Иван Григорьевич Чермаков 1955 çулхи ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Вăрмар районĕнчи Шăхаль ялĕнче çуралнă. Шупашкарти 10-мĕш
вăтам шкулта, Саратоври 56-мĕш училищĕре, Çĕрпӳри ял хуçалăх техникумĕнче, Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ.
Раççей писателĕсен союзĕн членĕ. Сăвăç, литература тĕпчевçи, тăлмачă. Трубина Мархви ячĕллĕ преми лауреачĕ. «Курăнман суран», «Мĕншĕнкке» кĕнекесен авторĕ. Литература аталанăвне тишкерсе чылай статья, рецензи çырнă.
Чернобыль аварине пĕтерме хутшăннă ĕçтешĕмĕр унта илнĕ йывăр сурансене пула 1999 çулхи хура кĕркунне, чӳк уйăхĕн 25-мĕшĕнче пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Collaborazione tra scuola e famiglia —...
Why overspend on paid advertising? Our A...
Unlock more targeted leads with our AI! ...
Zivjo! Izboljsaj svojo organizacijo z ...
Παραδοσιακό παστίτσιο στο https://www....
Tip pre kazdeho, kto chce viac efektiv...
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...