Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кĕмĕл кĕперСар ачапа сарă хĕрВӗре ҫӗленСинкерТĕлĕнтермĕш юмахсемТаркăнВăрман ачисем

Элшел


Савнă ялăм, ман Элшелĕм –

Ытарми илем!

Тăван кил, тăван сĕтелĕм,

Ман ачаш аннем.

Арманкасĕ, Тутаркасĕ,

Савăк вырăнсем.

Çума-çумăн, кассăн-кассăн

Икĕ рет пӳртсем.

Хире-хирĕççĕн пăхаççĕ

Йăлтăр кантăксем.

Чунăма пăлхантараççĕ

Чечекри садсем!

Ял йĕри-тавра уй-хирĕ

Канлĕн ешерет.

Сарлака та анлă Шурĕ

Куçа илĕртет.

Шăнкăр-шăнкăр Сĕве шывĕ

Авăнса юхать.

Ĕнен уçă шăнкăравĕ

Çепĕççĕн янрать.

Хура çĕрĕм, Çĕр-аннемĕр,

Эсĕ – ман юнра.

Сан умра эп ĕмĕр-ĕмĕр

Пысăк парăмра.

Эй, Элшел, ан ютшăн, йышăн,

Мана ан пăрах.

Ман аннеçĕм, ман ял-йышăм –

Пурте чунăмрах.

Амăшне кĕтсе илĕç-ши?


Çитмĕл çулти Верук аппа çĕрĕпе пĕр чĕптĕм те куçне хупаймарĕ. Ытти чухне те ыйхă çук-ха унăн, паян пушшех пĕрре те канман. Пуçра тĕрлĕ шухăш çавра çил пек çаврăнать: «Ăçта йăнăшрăм-ши, мĕншĕн çичĕ ача çуратса, кăкăр çитерсе пĕри те паян ман çумра çук? Ытла та кансĕр-çке, тĕнче кисренмелле кăшкăрса йĕрес килет, анчах сасси тухмасть. Тепĕр хут силлесе илес, хĕрарăмăн чăтăмлăхĕпе çирĕплĕхне тĕрĕслес тет-ши?» – хăйпе-хăй калаçнине туйса ăс-тăнпах выртнине ăнланчĕ вăл.

Çĕнĕ кун пуçланнине систерсе кăмака патĕнчи чӳречерен çутă кĕме пуçларĕ. «Мăнукăмсене вăратмалла. Шкултан тăрса юлĕç тата?» – тесе шухăшларĕ:

– Мăнукăмсем, улттă иртрĕ, тăратăр пулĕ? – терĕ.

– Кукамай, тăратпăр. Эсĕ паян каллех пĕрре те çывăрмарăн-и? Паçăрах вăраннă эпĕ, санăн койка сас парса чĕриклетет çеç, – терĕ Вика кайри пӳртри çутта çутса.

Пĕртăвансем шалта çывраççĕ, кукамăшĕ кайри пӳртре, кăмака пулнăран ăшăрах та, унта выртать.

– Кукамай! Эпир телейлĕ вĕт. Кăрлач уйăхĕнчех вутă пĕтнĕччĕ пирĕн. Пăртак-пăртак хутнипех хĕл каçрăмăр. Халĕ урамра çуркунне. Сивĕ мар вĕт? – тет ура çине тăнă Эдик та.

Малалла

Эпĕ халь ниçта та васкамастăп


Эпĕ халь ниçта та васкамастăп,

Васкамалăх пĕр сăлтав та çук.

Çĕр каçма паян киле каймастăп,

Пушă кил, унта никам та çук.

Кĕтекен çын пурччĕ, анчах кайрĕ,

Тем çитмерĕ: уйрăлчĕ манран.

Юрату вучахĕ хĕмленмерĕ,

Эпĕ хам та сивĕнтĕм унран.

Чĕрере пуш-пушă, çатăр сивĕ,

Ăшăтмасть чуна халь нимĕн те.

Урамра янрать пĕр çепĕç кĕвĕ,

Пурнăçра куратăн темĕн те...

Ах, мĕнле чуна йăпатмалла-ши,

Симĕс тунсăха та сирмелле?

Мăшăра ăçта шырамалла-ши,

Вăхăта епле ирттермелле?..

...Эпĕ халь ниçта та васкамастăп.

Пӳлер кĕперĕ


Садри саркайăк чунĕллĕ пуласчĕ,

Куллен-кунах хĕвеллĕ ирхине

Пырса ларса ытарайми юрласчĕ

Пӳлер кĕперĕн карлăкĕ çине.

Кĕпер ик енĕпе – сап-сарă улăх,

Кĕпер ик енĕпе – кĕрен çырла.

Турттарнă кĕпер урлă утă-улăм,

Ялти яш-кĕрĕмсем юрла-юрла.

«Кивелнĕ вăл, сӳтес», – янранă сасă.

Юман юпаллă çирĕп кĕпере,

Сар карлăкне ватса хуçма тăрсассăн,

Сар кайăк вĕçнĕ тет йĕре-йĕре.

Унра-и, тен, пĕр каччă чунĕ пулнă –

Уксах Тимур сăнни пĕтернĕ чун.

Унра-и, тен, сар хĕрĕн сăнĕ юлнă,

Хура тăшман вутпа çунтарнă кун.

Яш каччă-и е сарă хĕрĕн сăнĕ,

Текех ӳкеймĕ çутă шыв çине.

Саркайăк писнĕ. Тăрăнман-ши сăнă

Пӳлер кĕперĕн карлăкĕ çине?

Çуралнă тăрăхăм, Пӳлер, Пӳлерĕм...


Пӳлер, Пӳлерĕм, вăйăм та хăватăм,

Хĕрӳлĕхе çулупала чĕртсе,

Пуçа тайса сан умăнта тăратăп

«Сывах-и, хĕрĕм?» – теессе кĕтсе.

Пĕлетĕп-ха, никам та сывлăх сунмĕ,

Никам та ăшшăн сасă парас çук.

Кĕрен чечеклĕ, курăклă вал умĕ

Хускалнăнах туятăп тепĕр чух.

Кунта ман йăх юн тăкнине-и манăп.

Тăшман сăнни кашнин ӳтне кĕрсе,

Çич ĕмĕр витĕр тăрăннă мана та,

Ик енлĕ кĕрешӳ çитсен хĕрсе!

Асаттесем ахлатнине туятăп,

Тин пултараймăп пулăшу пама.

Пĕртен-пĕр тивĕçĕм – тупа тăватăп

Чыспа, чунпа, ĕçпе таса пулма.

Ман йăх нумай тутаннă йӳçĕ эрĕм,

Мĕскĕнлĕхе те нишлĕхе тӳссе.

Çуралнă тăрăхăм, Пӳлер, Пӳлерĕм,

Ыйтатăп каçару пуçа пĕксе.

* * *

Кама-тăр вăрттăн килĕштернĕ,

Кама-тăр уççăн юратман.

Усал шутлисене хӳтернĕ,

Ыр тунине часах манман,

Именчĕклĕ, ытла сăпайлă,

Çын куласран хăра-хăра,

Çапла эп çитĕннĕ хам майлă,

Вăрманлă, лăпкă тăрăхра.

Ачалăхăм – çырла утравĕ,

Шап-шурă Çĕмĕртлĕ тĕнчи.

Ыйтсассăн вырăс-и, тутар-и,

Малалла

Аçтаха


Çĕр кисретсе-çке кĕрлеççĕ

Утраври аçтахасем.

Вутне-хĕмне сирпĕтеççĕ

Тăтăш ăçта-ха вĕсем?

Хайхи пирĕн Тăхăрккамăр

Тытнă шухăш «вĕçтерме»:

«Пурпĕрех вĕçесчĕ хамăр,

Атту – йытта кӳптерме».

Пĕр сӳренкĕ тĕксĕм кунĕ

Хыпарларĕç пĕр-пĕрне

(Пирĕшти-мĕн хыпар кӳнĕ):

«Вăхăт часрах вĕçтерме».

Сыхлавçисем сас памарĕç

Кайсан лешĕ тĕнчене.

Тăхăркки пăхса тăмарĕ –

Хăвăрт чупрĕ тĕпчеке.

Аçтаханăн пуш варне

Кĕчĕç йăпăрт хăпарса –

Тăххăрăшне вĕсене

Тăчĕ Ангел вăй парса.

Пĕр саманчĕ çав хутра

Пĕр ĕмĕр пек тăсăлать –

Пĕтĕм ӳт-тир шыв вутра

Хыпса шӳнĕн туйăнать.

Çак хутрах çĕр кисренет –

Аçтахи чĕрре кĕрет:

Малалла вăл сирпĕнет,

Анчах мĕнле-ха кĕсмен?

Калле вăрса чăхăмлать –

Ют йĕвене пăхăнмасть!

Самант – Тăхăркка чухлать

(Тарăхмашкăн пухăнмасть).

Аçтаханăн май-шывне:

Хăвăрт калле çавăрать,

Итлемесĕр ун шавне –

Çӳлелле тытса вăрать.

Вут-çунатăн сăмсине

Аçтахи шалт пăхăнать.

Малалла

Пенемюде


Пенемюде – пĕр утрав

Балти тинĕс варринче,

Çĕлен пекех вăл – удав:

Летчик-тăшман хурринче.

Ак тухать те пĕр капрал

Хулне тăсса халланать:

«Час куратпăр пĕр камит –

Пĕр тăсланкă «авланать!»

Пысăк пралук картана

Кĕртсе ячĕç пĕр çынна:

«Çакна кӳртĕр-ха тăна!», –

Хушрĕ тавăрса çанна.

Ик салтакĕ ертсе тухрĕç

Пăру пек овчаркăсем.

«Мĕн тума-ши пире пухрĕç,

Мĕн тăваççĕ-ши мурсем?»

Йытсем харăс пырса тытрĕç

Çак мăнтарăн сыв чуна –

Талпăнса, пĕр харăс, тăкрĕç

Алли-урине çурса.

Пĕри, ав, çыртса тулать

Хăрлатса чĕрĕ çынна.

Тепĕрри татса ярать

Хырăмне, пырне çурса.

Туллашса-урса лӳкеççĕ

Ирсĕрсем этем юнне,

Хăрлатса туртса çиеççĕ

Ырлăх шăмă-какайне.

«Куртăр-и? – тет, мур капралĕ, –

Ку кăсăклă камите?

Тасатса пуçтарăр халĕ

Юлнă юнлă тир-ӳтне!»

Тамăкран тарни


Мăкшă каччи – Девятаев,

Чăвашла вăл – Тăхăркка.

Кунта çуках нимле айăп,

Хуть те чĕнсе хур «кăркка».

Чăн сăмахăн суйи çук,

Суявçийĕн – чăнни çук.

Чăн сăмах çынна вĕтет,

Патшалăха сĕвĕртет.

Мĕнех вара хушамат?

(Кунтан килмĕ хăямат).

Хуть те ăвăс шалчи ларт –

Пурпĕр чаплă ырă ят.

Ăна выçлăх килтен хăвнă

Пирĕн шĕкĕр Хусана –

Ал парса Хусанĕ хывнă

Мăшăр çунат – «Пил сана!»

Юрĕ пирĕн Тăхăрккамăр

(Сăмахăм ман ун çинчен),

Паттăр-çке вăл: пăхăр, кам?

Тĕнчере пулман хальччен!

Тăхăркканăн пики пулнă

Пирĕшти пек Фейзиэ.

Мăшăрне кĕтсе вăл юлнă

Чун хăвалĕпе – килте.

Эсрел пире тапăнсан

Хурçă кайăк çине ларнă –

Инкек килсе вăрансан,

Çапла савнине хăварнă.

Вутлă çумăрсем çутарнă

Тӳперен аçтахасем,

Ялĕ-хулине çунтарнă

Чунсăр тимĕр кайăксем.

Тăхăрккана вăй пилленĕ

Çил çунат хывма Хусан,

Атăлçи хумпе сийленĕ

Килме, тăшмана Хусан.

Хурçă кайăк Тăхăрккан

Малалла

Ĕмкĕч


Район центрне темиçе йӳтĕмпе килсе ĕçсене татрăм та автовокзала çитрĕм. Билет туянса автобуса кĕрсе лартăм. Салон тулнăпа пĕрех, манпа юнашарти вырăн çеç пушă. Каймалли вăхăт та çитрĕ, автобус çаплах тăрать-ха, алăкĕ те, такама кĕтнĕн, уçă. Часах салона хашкаса-пашкаса вăтам çулсенчи тăпăлкка кĕлеткеллĕ хĕрарăм вирхĕнсе кĕчĕ.

– Тавах, Турра! Ĕлкĕртĕм иккен-ха, – пырса ларчĕ манпа юнашар. Çав самантрах автобус та тапранчĕ. Ман çулташ арçын пулĕ-ха, унпа сăмах вакласа çула «кĕскетĕп» тесе ĕмĕтленнĕччĕ. Пулмарĕ. Халь ĕнтĕ çак хĕрарăм йăнкăртатнине итлесе пыма тӳр килет. Хĕремесленсе кайнă пичĕ тăрăх тар юхнине курас мар тесе пуçа кантăк енне пăртăм. Ахалех пулчĕ çак хăтлану, чăтмаллаччĕ.

– Ырă çынсем, пăхăр-ха çак апăршана! Мана тиркесе пуçне пăрать. Черкке параççĕ-шим ăна ман çине пăхиччен урама пăхнăшăн? – кĕрлет ман кӳршĕ. Кама тивеççĕ-ши çак сăмахсем тесе пуçа хĕрарăм еннелле пăратăп.

– Сана тивеççĕ ман сăмахсем, сана, – шухăша вуланăн пат татса хурать кӳршĕ. – Мĕн тăмана кролик çине пăхнăн шăтаратăн мана? Эпĕ ытти хĕрарăмсенчен нимĕн чухлĕ те кая мар, – вашт сиксе тăчĕ ури çине. – Тем поле мана нихăш арçын та пилорама витĕр кăларнă хăмапа танлаштараймĕ, – кăлт-кăлт тĕксе илчĕ малалла кăнса тăракан кăкăрĕсене аллисемпе. – Хыç енчен те эпĕ хăма мар, пилĕкĕм те пур, – ларчĕ хăй вырăнне кӳршĕ. Пĕр авка вăл шăпăрт пычĕ, унтан кӳлепипех ман еннелле çаврăнса:

Малалла

Куриччен — курманни


Аякран килнĕ хăнасене пуйăс çине лартса ăсатрăм та каялла таврăнатăп. Ир-ха. Самар урамĕсем пушă. Канать, паллах, хула халăхĕ, праçник кунĕсем тăсăлаççĕ вĕт. Шĕкĕр хуларан тухаспа Тольяттине каякан çул çинче пĕри сасăласа тăрать. Машинăра вырăн пур, чарăнтăм хайхи. Тен, хыпаланать çынни – рейслă автобуса та кĕтсе тăман, тен, инкек-синкек пирки çул çине тарăхса тухнă. Хăй пĕчченех. Ку çын хĕрĕх-хĕрĕх пиллĕкри хĕрарăм пулчĕ. Вăтам пӳллĕ, тирпейлĕ çи-пуçлă, пит-куçĕ темшĕн салхуллă. Самаях çăмăл тумланнă хăй – Самарта шап-шурă юр ларнине пăхмасăрах çара пуçăн. Тĕрĕссипе эпĕ хам та шутламанччĕ кунта хĕл çитнĕ тесе, ара, пирĕн патра, Тольяттире, пĕр пĕрчĕ юр та ӳкменччĕ-ха, икĕ хула хушши çĕр çухрăма яхăн кăна пулсан та.

Кĕскен ăçта каяссине пĕлтерчĕ те çулçӳревçĕ хыçалти ларкăч çине вырнаçрĕ. Чĕрĕк сехет çул çинче – ним чĕнмест ман пассажир, вăхăтран-вăхăтран çеç: «Ай, тур-тур!» – тесе хашлатса илет. Ку хĕрарăмăн мĕн те пулин пулса иртнĕ пурнăçĕнче кĕçĕр: е упăшкипе килĕштереймен, е пачах урăх инкек сиксе тухнă. Пурнан пурнăç пăрăнăçсăр пулмасть. Мĕн пулса иртнĕ çынпа – пĕлеймĕн.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 788 789 790 791 792 793 794 795 796