Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Сунарçă халлапĕсемКатӑлнӑ уйӑхХӗвел мулкачӗсемХĕрес хывнă хĕвелСуя телейЫлтăн вăчăраАли-паттăр

Пурнăç вăчăри


Асăрхамасăр, ампар хыçĕнчи вутă шаршанĕ хушшинче вырнаçнă сăпса йăвине аркатрăм.

Сăпса çăвăрĕ сĕр! сĕрлесе тухрĕ те ман çине агрессорла тинкерчĕ.

Тӳрех ăнлантăм — мирлĕ калаçу пулмасть.

Пĕр тăхтамасăр, эпĕ çывăхри хĕрлĕ хурлăхан айĕнчи темле пĕчĕк шăтăка чăмрăм.

Ак тамаша! Унта — хăйĕн пурнăçĕ йĕркипе рехетленсе пурăнакан калта куçа курăнса кайрĕ.

Эпĕ, хăранăскер, калта хӳринчен кап! ярса тытрăм.

Калта ман енне пуçне çавăрчĕ те хыттăн таккаса каларĕ:

— Сире çĕр çинче те апат çитмест-и, тĕпсĕр хырăмсем?

— Мĕ-ĕн? — теме ĕлкĕртĕм çеç, калта хӳрине ман алăра хăварчĕ те куçран çухалчĕ.

Кăравул!

Тулта — сăпсасем, малта — паллăмарлăх аптратать.

Шала кĕрсе тарас — йăви хама та пĕчĕк.

Пĕтрĕм!

Çут тĕнчери пурнăç вăчăри акă епле çыхăннă имĕш?!

Пĕчĕк çуралнăшăн каçарăр, тӳре-шарасем!

Диалектика


I

Эп йĕркесĕр кирпĕч купинче

çĕнĕ çурт хăпарнине куратăп.

Халь йăлтах вăл схемăсем çинче,

çук кунта халь

никĕсĕ те,

кран та.

 

Килĕç те фуфайкăллă хĕрсем,

кирпĕч сассипе пĕрлешĕ кулă,

юрă юлĕ никĕсе кĕрсе, никĕс

гранитран та çирĕп пулĕ.

 

Çăтĕç кантăксем сар хĕвеле,

стенасем хĕвелпеле сăрланĕç,

пулĕ ку,

шанатăп эп,

пĕлеп,

кирпĕч купинчен илем çуралĕ.

 

II

Шур çеçке çилпе вылянинче

эпĕ çимĕç ӳснине илтетĕп.

Çеçкесен шăрши улмасенче

сивĕре те пурăнĕ —

хĕлле те.

 

Çын тытмасăр тăрĕ, вăтанса,

умĕнчи улмапала киленĕ,

тăпраран вăл çитĕннĕ — таса,

тăпраран вăл пулнă пек — илемлĕ.

 

III

Пылчăкланнă хирсенче ыран

хăмăш пек çĕкленĕ тулă —

тутă.

 

IV

Чи хĕрӳ,

хаяр тавлашуран

туслăх та çуралĕ, юрату та.

Чипер, чипер пулса эп те çӳреттĕм...


Чипер, чипер пулса

эп те çӳреттĕм,

каçпа чараттăм çамрăк хĕрсене.

Сар шăпчăкпа чĕлхе тупма пĕлеттĕм,

тăсса ярсан хут купăс пĕрмине.

 

Кашни кунах хĕвел йăл кулмасан та —

çĕрле кураттăм Алтăр çăлтăра.

Тус-юлташсем ун чух нумайччĕ ман та,

хĕсместчĕ ним те вăйлă кăкăра.

 

Çунат саратчĕ ĕмĕтсен тĕллевĕ,

утаттăм çăмăл сарлака çулпа.

Çаран чечекĕ ăшшăн кулнă евĕр

кулаттăм эп те кĕмĕл кулăпа.

 

Сӳнет çут çăлтăр —

вăхăчĕ çитсессĕн,

типет çăл куçĕ — çухатса шывне.

Хам яшлăха каçпа аса илсессĕн,

чун ыратать хĕвеллĕ ирхине.

 

Чипер, чипер пулса текех иртеймĕп,

сӳнет куç вăйĕн çулăмĕ хуллен.

Ман купăса та шăпчăк тек илтеймĕ,

илтсен те калĕ: «Ватăлчĕ иккен...»

Тĕнче хуçи — хĕвел васкать каç еннелле...


Тĕнче хуçи — хĕвел васкать каç еннелле,

Ман питĕм-куçăма лăпкать ачаш шевле.

Темскершĕн ăнсăртран вут тиврĕ ăс-пуçа —

Çунатсăр кайăкла çухатрăм тăнăçа.

 

Кăваррăн тĕлкĕшет эп пăхнă анăç ен,

Сăнанăн туйăнать вăл хăй те халь мана.

Темле ăнланма çук вăй пулчĕ-ши ку, тен, —

Туятăп лайăхах ӳт-пĕвĕмпе çакна.

 

Йĕпхӳллĕ, тĕссĕр кун килет-шим-ха ыран,

Е маншăнах юри чĕтренĕ-ши тĕнче? —

Пĕлеймĕп калама: пĕрре — сăмах çукран,

Тепре тесен вара, эп — çӳп вăй умĕнче.

 

Çук-çук, шухăшăмра ӳсет тем урăххи:

Сӳнсе пыран çак кун мĕн чухлĕ çепĕçрех.

Ăна «сыв пул» тенин çавăн чухлех пахи —

«Сыв пул эс, юрату юрри» тесси пекрех.

 

Куç умĕнчех вара тăратăн эс, чунри,

Анчах та сывлăша алпа тытаймăн çав.

Салхуллă тӳпене итлетĕп, чун чури,

Тупатăп-и тесе çухатнă тăнăçа.

 

Тусем-сăртсем хыçне хĕвел хӳми ӳкет...

Тавралăха хуллен каç чатăрĕ хуплать...

Пĕри кунтах пĕччен урамсемпе сĕнккет —

Тепри таçта, лере ахăлтатса кулать.

Эп ăнланмастăп çак лăпкăлăха...


Эп ăнланмастăп çак лăпкăлăха...

 

Тăп-тăрă, витĕр уçă шăплăха

Ӳт-пĕвĕмпе эп ĕненместĕп темшĕн.

Санран-ши пĕр сăмах та илтейменшĕн

Хура каçа тăнлать, тăнлать хăлха?

 

Мĕн илтĕп? Шăнкăрав-и шăнкăравлĕ

Йĕс сассипе çурхи кунсем çинчен,

Е сӳрĕк кулă çурăм хыçĕнчен

Чĕре патне çити кĕрсе пăралĕ?

 

Çакна пуласлăх пытармасăр калĕ.

Эп хатĕр. Эп тăп-тăрă, сивĕ халĕ.

 

Тен, сивĕрех илтес сăмахсенчен...

Ваçкă, Ваньккă, Ахмет


Атăл. Ку айкки сăрт, леш айкки тӳрем.

Атăл сарăлса юхать. Кашински пăрахут Куславккаран Хусаналла анать.

Пăрахут çинче аялти хутра пĕр сăхманлă чăваш çăмарта ещĕкĕсем çине таянса тăрать. Шурă хутаç çакнă вăл. Хутаççи çумне пĕр мăшăр çĕнĕ çăпата çыхнă. Урине шурă чăлха тăхăннă, кивĕрех çăпата сырнă. Чăвашăн хăрах куçĕ пăсăк, хĕрелсе кайнă. Те Хусана, те Самара ĕç шырама каяканскер вăл.

Çак чăваш патĕнчех таса тумланнă вырăссем сĕтел хушшинче чей ĕçсе лараççĕ.

 

* * *

Пĕри, хуçа-прикащăк майлăскер, чăваша:

— Ваççиль Иванч, лапти протавать Касань пошел, хитрый чулавек ты, касански купца хочешь опмануть, Ковалински пасар лапти не хочешь протавать. Ваççиль Иванч, почем лапти? — тесе темтепĕр каласа тек тăрăхлать çак чăваша.

Чăвашĕ итлесе тăчĕ-тăчĕ те ним чĕнмесĕр вырăссем патĕнчен кайса аяккарах, пăрахут машинĕ патне, пулă пички çине, кайса ларчĕ.

Ĕлĕк пăрахутсемпе е чугун çулпа çӳренĕ чух чăваша йĕкĕлтесе хурлантарнине кам курман пуль?

«Российский гражданин, Чуксарский дворянин, лыко да мочало, начинай сначала; Чуксар корот — всем коротам корот», — тесе кулатчĕç чăвашран патша, дворянсен, пуянсен, пупсен саманинче.

Малалла

Эп куратăп...


Эп куратăп:

Типнĕ армути;

Çунат сарнă кайăксен карти

Çурçĕртен кăнтăралла вĕçет.

Шухăшлатăп:

Ку вăл кĕркунне

Канăçсăр, вĕри чунлисене

Пурăнма, çĕнмешкĕн вĕрентет.

 

Эп куратăп:

Пӳлмесем тулли

Çулсерен кĕрет тырри-пулли,

Сахал мар пиçет çырла-улма.

Шухăшлатăп:

Ку вăл кĕркунне

Вĕрентет ĕçченçĕ çынсене

Хăй пекех ыр кăмăллă пулма.

 

Эп куратăп:

Улмуççи çинчен

Татăлса ӳкеççĕ ерипен

Пиçсе çитнĕ йывăр улмасем.

Шухăшлатăп:

Ку вăл кĕркунне

Сăвăсем çырма поэтсене

Пăрахса парать çĕн йĕркесем.

Чечек пек те курăнать...


Чечек пек те курăнать,

чечек пек те мар...

Юрату пек туйăнать

чĕрери кăвар.

 

Юрату-ши, урăх-ши —

ман епле пĕлес?

Кĕçĕр сана курăп-ши?

Тĕл пулан-ши эс?

 

Чечек пек те курăнать,

чечек пек те мар...

Юрату савма хушать, —

эс мана ан чар.

 

Эс мана савма ан чар,

ан хуç чунăма,

чĕрери хĕрӳ кăвар

куçтăр çулăма.

 

Чечек пек те курăнать,

чечек пек те мар...

Юрату пек туйăнать

чĕрери кăвар.

 

Юрату-ши, урăх-ши?

Кам мана калать?

Кĕçĕр сана курăп-ши?

Курасах пулать.

Мăшăр çăлтăр туйĕнче


Амăрткайăкĕ вăратрĕ

Çутă çăлтăр тӳпине.

«Сокол» «Чайкана» юратрĕ,

Ярославна пикине.

 

Халаллатпăр, чĕп кăларăр

Шурă мамăк йăвара.

Амăш евĕр пулччар капăр,

Пулччăр ашшĕ пек хура.

 

Çӳлерех вĕçсе хăпарччăр

Тĕпсĕр космос тĕнчине.

Çăлтăр карапне антарччăр

Уйăх çине, Марс çине.

 

Кĕрĕс, кĕрĕс туй тăватпăр

Шуршăлта, Шупашкарта.

Çăлтăра хĕве хупатпăр,

Пултаратпăр тупата!

Слакпуç чăвашĕ умĕнче


Иванов бульварĕ

Кăмăла лăпкарĕ.

 

Хӳт карти — акаци

Çĕкленет хавассăн.

 

Чул хăма шак-шак —

Атă та пушмак.

 

Лирă пек йăран

Эс кунта куран.

 

Хĕп-хĕрлĕ чечек

Хыпнă çулăм пек.

 

Сăвăçăн чĕри

Çулăм пек вĕри.

 

Иванов анасшăн,

Урампа утасшăн.

 

Яковлевпа Çеçпĕл

Проспекта чĕнеç пек.

■ Страницăсем: 1... 528 529 530 531 532 533 534 535 536 ... 796