Ирĕклĕ урхамах


Ку вăл авалах пулса иртнĕ.

Çав тери чаплă урхамах ирĕкре çӳренĕ. Вăл тур лаша пулнă. Унăн çилхи çав тери вăрăм, кăтра, ури çинçе те вăйлă. Ытти лашасем çынсемпе пĕрле пурăннă, вĕсемшĕн ĕçленĕ, çынсем вĕсене тăрантарнă.

Çынсем ирĕклĕ урхамаха курса тĕлĕннĕ, вĕсемшĕн вăл юмахри ĕмĕт пек туйăннă. Вĕсен тур лашана тытас килнĕ, хăйсен йăх кĕлемине çапасшăн пулнă, çав лашаран хăйсен лашисем валли йăх хăварма ĕмĕтленнĕ. Анчах ку ĕмĕт çеç пулма пултарнă, ирĕк чĕрчун никама та хăй çывăхне яман. Таçтан инçетрен çын çывхарнине сиссенех питĕ аякка тарса кайнă е чăтлăх вырăнсенче пытанса сăнанă.

Пĕр йăхра Тапăр ятлă яш каччă çитĕннĕ. Каччă илемлĕ, çуткам, яштака. Хумланса тăракан çӳçĕ хулпуççи таран. Кирек те мĕнле ĕçе вăл юратса тунă, шывра пулăран кая мар ишнĕ. Ирĕкре çӳрекен илемлĕ урхамаха Тапăрăн та тытас килнĕ.

Пĕррехинче вăл ăна йĕрлеме шутлать. Кутамккана апат-çимĕç чикет те тур лаша йĕрне шырама тухса каять. Аякри çавра кӳлĕ тĕлĕнче ирĕкри лаша йĕррисене асăрхать вăл. Кунта лаша шыв ĕçме çӳрнеине те чухласа илет. Çак вырăнта Тапăр хăйне валли çумăртан та çилрен пытанма хӳшĕ тăвать. Ĕçленĕ хушăра та, ĕçлемен чухне те хăйне майлă кĕвĕ шăхăрать.

Лаша шыв ĕçме пырсан таçтанах сисет ют шăрша. Анчах лăпкăн шăхăрни ăна питех хăратмасть, тата шыв ĕçес килни те хăй ĕçне тăвать. Урхамах çынна асăрхасан сиккипе тарса каять те тепĕр çĕрте кӳлĕрен шыв ĕçет. Çын ниçта та каймасть, ялан лашана хăй патне чĕнет, лăпкăн шăхăрать. Малалла пĕлес килни лашана çын патне çывхартать. Тапăр та питĕ чăтăмлă, лашана е курăкпа илĕртет, е тăвар сапнă çăкăр чĕлли сĕнет. Мĕнле шăршласа пăхмастăн вара сĕнсе паракан тутлă çимĕçе?

Кунсем иртеççĕ…

Шăрăх кун. Урхамах тăп-тăрă кӳлĕре шыва кĕрет. Тапăр ерипен ун патне ишсе çывхарать.

— Шывра унран хăрамалли çук, вăл мана тытса кӳлеймĕ, — тесе шухăшлать урхамах качча çывăха ярса. Тапăр ăна çурăмĕнчен ачашлать, хăй пĕрмай кĕвĕ шăхăрать. Лаша ку кĕвве хăнăхнă ĕнтĕ, çын ăна усал тумассине те сиснĕ.

Тапăрпа лаша пĕр-пĕринчен хăрами пулаççĕ. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн утланса çӳренине те хăнăхать лаша.

Тапăр ăна хăйсен станне илсе пырать. Урхамаха ятарласа тунă картана хупса хураççĕ. Кун пек ирĕксĕрлĕхе курман лаша тулхăрать, чупать, сикет, ик уран тăрать, кĕçенет, тухса тарма тăрать, анчах карта çирĕп — ним тума та çук. Лăпланмах тивет пĕр тапхăра.

Тепĕр кун урхамах патне Çӳрене кĕртсе яраççĕ. Урхамах ку лашана тулласа тăкма хатĕр, анчах тивмест, мĕншĕн тесен Çӳрен ама лаша — кĕсре. Тискер кайăк тĕнчинче амасене тивме юраман çырман саккун пур.

Каç пулнă çĕре икĕ лаша пĕр-пĕринчен ютшăнми пулаççĕ, тепрер кунтан иккĕшĕ юнашарах курăк чĕпĕтсе çӳреççĕ.

— Мана килĕшмест кунта, — тет урхамах, — эпĕ кунтан пур пĕрех таратăп. Эсĕ манпа пĕрле пымăн-и? Ирĕкре çӳреме питĕ аван, пĕтĕм тĕнче йăлтах сана валли.

— Эсĕ мана килĕшрĕн. Санпа тарма пултаратăп. Анчах мĕнле тарăпăр? — иккĕленсе ыйтать яланах çынсен çумĕнче пулнă ĕç лаши.

— Тарасах тесен майне тупма пулĕ, — тет ирĕке хăнăхни. Хăй Çӳрене мăйĕнчен çыртнă пек тăвать, пысăк куçĕпе тавралăха сăнать: ирĕке тухса тарма меллĕ самант кĕтет.

Урхамах чее… Ăслă тата.

Хуралçă пĕррехинче картан урлашкисенчен пĕрне лайăх хумасăр хăварнă. Тур лашана çавă çеç кирлĕ. Вăл лутраланнă карта урлă куç хупса иличчен сиксе каçса ирĕке тухать, кĕçенсе Çӳрене пĕрле пыма чĕнет. Çӳрен тепре чĕнессе кĕтсе тăмасть, сикет те каçать карта урлă.

Яра параççĕ ирĕкленнĕ икĕ лаша уй-хир тăрăх, вăрман чăтлăхĕсемпе, шыв-шур урлă.

Тапăр ятлать хуралçа, ятлать те урхамаха шырама тепре тухса каять. Йышлă лаша йĕррисем хушшинче урхамахпа Çӳрен йĕррисем çеç çук.

Чылай вăхăт хушши Тапăр ялта курăнмасть. Вăл лашасене шыраса аслă Атăл хĕррине çитсе тухать. Сип-симĕс курăк ешерекен айлăмра каччă ирĕкре çӳрекен лашасене асăрхать, анчах халĕ утсем пĕччен мар, вĕсемпе пĕрле йăм хура урхамах евĕрлĕ çинçе ураллă, çăлтăр куçлă, кĕске хӳреллĕ тиха тăпăртти-тапăртти сиккелет.

Çынсем вăрăм вĕренсемпе, мăйкăчсемпе Çӳренпе урхамахăн тихине тытаççĕ. Çӳрен лаша вара тихи хыççăн çынсем патне таврăнать.

Урхамах Атăлăн çӳллĕ çыранĕнчен шыва сикет. Сикет те тухмасть вара каялла.

Хăй вилсен те çынсене валли вăл чаплă йăх парса хăварнă. Унăн тихинчен ăратлă лашасем хунаса кайнă.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Надежда (2010-11-23 18:43:50):

9 класс ачисем çакăн пек çырнине ĕненес килмест. Аслă ăру çыннин витĕмĕ самаях сисĕнет.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Admin (2010-11-23 19:47:18):

Надежда, ку хайлав ку ушкăнри чи лайăххи мар, унтан та маттуртарах çырнисем пур. 9-мĕш клас ачи, ăсталăхĕ пур пулсан, ман шутпа кунтан та лайах çырма тивĕç.

 

Татьяна (2010-11-30 12:45:18):

Калав питĕ шухăша ячĕ. Маларах çырнисем пустях калаçаççĕ. Чуна тивмелле сăнлăхсем

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Ульяна (2010-11-30 12:49:39):

Ман юлташ çакăн пек çырма пултарнинчен тĕлĕнместĕп те,иккĕленместĕп те... Унăн ăсĕ хăйĕнчен малта пырать. Мухтанатăп юлташăмпа

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: