — пĕлтерчĕ вăл упăшкине. — Ытла йывăр çĕклерĕм çав.

— Хăçан, мĕн йăтрăн?

— Хамăн хваттертен япаласем тултарнă пысăк чăматан йăтса килни юрамарĕ ахăр.

Пĕр кана кулянчĕç. Вăхăт малалла шурĕ. Янаш арăмĕ ача çуратаймасть те çуратаймасть.

Ах çав упăшка тени, чипер юхан пурнăçа пĕвелеме ухута.

— Ача çуратса пар мана, — тытăнчĕ Янаш арăмне анратма.

— Эпĕ хам та ачашăн-ха, — тет мăшăрĕ.

Мĕншĕн ача юлмасть? Лида хăй те тĕлĕнет. Ара, вăл институтра вĕреннĕ чух арçынпа икĕ каç çывăрсах пĕтĕленнĕччĕ. Тен, айăп Янашра? Анчах мĕнле калас-ха ăна тухтăр патне кайса тĕрĕсленме? Чи малтан упăшкине ĕнентерес шутпа Лида хăй тухтăр патне кайрĕ.

— Хĕрĕм, сан ача пулмасть, — терĕ ватă тухтăр.

— Ĕненместĕп! — кӳренчĕ вăл. — Эпĕ сывă хĕрарăм, йывăр çын пулса курнă.

— Тĕрĕс. Анчах ачуна çуратман, аборт тунă!

— Пурнăç çапла килсе тухрĕ-çке-ха ун чух, — йĕрсе ячĕ Лида.

— Хăв сывлăхна хăв пăснă. Хырăм ӳкересси — ача вăййи мар.

— Кашни хĕрарăм аборт тăвать, пурпĕр çуратаççĕ.

— Кашни хĕрарăмăн организмĕ пĕр мар.

— Ун чухне... — ĕсĕклеме тытăнчĕ Лида.

Пуçланă сăмахне тăсма хăяймарĕ. Пуçне усса тухрĕ вара поликлиникăран. Çула май парка кĕчĕ. Çаралса юлма тытăннă йывăç айĕнчи сак çине ларчĕ. Шухăшсем сырăнчĕç те ăна темиçе çул каялла ывăтрĕç.

...Вăл Хусанти химипе технологи институтĕнче вĕренетчĕ. Тăваттăмĕш курсра вĕсене практикăна салатрĕç. Кам ăçта. Лидăн вара Элиста хулине каймалла. Çитнĕ кунах ĕçри хĕрсем хваттер тупса пачĕç ăна. Хуçисем — упăшкипе арăмĕ, вăтăр урлă каçнăскерсем. Пуплеме юратаççĕ. Эрне ытла пурăнчĕ çапла. Сасартăк кил хуçи хĕрарăмĕ чирлесе ӳкет. Ăна пульницăна хураççĕ. Пĕрремĕш çĕрех унăн упăшки Лида çумне пырать те выртать. Хĕр ăна хăй çумĕнчен тĕксе яма хăяймарĕ. Пулчĕ вара мĕн пуласси. Ун пек чух çапла калаççĕ: «...халăх куласси çеç юлчĕ». Аскăн кил хуçи чарăнмарĕ, ытти каçсенче те хĕр ытамне чăмрĕ. Практика вĕçленчĕ. Кил хуçин Лидăна: «Сана качча илетĕп, пăрахса ан кай», — тесе каласси асĕнче те çук. Тухса кайрĕ, пĕччен мар, иккĕн. Анчах кун пирки вăл хăй те тĕшмĕртмен. Каникул вăхăтĕнче намăс-симĕсрен хăтăлчĕ пысăк хулара, паллакан çын сахал çĕрте, эппин. Çак вăрттăнлăха Лида тимĕр арчара усрать. Анчах вăхăт çитрĕ, унăн хĕскĕчĕ тӳсмелле мар чуна хĕстерет. Калаççĕ-çке-ха: путакан çын улăм пĕрчине ярса тытса хăтăласшăн. Сĕмсĕрленчĕ вара...

— Пирĕн ача пулманшăн эпĕ айăплă мар, — куçне айккинелле тартрĕ вăл. — Кайса кил-ха тухтăр патне. Тĕрĕслеччĕр.

— Э-э, тупнă арçын пуçăмпа тухтăрсем тăрăх сĕтĕрĕнсе çӳреме, — алне сулчĕ Янаш. — Илер акă пепке ача çуртĕнчен.

Лида, çакна кĕтменскер, çăмăллăн сывласа ячĕ. Тути йăл сарăлчĕ савăннипе. Шутламанччĕ ĕç-пуç çапла хĕвел майăн çаврăнасса, упăшкасăр юлмасть.

— Эпĕ, Янаш, санпа килĕшетĕп. Каяр ыранах ача çуртне, — сĕнӳ пачĕ арăмĕ. — Суйлăпăр хамăра килĕшекеннине.

 

* * *

Эрнесем иртрĕç. Шухăш улшăнмарĕ. Пĕр вырсарни кун вара Лидăпа Янаш пырса кĕчĕç ача çуртне. Ырă ĕмĕтпе килнĕскерсене кунта ĕçлекенсем тарават йышăнчĕç.

— Пăхăр, ав выляççĕ вĕсем, — сĕнчĕ тухтăр килнĕ çынсене. — Ывăлĕ те, хĕр ача та. Хăшĕ кирлĕ?

— Хĕр ача! — пат татса каларĕ Лида.

— Чим-ха, эпĕ ывăл ача кăмăллатăп. Пур-и-ха сирĕн ывăл? — тухтăр куçĕнчен пăхрĕ Янаш.

— Пур, пур! — терĕ лешĕ пуçне сĕлтсе.

Пĕр хут килнипех нихăçан та ĕç тухмасть. Пайтах çӳреме тиврĕ. Килĕшекенни тупăнмасть те тупăнмасть. Ĕмĕте пăрахăçлас патнех çитрĕç. Кăмăл-туйăмсене тавçăрнă тухтăр вĕсене çăлчĕ темелле.

— Пĕр харăс икĕ ача илеймĕр-и? — терĕ вăл Янаш куçĕнчен уйрăмах пăхса.

— Мĕнле апла? — ăнланаймарĕ вăл тӳрех.

— Пирĕн кунта пĕчĕккĕскерсем ывăлпа хĕр ача — йĕкĕрешсем пур. Ашшĕпе амăшĕ катастрофăра вилнĕ. Виçĕм кун çав ачасем виçĕ çул тултарчĕç.

— Вĕсемпе паллашма питĕ хавас.

— Чим-ха, Янаш, ачисем ытлашши пĕчĕккĕ мар-и? Ĕрескеллех ан килĕш, — асăрхаттарчĕ арăмĕ. — Икĕ ача пăхма йывăр пулĕ.

— Курар-ха малтан.

Тухтăр çухалчĕ. Кăшт тăрсан вăл пӳлĕме икĕ ача çавăтса кĕчĕ.

— Акă — эпир, — йăл-йăл кулкаларĕ тухтăр. — Паллашсамăрччĕ пирĕнпе.

Тухтăр çумĕнчи пепкесем йăлт-ялт сиккелеççĕ.

— Акă ку пирĕн кавалер — Энти. Пикине Ука тесе чĕнеççĕ.

— Ăçтан çапла хитре ятсем тупса панă? — тĕлĕнет Янаш. — Хăйсем те ытармалла мар чипер. Çитменнине — пĕр сăнлă. Каснă лартнă пуканесем.

Ачасен çăлтăр евĕр куçĕсем Янаша тӳрех Туниссана аса илтерчĕç: шăп юнтарнă пĕлĕт. Çӳçĕсем те унăнни пекех сарă пулĕ.

Ирĕк илсе Янаш ачасене канихвет пачĕ. Лешсем, ытти ачасем пекех, канихветшăн каçсах кайрĕç. Ĕнтĕ няня ачасене тепĕр пӳлĕме илсе кайрĕ.

— Ху-у-у! — ассăн сывласа илчĕ Янаш. — Эпĕ çак пепкесен ашшĕ пулатăп. Чунтан килĕштертĕм вĕсене. Сăмах паратăп: ӳстерсе çын тăвăп. Эсĕ, Лида, — вĕсен амăшĕ.

Арăмĕ пĕр сăмах та чĕнеймерĕ. Ăшĕнче хирĕçӳ вĕрет. Тӳрех икĕ ача пăх-ха. Йывăр.

— Пирĕн саламласси кăна юлать сире, — ал çупкаласа илчĕ тухтăр. — Ăнăçу, телей сунатăп!

Ачасене киле илсе таврăниччен вăхăт пайтах иртет. Ĕçĕ сахал мар. Кирлĕ документсем хатĕрлемелле. Чи кирли тата чи йывăрри — йĕкĕрешсене хăйсене хăнăхтармалла, ашшĕ-амăшĕ пулнине ĕнентермелле.

Акă Янашпа арăмĕ килте сĕтел хушшине ларчĕç. Тĕплĕн канашлама тиврĕ. Хушăран тавлашса та илчĕç, ара ĕçĕ ытла яваплă-çке-ха. Мĕн-мĕн тумаллине хут çине çырса хучĕç. Унсăрăн чи кирли манăçа тăрса юлма пултарать. Питĕ аван. Аслă ĕç тепĕр куннех пуçланчĕ вара.

Хăйсем выртса тăракан пĕчĕк пӳлĕме пĕр япала хăвармиччен пушатрĕç. Вара тара тытнă малярсем килчĕç те маччана çуса, сарă ярса сенкерлетнĕ пурă шывĕпе шуратрĕç. Стенисене те урăх сăн кĕчĕ. Вĕсене ав часах хĕвел куç хыврĕ — вăй вылять: вĕсен тĕсĕ сарă, каснă лартнă хĕвел çаврăнăш чечекĕ.

Калама çеç çăмăл, ĕç тени кунсене ирттерет те ирттерет. Çак хушăра ача çуртне, йĕкĕрешсем патне, кайсах тăчĕç.

Пĕррехинче ывăл çав тери савăнтарчĕ Янаша.

...Çав кун уявччĕ — Çимĕк. Халăх канать. Пĕрисем Атăл хĕрринче унăн илемĕпе киленеççĕ. Теприсем — вăрманта, çут çанталăк техĕмĕпе рехетленеççĕ. Палановсем вара ирех ача çуртне çул тытрĕç. Шăпăрлансем вĕсене кĕтмен мар. Хаваслăн чупса пырса ыталарĕç, чуптурĕç. Тупата, ăçтан ан пар ĕнтĕ вĕсене шоколад. Вара ирĕк илсе парка кайрĕç тăваттăшĕ те. Савăнмалли нумай кунта. Вылярĕç-кулчĕç, каруççел ярăнчĕç. Энти уйрăмах тиха çине утланма килĕштерчĕ.

Виçеллĕ вăхăт ытла кĕске, часах каялла таврăнма тиврĕ. Уйрăлун юлашки самантĕнче пĕчĕк ывăл Янаш мăйĕнчен çатăрласа тытрĕ те йĕме тытăнчĕ:

— Манăн та киле каяс килет! — тет.

— Маттур, ыран пырăн, — тет ăна Янаш пысăк çынна каланăн. — Тӳс кăшт.

Ука йĕкĕреш хăраххи тăванне ыталать. Ан йĕрсем тет ĕнтĕ. Ача кăмăлĕ — çурхи хĕвел. Вăл ĕнтĕ ахăлтатсах кулать мар-и?

Ачасене няня шалти пӳлĕме илсе кайрĕ. Палановсем вара киле кайма тухрĕç. Утрĕç те утрĕç урам тăрăх шăкăл-шăкăл пуплесе.

— Лида, эсĕ хамăрăн пулас ачасене шутсăр килĕштĕрнине туймастăп, — сăмах тапратрĕ Янаш. — Пĕчĕк çынсене юратмастăн-и е урăх сăлтав пур?

— Шухăшлаттарать хытах, — ӳсĕркелесе илчĕ арăмĕ. — Ара ман ĕнсе çине пĕр харăс икĕ ача ларать. Ытла йывăр-çке.

— Эпĕ сан çумăнтах-иç, — тĕт упăшки. — Иксĕмĕре пĕрер ача. Ним хăрамалли те çук. Хăш-пĕрисем улт-çич ача ӳстереççĕ. Эпир мĕнрен кая? Мана ывăл ытла килĕшет. Эпĕ унран чăн-чăн çын тăвăп. Ука та лайăх хĕр ача. Сана пулăшакан сăпайлă пике пулса ӳсĕ.

Ачасен пулас амăшĕ хавассăр. Ăшĕ çунать. Калăн: ун ăш-чиккине савукĕпех вĕри кăвар сапнă.

Янаш пурна киле тĕлĕнтермĕш кунсем çитессе шанать.

— Икĕ туйра ура хуçса ташлăп! — тет йăл-йăл кулкаласа.

«Ан ман, шыв йăранĕ тĕрексĕр», — ют ачасенчен ыррине кĕтеймĕн тени пулчĕ ĕнтĕ ку Лидăн. Анчах уçăмлăнах: «Кирлĕ мар мана ют ача», — теме хăрарĕ. Вăл тӳрех хăртса пăрахĕ: «Тăван ача — паха. Вăл çук. Пулмасть те. Эсĕ хĕсĕрри пĕтерет...»

Сăмах вара пине çитмесĕрех арăмăн çăварĕ çĕленчĕ çипсĕрех.

Татах канмалли кун çитрĕ. Килте Лида пĕчченех. Вăл апат хатĕрлет. Унччен те пулмасть, чӳрече витĕр курах кайрĕ: подьезд умне тиевлĕ грузовик килсе чарăнчĕ. Кузов çинчен Янаш сиксе анчĕ. Вăл пĕччен мар-мĕн, темле арçынсемпе. Хайхискерсем тытăнчĕç ĕçе. Хваттере икĕ пĕчĕк кравать, пĕр сĕтел, икĕ пукан, шкап илсе кĕрсе пĕчĕк пӳлĕме вырнаçтарчĕç. Кил хуçине пулăшнă этемсем часах тухса кайрĕç. Янаш вара ачасен пӳлĕмĕнче чылайччен тăрмашрĕ.

Пĕчĕк пӳлĕмĕн алăкĕ уçăлчĕ те — Лида курăнчĕ.

— Хырăму та выçмарĕ-и сан? — терĕ вăл. — Апат хатĕр. Атя çиме. Атту сивĕнет.

— Кĕр-ха, кĕр! — чĕнчĕ ăна Янаш, урам енчи стена çумне лартнă тăпăл-тăпăл пĕчĕк кравать патĕнче тăраканскер. Вăл стена çумне çакнă хашакланă ӳкерчĕке пӳрнипе тĕллесе ыйтр. — Мĕн куран? Чаплă-и?

— Чапли качки... Картина... Пысăк куçлă хĕр ача пукане тытса ларать. Çавă çеç.

— Хă, — сасă кăларчĕ Янаш кăмăлсăррăн. — Камăн ĕçĕ? Çавна кала эсĕ мана.

— Ăçтан пĕлĕп? Пĕр-пĕр ӳнерçĕ ача çуртне пынă-тăр та ӳкернĕ пулĕ. Эсĕ ку Ука тесшен мар пулĕ те?

— Тупата, эсĕ ытла тĕттĕм çын, — тесе хучĕ. Вара вăл тытăнчĕ лекци вулама.

Çын кăмăлне хуçма шутламарĕ арăмĕ, тăчĕ итлесе. Ăнланчĕ вара: ку картинăна вырăссен паллă ӳнерçи Тропинин ӳкернĕ. Вăл XIX ĕмĕртех пурăннă.

Энти краватьне лартнă стена çумĕнче те ӳкерчĕк — пăхса ытармалла мар шурă шупăрлă хурăн ращи. Ку Левитан ĕçĕ.

Янаш ывăл ачине илемлĕхе хаклакан ырă кăмăллă çын туса ӳстересшĕн. Астăвать-ха вăл пĕр тискер ĕçе курнине. Пурччĕ паркра çамрăк хурăнсен аллеи. Пăхса ытармалла мар илемлĕччĕ. Шăкăр-р ларатчĕç. Вĕсен хушшинче кăкăр уççăн сывларĕ. Ешĕлскерсене хаяр çын ăмсаннă. Ретри темиçе хурăна пуртăпа лачлаттарса каснă. Мĕнле алли çĕкленнĕ-ши? Ешĕл çулçăллă турачĕсене илсе кайнă. Путех, милĕк туса мунчара çапăнса киленчĕ-тĕр. Киленчех-ши вара? Ĕненме хĕн. Хурăн тункатисем ăна хăйсен çумĕпе иртнĕ чух кăмăлне хуçнах-тăр.

 

* * *

Высарни кун. Ача çурчĕн хапхинчен тухнă çăмăл машина хула урамĕ тăрăх йăрлатать. Машинăра хаклăран та хаклă пассажирсем. Вĕсем ашшĕпе амăшĕ арки çинче ларса пыракан икĕ пепке тата ача çуртĕнчи пĕчĕк этемсен хаклă çынни — тухтăр.

Иртсе юлакансем — паллакансем те, халиччен курманнисем те — пурте саламлаççĕ. Алă сулмаççĕ пулин, пурпĕрех кăмăллăн пăхса ăсатаççĕ иртсе каян машинăри çынсене. Клумбăсенче чĕлтĕртетекен шурă, сарă, хĕрлĕ, кĕрен, сенкер, чакăр чечексем юлаççĕ ав тутлă шăршă пĕрĕхсе. Ку та вĕсен саламĕ, çĕнĕ пурнăç пуçлакансене телей сунни.

Çитес çĕре паçăрах çитмеллеччĕ ĕнтĕ. Ара, паян пысăк уяв-çке-ха, ĕмĕр асра юлмалли кун. Ун пек чух, паллах, пĕчĕк паттăрсен ярăнмалла. Пăхса çитермелле мар иртсе юлан çӳллĕ те капмар çуртсене, урамри ешĕл çулçăллă йывăçсене, çул çинчи машинăсене, тротуар тăрăх утакан папак çĕкленĕ хĕрарăмсене... Атăл хĕррине мĕнле çитмĕн-ха тата? Илĕртет-çке вăл кирек кама та. Тулли шывĕ çырана лăпкать. Явкаланса юхнăран çивĕчĕ ытла та вăрăм теес килет.

Çисен-çисен пыл та йӳçĕ, йĕпхĕртет теççĕ. Çитсе чарăнас эппин кирлĕ çĕре. Акă тухрĕç машинăран пĕр çӳллĕ те хитре çурт умĕнче. Çакăнти пĕр хваттерте пурăнмалла ĕнтĕ, çитĕнсе ачаран пысăк çын пулмалла. Кирлĕ хутра лифтран тухрĕç. Шăнкăрав пама тивмерĕ. Шăв-шав илтнĕ хăнасем (Янаш уява ашшĕпе амăшне чĕнсе илнĕ) хваттер алăкне уçрĕç.

— Ырă сунса кĕтетпĕр! Кĕрĕр, кĕрĕр, — саламларĕç вĕсем.

Ни Энти, ни Ука малалла иртмерĕç. Тăраççĕ урисем тымар янăн.

— Ачасем, эсир килте, — терĕ Янаш. — Чупăр, выльăр. Вара вăл пукане лартнă тетте машинăна тĕксе урай тăрăх кустарса ячĕ.

Ачасем самант вăранчĕç тейĕн. Тетте хыççăн чупрĕç шуйхашса.

Нумай та вăхăт иртмерĕ, Янаш амăшĕ хатĕрленĕ сăй сĕтелĕ хушшине ларчĕç.

Çак самантра пуçланчĕ Палановсен ача-пăчаллă пурнăçĕ.

Янаш амăшĕ Натали самай вăхăт хăналанма килĕшни çинчен пĕлтерчĕ. Куншăн савăнчĕç кил хуçисем, ара, ачисене те питĕ кирлĕ çын — асанне. Çапла вара пĕтĕм çемье пĕр эрне хушши килте ирттерчĕ, пĕр-пĕрне хăнăхмалла-çке-ха. Тепĕр эрне Янашпа арăмĕ ылмашса ĕçе çӳре-рĕç. Ĕнтĕ асламăшĕн черет.

— Анне, вăй çитерейĕн-и ачасене астума, — пăшăрханать Янаш, — вĕсем лара-тăра пĕлмен халăх.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 9 10

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: