Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ТутимĕрТаркăнХуркайăк çулĕÇул хыççăн çулМа инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..Ӗмӗр вӗренАсамат кӗперӗ сӳниччен

Асамлă тĕлĕк


Таврара 21-мĕш ĕмĕр. 2099 çул Çĕр çинчи пурăнăç юххи, пĕр енчен илсен, ним чухлĕ те улшăнман. Паянхи кун та çынсем сарă Хĕвел ăшшипе киленсе пурăнаççĕ, тăван кĕтесĕн ытарайми вырăнĕсене тухса çӳреççĕ, чун каниччен савăнаççĕ. Кунĕпе савăнса ĕшеннĕ хыççăн тарăн ыйха путаççĕ. Петĕр те минтер çине пуçне хунă-хуманах тĕлĕрсе кайрĕ, анчах кăшт вăхăт иртсенех куçа йăмăхтаракан çутăпа ниепле те çывăраймарĕ. Акă куç умĕнчех сăрă кăвак тусан пĕрчи вĕçсе иртрĕ, вăл тĕрлĕ тĕслĕн йăлтăртатрĕ. Петĕр хăй те сисмерĕ-темле асамлă вăй ăна çӳлтен-çӳле илсе улăхрĕ, йĕри-тавра витĕр курăнакан кăвак пĕлĕт таткисем вĕлтлетсе юлчĕç. Каччă пĕр çаврака мечĕкпе пырса çапăнчĕ, тимлĕрех пăхрĕ те: «Мĕн амакĕ ку? Ăçта эпĕ. Çĕр чăмăрĕ евĕр пĕчĕк планета иккĕн- Сатурн». Вăл патĕнчен пăхсан тата хитререх туйăнчĕ: тинĕссемпе океансем хумханса кăваккăн çуталаççĕ. Куçа шартаракан тĕс хушшинче сăрăрах вырăнсем тĕл пулаççĕ. Вут-хĕм пĕрĕхтерсе сирпĕнекен вулкансем сӳнсе типĕ вырăнсем пулса юлнă. Пĕчĕк çутă çăлтăрсем лампочкăсем евĕр таврана çутатаççĕ. Сатурн çинче те Çĕр çинчи пекех пурнăç вĕресе тăрать. Петĕр тавралăхпа киленнĕ вăхăтра темле кĕлеткепе пырса çапăнчĕ. Вăл çак планета çинче пурăнакан пулчĕ: Петĕре кĕлетке çын пек те, робот пек те курăнчĕ. Çийĕнче йăлтăртатса тăракан кĕмĕл скафандр, сăнĕ-пичĕ илемлĕ те асра юлмалласкер. Хăйсен çĕрĕ çинче ютта курсан та ютшăнмарĕç, пуçне пĕксе саламларĕç. Мĕнех калайăн: планетăра пурăнакансем пурте анлă тавра курăмлă вĕт. Пĕчĕклех сатурнцсене космос шкулне пĕлӳ илме ăсатаççĕ, ăна вĕренсе пĕтернĕ çĕре кашниех мĕн те пулин çĕнĕ япала шутласа кăлармалла иккен. Сатурн çинче пурăнакансем темле ăсчах пирки çĕкленӳллĕн калаçни питĕ тĕлĕнтерчĕ Петĕре. Акă мĕн илтнĕ вăл…

Малалла

«Çил вĕрет те, çил лăпкать те...»


Çил вĕрет те, çил лăпкать те —

ачашлантăм.

Çут хĕвел те вăштăр çил çеç

лайăх маншăн...

 

Кам вăл пуçлăх, кам вăл кутлăх —

Эп ăнлантăм,

Хам хăпарнă сăрт çинчен эп

хамах антăм.

 

Укçалла та, хупçалла та пăталарĕç —

Парăнмарăм.

Пултăр терĕм

аллăмра ĕç.

 

Халĕ ĕнтĕ аптрамастăп,

нихăçан та,

Хăратаймĕ лăпăр-лапăр

чăнкă-чанкă!

 

Çил касать те, çул татать те —

хаярлантăм.

Йĕксĕке алай темешкĕн

эпĕ мантăм...

 

1995, раштав, 21-22.

«Çитмен-ха вăхăт ман...»


Çитмен-ха вăхăт ман,

Халь маншăн чан çапман!

Тăхта кăштах, чĕрем,

Ман вăхăт халь çитмен.

 

Мехел те кун çитсен

Çӳреймĕпĕр çĕтсе —

Тен факел, тен капан

Пулма тивет-ха ман.

 

Тен пулĕ вăл самант

Çиçĕм чуппи пек ант.

Вилсен те шит ан чак,

Ку пурнăç — шӳт анчах!

 

Ан сик, чĕрем, тăхта,

Ан тат çак вăхăта.

Мĕн пӳрнĕ — çав шăпа

Мана валли шăпах!

 

1995, çу, 30.

«Кăчăркан, оливин та топас...»


Кăчăркан, оливин та топас —

Хаклă чул тĕнчере темĕн чул,

Ман асра вĕсен ячĕ тăмасть,

Ман çумра ылтăнпа кĕмĕл çук.

 

Ни укçу, ни яту пулман чух

Пуç çине ĕреххет тăкăнмасть.

Куç ăшшилĕх пĕр ĕнчĕ кучух

Хăш çырма тĕпĕнче-ши тупас?

 

Чăвашра та, тен, пур-тăр топас,

Ма ан пултăр вара темле чул?

Чунăма чулсемпе-ши хуплас —

Ан ыраттăр текех мĕскĕн чун.

 

1994, раштав, 3.

Туй мыскари


Хулари чи пысăк, чи чаплă ресторанта паян туй халăхĕ пуçтарăннă. Кĕркунне енне сулăннă пулин те, çанталăк сарă хĕр пек ачаш куллине сапалать те сапалать. Лайăх вăхăт суйласа илнĕ туй валли Алешкинсемпе Митрофановсен çемйисем. Кĕркунне питĕ тулăх килчĕ кăçал. Ресторана та чи аваннине суйларĕç. Кун пек ресторанта кашниех туй кĕрлеттереймест — хакĕсем питĕ хытă çыртаççĕ. Апла пулин те черечĕ пысăк. Анчах та хулари район пуçлăхĕн çумĕ пулса тăрăшакан Кирилл Николаевич Митрофановшăн ку пăтăрмах пулмарĕ. Алешкинсем те сумсăр çынсем мар. Çемье пуçĕ Олег Петрович çав районтах вырнаçнă пасарăн директор çумĕ пулса вăй хурать.

Чаплă туй кĕрлемелле паян. Алешкинсем чăвашсем. Хĕрĕ вара вырăс çемйине кин пулса кĕрет.

— Туя хамăр тăвансенчен Мускавра тĕп инженер пулса ĕçлекен виççĕмĕш сыпăкри пиччене кăна чĕнетпĕр. Унăн арăмĕ вырăс. Пысăк вырăнта ĕçлет, — сассине хăпартсах каларĕ Мария Яковлевна, Олег Петрович арăмĕ, туя кама чĕнессине палăртнă чухне.

— Ара, хампа пĕртăван аппапа пиччене те чĕнместпĕр-и? — йăвашрах сасăпа ыйтрĕ Олег Петрович.

— Санăнне те, манăнне те чĕнместпĕр. Чăваш сăмахĕ ан тухтăр туйра. Тата вĕсенчен мĕн усси? Пĕри те туйра пин тенкĕрен ытла хурас çук.

Малалла

«Çулсем иртнĕçемĕн пит-куçăм çине...»


Çулсем иртнĕçемĕн пит-куçăм çине

Çапать те çапать пичетне чунсăр ватлăх.

Вăйсем те тараççĕ тĕнче хĕррине,

Пулмасть çав ĕçре ĕлĕкхи вăй-хăватлăх.

 

Тăвас тенĕ ĕç ĕлĕкхи пек нумай,

Ăс-пуç та тĕреклĕх илсе вăйлăланнă,

Ĕçне кура кăшт ыр ят-сум илнĕ май

Пуласлăх мĕскер кĕтнине те ăнланнă.

 

Ĕçлесчĕ апла юлашки хал тупса,

Тăван халăха ăраскаллă тăвасчĕ.

Эппин, атте-Турă çакна йăлт курса,

Тата кăшт кунçул та вăй-хал хушса парччĕ!..

 

09.06.2007.

«Лăпланчĕ тăвал...»


Лăпланчĕ тăвал. Тухрĕ çутă уйăх.

Ăш çил пĕр касă вĕрчĕ кăнтăртан.

Çанталăка пула иртет-ха манăн хуйăх,

Ăш çил — савни саламĕ аякран.

 

Савни саламĕ — маншăн чăн-чăн сиплĕх,

Ман юрату хитре хĕвел пекех.

Савни пур чух нимле усал çĕнеймĕ

Мана.

Çакна шанатăп тем пекех.

 

Тăшман усаллăхĕ вăл — иртнĕ тăвăл,

Ăш çил вĕрсе çĕнтерчĕ тăвăла.

Пулас кунсем пулаççĕ пуль-ха çăмăл,

Тек курмăп çул çинче ултавçă-усала.

 

07.06.2007.

«Ĕмĕтсем, ĕмĕтсем…»


Ĕмĕтсем, ĕмĕтсем…

Яланах ман умра

Çĕмĕрт пек куçусем,

Яланах чунăмра

Йăл куллу, аллусем.

Яланах эс манпа,

Яланах юнашар.

Мана çăмăл санпа —

Аллуна мана пар!

 

Эп тăсатăп алла,

Уçăлаççĕ куçсем…

…Эп пĕччен, манпалла —

Ĕмĕтсем, ĕмĕтсем…

«Туй пĕркенчĕкĕ евĕр шур юр...»


Туй пĕркенчĕкĕ евĕр шур юр

Хĕл-пике хăй валли хатĕрлет.

Сар хĕвел айĕнче, авă, кур,

Ылтăн-кĕмĕл çиппе тĕр тĕрлет.

 

Эрешлет чӳрече тăрăшса,

Пăрлă чăнтăр çыхать каçсерен.

Çутă уйăх пăхать чалăшса

Çăлтăр сапнă хура тӳперен.

 

Ăсатса хăй кĕске ĕмĕрне

Тунсăх юрă юрлать хĕл-пике.

Вăхăт çитĕ кайма, ун чухне

Йĕрсе ярĕ вăл сив куççульпе.

 

Туй тени вăл хаваслă иртет,

Кĕр-кĕр шавлĕç уйсем, çырмасем.

Туй кӳми иртсе кайнă çĕрте

Шăтса тухĕç кăвак çеçпĕлсем.

Сыв пул, юратăвăм


Лариса подъезд алăкне хытă шаплаттарса хупнипе вахтăра ларакан вырăс хĕрарăмĕ шартах сикрĕ.

— Мĕн, тĕнче пĕтмест пулĕ те? — йĕкĕлтерех ыйтрĕ вăл вырăнĕнчен çĕкленсе. — Пуринчен кая юлса килетĕн тата алăка та йĕркеллĕ уçса хупма тăрăшмастăн.

Пичĕ тăрăх вĕри куççуль юхакан хĕр нимĕн те чĕнмерĕ, иккĕмĕш хута чупса хăпарчĕ.

— Э-хе-хе! Вун икĕ сехет вахтăра ларнă вăхăтра мĕн кăна курмастăн, мĕн кăна илтместĕн-ши çак хĕр упраç пурăнакан общежитире, — мăкăртатрĕ çулланнă вахтер кĕмĕлленнĕ çӳç пайăркине пурçăн тутăрĕ айне майласа чикнĕ май. Хăй теме аса илсе йăл-йăл кулса илчĕ. Çулĕсене пăхмасăр илĕртӳлĕхне çухатман хĕрарăм пысăк кăвак куçне мăч-мăч тутарса кофтипе юбкине майларĕ. Унтан тĕкĕр умне пырса вăр-вар çаврăнкаласа илчĕ.

— Эх, çамрăклăх! Пĕрре кăна сана каялла çавăрса килесчĕ. А-а-а, тепĕр тесен япăхах иртмен-ха вăл манăн. Мĕн чуль каччă ăшне вут хыптарман-ши эпĕ, — сасăпах савăнчĕ майра.

Лариса хăй пурăнакан вун виççĕмĕш номерлĕ пӳлĕм алăкне шаплаттарса хупрĕ. Пĕр пăта çинче кăна тытăнса тăракан аялти тăпса тухса ӳкрĕ те, алăк пĕтĕм иккĕмĕш хута кисретсе урайне ӳкрĕ. Хĕр салтăнмасăрах кравать çине тӳнчĕ. Пулĕмре вăл ӳлесе макăрни илтĕнчĕ.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 237 238 239 240 241 242 243 244 245 ... 796