Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Сӳнми хĕлхемТантăшсемСар ачапа сарă хĕрПирĕн çулталăкПăва çулĕ çинчеКăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнекеЕркӗн

Тупа тунă чухне


Ылханлă фашистсем Мускав çине тапăнса килне чухне Малоярославец патĕнче N-лĕ çар шкулĕнче вĕренекен курсантсем вăйлă çапăçрĕç. Вĕсем çинчен тыткăна илнĕ нимĕçсем: «Хĕрлĕ юнкерсем пулман пулсан, эпир тахçанах Мускава çитмеллеччĕ», тенĕ. Çав çапăçура чăваш курсанчĕсем те нумаййăн пулчĕс, вĕсем паттăррăн çапăçса хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Шупашкарта пединститутра вĕреннĕ А. Марков хытă аманнă пулсан та çапăçуран тухмарĕ, вăл темиçе тăшмана пĕтерчĕ. Кăкăрĕнчен аманнă Я. Зверев та стройран тухмарĕ. Иккĕмĕш хут аманнă Ст. Шарков, халран кайнă пулсан та, çитерес хута тивĕçлĕ çĕре çитерчĕ. Октябрĕн 7-мĕшĕнче шкулти курсантсем (пулас лейтенантсем) присяга пачĕç. Çак сăввăма чăваш курсанчĕсене сума суса çыратăп.

Владимир Бараев курсант.

 

Хĕвел тухать хĕрелсе

Хула сачĕ çумĕнчен,

Паслă турат çийĕнче

Ылтăн-кĕмĕл тĕрлесе.

 

Ирхи сывлăм евĕрлех

Илĕртеç куçа вĕсем.

Çичĕ шурă чатăр пек,

Щурă пурçăн çулçăсем

Çурнă тейĕн çеçкине.

 

Чыс хуралĕ як ĕрет

Садăн икĕ енĕпе.

Малалла

Юлташа


Якку Арăслана

 

Аса ил-ха, савнă тантăш,

Иртнĕ кун-çулна:

Ача чух епле хаваслăн

Савнă вăл сана.

 

Улăха кĕрсе çӳреттĕн

Аслă ĕшнепе.

Чечексем татса килеттĕн

Çыххи-çыххипе.

 

Эс çăка туя тупсассăн,

Урхамах тесе,

Утланса чупса иртеттĕн

Çĕр кисрентерсе.

 

Кун та иртрĕ, каç та иртрĕ,

Çитĕнтĕн ӳссе.

Вăйăра сана кĕтетчĕç

Тăпăлкка хĕрсем.

 

Вĕсенчен пĕри пăхатчĕ

Сан çине ялан.

Уйрăлăп тесе нихçан та

Эсĕ шутламан.

 

Вăйăран пĕр каç юлсан та

Ăш вăрканă сан.

Тем çухалнă пек çӳренĕ

Хĕрне курмасан.

 

Халь ăна инçе хăвартăн,

Ăшă çыру яр.

Тен, ăна пачах кураймăн,

Вăрçă — вăйă мар.

 

Тĕнчене килсе хупларĕç

Йывăр пĕлĕтсем.

Пĕтĕм çĕр çинче çĕкленчĕç

Ялкăшан вутсем.

 

Çав вута кĕреç пиншерĕн

Пирĕн тантăшсем.

Али-паттăр пек хаяррăн

Малалла

Эпир ураран ӳкетпĕр...


Эпир ураран ӳкетпĕр,

Халран кайса.

Эпир пĕр-пĕрне чикетпĕр

Тăпра чавса.

 

Эпир ĕнер те юнлă,

Паян та, кур.

Эй, хăшĕ унта хăюллă?

Тухсам, маттур!

 

Хитрех те кунсем вĕçеççĕ,

Темскер тарать.

Темскер пирĕнтен инçеччĕ,

Халь ак! — тăрать.

 

Çапах та эпир васкатпăр

Каллех вута.

Таса чăнлăха шыратпăр

Нимрен малтан.

 

Анчах та, пулать, йăнăшатăр,

Вара эсир

Епле тарăхса йынăшатăр! —

Эй, Турă, сир.

 

Кăштах чап шевли выртсассăн

Пуçсем çине.

Эсир те ăна тытасшăн

Серепене.

 

Çапла-мĕн: эпир — арена.

Эсир — залра.

Пире чĕрĕ юн хĕретнĕ,

Сире — сăра.

 

Эпир пурнăçпа тӳлетпĕр,

Эсир — укçан.

Эпир кашни кун вилетпĕр,

Эсир — хăçан?

Лева — арăслан


Лева Иванов гороскоп тăрăх арăслан. Çак тискер чĕрчун хуçаланма юратать, хăйĕн çулĕ çине тăракана тӳсме пултараймасть, яланах малта пуласшăн. Хăш-пĕр чухне арăслан наянланма кăмăллать. Вара кунĕпех çывăрать, тĕмсем айне кĕрсе выртсан йĕри-тавра мĕн пулса иртнине те пĕлмест, интересленмест те. Хăйĕн тăрăх шăши-каюра, мулкач-тилĕ сиксе çӳренине те сисмест. Канлĕ пурнăçшăн антăхсах каять, анчах хăй пĕртте ĕçлесшĕн мар, çын ĕçĕпе ырă курса пурăнма хăнăхнă.

Пĕррехинче Лева гороскоп кĕнекине вуласа хăй арăслан пулнине пĕлчĕ те самаях тĕлĕнчĕ. Ăна ятне те арăслан пек хастар пултăр тесе панă-мĕн. Лева нихăçан та чапшăн çунман, укçашăн антăхман, наянланса та выртман. Хуçаланма та юратмасть вăл. Çак йăваш та ырă кăмăллă ача амăшне итлет, ăна яланах пулăшма тăрăшать, шыв кӳрет, сарайран тислĕк кăларать, пахчара тар тăкать, ашшĕпе пĕрле кĕтӳре те çӳрет.

Гороскопа вуласа тухсан ача шухăша кайрĕ. Хăш-пĕр чухне ăна тус-тантăшĕсем кӳрентерни те пулать. Тен, чăн та, арăслан пулса пăхмалла, ун чухне ăна никам та çиллентерме хăяймĕ!

Çапла шухăшласа илчĕ çеç ача — хăйĕнче вăй-хăват хушăннине туйрĕ. Хăй те сисмерĕ — умĕнче утса пыракан Никитăна ура хурса такăнтарчĕ.

Малалла

Çеçпĕл


Çыртан Атăла тинкеретĕп

Туясшăн асамлă вăйне

Мăнаçлă та Атăл, хитре те —

Часах ăнланаймăн чунне:

 

Мĕскер уншăн пурнăç е вилĕм,

Çынсем кăмăлланă тĕнче?

Кама ун халалĕ, пехилĕ,

Кам çăлтăрĕ ун аллинче?

 

Пĕлместĕп. Тепри те пĕлмест пуль.

Хурав-мĕн пулмарĕ хумран...

Сасартăк — ĕненĕр-ши?! — Çеçпĕл

Хуллен утса иртрĕ умран.

 

Тăрать...

Гимнастерка та атă...

Шинель уртса янă çийне.

Сăн-пичĕ те çамрăк, те ватă...

Пăхать анлă Атăл çине.

 

Çӳçенчĕ, сывларĕ те ассăн.

Вара, хумсене чарасла,

Вĕсен ытамне ыткăнаслăн

Вăл тайăлчĕ кăшт малалла.

 

Мăн кăмăллă Атăл та, акă,

Хăйпе тан тĕнче курнăнах

Пĕр çиçрĕ те симĕс-кăваккăн

Шавларĕ, кĕрлерĕ вăрах.

 

Ун кăпăклă кăкăрĕ тăрăх

Вут-кайăк хăпарнăн вĕçсе,

Хаваслăх янравĕ пек тăрă

Çĕкленчĕç çунатлă хумсем.

 

Туйри каччăсем пек, сатуррăн

Çилсем шăхăрашрĕç: ши-ши! —

Кĕрлерĕ пин сасăллă юрă,

Малалла

Эпир çĕр çинчех-ха çуралнă


Эпир çĕр çинчех-ха çуралнă —

Хирсен те шывсен ачисем.

Эпир — мăлатуклă, çурлаллă

Çĕршыв çитĕнтернĕ çынсем.

 

Лĕп çил вăркăштарчĕ пуç çийĕн,

Хаваслăн çиçетчĕ тӳпе...

Кĕçех тупăсен аслатийĕ

Пĕрлешрĕ сăпка юррипе.

 

Çерçи чĕвĕлтетĕвĕ витĕр

Такам ĕсĕклетчĕ аран.

Çурхи ешĕл курăк çути те

Хăш чух курăнатчĕ хуран.

 

Пушаннă пӳртре ларнăçемĕн

Тăнлаттăмăр та шăплăха,

Илтетчĕ вилес пек этемĕн

Хĕрӳ чĕнĕвне те хăлха.

 

Аттесĕр ачалăх тивлечĕ

Синкер хумĕпе çапнине

Сисетчĕ çав чунăм, пĕлетчĕ

Ун пăр пек шăнтан сиввине.

 

Умрахчĕ-ха — вăйă та кулă.

Умрахчĕ-ха — аслă тĕнче.

Çапах та ир çитнĕ салхулăх

Пурахчĕ кашнин питĕнче.

 

Вара (тен, ку Вăхăт палли-ши?)

«Мĕскершĕн?!» текен куçсемпе

Сире эп сăнаттăм, ял-йышăм,

Сана эп юнаттăм, тӳпе.

 

Эсир хыпăнса ăс памарăр,

Мăнаçлăх та тӳсĕм кăна

Кашнишĕн виçеллĕн пайларăр —

Çак çеç пуль çын турĕ мана.

Рифма — шанчăклă юлташ


Ю.Айдаша

 

Рифма — шанчăклă юлташ

Пăрăнма памасть çултан.

Тепĕр чух вăл тупăнмасть,

Сăвă çырăнмасть, ăнмасть.

 

Тупăнсан, савăнтарать,

Пит-куçа çăвăнтарать.

Ывăнсассăн, хĕрхенет,

Ăшăтать чун-чĕрене.

 

Хăйĕн вăй-хăвачĕпе

Рифма вăл тăпачă пек!

Çĕкленсе çӳлтен çапать,

Çĕнĕлле вут-хĕм сапать,

 

Тĕксĕмми такăнтарать,

Йĕркерен тухса тарать.

Витĕмлĕ сăмах кĕрлет

Çутçанталăкпа пĕрле.

 

Сăвăç ĕçĕ тарлă та,

Çав тери ытарлă та.

Тăрăшать вăл ахаль мар —

Шухăш-туйăм çухалмасть.

 

Ӳркенсессĕн тĕпчеме —

Тухаймастăн тĕнчене —

Шеллемесĕрех хăвна

Туптасам ăсталăхна.

 

Сапăрлăх çитмен чухне

Сăвăçă сутать чунне.

Харкашу, шăв-шав вара

Вĕрентмест çынна ырра.

 

* * *

Рифма чăвашла — састаш,

Маншăн шанчăклă юлташ.

Мухтаса чыслар ăна

Чăрсăр çул шыравçăна.

Пурăнасчĕ туслă, тăванла


Пурнăç калама çук кăткăсран

Тайăлмастпăр-и эпир ăсран?

Радио яратпăр та ирех —

Ырă хыпарсем çукпа пĕрех.

 

Ачасем тараççĕ килĕнчен

Ашшĕсем пĕр вĕçсĕр ĕçнĕрен.

Самолет ӳксе ванни çинчен

Пĕлтерсе кама тĕлĕнтерен?

 

Кавказра хуçаланать хурах,

Ку вара тата хăрушăрах.

Тараватлăх тухнă манăçа,

Тилмĕрсе пăхаççĕ анăçа.

 

Тăнăçлăх парасчĕ халăха,

Хаклама пĕлесчĕ туслăха.

Чикĕ леш енчи шав хĕтĕртет

Хирĕçме пĕр-пĕринпе хистет.

 

Юханшыв юхмасть вăл каялла,

Талпăнать хăюллăн малалла,

Туслăх юррине юрла-юрла

Пурăнасчĕ туслă, тăванла.

Ют çĕр-шывра


Саша уллтăмĕш класра вĕренет. Ăслă-тăнлă ача, анчах кахал. Хăй юлхавланнине пулах юлташĕсемпе тан ĕлкĕрсе пыраймасть, уроксенче час-часах «иккĕсем» çаклатать.

Вырăс чĕлхи урокĕнче ачасем кавир-самолет çинчен юмах вуларĕç. Сашăна та юмах килĕшрĕ. Вĕрентекен: «Енчен те сирĕн кавир-самолет пулсан эсир ăçталла çул тытăттăр?» — тесен кашниех пĕр-пĕринпе тупăшса хăйĕн шухăшне пĕлтерме васкарĕ. Ирина çурçĕр полюсне çитсе курасшăн иккен, Инга — тинĕс тĕпĕнче, Вася — çичĕ тинĕс леш енче, Коля — ют планета çинче, Миша — кăнтăрти çĕршывсенче, Оля — юмах тĕнчинче пуласшăн. Саша та шухăша кайрĕ: «Чăнах та, ăçта кайса курмалла-ши? Ăçта интереслĕрех? Каяс-тăк каяс, ют çĕр-шывах çитсе курас. Аслă Британире пулса курăттăм, акăлчанла калаçса çынсене тĕлĕнтерĕттĕм. Атту мана акăлчан чĕлхине вĕрентекен ялан вăрçать: «Уроксене пачах хатĕрленместĕн, ĕçлекен пуçна ĕçлеттерместĕн, — тет. Вĕçсе каятăп та унти çынсене хам акăлчан чĕлхине вĕсемпе танах пĕлнине ĕнентеретĕп!»

Арçын ача çапла шухăшлама ĕлкĕрчĕ çеç — таçтан çавра çил ахăрса тухрĕ те ачана кавир-самолетпа чĕркерĕ, ăна-кăна ăнкариччен Сашăна темле ют хула урамне ача-пăча теттисем сутакан лавкка умне персе хăварчĕ.

Малалла

Лев-арăсланăма — ывăлăма


Савнă чунăм, çитĕн эсĕ,

Аçуна ан ман.

Вăл путман шыва кĕрсен те,

Вутра та çунман.

 

Чăн мухтавлă поэт пул эс,

Композитор пул!

Юрру-кĕввӳ янăратăр

Тĕнчипех ун чух.

 

Вăрçă кунĕсем тискеррĕн

Кĕрлесе иртсен,

Аслă тинĕс пек кӳленнĕ

Чĕрĕ юн типсен;

 

Пур çĕршыв пĕр пек илемлĕн

Чечеке ларсан,

Тĕнчери мĕнпур этемлĕх

Юрласа ярсан;

 

Эс ун чух вара асилĕн

Савнă аçуна.

Вăл вĕри чунтан юратнă,

Чунăмçăм, сана!..

 

Çавăнпа та вăрçа тухнă

Паттăр çапăçма,

Телейӳшĕн, çĕршывушăн

Хăй пуçне хума.

 

Тен, ун чух сан курас килĕ

Аçун тăприне.

Анчах эс ăна тупаймăн

Вăрçă хирĕнче.

 

Хăй пулмин те, ячĕ юлĕ

Чул юпа çинче,

Хĕрлисем хаяр арслан пек

Çапăçни çинчен.

 

Эс унта пырса вулайăн...

Çывăх хушамат

Чĕрӳне кăлтах сиктерĕ,

Ярĕ шухăша.

 

— Эх, атте, атте, кунта-им

Малалла

■ Страницăсем: 1... 547 548 549 550 551 552 553 554 555 ... 796