Уйăх çинчи пике курнă...


Умрай та килте ларса юлмасть. Сухви унран хваттерте пурăннăшăн укçа илмест. Апатне те уйрăм мар, пĕрле çиеççĕ.

Сухви çĕрулми кăларма Умрая илсе каясшăн мар.

— Сасартăк кам та пулин чирлесе ӳкет е мĕнле те пулин инкек сиксе тухать, — мăкăртатать вăл.

— Инкеке кĕтсе лармастăп, — кулать Умрай. — Чирĕ те пĕр куна кĕттĕр.

Ĕнтĕ апат хунă кушелне хупнă. Пĕлсех тăрать Умрай: унта Сухви чи тутлă çимĕçсем хунă. Ăна хĕре хулпуççи урлă çактарчĕ. Хăйĕн те çурăм хыçĕнче пушă михĕсем чикнĕ кутамкка. Аллисенче иккĕшин те — хусăк. Урама тухрĕç. Сасартăк вĕсен умне Карачăм Юманов пырса чарăнать. Пĕр-пĕрне сывлăх сунчĕç. Эппин, пĕрле çĕрулми кăларма пырать. Кăна кĕтменччĕ Умрай. Юнашар тăрса ĕçлеме тивет. Кăмăлĕ кăшт пăсăлчĕ. Мĕн тăвăн? Хуçи вăл мар — Сухви. Унăн кăмăлĕ: кама чĕнес тет, ăна йыхăрать. Юрĕ-çке, кичемех пулмĕ. Тепĕр тесен, юнашар ăна юратакан йĕкĕт ĕçлет.

Акă тата, Карачăм Юманов тем пăшăлтатрĕ Сухвипе, сывпуллашса пăрахса кайрĕ.

— Мĕне пĕлтерет ку? — кăсăкланчĕ Умрай. — Пирĕнпе пымасть-и?

— Çук. Шкул пахчинче ачасемпе ĕçлет, — пĕлтерчĕ Сухви. — Каç кӳлĕм хăйĕн машинипе пырса илет.

— Куншăн ташламалла, — тăпăртатса илчĕ Умрай.

— Темĕн çав. Путех пире машинăпа ярăнма лекмест, вăл тулли михĕсене тиеме килет.

Çĕрĕ ял тавра сарăлса выртать. Çынсен уйри анисем ни аякра мар, ни çывăхра. Сухви хăй ани умĕнче тăрать сăхсăхса, Турăран пиллĕх ыйтса: ана, ана, вăйна пар, малтисене хуса çитме хăват сун.

Кăчăрт! илтĕнчĕ сасă. Хусăкпа тăпра чуптурĕç. Кайрĕ вара ĕç вĕресе! Вĕлт те вĕлт ывтăнать хур çăмарти пек шултра паранкă. Выртаççĕ кăпăшка хура çĕре чăпарлатса. Пăхатăн та айккинчен, калăн: Кайăк хур çулĕ. Çыннăн кирек мĕнле ырă ĕçĕнче те пур-мĕн — ытарайми илем.

Хĕрсе ĕçлекен çынсене хĕвел кĕркунне енне сулăнсан çурăмĕсене хĕртсе хăй пирки аса илтерсех тăмасть. Ĕçлеччĕр ара. Сехет вара хĕрхенет ĕçчене: «Чарăн-ха, — тет вăл çынна, — тахçанах вăхăт кăнтăр апатне ларма».

Сухви çĕрулми авăрĕсене пухса меллĕ вырăн турĕ, çи витти сарчĕ. Тархасшăн — сĕтел хатĕр. Ларчĕç. Çав вăхăтрах кӳршĕллĕ ана çинче ĕçлекен Алтиç кинемей каçрĕ. Кучченеçпе. Унăн ывăлĕ кăвайт чĕртнĕ-мĕн. Вĕри кĕл ăшĕнче паранкă пĕçернĕ. Урăх ним те кирлĕ мар-тăр. Чĕлхӳне çăтса ярăн.

Апат пуçланчĕ. Уйра пĕçернĕ, килтен илсе тухнă çимĕçе мĕн çапла тутлăлантарать-ши? Путех, хĕрӳ ĕç. Калаçу вĕретнĕ сĕт ĕçсен пуçланчĕ.

— Тухтăр тусăмăр, хăçан туй туса паратăр?

Те вырнаçусăр, те ытла хăюллă ыйту тесе виççĕшĕ те ихĕлтетсе кулчĕç. Кăшт лăплансан Умрайăн сăмах тытма лекрех.

— Туйне тăвăттăм та, анчах качча илекен çук, — терĕ хайхискер.

— Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, вĕсем иккĕрен те иртеççĕ.

Сухви калаçăва хутшăнмасăр тӳсеймерĕ:

— Пĕтĕм сăлтавĕ çакăнта: качча илес текенсем темиçе. Пĕрре çеç пулсан тыт та тух. Кунта вара юмла — хăшĕнпе телейлĕ пулăн.

— Алтиç аппа, сан шутупа, кама качча тухмалла-ши?

— Хăшне ытларах юратан, çавна тух.

— Иккĕшне те пĕр пек юратсан? — йăл-йăл вылярĕ унăн питĕнче хĕвел пайăрки.

Сухви хĕр пĕрчине Карачăм Юманова качча парасшăн. Вăл пурнăç çынни имĕш. Çамрăклах пуйнă. Килĕ-çурчĕ епле хӳхĕм. Вĕр çĕнĕ. Выльăх-чĕрлĕхĕ те пур. Нумаях та пулмасть машина туянчĕ.

Алтиç шухăшĕ урăхларах. Çын пуянлăхне пăхса качча тухни ырă патне илсе пымасть. Çав килте туслăх нихăçан та аталанаймĕ.

— Пĕрлеш Эхтюкпа.

Сухви килĕшмест. Эхтюк çара çерçи имĕш. Пӳрчĕ кивĕ. Пӳрнепе тĕк — кайса ӳкет. Ашшĕ-амăшĕ те пурнăçне çукпах ирттернĕ. Вĕсен картишне ĕне пусса йĕр туман. Ашшĕ-амăшне темле амак кун паман, çаплах чирлеттернĕ.

Пуçланнă калаçăвăн вĕçĕ тупăнмарĕ: ĕç васкатать.

Сухвипе Умрай вăйпитти çынсем çав. Тепĕр кана тар юхтарчĕç те юлашки йăран вĕçне çитсе тухрĕç. Çĕрулми пуçтарнă чух вĕсем патне Эхтюк пырса тухрĕ.

— Вăй патăр! — терĕ вăл хĕрпе хĕрарăма.

— Тавах!

— Сăпаççип! Тав, Турра, ĕçлеме йыш хушăнчĕ, — хĕпĕртерĕ Сухви.

— Хирĕç мар. Анчах алла ал çăвать теççĕ. Эпĕ нимене чĕнме килтĕм. Ыран пахчари çĕрулмине кăларасшăн тата пӳрт-çурта тасатса шпалер çыпăçтарасшăн.

— Килĕшетпĕр. Нимене пымасăр юлсан — çылăх, — терĕ Умрай.

— Эпĕ те çавнах калатăп.

Ĕçчен алăсем... Вĕсене ырласа кăна тăмалла. Ара, тем вăхăтра çĕрулми михĕсене кĕрсе вырнаçрĕ. Хĕвелĕ вăй пачĕ ахăр. Халĕ вăл анăçа шуса çитрĕ те сывпуллашасшăн вылять вăрман тăррипе. Сухви ăна кăшт тытăнса тăма хистет. Ара, Юманов хăйĕн машинипе çитеймерĕ-çке. Уйрăмах Эхтюк çĕтĕлсе тăрать. Сухви витĕр пĕлет: вăл хĕр пĕрчине çавăтса пăрăнасшăн. Юрĕ ĕнтĕ, унăн кăмăлĕ тултăр. Умрай та туртăнса тăмарĕ. Вара каччă хĕр упраçа çавăтрĕ те аслă çулпа мар, тӳртен яла çитерекен сукмак çине илсе тухрĕ.

Аслă çулпа Карачăм Юманов машинипе тĕрлеттерсе килет. Мĕн-ма унпа хирĕç пулмалла тет. Шан-ха ăна, тарăхнипе машинипе тӳрех вĕсем çине кĕрĕ те кайĕ. Выртса юлăн вара, пуленке евĕр, çул çинче.

Эхтюк савăнăçлă. Ăна халĕ хĕре çавăтса пыма никам та чăрмантармасть. Аслă уя вăл тав тăвать. Çитменнине, хура чаршав таврана хупласа майĕпен карăнать те карăнать. Каччăшăн ку пит меллĕ, алă çемми. Вăл хĕре утнăçемĕн чăмăртаса илет. «Юрататăп», — тет. Хĕртен те çавнах илтесшĕн. Анчах пикен тути çăраççипех питĕрĕннĕ. Тарăхать йĕкĕт. Ăшĕнче такам вĕрентет: «Мĕн ăна пит тилмĕрсе пыран? Ав çĕрулми аврисен купи. Сĕтĕр те кĕр. Вара... акă пулчĕ те хĕртен арăм. Мĕн ăна ванса каяс чашăк пек ачашшăн тыткалан?» Чăрсăрланчĕ. Чипер утса пыракан хĕре çĕклерĕ те çум купи патнелле утрĕ.

— Эсĕ мĕн хăтланан, Эхтюк? Мĕн-ма пăрăнтăн сукмакран? Асту, кăшкăратăп: ху-у-ра-ах!

Эхтюк шартах сикрĕ.

— Мĕн ухмахланан? Кĕрсе ларасшăнччĕ кăшт. Ывăннă ахăр, — хĕре каялла сукмак çине çĕкленипех тухрĕ. Ним чĕнмесĕр утрĕç. Вара Эхтюк сăмах вĕçертрĕ: — Умрай, атя халĕ тӳрех ман пата каяр.

— Мĕншĕн?

Ăнлантарса пачĕ. Каччă авланасшăн. Ăна арăм пулма чĕнет. Вăл ĕçме-çиме тахçанах хатĕрленĕ. Темиçе кĕленче эрех те туяннă. Ирхине нимене пыракансемпе туй пуçланĕ. Килĕшмест хĕр, шав каялла тапать.

Эхтюк пуçне ырă мар шухăш пырса кĕчĕ. Тен, Умрай хăй валли Юманова суйласа илнĕ, ăна качча тухасшăн?

Апла теес, мĕншĕн вăл лешĕ ана çине пырасса кĕтмерĕ? Машинăпа, кабинăра унпа юнашар ларса пыратчĕ яла. Хĕр тенине ăнланма йывăр. Ăшне уçса пăхма, чăнах та, халăх каларăшле, кĕрĕк çанни мар çав.

— Тĕрĕссипе кала: эсĕ мана ху çумăнтан ни тĕртместĕн, ни çывăха ямастăн. Качча тухатăн-и мана е çук?

— Мĕн-ма пит васкан? — ихĕлтетсе кулчĕ Умрай. — Кам хăвалать çав териех? Эпир çамрăк. Вăхăт çитĕ.

Эхтюкăн кăмăлĕ çемçелчĕ. Вăл пикене çав тери чуптăвасшăн. Уссине шăлкаласа якаткаларĕ те хĕре тытса сасартăк хăй çумне пăчăртарĕ. Ăçта унта? Патне ан пыр. Умрай — каснă лартнă туртана хăнăхман пукрас тиха. Тапрĕ, сикрĕ, тăпăлтатрĕ... Каччăн вăйлă аллисенчен хăтăлчĕ.

— Ых-х, йĕплĕ пиçен! — Эхтюкăн сăмахĕ шăл витĕр сăрхăнса тухрĕ.

— Качча тухсан упăшка çеç чуптума пултарать мана, — терĕ Умрай пуçĕнчи тутăрне юсаса.

Умрай киле çитнĕ çĕре Сухви паранкине нӳхрепе антарма та ĕлкĕрнĕ.

— Юманов шăлне çыртса ĕçлерĕ. Вăл сана кӳреннĕ мар-и?

— Ан тĕлĕнтер, Сухви. Унăн манпа мĕн ĕç пур, çураçнă хĕр-и?

Умрай чухлать: Карачăм Юманов çав териех юратмасть ăна. Анчах уншăн Умрай ытла меллĕ. Хăй — учитель, арăм — фельдшер. Иккĕшин те ял ĕçĕ. Унтан ытла мĕн кирлĕ?

Çавăншăнах вăл çĕнĕ машинине вараласран хĕрхенмесĕр, Умрая юрас шухăшпа, Сухвин çĕрулмине турттарса килнĕ, хĕре кĕтсех ĕнтĕ ăна нӳхрепе антарнă.

Сухви сĕтел çине майларĕ. Çемйи ун пысăк мар: ывăлĕ тата Умрай. Ăна вăл йăмăкĕ вырăнне хурса юратать. Шăкăл-шăкăл калаçса апатланчĕç. Умра тирĕкпе чăмăрла пĕçернĕ паранкă та пур. Кашниех саланса пиçнĕ. Тупата, паранкă ытла та кĕрпеклĕ. Çинĕçем çиес килет. Чĕлхене çăтманни кăна.

Вăхăт нумая кайрĕ. Умрай, халиччен алă вăйĕпе питех ĕçлеменскер, шĕлтĕрех ывăнчĕ. Ыйхă пусать. Выртрĕ çеç, ыйха путрĕ те.

Илĕм-тилĕмпех тухса чупрĕç нимене.

Пĕччен суран — типсе пырать, халăх сурать — кӳлĕ пулать тенĕ. Эхтюк килĕнче çынсем кăткă евĕр йышлă. Ял халăхĕ — маттур, пухăннă çителĕклех. Хăшĕсем пахчара кĕшĕлтетеççĕ — çĕрулми кăлараççĕ, теприсем пӳрт стенисене шпалер çыпăçтараççĕ. Тата тирпейлĕ алăсем чӳрече хашакĕсене çуллă сăрпа шуратрĕç. Кăмака та хура питпех юлмарĕ.

Ĕç вĕçленсе пырать, анчах нихăшĕ те пăрахса каймасть.

Пушака фельдшера чĕнеççĕ. Унăн васкасах амбулаторие çитмелле — унта чирли пулăшу кĕтет. Чупса çитме тиврĕ.

Çамрăк инке пĕрремĕш класа çӳрекен ывăлне илсе пынă. Ачан пырĕ шыçнă.

— Ангина, — терĕ Пушака фельдшер çăвар ăш-чикне тĕрĕслесе. — Халĕ çанталăк сивĕтмен. Мĕншĕн унăн пырĕ шыçнă?

— Сивĕ шыв ĕçнĕ вăл, шăпăрлан, — тытăнчĕ ăнлантарма ача амăшĕ. — Пирĕн Хăмсар уйĕнче тарăн çырма пур — Ташмăт çырми тетпĕр ăна. Тĕпĕнче çăл палкаса выртать. Шывĕ — чăн-чăн пăр. Çав тери сивĕ. Çăтнă чух пыра кусарпа хырнă пек туятăн. Мĕн чухлĕ çын чирлемест-ши хĕртсе хĕвел пăхнă вăхăтра? Виçĕм кун уйра çĕрулми кăлартăмăр. Алă çума ашшĕне шыв ăсма ятăм. Ку та юлмарĕ. Ĕçнĕ ĕнтĕ çав çăл шывне. Тупата, ачине ятлама хĕн, çăл шывĕ — шăп тăрна куçĕ, тăп-тăрă. Ирĕксĕрех ывăçласа сыпан. Ан ĕçĕр тесе асăрхаттартăм. Итлесси пур-и?

Ачи чирне хăй тупнă — фельдшер сыват. Температурине чакарма эмел панисĕр пуçне мĕн-мĕн тумаллине ăнлантарчĕ.

Умрай пĕчченех юлчĕ. Нимене вĕçлеме каймалла-ши? Ни алла, ни капла ĕç татаймарĕ. Алăка шаккарĕç.

— Кĕрĕр! — терĕ Умрай. Пӳлĕме Илемпи кĕчĕ тăчĕ. Савăннипе ыталанчĕç, такам кăтăкланăн ихĕлтетрĕç вара пĕр кана.

— Сывлăху мĕнле?

— Чиперех. Ан пăшăрхан. Санпа сывпуллашма килтĕм.

— Каятăнах-и?

— Ахă. Документсем хатĕр. Ыран пĕрремĕш автобуспа ялтан тухса каятăп. Кун пирки сансăр пуçне никам та пĕлмест. Çитес эрнере Америкăна çитетĕп. Эпĕ савни ытамĕнче. Урра! Шенер савăнать ĕнтĕ. Анне ним те тавçăраймасть. Манрая çыру илсен ăна йăлт каласа пар.

— Юрĕ, ăнлантарăп.

— Чим-ха, Умрай, пыр эсĕ те Америкăна. Шенер самант пулăшать сана. Хам та тăрăшăп. Пурăнăпăр вара çăтмахра. Çак тĕттĕм ялта ĕмĕр ирттерме эсĕ, мĕн, карчăк-и? Эпĕ — электрик, эсĕ — медик. Эпир пур çĕрте те кирлĕ çынсем.

— Шухăшласа пăхма юрать, — терĕ Умрай.

— Маттур. Ну, эпĕ кайтарам-ха. Тен, мĕн те пулин маннă. Япаласене тепĕр хут тĕрĕслем.

— Сывă пул, Илемпи! Ăнăçу сунатăп. Каяс çулу такăр пултăр, икĕ айккипе мăкăнь чечекĕ чĕлтĕртеттĕр.

— Америкăра тĕл пуличчен, Умрай.

Илемпи тухса вĕçтерчĕ.

Пĕччен тăрса юлнă Умрай шухăша путрĕ. Ăшри такам сас памасăр тӳсеймерĕ: «Мĕнех, кунта пурнăç ăнмасан Америкăна кайма та юрать». Умрай çав Такама пӳлмесĕр тӳсеймерĕ: «Чăваш çĕршывĕ çав тери илемлĕ. Наяна пусмăрлама памасан пирĕн пурнăç — пыл та çу».

 

10

Уйăх иртнĕ çĕрелле Варуççана больницăран кăларчĕç. Ăна илме упăшки пымарĕ. Тухтăрсен мĕн ĕç. Çынна сыватнă, теприн валли пушат вырăна. Киле çитмелĕх ăс-тăн пур. Кăмăлĕ пăсăлчĕ ĕнтĕ, анчах мĕн тăвăн? Тухса кайрĕ вара Варуççа пĕр-пĕччен. Автобуса кĕрсе ларчĕ. Пушă вырăн çук. Ăçта куçатъ ку халăх? Вăл хуть киле каять, больницăра ăна чиртен сыватрĕç. Кăмăлĕ вара шутсăр хуçăк. Ара, упăшки илме пымарĕ, çавăнпа та çул тăршшĕпех питлесе пычĕ ăна. Киле çитсен чăн-чăн пĕçерккĕ парать ĕнтĕ.

Акă вăл ял çумĕнчи чарăнура автобусран тухрĕ, ун-кун пăхкаларĕ. Ăнланчĕ: ăна никам та кĕтмест. Урамра вара пĕри те тепри саламласа сăмах чĕнчĕç.

— Ай-ай, Варуççа, çав тери начарланнă-çке эсĕ?

— Ырашĕ юхса тухнă михĕ пек тăрса юлнă.

— Эх, аккамсем, — тет Варуççа йĕрсе ярасла. — Больница курорт мар, пыл вырăнне йӳçĕ таблетка хыптараççĕ.

Туяланнă Варуççа килне çитрĕ. Хапхи питĕрĕнчĕк мар. Ăна патаккипе хирсе уçрĕ. Тӳрех упăшки куç тĕлне пулчĕ. Вăл алкум картлашки çинче атă тăхăнса ларать. Сывлăх сунасси-тăвасси пулмарĕ, кӳтсе çитнĕ çиллине тӳрех хута ячĕ Варуççа.

— Мĕншĕн мана илме пымарăн? — хăмсарчĕ ăна па-такĕпе.

— Ан вĕрилен. Паян эсĕ больницăран тухасси ман асра-тĕлте те çук.

— Ытла та чурăс чĕреллĕ эсĕ, упăшкам. Пурăнан ыйха ăнкăртса. Ăçта ĕне? Эпĕ ăна картишĕнче курмастăп. Мана ĕне юр-варĕсĕр типĕтсе вĕлересшĕн-и?

— Чухласа калаç. Тăран путсĕр сăмахсене акса-тăкса. Кăшт тăрлавлă пул. Ĕне туянасси путек туянасси мар.

Упăшки ĕне тупнă, туянма калаçса татăлнă. Анчах арăмне кăтартмасăр киле çавăтса пыма килĕшмен.

— Кайса кур. Килĕштерсен ыранах çавăтса кил, — тет мăшăрĕ.

— Ямăттине хăнăхнă эсĕ. Хырăм тутă, çи-пуç питĕ, таса. Эсĕ пур — ĕçле те ĕçле, укçине туп. Лавкка уçрăм. Услам пур. Эсĕ наян упăшка. Санăн çемйӳне тăрантмалла.

— Ха-ха-ха, — кулчĕ упăшки. — Ку чухне хĕрарăмпа арçын пĕр тан. Сана тăрантса пурăнма эпĕ тарçă мар.

Вăл килтен тухса кайрĕ.

Варуççа хăраса ӳкрĕ. Чăнах пăрахса каймарĕ-и? Пĕччен мĕнле пурăнмалла, уйрăмах халĕ, чир амантса хăварнă хыççăн. Тухса кăшкăрчĕ, каялла кĕме тилмĕрчĕ. Анчах лешĕ алне çеç сулчĕ. Урама тăрăх таçта çухалчĕ.

Ăш-чикĕ тулнипе Варуççа тытăнчĕ уласа йĕме.

— Анне, ним сăлтавсăр ан ӳле. Инкек йыхăран, — терĕ ывăлĕ вырăн çинчен сиксе тăрса. — Эсĕ ху çапла калаттăн.

Ывăлĕ амăшне ыталарĕ, ачашларĕ, вара апат çинĕ хыççăн шкула тухса чупрĕ.

Тĕкĕр умне пырса тăчĕ Варуççа. Хăйне тӳрех паллаймарĕ. Хыçалта такам тăрать пулĕ тесе çаврăнса пăхрĕ. Кăлăхах. Тĕкĕрте ăна хирĕç пăхаканни — хăех. Вара тутлă апат çисе юсанма шухăш тĕвĕлесе хучĕ.

Шăп çак вăхăтра илтех кайрĕ:

— Ман килес! Хуçисем пур-и? Салам!

— Эх, ача! Машук! Мĕнле килме пĕлтĕн? — Варуççа аллине сарса хăна еннелле туртăнчĕ.

— Эсĕ пĕчченех-няк?!

— Упăшкана тĕпĕртеттертĕм те, тухса шурĕ.

— Улах апла. Тав ăна.

— Эсĕ, Машук, капла, чăматанпах, килекен çын-и е тухса каякан?

— Килекенни, — лаш ларчĕ хĕр пукан çине. — Шутсăр ывăнтăм. Ĕçрен аран-аран çăлăнса тухма май тупăнчĕ. Чуна илетчĕç. Ну, ĕнтĕ шĕкĕлчесе пар йăлтах. Ман савнин еркĕнĕ мĕнле унта? Шанатăп, вăл Эхтюка качча тухмарĕ тăр-ха. Çапла вăл пурнăç тени: юттине, хăвна пӳрменнине, ан хапсăн, — Машук тути кĕтессисене тухнă шурă кăпăка чĕлхипе çуласа илчĕ. — Ухмаха тухрĕ-тĕр?

Варуççа йĕрсе ячĕ. Тытăнчĕ вăл хăйĕн нуши çинчен тăхçалама. Пушака фельдшер мар, хăй чирлесе ӳкнĕ. Больницăра пĕр уйăх выртрĕ ăшталанса. Киле паян çитнĕ, çур сехет каялла. Машук умĕнчех хăйсен ирсĕр ĕçĕ çинчен манса Умрая тав туса сăхсăхрĕ.

— Пушака сывах эппин, — мăкăртатрĕ Машук. — Чим-ха, Варуççа, эсĕ йăнăшрăн ахăр, кирлĕ курăк тымарне тăпăлтарайман?

— Курăкĕ çавах-ха, кукамай кăтартниех. Хăй çав курăка курсан темшĕн хăраса тăр-тăр чĕтретчĕ, хăвăртрах пăрăнса иртме тăрăшатчĕ. Унăн амăшĕ çав курăк тымарне вĕретсе ĕçтернĕ çынсем пурте леш тĕнчене ăсаннă имĕш.

Тахçан такам вилни тата Варуççа чирлесе пĕр уйăх больницăра выртни Машука ним чухлĕ те кăсăклантармасть, тăна та илесшĕн мар.

— Чим-ха, — çиллессĕн каларĕ Машук, — Эхтюка çав юхха качча кайнă теесшĕн-и эсĕ?

— Тен, кайнă. Эпĕ юлашки вăхăтра ял хыпарĕсене пачах пĕлместĕп.

— Мĕн тума çыхлантăм санпа? — шăлне шатăртаттарчĕ хĕр.

■ Страницăсем: 1... 4 5 6 7 8 9 10 11

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: