Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пахчапа мунча хуҫиЙӳçĕ кулăВӗре ҫӗленТĕлĕнтермĕш юмахсемÇил-тăвăлАтăл шывĕ юха тăратьХĕрес хывнă хĕвел

«Пурлăх-ырлăх та ĕçкĕ-çике...»


Пурлăх-ырлăх та ĕçкĕ-çике,

Хапсăну та суя тĕрек

Шырасассăн — пурне те çитĕ,

Ăмсансассăн — чунах кĕрет.

 

Манлăх-санлăх кӳрен йăпанăç

Кăмăла мăнтăрпа витсен

Çын ăсне хупăрлать те канăç —

Чун кăвайчĕ сӳнет иккен.

 

Кĕрлесе тăракан кунçулăн

Кĕрешӳ те пур, пур хисеп.

Ялкăшать те сӳнет вĕт çулăм

Вăйлă çулăм хурасшăн эп.

«Тĕнчене килмешкĕн каснă алăк...»


Тĕнчене килмешкĕн каснă алăк

Тĕнчерен кайма та хупăнмасть.

Турă панă аслă çутçанталăк

Пирĕн ĕмĕтрен те аслă власть.

 

Çавăнпа çут тĕнчене мухтатăп,

Хăмсармастăп хĕç çапса çынна,

Тăвăл кăларасшăн çил акмастăп,

Сӳс явмастăп çĕрçĕн-пурçăна.

 

Е мала тухасшăн е юласшăн

Хирĕнмерĕм хирĕç туратла —

Пурнăçăм, тасалăха, тархасшăн,

Вăхăта татса ан тухатла!

 

Вăхăт кирлĕ ырă ĕç тумалăх,

Вăхăт çитмесессĕн ĕç ăнмасть:

Тĕнчене килмешкĕн каснă алăк

Тĕнчерен каймасăр хупăнмасть.

Мăрăлккапа Çутăлкка


Мăр-мăр-мăр кушак çури

Тулта канлĕн çывăрать,

Ирхи сар хĕвел шевли

Унпа тимлесех вылять.

 

Ак вăл Мăрăлккан куçне

Вăйпах уçма тăрăшать,

Мĕскĕн кушак çурине

Пĕртте канăçне памасть.

 

Ах, пĕрре те Мăрăлккан

Уçас килмест-çке куçне,

Тутлă çывăрнă çĕртен

Татас килмест ыйхине.

 

Хĕвел ачин, Çут Шевлен

Пĕртте çывăрас килмест,

Мăр-мăр кушак çурипе

Татах вылясси килет.

 

— Уçам çеç-ха куçăма,

Лектеретĕп кĕç сана,

Чĕрнем çивĕч, туххăмрах

Лекĕн эсĕ тыткăна, —

 

Çапла хытă тарăхса

Сиксе тăчĕ Мăрăлкка,

Кап тытасшăн Шевлене

Пулчĕ малти урипе.

 

Çук, Шевле те ухмах мар,

Тарчĕ пĕлĕтсем хыçне.

Кĕçех, тепĕр самантран

Татах тухрĕ ун умне.

 

Çавăн пек Мăрăлккапа

Кун ирттерчĕ Çут Шевле.

Тĕттĕм каç хуçи килсен

Тин çухалчĕ тӳпере.

 

— Халĕ канлĕ ыйхăпа

Çывăрăп тинех выртса, —

Шухăшларĕ Мăрăлкка

Малалла

«Мĕнле илемлĕ эсĕ, ялăм...»


Мĕнле илемлĕ эсĕ, ялăм,

Пуян ем-ешĕл йăмрапа.

Чĕри васкамĕ-çке никамăн

Çак вырăнтан инçе кайма.

 

Хур-кайăксем те çур çитсессĕн

Вĕçсе килеççĕ кăнтăртан,

Çавăн пекех пире те эсĕ

Туртатăн хăв патна ялан.

 

Мĕнле илемлĕ эсĕ, ялăм,

Ӳссе пырсамччĕ çулсерен.

Мĕнле вара сана мухтамăн,

Мĕнле юратмăн чĕререн!

Çăлтăр çинче пулни


Шăплăха у-ӳ-ӳ-ӳ! текен сас сирчĕ. Ку тăмана пулĕ-ха, тесе шутларĕ арçын ача. Унтан тем кĕррррр! туни, кайран çунат сасси илтĕнсе кайрĕ. Паян Куçук ӳплене кĕмерĕ, ӳпле çумнерех тин çулнă курăка сарчĕ те çавăнтах выртрĕ. Çак çарана мĕн пĕчекренех çулма çӳренине ас тăвать Куçук. Ку çĕр ĕлĕкех ун мăн аслашшĕн пулнă. Вăл хесметре тăнă чух пĕр, юрă юрлама юратакан ратник çыннине, сăрнай ăсталаса панă. Кайран вара пурте вăл ăстаçă пулнине пĕлеççĕ. Ăна тĕрле япаласем ăсталаса пама ыйтаççĕ. Ун мăн аслашшĕ шăпăр, тӳнкки, сĕр пĕрре мар ăсталать. Çакăн хыççăн вара вулăс старости ăна Атмал çаранне, шăп çак çарана парнелет те. Кунтах хесметри салтаксем тарăн кӳлĕ чаваççĕ. Кӳллине те Куçук аслашшĕ ячĕпе параççĕ — Ялаç кӳлли ятлă вăл.

Çаран хĕррипе ӳсекен йывăçсене пурне те пĕлет Куçук. Ак, сарлака та патмар юман, çинçе пилĕклĕ хурăн, чылай çырла тунă пилеш. Кӳлĕ хĕрринче вара, «çурмалла хурама», унăн вулли икĕ пая пайланнă: пĕри — хăрса хуп-хура пулса ларнă, тепри — ем-ешĕл. Ку вырăнта ĕлĕк чӳк тунă. Вăл Киремет вырăнĕ пулнă. Çак тĕлĕнмелле хурама çинчен Куçук ашшĕпе чылай калаçнă, темле шухăш патне те çитнĕ, юлашкинчен, çиçĕм çапна пуль, терĕç. Çăлтăрлă пĕлĕт çине, çап-çутă çутатакан Хур кайăк çулĕ çине пăхса выртатчĕ вăл. Ак пĕр çăлтăрĕ вĕçсе анчĕ, ак тепри. Ыранхи кун çулсан, çак Атмал утти пĕтет те, ашшĕн сăмахĕсене аса илет арçын ача. Ӳплере тахăшĕ ӳсĕрсе илчĕ. Унта Куçук ашшĕпе амăшĕ тата вушшăмĕш класа куçнă аппăшĕ çывăраççĕ. Куçук каллех хурама çинчен шутласа тĕлĕрсе кайрĕ.

Малалла

«Тухаçа пăхатăп...»


Тухаçа пăхатăп. Мĕн илсе килет

Хĕвелтухăç пирĕн несĕлсем валли?

Çут хĕвел тухать, тӳпе ăна чĕнет,

Вăл сĕнет ăна тӳпе патшин палли.

 

Анăçа пăхатăп. Мĕн кĕтме пулать?

Анăçран тухаççĕ ăмăр пĕлĕтсем,

Эп пăлханнине курса, хĕвел кулать:

«Вăрçăран ытла хăраççĕ-çке çынсем!»

 

Кăнтăра пăхатăп. Ăшă çил вĕрет

Ашшăн ыталать вăл ӳт-пĕве, чуна

Пĕр кĕтӳ хуркайăк кунталла килет,

Кашни чĕрĕ чун савать Чăвашстана.

 

Çурçĕре пăхатăп. Янкăр çӳл тӳпе.

Хĕл Мучи унтан ярать салам пире:

«Ытлашши ан савнăр ăш çил вĕрнипе,

Сив çиле эп тăрататăп, пĕлĕр, черетре...»

«Чăваш ялĕ ыйхăра...»


Чăваш ялĕ ыйхăра,

Çутă уйăх ун çинче.

Уйăх сапнă çутăра

Пит асамлă çут тĕнче.

 

Шурă юр та халь пăхсан

Кăн-кăваккăн курăнать.

Тӳпере карталанса

Ушкăн çăлтăр çаврăнать.

 

Мана урăх кирлĕ мар

Нимĕнле асам çĕрсем,

Чи хитри,ак, ман умра —

Тăван ялăн çутисем.

 

Çил ачи, эс ан вăрат,

Ан шакка кантăксенчен,

Чăваш ялĕ çывăрать,

Ан шавла эс пĕр-пĕччен.

 

Ырă тĕлĕк тĕлленех,

Ялăм, уйăх çутипе.

Ыран тăрăн эс ирех

Тăнăç пурнăç шавĕпе.

«Анне пĕçернĕ çăкăра...»


Анне пĕçернĕ çăкăра

Алла илетĕп эпĕ,

Шап-шур алшăллипе вара

Асăрханса витетĕп.

 

Шăрши ун хăвăрт сарăлать

Пӳртри пур пӳлĕм тăрăх.

Чĕре хаваслăхпа тулать –

Çĕн çăкăрпа пӳрт тулăх.

 

-Юратнă кăмăллă аннем.

Канса илсем пĕр хушă.

Анчах пĕçернĕ çăкăрсем

Сан аллусем пек ăшă.

 

Кун каçипе ĕçре ялан,

Çĕр тĕрлĕ ĕç тăватăн.

Ак, халĕ те кăмакаран

Çĕн çăкăр кăларатăн.

 

Çемçе те техĕмлĕ çăкри

Сĕтел çинчен ан кайтăр,

Ялан-ялан ватти-вĕтти

Ун умĕнче пуç тайтăр.

«Ылтăн пусă варрипе...»


Ылтăн пусă варрипе

Утмаçул выртать.

Вĕлкĕшет шап-шур кĕпе,

Хĕрача чупать.

 

Çапăнаççĕ хулсенчен

Йывăр пучахсем.

Куç хĕсеççĕ пур енчен

Утмăлтуратсем

 

Тап-таса сенкер тӳпе,

Курăнман тăри.

Кĕмĕл çумăр ӳкнĕ пек

Шăранать юрри.

 

Аттесен çĕрĕсене

Çарурран виçсе,

Ача чупрĕ мал енне

Кайăк пек вĕçсе.

 

Ман ачалăхăн тĕнчи

Кайрĕ пуль унпа,

Ылтăн тулă хушшинчи

Ансăр сукмакпа.

Телей кӳрекен юрату


Авăнăн пĕрремĕшĕ. Паян ирпе кĕр енне кайнă хĕвел те юлашки шевлисене ачасене парнеленĕн савăнăçлăн пăхать. Çăвĕпе те ача-пăча сасси ир-ирех янраман. Паян кĕтӳ хăваланă хыççăнах ачасен сассине илтме пулать. Çук-ха, пурте те мар, ытларах пĕрремĕш хут шкул алăкĕн хăлăпне уçакан ачасем ир-ирех тăнă. Хĕвел хăйĕн ăшшине çĕр çине сапалама тытăнсан шкул форми тăхăннă, аллисене чечек çыххисем тытнă ачасем шкулалла утма тытăнчĕç.

Кăçал Алиса шкул пĕтерни виççĕмĕш çул. Ытти çулсенче çакăн пек ӳкерчĕке сăнасах кайманччĕ вăл. Ытла та тунсăхлăн курăнать-çке ку. Халь çĕнĕрен тепĕр хут шкул парти хушшине ларĕччĕ вăл. Мĕншĕн васканă-ши вăл шкул пĕтерме? Ах, епле хăвăрт шкултан вĕренсе тухса каяс килетчĕ унăн. Чăн та, ăсату каçĕ хыççăн тепĕр куннех Шупашкара тухса кайнăччĕ вăл. Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕчĕ. Кăçал виççĕмĕш курса куçрĕ. Пĕлӳ кунĕ хыççăнах Шупашкар районĕнчи пĕр яла çĕрулми кăларма илсе каятпĕр терĕç те, пĕр икĕ кун ытларах килте пурăнса юлас-ха терĕ. Çавăнпа паян шкула каякан ачасем çине тунсăхлăн пăхса ларать.

— Çук, капла мар, иртерех каяс пулĕ хулана. Общежитие вырнаçнă пулсан та, юлташсемпе паллашас. Тен, çĕннисене ярса панă. Темлисем лекеççĕ-ха тата. Çĕрулми çине тухса кайиччен çĕннисене курса юлас, — çакăн пек шухăшсемпе çула пуçтарăнма тытăнчĕ.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 241 242 243 244 245 246 247 248 249 ... 796