Вилĕм


Хăма хапха кичемĕн уçăлса выртать,

Унăн юпи çумĕнче тупăк çийĕ тăрать.

Чĕрене çурса каякан йĕнĕ сасă илтĕнет,

Курăнать — вилнĕ çынна ăсатма вăхăт çитет:

Акă тупăка пӳртрен çĕклесе тухрĕç,

Ял-йышсем, тăванĕсем ăсатма кайрĕç.

Авалхи йăлана тумасăр ан хăварам:

Эпĕ те ĕмĕрлĕх пурнăçа ăсатса ярам

Çак çынна... Акă тарăн шăтăк. Хуллен ярса

Тупăка шăтăка антарчĕç; тăпра витрĕ

Ăна... Такам юлашки хут сасă кăларса,

Çак сăмахсене каласа юрла пуçларĕ:

«Чĕкеç килет чĕлхипе, —

Сан чĕлхӳне илтес çук,

Вăл санпа сăмахлас çук;

Шăпчăк килет юррипе, —

Эсĕ ăна илтес çук;

Куккук килет сассипе, —

Сан сассуна илтес çук.

Ешĕл курăк тухать, —

Эсĕ ăна таптас çук.

Хурăн çырли пиçнĕ чух

Пур хурăнташран уйрăлтăн,

Çĕр çырли пиçнĕ чух

Çĕртен-шывран уйрăлтăн.

Хĕлхемленсе тăр шыв юхать, —

Эсĕ ăна ĕçсе курас çук.

Тумак çил те вĕрĕ,

Хаяр аслати те авăтĕ,

Анӳ-аçу, тăвану йĕре,

Тантăшу-тусу шеллĕ,

Анчах эсĕ тăраймăн,

Вăрăм ыйхунтан вăранаймăн.

Ыйху санăн йывăр,

Канăçлăх пултăр. Çывăр!» —

Тесе юрласа пĕтерчĕ те, тăпра купаласа хучĕç.

Ĕнтĕ пурте пĕтрĕ, пурăнăç каялла тухмĕ...

Кăçал та пулин çак юррах ман çинче, маншăн юрлĕç,

Анчах эпĕ ăна илтеймĕп, вăл сасă маншăн пулмĕ.

Ăна хир тăрăх çил вĕçтерсе кайĕ те,

Е кĕтӳç, е суха сухалакан çын илтĕ те

Вăрăммăн сывласа илсе хуйхăллă калĕ:

Вилĕшĕн юрлаççĕ. Кама вилĕм çитнĕ-ши?

Кама чикеççĕ? Камăн пурăнăçĕ сӳннĕ-ши? —

Тейĕ те, вилĕмне шухăшласа, хурланса илĕ.

Çавăн пекех пăхăр

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: