Ăраскал тикĕс килмест
В. И. Павлова халаллатăп
Ăраскалпă сыснан сăмси çинче йĕкĕр чăмăр пысăкăш тислĕк çӳрет, — тетчĕ Салтакьелĕнчи Сăркантей пичче. Ватă çын тĕрĕснех каланă çав. Анчах та çынна, пĕрре куçран пăхсах, пат татса калама йывăр. Çыннăн ăраскалĕ хырăмпа та, çи-пуçпа çеç те виçĕнмест, вăл нумай енлĕ тата тĕрлĕ вăхăтра тĕрлĕ пулать. Сăмахран, хĕрĕхмĕш-аллăмĕш çулсенче сăмси шăтăкĕнче çăм пуррисене пирĕн енче ăраскаллисен шутне кĕртетчĕç. Кӳршĕ ялта пуштă валеçекен Кукша Куçмана астăватăр-и? Çав çулсенче вăл чăн ăраскаллисенчен пĕриччĕ. Унăн сăмси шăтăкĕнче çеç мар, хăлхи шăтăкăсенче те çăм чăп туллиехчĕ. Халех лар та арла! Çвитер çыхмах çитеймĕ те, пĕр мăшăр перчетке пулатех. Паллах, вăл ăраскăллă пулмасăр, кам пултăр!
...1947-мĕш çул кăрлач вĕçĕнче мана райкома чĕнтерчĕç. Эпир, фронтра пулнисем, ун чух салтак шинелĕсене те хывма ĕлкĕрейменччĕ-ха. Эпĕ, вăрçă пуçланас умĕн институт пĕтернĕскер, ялти вăтам шкулта ĕçлетĕп. Райкома мĕншĕн чĕнтернине телефонограмми çинче кăтартман. Кăнтăрла иртсен виçĕ сехет тĕлне, тенĕ. Каймаллах, унсăрăн ĕçрен те тапса кăларма пултараççĕ. Ун чух саккунĕсем питех те хытăччĕ, пуçлăхĕсем ытлах та хаярччĕ.
Юлашки уроксене улăштарма лекрĕ.
Вунпипĕк çухрăма шăлкăн витĕр çуранах лĕпĕстетсе çитрĕм. Хĕл кунĕ чĕлĕм чăпăкĕ тăршшĕ кăна, эпĕ района çитнĕ çĕре каç пулчĕ.
Райкомра ман пек чĕнтернисем вунă-вунпилĕк çын пуçтарăннă.
— Мĕн тума чĕнеççĕ-ши? — ыйтрăм пĕринчен.
— Пĕлместĕп, — терă вăл.
Тепри эпĕ мĕн ыйтнине ăнланчĕ пулас та:
— Мозги будут промывать, — терĕ лăпкăн кăна.
Çан-çурăм сивĕ шыв сапнă пек сăрăлтатса кайрĕ.
Райком умĕнче манăн мĕн айăпăм пур-ши? Çамка тирне купăс пĕрми пек пĕре-пĕре шутласан та, хам енчен нимĕнле усал ĕç тунине те аса илеймерĕм.
Пăртакран лару залĕнчен хулăн портфеллĕ пысăк начальниксем туха-туха кайрĕç, вĕсен темле канашлу пулнă пулас. Тăваттă çитнĕ чух кĕтекенсене пĕрерĕн-пĕрерĕн чĕнме пуçларĕç.
Кĕме чиперех кĕреççĕ, тухнă чухне вара сĕрĕм тивнĕ пек тăнкăл-тăнкăл пускалаççĕ, пурин те тенĕ пекех, куçĕсем хĕп-хĕрлĕ, нумайăшĕн шăпăртатсах куççулĕ юхать.
Ман умран маларах асăннă Кукша Куçмана чĕнсе кĕртрĕç те, вăл пĕр пилĕк минутранах куççульне шăлкаласа тухрĕ. Тухсанах, çумăр витĕр пăхакан хĕвел пек, йăл-л кулса илчĕ. Ку мана тĕлĕнтерсех пăрахрĕ.
— Мĕн тума чĕнтерчăç? — ыйтатăп унран.
— Декабрь уйăхĕнче колхозран пĕр çуна утă вăрланăччĕ, — пăшăлтатрĕ хăлхаран.
— Вара мĕн турĕç?
— Каçарчĕç.
— Мĕнле каçарчĕç?
— Çаплах. Тайма пуçа хĕç витмест, теççĕ. Ху айăпна йышăнма тата уншăн чĕререн ӳкĕнме пĕлмелле. Ку кăна та сахал, уписатепьнă куççульне кăтартмалла, унсăрăн тю-тю! Ĕç шала каять.
— Макăрас килмесен, çук куççульне ăçтан илмелле?
— Çавна та чухламастăн-и? Кая юлса пурăнатăн, пурнăçпа тан утас пулать... Сăмсу шăтăкĕнчи çăмне ан хĕрхен, тăпăлтар, — хытах пăшăлтатать Куçма, — вара куççулĕ шăпăртатсах анать. Теприсем, ав, сăмса тутри çине тӳнĕ пăрăç сапса килеççĕ. Пуçлăх кăмăлне тăвас тесе, çав тутăрпа куçĕсене шăлкалаççĕ те «макăрма» пуçлаççĕ. Ун чух вара: «наконец-то дошло», «чĕрине витрĕ, ăнланчĕ», — теççĕ. Вăтанса ан тăр, макăр! Унсăрăн ырăпа хăтăлаймастăн.
Хам хушамата илтсенех, пуçлăхсем патне вăштах кĕрсе тăтăм.
Хĕрлĕ сукна витнĕ вăрăм сĕтел лĕш пуçĕнче, çӳллĕ хыçлă тенкел çинче, районри пуçлăхсен пуçлăхĕ, райкомăн пĕрремĕш секретарĕ Аляпсин ларать. Вăл ман çине пăрлă куçĕсем айĕн пăхса илчĕ. «Кур, санăн умăнта мĕн тери пысăк çын парать» тенине пĕлтерчĕ пулас. Сĕтелĕн икĕ енĕпе унăн опричникĕсем вырнаçнă. Эпĕ, тăтăшах ялта пурăнаканскер, районри пуçлăхсене пачах палламастăп тесен те юрать.
Хур аçи пек вăрăм мăйлă, пĕчĕк пуçлă чиновник Аляпсина пĕр-икĕ минут хушши тем мăкăртатрĕ, ахăртнех, эпĕ камне тата мана мĕн пирки чĕнтернине ăнлантарчĕ пулас.
— Мĕнле-ха капла, Сидоров юлташ, — пуçне кăлтах çĕклерĕ Аляпсин, — хăвăр коммунист, учитепь, агитатор, лектор пулса тăратăр. Çав хушăрах вăрă ĕçĕпе çыхланатăр. Копхоз хирĕнчен миçе центнер улăм турттартăн?
Акă мĕн пирки чĕнтернĕ иккен мана! Куна кам çырса панине те тавçăрса илтĕм.
— Лашапа та, машинăпа та киле улăм турттарман. Пĕртен пĕрре колхоз хирĕнчен 10-15 килограмм урхалăхпа çыхса йăтса килтĕм.
— Кам хушрĕ?
— Арăм.
— Вара эсир, арăмăр хушсан, колхоз ферминчен ĕне те çавăтса таврăнма хатĕр-и? — шăп витĕр сăрхăнтарчĕ Аляпсин.
— Ара, вăл эсир шутланă пекех ăссăр хĕрарăм мар-ха, аслă классенче математика вĕрентет... Улăмне çыртарса илес тесе, хамăртан пилĕк çухрăмри кӳршĕ яла, колхоз правленине, виçĕ кун çӳрерĕм — хуçана çаплах тĕл пулаймарăм. Çанталăк сивĕтсе кайнă май качака сĕтне чакарса хучĕ. Çавăн айне сарма тесеччĕ. Пĕртен пĕрре кайрăм, улăм ури патне урăх ура йĕрĕ туман... Çынсем, ав, кăнтăрла та, çĕрле те пĕр çыртармасăрах йăтаççĕ те, турттараççĕ.
— Çынсем — колхозниксем! Эсĕ кам? — харах çулса илчĕ Аляпсин.
И-и-и! Кайрĕ зара. Эпĕ коммунист ятне çĕртетĕп, учитель чысне варалатăп, хамăр коллектива, шкула намăслантаратăп тата ытти те. Анчах та манăн куçсем çаплах тип-типĕ.
Унтан ушкăнĕпех тапăнчĕç. Пурте эпĕ чăн начар çын иккенне ăнлантараççĕ. Шкул çеç мар, колхоз та эпĕ агитаци ĕçне начар илсе пынипе кая юлнă иккен.
— Хăвна уйăрса панă çирĕм килрен патшалăха мĕн чухлĕ аш, сĕт-çу тата çăмарта пуçтарса патăн? — ыйтрĕ пĕри.
Эпĕ ку ыйту çине сăвă каланă пекех шăкăртаттарса патăм.
— Çирĕм килрен икçĕр литр сĕт — питĕ сахал, — пуçне пăркаларĕ пĕри.
— Пĕр килрен — вунă литр мĕн вăл? Ку патшалăха мăшкăллани çеç пулать, — пуçне каçăртса хучĕ тепри.
Вара ушкăнĕпех тепĕр хут тапăнчĕç, темĕн те калаççĕ. Эпĕ хам енчен мана çирĕплетсе панă çирĕм килре пурĕ те ике ĕне кăна иккенне ăнлантарасшăн тăрăшатăп. Анчах та эпĕ каланине хăлхана та чикмеççĕ, мана сăмах та памаççĕ.
Çук, темле хытă пăчăртасан та манран куççуль кăлараймаççĕ. Ĕнтĕ хам та йăлăхса çитрĕм. Киле таврăнмалли çинчен те шухăшлатăп. Каçхи куç ула, тăман витĕр çĕрлехи çулпа вунпилĕк çухрăм утасси çăмăлах мар. Мĕнле хăвăртрах хăтăлса тухас? Кукша Куçма каланисене аса илтĕм те пите-куçа тутăрпа шăлкаланă пек тăватăп, хам пикенсех сăмса хăвăлне хыпашлатăп — ниçта та пĕр çăм пĕрчи те лекмест, шапа хуранĕ пек яп-яка.
Эпĕ макăрманнине кураççĕ те:
— Не доходит, чĕрине витмест. Сознани питĕ аялти шайра тăрать, — теççĕ.
Тĕрĕссипех калас-тăк, мана упăтесенчен уйрăлса çитнĕ-çитмен çын вырăнне çеç хураççĕ. Хур аçи пек вăрăм мăйли сĕтел хушшинчен тухса ман тавра ик-виçĕ хутчен çаврăнчĕ. Паллах, ман çумра хӳре шырарĕ ĕнтĕ. Халь тесен халь мана пĕр-пĕр зоопарка мартышкăсемпе пĕрле хупса хума хатĕр. Чĕре йĕппе чикнĕ пек ыратса кайрĕ.
— Аялта-и, аялта мар-и, сире сознани кăтартма манăн çăмĕ çук, — терĕм эпĕ те çиллĕмпех!
Каласса каларăм та — çав вăхăтрах шикленсе те кайрăм: ара, эпĕ капла «макăракансене» пурне те сутатăп-çке.
— Ăçта, мĕн çăмĕ çук? — пĕр харăсах темиçен кăшкăрса пăрахрĕç.
Хирĕç нимĕн калама та аптраса юлтăм.
— Ӳсĕр мар-и вăл? — тет пĕри.
— Экспертиза чăнес, — сĕнчĕ тепри.
Те ман хута кĕрсе, те хăй ларса йăлăхнипе:
— Вăл ывăннă, хăй мĕн каланине хăй те чухламасть, — терĕ виççĕмĕшĕ.
Паллах, эпĕ уррине кураççĕ, çавăнпа та экспертиза чĕнсе чăрманмарĕç.
Выговорне вара мана хăпартлансах шатлаттарчĕç, строгийнех. Учет карточки çинех çырса хучĕç, юлташла суд умне тăратмалла турĕç.
— Колхозра агитмассăллă ĕçе çине тарсах вăйлатмалла, унсăрăн шкулпа сывпуллашатăн, — терĕ юлашкинчен хур аçи пек вăрăм мăйли.
Кукша Куçманнипе танлаштарсан, манан айăпăм та пĕрре чăртлаттарса сурмалăх кăна... Анчах та ĕç тарăна кайрĕ.
Сăмси шăтăкĕнче çăм пур çын ăраскаллахчĕ çав ун чухне.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...