Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..Йышăнман сăмахсемЮрату йĕтесĕӖмӗр вӗренĔмĕр сакки сарлака. 2-мĕш томКĕмĕл кĕперПахчапа мунча хуҫи

Ташлать бухгалтер Агеносов


Вăл чунĕпе вĕçме те хатĕр.

Варт çаврăнса илет пĕр си...

(Çын ташшинче те пур характер,

Чунпа пĕр туйăмлă пӳ-си.)

 

Кĕç туйăнать вăл такăнассăн.

Туяллă çын иккен, куран.

Ташлать бухгалтер Агеносов,

Сиксе ташлать хăрах уран.

 

Юбиляра манса каяççĕ,

Вăл хăй те ывăннă шалтах.

Ташша куçать халь ĕçкĕ каçĕ,

Ташлать хĕрӳллĕн ват салтак.

 

Вăл куçĕпе теме тĕлленĕ,

Вăл шăпăрт çыртнă тутине.

Автоматран пĕр ăстрăм пенĕн

Çĕре сăхать вăл туйипе.

 

Тапса илет те, калăн, тупă

Кĕрлет хаяррăн пĕр çавра.

Сисетĕн, мĕншĕн куçĕ хупă:

Шутпа каллех, тен, вăрçăра...

 

Кĕлеткине сасартăк пăрчĕ,

Самант çын сăнĕ урăлать.

Сана, сана, хăрушă вăрçă,

Вăл ташăра та ылханать!

 

Мухтав сана, салтак юлташăм,

Ташша çаптар, вăй пур-ха сан.

Хальччен мĕн чухлĕ курнă ташă,

Куççуль пĕри те кăларман.

Автансем


Вуникĕ алшăлли хĕр арчинче.

Вуникшер кун тĕрленĕ кашнине.

Автан тĕрри çав алшăлли çинче,

Халь-халь вĕçме çĕкленĕ çунатне.

 

Çĕр варринче тултан — автан сасси.

Çук, пулаймасть пуль хĕрĕн çыврасси.

 

Кама, кама кĕтет-ши вăл чунтан?

Кăшт тĕлĕрсен — ĕнен-ха тĕлĕке —

Çунат çапса çут арчари автан

Пĕр авăтать, тухасшăн ирĕке.

 

Ăçта çӳретĕн, каччă, çакă каç?

Сар хĕр арчи пĕр сансăр уçăлмасть.

Ман хĕвел


Мăшăрăма Таисия Андреевнăна

 

Мана пĕр хĕвелĕм çеç кирлĕ, —

Хĕвел çеç вăй патăр мана.

Кам пултăр этемĕн хĕвелĕ?

Хĕвел — савнă мăшăр кăна.

 

Мана хам çĕршывăм çеç кирлĕ, —

Çĕршывăм кун панă мана.

Кам пултăр этемĕн хĕвелĕ?

Хĕвел — ман çĕршывăм кăна.

 

Мана çирĕп сывлăх çеç кирлĕ, —

Хĕвел хăй юраттăр мана.

Чĕремçĕм, тапсамччĕ эс вирлĕ,

Чĕрем, юраттарччĕ хăвна.

Хăнасем пухать хуламăр


Хăнасем пухать хуламăр

Хамăр халăх уявне.

Хăнара пулсан хурлаймăр

Куç тулли капмар тумне.

 

Тăвансем, çитсе курсамăр

Чăвашсен Шупашкарне.

Си курма кĕрсе тухсамăр

Юмахри пек çуртсене.

 

Ман çĕршыв çырма-çатраллă,

Çав-çавах хитре вăл ман.

Ма тесен ялсем йăмраллă,

Ăçта пыр — унта вăрман.

 

Тăвансем, кĕрсе курсамăр

Чăвашсен ялĕсене.

Хăнана кĕме çул такăр

Ыр сунса киленсене.

 

Тăвансем, хăна пулсамăр

Юбилей кĕрекинче.

Туслăх куркине тытсамăр,

Туслăх пултăр çĕр çинче.

Парне


Хĕллехи каникулта ял хĕрĕпе Тарьепе тĕл пулас кăмăлпа Мишша Михала арăмĕ патне улаха кайрĕ. Вăл çитнĕ тĕле хĕрсем кĕнчеле арлатчĕç, чăлха е алсиш çыхакансем те пурччĕ. Майĕпен каччăсем те пуçтарăнма тытăнчĕç.

Кăшт ĕçлесен çамрăксем юрласа-ташласа илеççĕ, çĕрĕ сутмалла выляççĕ, шӳт тăваççĕ. Типтерлĕ тытаççĕ хăйсене: Михала арăмĕ каччăсене нихăçан та краççын сӳнтерттерсе алхастармасть.

Мишша малтан хăюсăртараххăн ларчĕ. Хушăран çеç кирлĕ сăмахсем тупăнкаларĕç.

— Ку алсиш ман валли пулать пуль, — терĕ Тарьене шӳтлесе.

Мишша Тарье çыхса пĕтернĕ хăрах алсише чĕрçи çинчен илчĕ те кĕсйине чикме пикенчĕ.

— Ахаль те сан валли çыхатăп, — чăнласа тавăрчĕ Тарье. — Тăхăниччен вĕсене çумалла вĕт. Пар тавăрса.

Тарье Мишшаран алсишне туртса илме тăчĕ, каччă çакăнпа усă курса хĕре ыталама пăхрĕ.

Ыттисем самантрах çакна асăрхарĕç.

— Хăюллăрах пул, Мишша, — ăс пачĕç каччăсем. Мишша Тарьене ăсатнă чухне хĕре алсишне хĕвне чиксех пачĕ.

Малалла

Сан çинче çичĕ çулхи юр выртать...


Сан çинче çичĕ çулхи юр выртать,

Сан çинче çичĕ çулхи пăр выртать.

Çичĕ уйăх хĕвел пăхсан та

Çич кунлăх та ирĕлес çук.

Эп сан пата ытла ачаш...


Эп сан пата ытла ачаш,

Ытла та çепĕççĕн пырсаччĕ.

Сана телейлĕ çеç курас,

Улталас мар кăна тесеччĕ.

 

Улталама тата... Савса,

Хама мансах чуна парсаччĕ.

Улталас мар... Çапла,

Çак шухăшпах эп хам

улталансаччĕ.

Сан ыйхă килнине туйса...


Сан ыйхă килнине туйса,

Эп çăлтăрсем çӳретĕп пуçтарса.

Сана вĕсем пачах та ан вăратчăр.

 

Сана телей çеç кирлине туйса,

Эп хурлăхсем çӳретĕп пуçтарса.

Сана вĕсем нихçан та ан хуплаччăр.

 

Сана ачашлăх кирлине тӳйса,

Сив туйăмсем çӳретĕп пуçтарса.

Сана вĕсем нихçан ан чăрмантарччăр.

Эп чĕннине илтмĕш пулса...


Эп чĕннине илтмĕш пулса

эс кайрăн.

Эп кĕтнине сисмĕш пулса

эс кайрăн,

Эп кирлине курмăш пулса

эс кайрăн.

Халь вара...

Эс çуннине сисмĕш пулса

пурнатăп.

Эс савнине курмăш пулса

пурнатăп.

Эс туйнине туймăш пулса

пурнатăп.

Кай...


Кай.

Сана ман юрă кирлĕ мар пулсан —

Кай.

Сана ман ĕмĕт кирлĕ мар пулсан —

Кай.

Сана ман кăмăл кирлĕ мар пулсан —

Кай.

Вĕсемсĕр пушă эпĕ.

Вĕсемсĕр эп —

эп мар.

■ Страницăсем: 1... 571 572 573 574 575 576 577 578 579 ... 796