Урхамахсем тăраççĕ тапăртатса


Паян ăнсăртран радиопа урăх планета çине вĕçсе кайма ушкăн пухни çинчен илтрĕм. «Тинех мĕн пĕчĕкрен ĕмĕтленннĕ ĕмĕте пурнăçлама вăхăт çитрĕ иккен манăн», — шухăшларăм эпĕ. Çийĕнчех ушкăн пухакан вырăна çитрĕм. Çирĕп тĕрĕслӳ витĕр кăлараççĕ иккен кунта. Çĕр çынран пилĕк çынна çеç хăварнине пĕлсен çак ушкăна лекеймесрен çав тери пăшăрхантăм. Çапах та çав тери пысăк туртăм çĕнтерчех. Эпĕ ушкăна лекрĕм.

Ушкăна лекнисене инструктор пире вĕçевре тĕл пулма пултаракан йывăрлăхсемпе паллаштарчĕ, унран мĕнле тухмаллисене вĕрентрĕ. Вĕçев кунне палăртсан çĕрĕпе çывăраймарăм. Килтисемпе сывпуллашса çула тухрăмăр...

Эпир çĕр планета чăмăрĕ çинчен вĕçсе кайнăранпа виçĕ кун иртрĕ. Хамăр çитес планета патне çывхарса пыратпăр. Командир каласа панă тăрăх, çак планета çинче тĕлĕнмелле чĕрчунсем пурăнаççĕ. Татах та тĕлĕнмелли, çынсем кунта пачах та пурăнмаççĕ иккен. Эппин, эпир кунта малтанхи çынсем пулатпăр.

Пирĕн карап çĕнĕ планета çине анса ларчĕ. Йĕри-тавра сип-симĕс çаран та тап-таса кӳлĕсем. Аякрах мар çӳллех те мар вăрман пуçланать. Шăплăхра кайăксен çепĕç сассисем çеç илтĕнеççĕ. Эпир çак илемпе киленнĕ вăхăтра вăрман енчен урхамахсем тухрĕç те пирĕн енне ыткăнчĕç. Часах пирĕн ума вунă урхамах çитсе те тăчĕç. Ак тамаша! Урхамахсем пирĕн чĕлхепе калаçаççĕ иккен. Пурте чалак урхамахсем! Вăт тĕлĕнтермĕш!

Утсене утлантăмăр та вăрман енне ыткăнтăмăр. Вăрмана кĕрсен нумаях та каймарăмăр, пысăк уçланка çитсе тухрăмăр. Кунта урхамахсем çут çанталăк панă ырлăхпа киленсе пурăнаççĕ. Кунти пурнăç пирĕнни пекех. Урхамахсем пысăк кĕтӳпе пурăнаççĕ. Маларах урхамахсем улăх тăрăх çӳренĕн анчах туйăнать. Сăнасарах пăхсассăн, кунта ĕç вĕресе çеç тăрать иккен. Пĕрисем курăксене шăвараççĕ, çырмасене пӳлсе кӳлĕ тăваççĕ. Теприсем пĕчĕк тихасене пăхаççĕ. Хăшĕ-пĕрисем сĕлĕ ани çинче ĕçлеççĕ. Сĕлĕ чи паха çимĕç иккен кунта. Вĕсене никам та хистемест иккен, йăлтах хăйсен ирĕкĕпе ĕçлеççĕ. Каç пулсассăн кӳлĕ хĕрринче ташă конкурсĕ ирттереççĕ. Кунта вĕсем тапăртатса çеç тăраççĕ. Эпĕ чăтаймарăм, хамăр чăвашсен юррине юрласа ятăм:

 

«Урхамахсем тăраç тапăртатса,

Çилхи вĕçĕсене вĕçтерсе...»

 

Ак тĕлĕнтермĕш, ман хыççăн çак юрра пурте юрла пуçларĕç. Çак юрă вĕсен планета гимнĕ шутланать иккен.

Çак тĕлĕнтермĕш мана питĕ хумхантарчĕ. Эпир Çĕр планета çинче пĕчĕк йышлă халăх пулсан та пирĕн чĕлхене ытти планетăсем çинче те пĕлни мана мăнаçлантарчĕ те.

Питĕ лайăх пăхса ячĕç пире. Эпир те вĕсене хамăр пата хăнана чĕнсе хăвартăмăр та каялла таврăнтăмăр.

Планета çине çитсе курни маншăн яланлăхах асра юлчĕ.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Марина (2010-11-11 20:06:15):

Калаве пите лайох.Эпе интересленсех вуларом.Саша,сирен талант пур!!!Маттур!!!Пысок щитенусем сире,Саша.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Александра (2010-11-11 20:12:12):

Мана та çак калав питĕ килĕшрĕ! Саша, маттур!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: вăтам

 

Алевтина (2010-11-11 20:13:54):

Питĕ лайăх сочинени. Кăсăклă, хама та çав планетăна çитсе килнĕ пекех туйрăм!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Инесса (2010-11-11 20:14:55):

Саша,эсĕ пите интереслĕ калав çырнă.Мана пите килешрĕ.Малалла та çакон пек лайăх ĕщсем çырма ăнăçу сунатăп!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Эльвира (2010-11-11 20:22:35):

Саша, мана сирĕн калав питĕ килĕшрĕ...эпĕ эсир маттур çыравçă пулнине ăнлантăм. Тата малашне те сире çакăн пек калавсем çырма сĕнетĕп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Юля (2010-11-11 20:39:36):

Лайăх сочинени. Мана питĕ килĕшрĕ. Маттур,Саша!

 

Анюта (2010-11-11 21:05:51):

Мана калав пите килешре.Интересле.

Калава тăрăшса çирны курăнать..Тата малашне те сана çавăнпек интересле калавсем çырма сенетеп...Маттур=)

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Ирина (2010-11-11 21:37:52):

Салам!Çак калав мана та питĕ килешрĕ.ятне вуласанах ачалăх аса килет.праçниксене пĕтĕм тăван пухăнсан мĕнлерех шăрантаратчĕç çак юрра...Саша,МАТТУР!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

костя (2010-11-11 21:50:15):

маттур!!питĕ лайăх калав çырнă... малалла тата калавсем çыр,сан çырасси питĕ лайăх пулать!!!!

 

Михаил (2010-11-11 22:15:52):

Салам! Эс уссен щыравща пулас шухащла да?

 

Сантăр (2010-11-11 22:34:01):

Чăваш чĕлхи,чăваш юрри пур çĕртре те янăрани чăнласах та ырлăх!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Николай М. (2010-11-11 22:54:11):

Илемле сочинени. Питĕ интереслĕ. Маттур Саша!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Фаина (2010-11-12 21:00:10):

Питĕ кĕске. Пĕтĕмлетӳ те çук. Авторăн чĕлхи те яках марри туйăнать.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: вăтам

 

Попи (2010-11-12 21:36:27):

пите кĕске пулсан та,мана килешрĕ

 

Попи (2010-11-12 21:37:09):

пите кĕске пулсан та мана килешрĕ

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Даша (2010-11-12 23:59:34):

Саша,пите аван калаву!Мана килешре.Малалла та онощу сунатоп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: тарăн

 

ГОГО (2010-11-13 18:48:12):

эпĕ Фаина сăмахĕсемпе килĕшетĕп

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: вăтам

 

Mixan (2010-11-16 17:58:21):

Эпĕ Гого çырнă сăмахсемпе килĕшетĕп. Тен,хайлавĕ вăрăмрах пулнă пулсан,вулама питĕ кăсăклă пулĕччĕ((

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: вăтам

 

ИЛЕМПИ (2010-11-17 21:27:16):

фАИНА,ГОГО,MIXAN,эсир щамрок ачасене хопартлантарас выронне,петерсе хуратор!!!мен щырнине малтан шутласть пулать.Весем писательсем мар!Ховорон пултаруллоха котартор-ха малтан...

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Вячеславовна (2010-11-17 21:59:56):

Конкурса хутшăнма килĕшнĕ кашни ача Тав хутне тивĕç. Саша, калаву аван пулса тухнă. Ытти конкурссене те хутшăнма сĕнетĕп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Оксана (2010-11-19 15:50:00):

Сюжетне кунччен тĕл пулман, интереслĕ. Хальхи ачасем ĕмĕтленме пĕлмеççĕ тесе шутланăччĕ. Эпĕ ачаранах фантастика евĕрлĕ калавсем вулама юрататăп. Малалла çитĕнӳсем çеç сунатăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: