Паян ăнсăртран радиопа урăх планета çине вĕçсе кайма ушкăн пухни çинчен илтрĕм. «Тинех мĕн пĕчĕкрен ĕмĕтленннĕ ĕмĕте пурнăçлама вăхăт çитрĕ иккен манăн», — шухăшларăм эпĕ. Çийĕнчех ушкăн пухакан вырăна çитрĕм. Çирĕп тĕрĕслӳ витĕр кăлараççĕ иккен кунта. Çĕр çынран пилĕк çынна çеç хăварнине пĕлсен çак ушкăна лекеймесрен çав тери пăшăрхантăм. Çапах та çав тери пысăк туртăм çĕнтерчех. Эпĕ ушкăна лекрĕм.
Ушкăна лекнисене инструктор пире вĕçевре тĕл пулма пултаракан йывăрлăхсемпе паллаштарчĕ, унран мĕнле тухмаллисене вĕрентрĕ. Вĕçев кунне палăртсан çĕрĕпе çывăраймарăм. Килтисемпе сывпуллашса çула тухрăмăр...
Эпир çĕр планета чăмăрĕ çинчен вĕçсе кайнăранпа виçĕ кун иртрĕ. Хамăр çитес планета патне çывхарса пыратпăр. Командир каласа панă тăрăх, çак планета çинче тĕлĕнмелле чĕрчунсем пурăнаççĕ. Татах та тĕлĕнмелли, çынсем кунта пачах та пурăнмаççĕ иккен. Эппин, эпир кунта малтанхи çынсем пулатпăр.
Пирĕн карап çĕнĕ планета çине анса ларчĕ. Йĕри-тавра сип-симĕс çаран та тап-таса кӳлĕсем. Аякрах мар çӳллех те мар вăрман пуçланать. Шăплăхра кайăксен çепĕç сассисем çеç илтĕнеççĕ. Эпир çак илемпе киленнĕ вăхăтра вăрман енчен урхамахсем тухрĕç те пирĕн енне ыткăнчĕç. Часах пирĕн ума вунă урхамах çитсе те тăчĕç. Ак тамаша! Урхамахсем пирĕн чĕлхепе калаçаççĕ иккен. Пурте чалак урхамахсем! Вăт тĕлĕнтермĕш!
Утсене утлантăмăр та вăрман енне ыткăнтăмăр. Вăрмана кĕрсен нумаях та каймарăмăр, пысăк уçланка çитсе тухрăмăр. Кунта урхамахсем çут çанталăк панă ырлăхпа киленсе пурăнаççĕ. Кунти пурнăç пирĕнни пекех. Урхамахсем пысăк кĕтӳпе пурăнаççĕ. Маларах урхамахсем улăх тăрăх çӳренĕн анчах туйăнать. Сăнасарах пăхсассăн, кунта ĕç вĕресе çеç тăрать иккен. Пĕрисем курăксене шăвараççĕ, çырмасене пӳлсе кӳлĕ тăваççĕ. Теприсем пĕчĕк тихасене пăхаççĕ. Хăшĕ-пĕрисем сĕлĕ ани çинче ĕçлеççĕ. Сĕлĕ чи паха çимĕç иккен кунта. Вĕсене никам та хистемест иккен, йăлтах хăйсен ирĕкĕпе ĕçлеççĕ. Каç пулсассăн кӳлĕ хĕрринче ташă конкурсĕ ирттереççĕ. Кунта вĕсем тапăртатса çеç тăраççĕ. Эпĕ чăтаймарăм, хамăр чăвашсен юррине юрласа ятăм:
«Урхамахсем тăраç тапăртатса,
Çилхи вĕçĕсене вĕçтерсе...»
Ак тĕлĕнтермĕш, ман хыççăн çак юрра пурте юрла пуçларĕç. Çак юрă вĕсен планета гимнĕ шутланать иккен.
Çак тĕлĕнтермĕш мана питĕ хумхантарчĕ. Эпир Çĕр планета çинче пĕчĕк йышлă халăх пулсан та пирĕн чĕлхене ытти планетăсем çинче те пĕлни мана мăнаçлантарчĕ те.
Питĕ лайăх пăхса ячĕç пире. Эпир те вĕсене хамăр пата хăнана чĕнсе хăвартăмăр та каялла таврăнтăмăр.
Планета çине çитсе курни маншăн яланлăхах асра юлчĕ.