Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Сар ачапа сарă хĕрКăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнекеСăвăсемпе поэмăсемАча чухнехиХĕллехи каçсенчеĔмĕр сакки сарлака. 4-мĕш томКĕтмен венчет

Çулла


Пăхсам, пăхсам эс, вулаканăм,

Самантлăха чунпа та канăн,

Тăван тавралăха сăна:

Куратăн-и, епле илемлĕх,

Чĕре таппи — черчеккĕ хĕлĕх -

Асамлăх кӳтĕр-и сана!

 

Чĕнет, туртать, ем-ешĕл ырлăх:

Уй-хир тавра — мăнаçлă хырлăх,

çиçет çӳлте кăвак тӳпе...

Кашни кĕтес хăй евĕр капăр:

Çăл куç кĕвви, тӳпемлĕх, тапăр

Çыран пехетнĕ — кĕтӳпе...

 

Лаша курсан, чĕре хĕмхемлĕ

Нихçан манми ӳкерчĕксемлĕ

Ачалăх, çамрăклăх умра.

Мĕскер пытарăн, ял сăнарĕ

Ăша ялан, ялан çунтарĕ —

Вăл пысăк чыслăхра-сумра.

 

Тăван кĕтесĕн çут пехилĕ

Ытарайми тăри сассиллĕ,

Пиллерĕ хăйĕн хăватне.

Ăна манмарĕ чун йыхравĕ,

Çаплах хĕрӳллĕ ун янравĕ:

Çӳлте тытас ял-йыш ятне!

 

...Ăшпиллĕх чĕререн каймарĕ:

Мĕнле тивлет — тĕнче капмарĕ!

Ытамĕ ăшшăн çупăрлать.

Çăва аса илетипĕр тавлăн,

Анчах утан ытла васкавлă,

Самант — иртет те çухалать...

Вутпа ан выля


ВЫЛЯКАНСЕМ:

Асламăшĕ

Женя, 10 çулти хĕрача

Таня, 14 çулта

Марье кинемей

Ваня, 5 çулта

Ачасем.

 

Ял урамĕ. Пӳрт умĕнче чечексем. Сак çинче асламăшĕ, Женя, Таня лараççĕ. Ачасем пытанмалла выляççĕ.

Женя: Асанне, хаçатра "01" викторина-конкурс тухнă. Эпĕ сочинени çырса ярасшăн, юмах та çырма юрать. Эсĕ юмах пĕлетĕн пуль, каласа кăтарт-ха.

Таня: Эпĕ те пĕлтерĕве вуларăм-ха, хутшăнас кăмăл пур, репортаж çырас тетĕп.

Женя: Мĕн вăл репортаж?

Таня: Репортаж вăл — хаçатра е радиопа журналист хăй мĕн курнине çырса е каласа кăтартни.

Асламăшĕ: Пушар — чи хăрушă инкек. Ун пеккинчен Тур сыхлатăрах.

Таня: Асанне, чăнах та, юмах ярса кăтарт-ха, пирĕн итлес килет.

Асламăшĕ: Юрать, каласа парам эппин, мана кукамай каласа панăччĕ.

Женя: Ачасем, килĕр, асанне юмах каласа парать. /Ачасем пуçтарăнса лараççĕ./

Асламăшĕ: Пурăннă тет ĕлĕк-авал пăр ĕçчен халăх. Вĕсем тыр-пул акнă, выльăх-чĕрлĕх усранă, кĕмĕл тумлă халăх тенĕ вĕсене, кĕнеки те пулнă вĕсен, ылтăн сас паллисемпе çырнăскер. Пĕррехинче вĕсем çине аçтахан тапăнать, килĕ-çуртне çунтарать. Кĕнеки те çавăн чухне çунса каять. Çынсен пурнăçĕ йывăрлансах çитет. Чылай çул иртсен çак сĕршывра Улăп ача çуралать, сехетсерен, минутсерен ӳссе пырать. Çынсене аçтахан хирĕç кĕрешме вĕрентет. Вăл пулăшнипе çынсем Сар кун çĕршывне çитеççĕ, аван пурăнма пуçлаççĕ.

Малалла

Кĕркунне


Шăнтать ĕнтĕ кунсерен,

Çитрĕ ĕнтĕ кĕркунне.

Вĕçен кайăк сассинчен

Хуйхă кĕрет чĕрене.

 

Карти-карти кайăксем

Вĕçет тинĕс леш енне.

Тăхăннă йывăçсем

Пурте сарă тумтирне.

 

Хĕвел кулать сайрарах,

Шăрши пĕтнĕ чечексен,

Иерсе яре ак часах

Кĕркунне те вăрансан.

Ешĕл вăрман айккипе...


Ешĕл вăрман айккипе

Çырма юхать кĕрлесе,

Хĕвел çути шывĕпе

Вылять тĕрĕ тĕрлесе.

 

Таса çырма ăшĕнче

Кăвак пĕлĕт явăнать.

Мĕнпур, мĕнпур çут чĕнче

Ташлать, сикет, савăнать.

Хальхи самана


Ачаш кăна ачам пур,

Пĕртте хăпа пĕлмерĕ.

Апат çисе ларнă чух

Аран çилĕ килмерĕ.

«Çыру пĕлме, çын пулма

Ялти шкула яр-ха, — тет. —-

Çыру пĕлни мĕн тума

Кирлĕ çынна, атте?» тет.

— Ачам, ачам, ан йĕтет,

Илтес кунта ху илтĕн,

Хут вĕренни уссине,

Хут вĕренсен, ху пĕлĕн.

Çитес çула çитсессĕн,

Пăртак ăс-пуç кĕрсессĕн,

Ярăп акă сана та

Ялти шкула ăс пухма.

Турă хушсан, çын пулсан,

Курăн Чĕмпĕр хулине.

Ентĕ, ачам, самана

Елĕкхи мар кучуне.

Елĕкчĕ вăл, ĕлĕкчĕ,

Урăх тĕслĕ ĕмĕрччĕ.

Тырă-пулă пит пулнă,

Тырă акма çĕр пулнă.

Емĕр иртнĕ ĕç çинче,

Еç иртсессĕн — ĕçкĕре.

Анчах тĕрлĕ хуйхă та

Пайтах пулнă-çке тата.

Тухатмăш та тухатать,

Юмăçĕ те хăратать,

Aсамçăсем асаççĕ,

Ача-пăчана пăсаççĕ.

Вырăссем те вĕсене,

Ырă сунса, вĕрентме

Ачисене илеççĕ,

Ашшамăшне йĕртеççĕ.

Тарăхтарать таркăн та,

Вархурах та — вăрманта.

Тĕрлĕ усал-тĕселрен,

Тĕрлĕ усал чирсенчен

Малалла

Çăкăр чĕлли


Вăрçă хыççăнхи çулсенче выçăпа

вилнĕ Çĕньял ачисене асăнса

 

Паян, каçхи апат вăхăтĕнче, пирĕн каллех çăкăр çитмерĕ. Çакăншăн мана ӳпкевлĕ сăмах тиврĕ.

— Тĕлĕнетĕп санран, Еля, — терĕ манпа пĕрле пурăнакан юлташ хĕр. — Мĕнле йăла вăл: эсĕ апат хатĕрленĕ кун яланах çăкăр çитмест? Кулăшла этем, вунă пус укçуна шеллетĕн-и?

Çапла айăпланине хирĕç эпĕ нимĕн те чĕнеймерĕм. Ăнлантарса пама пултараттăм-ха...

Эпир хулара общежитире пурăнатпăр. Паллах, пирĕн выльăх таврашĕ çук, апат-çимĕç юлашкине кăларса пăрахатпăр. Çăкăра ытлашши илсен, вăл хытса каять, хытнă çăкăра çиекен çук. Çăкăра кăларса пăрахма ман алă çĕкленмест. Çавăнпа мана апат пĕçерме черет çитнĕ кун ытлашши çăкăр илесрен сыхланатăп эпĕ.

Çăкăрпа çыхăннă кунсем ман пурăнăçа хăйне уйрăм тапхăр пек кĕре-кĕре юлнă.

Сăмахран, акă...

* * *

Анне мана çуллахи пĕр ирхине кăвак çутăллах вăратрĕ те çапла каларĕ:

— Инвалидсене кăçал хăмăл айне çултараççĕ, тет. Пирĕн Лисукăн ялан пуçĕ çаврăнать. Райун пульницине çавăтса кай-ха ăна, тухтăрсене кăтарт. Тен, Лисука инвалид тăвĕç, вара эпир хăмăл çулăпăр, улăмлă пулăпăр. Ĕнесĕр пĕтетпĕр эпир.

Малалла

Вĕре çĕлен


Пилеш хуппи

Тăр çуллахи каçхине

Вĕри сывлăш уçăлчĕ,

Кунĕпеле ĕçлекен

Тĕнче шăпах лăпланчĕ.

 

Сайраран çеç катаран

Карăш сасси илтĕнет,

Вал та пăртак картлатсан,

Чарăнать те тĕлĕнет.

 

Пĕлĕт çинчен çăлтăрсем

Çынсем çине пăхаççĕ,

Хутран-ситрен вĕттисем

Пытанмалла выляççĕ.

 

Кăвак пĕлĕт чатăр пек

Çăлтăрсенчен çултерех.

Авăс çулçи майĕпе

Чĕтренкелет тӳлекре.

* * *

Çурçĕр енчен, инçетрен

Пĕлĕте çурса вутпуççи

Вĕçсе килет çиçтерсе,

Лапсар ятлă ял сине.

 

Вутпуççи мар, вут çĕлен,

Аскăнмашкăн тухнăскер,

Таса çутă тĕнчерен

Ылхан анчах илнĕскер.

 

Хаштик-хаштик хашлатса

Акă ĕнтĕ вăл вĕçет,

Пĕлĕт тăрăх ярăнса

Хĕрлĕ хĕлхем ӳкерет.

 

Лапсар тĕлне çитсессĕн

Пăччу! анса çухалать,

Каçхи таса сывлăшра

Сĕрĕм анчах хăварать.

* * *

Çав вăхăтра пӳртĕнчен

Тухать тăрать тухатмăш,

Икçĕр çулхи асамăç,

Малалла

Тав сана


П.Хусанкая

Кам тӳссе ирттерчĕ çынпа тан,

Кам ырра усал теме хăймарĕ,

Усала айваннăн пуç таймарĕ,

Çав калатăр пĕтĕм кăмăлтан:

Çамрăк ĕмĕр харăма каймарĕ!

 

Пултаруллă тусăм, Тав сана!

Эп кунта вун çичĕ çул пулмарăм,

Пуласса та, ахăртнех, сунмарăм,

Анчах сан тивлетлĕ сăнарна

Чĕрĕ хальлĕн чĕремре упрарăм.

 

Вăй параттăн — ывăнса çитсен,

Сас параттăн — шухăша кайсассăн,

Е хĕвеллĕ çумăр пек ачашшăн

Ислететтĕн чун типсе килсен...

Ахаль мар эп тайăлса каласшăн:

Чăвашсен пĕр лайăх сăмах пур —

Юлташ пултăр хăвăнтан маттур!

Кам тĕп тунă Çеçпĕле — чăнне Турă çеç пĕлет


Сăвăç тарăн йĕр хăварнă

Хамăр халăх асĕнче,

Çук, манмастпăр вут-кăварлă

Çĕнĕ кун çынни çинчен.

 

Пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтараççĕ

Сăвăçăн еткерлĕхне,

Кĕл тăваççĕ, пуç таяççĕ

Аякри вил тăприне.

 

Пирĕн ĕмĕр васкаварлă

Манăçа тухни тем чуль,

Çав тери этем каварлă

Туслăха çухатнă чух.

 

Тепĕр чух, пурте пĕлетпĕр,

Пуçлăхсен турти кĕске,

Сăвăçăн ятне-сумне те

Варалама пăхаççĕ-çке.

 

Остерта текех ытарлăн

Вуламаççĕ Çеçпĕле,

Палăкне таçта пытарнă,

Шкулĕн ячĕ çĕнĕллĕ.

 

Теприсем, ав, куçарасшăн

Шăм-шакне Чăваш Ене.

Ан хускатăр-ха, тархасшăн,

Вилнĕ çыннăн канăçне!

Чăваш арăмне


Хура-шур анчах курмашкăн

Кам çуралса ӳснĕ?

Çут тĕнчере йăвăр хурлăх

Кам ытларах тӳснĕ?

 

Çут тĕнчере кам телейĕ

Çĕре ӳксе юлнă?

Авалтанпа кам кун-çулĕ

Тарçăри пек пулнă?

 

Камăн вăл? - Кун-çулĕ йăвăр,

Хурлăхлă кун-çулĕ?

Чăваш арăмĕн пулмасăр

Камăн тата пулĕ?

 

Чăваш арăмне асапшăн

Ашшĕ-амăш çуратнă,

Ачаранпах хурлăх чулĕ

Мăйĕ çине çакнă.

 

Хурт-кăпшанкă та çу кунĕ

Савăнса вĕçетчĕ,

Çутçанталăкшăн, хĕвелшĕн

Вăл та хĕпĕртетчĕ.

 

Сан чĕрӳ анчах хĕн витĕр

Савăнăç пĕлместчĕ,

Вучах умĕнче вăрахăн

Ĕмĕрӳ иртетчĕ.

 

Турчăка-мĕлкерен урăх

Нимĕн те курман эс

Çут тĕнче курма тухасшăн

Тăрăшман айван ăс.

 

«Хĕрарăмăн çӳçĕ вăрăм,

Ăсĕ кĕске, - тетчĕç, -

Уншăн çут тĕнче курмашкăн

Мĕне кирлĕ? - тетчĕç, -

Кил терĕш тирпе[й]лесессĕн

Тата ĕне-сурăх

Пăхса усрама пĕлсессĕн,

Мĕне кирлĕ урăх?»

Малалла

■ Страницăсем: 1... 784 785 786 787 788 789 790 791 792 ... 796