Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Чипер АннаКушкă ачиĔмĕр сакки сарлака. 1-мĕш томПăва çулĕ çинчеПĕчĕк патшалăхВĕлле хурчĕ — ылтăн хуртТĕлĕнтермĕш юмахсем

«Хурлăхан ирех пиçсе...»


Хурлăхан ирех пиçсе

Çырлине хуратрĕ.

Сан куçна асилтерсе

Чунăма пăлхатрĕ.

 

Йăм-хура пылак çырла,

Эс çырла кăна-çке!

Тусăн куçĕсем вара

Кам çине пăхаççĕ?

 

Çил ачи тута çинчен

Сан ятна вăрларĕ,

Симĕс çулçă хушшинче

Нумай хут каларĕ.

 

Ман вĕри сăмахсене

Çил йăлтах салатрĕ.

— Маннă вăл сана, — тесе

Вăрттăн пăшăлтатрĕ.

Йĕтетрĕ çумăр, антăхрĕ ăрша...


М.В.Румянцев профессора.

 

Йĕтетрĕ çумăр, антăхрĕ ăрша,

Ийе кăшларĕ Пурнăçа çиламăн.

Тĕнче шанса ĕненнĕ турăша

Паян туртса çапаççĕ аслăк айĕн.

 

Хĕвел-аттемĕр анчĕ вăрăнса,

Пыльчăкланса выртать аттемĕр-çăлтăр.

Таптанччăр-и, таврăнайми кăнса,

Çынна çунтарнă йĕрĕх хăй те çунтăр!

 

Сăваллă çут тĕнче! Эс тĕрĕслĕхсĕр мар!

Кама мĕн тивнине паратăнах, мăнтарăн...

Суя çулпуçсене тĕрĕслĕхпе çунтар,

Сумри суясене эпĕ хамах çунтарăп.

 

Истори чăнлăхне пытараймасть тусан,

Ĕнер хуçа пулни — паян шăршланнă пыльчăк...

Паян сăваплă — кам пуçа усман,

Кам мăшкăла путман — вăл чыслă пулчĕ.

 

1990, юпа, 30

«Тăшмансем таçта кайса çухалчĕç...»


Тăшмансем таçта кайса çухалчĕç,

Юлташсен сасси те илтĕнмест.

Кĕвĕç чунлă критиксем те манчĕç,

Юрату кăна тарма пĕлмест.

 

Çут хĕвел кулли пулса вырнаçнă

Манăн çуртăма вăл тахçанах:

Çамрăк мар эп, çитмĕлтен те каçнă,

Юрату ман çамрăк-ха çаплах.

 

Эп ăна курса çамрăкланатăп,

Юрăсем юрлатăп чунпала;

Тӳпене вĕçе-вĕçе анатăп,

Телее упратăп унпала.

 

Мăнуксем чĕрке çине лараççĕ,

Ачашлап савса эп кашнине.

Кайăксем хитре гимн юрлаççĕ

Курнипе вăл питĕ хитрине.

 

Нихăçан манран тарса ан кай эс,

Яшлăхра çуралнă юрату.

Эс пур чух инкек-асап пуç тайĕç,

Пурнăç пулĕ савăк та тату.

 

05.08.2007

Çутă çăлтăр


Çутă çăлтăр çутатать,

Кăнтăрла вăл пытанать.

Каçхине каллех тухать

Çутă вăл пире парать.

Аякран та çутатать,

Хĕвеле салам калать.

Пĕр чустаран


Шăкăл-шăкăл калаçса утаççĕ сала урамĕпе Ирина Петровнăпа мăшăрĕ. Çанталăк тĕлĕнмелле ырă. Вăхăт каç енне сулăннă пулин те хĕвел хăйĕн савăк, ачаш куллине сӳнтермен-ха. Вăл çак килĕшуллĕ мăшăршăн савăннă пек йăл-ял çиçет. Аркадий Николаевич, çӳллĕ, кĕрнеклĕ, илемлĕ арçын, вăхăт-вăхăт пуçне мăшăрĕ енне тайса хăлхинчен темĕн пăшăлтатать. Ун сăмахĕсене итлесе Ирина Петровна янравлă куллипе ахăлтатса кулать.

— Хурах! Вĕлерет! Пулăшăр! — илтĕнчĕ çав вăхăтра инçех те мар.

Мăшăр çаврăнса пăхрĕ те аслă çулпа чупакан лăпăс-лăпăс тумланнă, çӳллех мар, çӳçне-пуçне сапаланă хĕрарăма курчĕ. Ун хыççăн «Беларусь» трактор çĕмĕрттерсе пырать. Акă вăл хĕрарăма хăваласа çитрĕ те чарăнчĕ. Ун ăшĕнчен çӳллех мар типшĕм арçын сиксе тухрĕ.

— Çынна ан култар-ха, Маюк. Атя лар çума, киле май кĕрлеттерер, — терĕ вăл палламан хĕрарăмпа арçын енне именерех пăхса.

— Киле-и?! Киле пымастăп вара! Эсĕ унта мана çыхса пăрахатăн! — кăшкăрашрĕ хĕрарăм урмăш сассипе. Вăл урă марри аякранах сисĕнет. Арçын алне сулчĕ те тракторĕ çине ларса малалла вĕçтерчĕ. Хĕрарăм урине тăр-рăс! тапрĕ, пĕтĕм вăйне пухса «Беларусь» хыççăн тапса сикрĕ. Акă вăл трактора хуса иртсе кайрĕ те икĕ аллине çунат пек сарса ун умне тăчĕ. Упăшки тракторне унталла-кунталла пăрасшăн — хĕрарăм çул çинчен каймасть.

Малалла

«Шурă çĕмĕрт çурăлсассăн...»


Шурă çĕмĕрт çурăлсассăн,

Сивĕ çил вĕрет ялан.

Çавăнпа сывлать вăл ассăн

Çеçкисем аманнăран.

 

Чечек евĕр çурăлсассăн

Чĕрере çĕн туйăмсем,

Çил вĕрмерĕ кассăн-кассăн —

Сиввĕн пăхрĕç куçусем.

 

Çĕмĕрт çеç мана ăнланчĕ,

Çупăрларĕ шăршипе,

Манпалла йĕрсе хурланчĕ

Шурă-шурă куççульпе.

«Эп сана пĕрре тĕл пултăм...»


Эп сана пĕрре тĕл пултăм

Йышлă халăх хушшинче.

Ман çине пăхса йăл! култăн,

Телей çиçрĕ куçсенче.

Малалла таçта васкарăн,

Утрăн хăвăн çулупа.

Эсĕ нимĕн те туймарăн,

Ах, мĕн турăн эс манпа?

 

Кам-ши эс?

Мĕнпе мана тухатрăн?

Кам-ши эс?

Эп канăçа çухатрăм.

Кам-ши эс?

Вăрларăн чĕрене.

Кам-ши эс?

Çухалтăн инçетре.

 

Халь ялан çӳретĕп эпĕ

Сан çинчен шухăшласа.

Эп туятăп, эп пĕлетĕп,

Эс кайман мана манса.

Урампа ялан утатăп

Çынсене куçран пăхса,

Эп шыратăп,эп шанатăп,

Хирĕç эсĕ тухасса.

 

Кам-ши эс?

Мĕнпе мана тухатрăн?

Кам-ши эс?

Эп канăçа çухатрăм.

Кам-ши эс?

Вăрларăн чĕрене.

Кам-ши эс?

Çухалтăн инçетре.

«Леш вăрман, ку çыран, çак çăлкуç...»


Л.П. Сергеев профессора

 

Леш вăрман, ку çыран, çак çăлкуç ĕмĕртен ĕмĕр пулнă

Вĕсем пулĕç татах — кунтан эпĕр кайсан та

Маçаксем йăх пуçарнă, ял лартнă, ӳстернĕ тырпулă

Пирĕнтен, тен, юлмасть икĕ пĕрчĕ тусан та...

 

Çук! Апла пулминех! Мĕн тесе-ха эппин тапаçланнă!

Мĕн мурне лаш курмасăр, пĕлмесĕр кунне те çĕрне

Кашни пĕрче сăмах тĕшшине сăвăрса асапланнă

Вĕсенче шыраса чăвашсен тава тивĕç ĕçне.

 

Чĕркуççи сыпписем утса тухнă çула систереççĕ

Тăвалла хăпарма çăмăл марччĕ, анма хĕнтерех

Мĕн çинчен шухăшлатăн паян, кĕреке тулли хакпă пиччеçĕм

Тăвалла, тăвалла çеç утма сывлăху çиттĕрех!

 

Çырмасен тăрринче çăлкуçсем палкаса вăй тапаççĕ.

Çурлатри тĕлĕнче хĕвелпе туй тăвать путене...

Ман санпа çак тĕнче тăрăх вĕçсĕр утасчĕ

Тусанра та курса тăван халăх йĕрне...

 

2004, çĕртме, 2

Муркаш.

«Этемĕн чун çуталнă кунĕ пур...»


Л.П. Сергеев профессора

 

Этемĕн чун çуталнă кунĕ пур.

Пурах, пурах ăс ялкăшнă сехет те!

Ăс-хакăлпа та чунупа маттур —

Эп сан умра тайма пуçа пĕкетĕп.

 

Чăваш чĕлхи тапать хĕвел патне,

Чăн чĕрĕлсе, вăл малашра кĕрлетĕр:

Чăваш ачи çĕртмен чăваш ятне —

Эп сан умра тайма пуçа пĕкетĕп.

 

Пĕлӳлĕх йывăр — ĕмĕр вăрăм мар,

Кашни куна Кепе картать пуль тетĕп

Мĕн тунине çулсем çине хутлар...

Эп сан умра тайма пуçа пĕкетĕп.

 

1999, çĕртме, 2

Шупашкар.

Андромеда çăлтăр


Каç пĕтĕмпех таврана хăйĕн виткĕçĕпе хупласа илнĕ. Пĕр сас-чӳ та илтĕнмест. Пурте пылак тĕлĕке путнă. Пĕр пĕчĕк хĕр ачан вара çак каç тем чухлĕ тăрăшсан та ыйхă килмерĕ. Хĕрачан ячĕ те сăн-сăпачĕ пекех илемлĕ — Андромеда.

Андромеда вунна пуснă сап-сарă вăрăм çӳçлĕ пĕчĕк хĕрача. Икĕ куçĕ Андромедăн икĕ пысăк ахах-мерчен тӳме евĕр çур питне карса илнĕн туйăнать. Мĕн пĕчĕкрен ăна çемье юратăвĕ çупăрласа ӳстернĕ. Андромеда ашшĕ-амăшĕнчен ытларах пĕрмай ĕçленипе курпунласа ларнă ватă Акулина кукамăшне юратнă Андромеда кукамăшĕ пек симĕс куçлă, кулли те унăн кукамăшне аса илтерет. Кулнă чухне сылтăм пит çăмартинче путăк тухать. Пĕчĕк чухне кукамăшĕ ăна çывăрма вырттарнă. Ăшă утиял ăшне лексенех Андромеда тӳрех урăх тĕнчене— юмах тĕнчине путатчĕ. Кашни каç çĕнĕ юмах каласа кăтартатчĕ Акулина хăйĕн пĕртен-пĕр юратнă мăнукне. Çак илемлĕ юмах тĕнчи пĕтес çук пек туйăнатчĕ Андромедăна. Анчах та пĕтĕм япалан вĕçĕ пур …

Пĕр каç Андромеда хăйĕн юратнă кукамăшне кĕтсе илеймерĕ. Акулина çав каç ĕмĕрлĕхех тĕлĕке путрĕ. Андромеда, çиччĕри хĕрача, ăнланса та илеймен хăйĕн кукамăшне çухатнине… Андромедăн куçĕ умне кукамăшĕн сăнарĕ тухса тăчĕ: пĕрмаях йăлтăртатса тăракан куçлă пĕчĕк ырă карчăк. Халĕ те вăл юнашар ларать пек туйăнать Андромедăна. Андромедăн ятне кукамашĕ чи пысăк та çутă çăлтăра асăнса хунă. Вăл Андромеда çак çăлтăр пекех ыттисенчен уйрăлса тăнине ĕненнĕ. Çӳллĕ те сарлака кантăкран Андромеда пичĕ çине çутă ӳкет . Вăл çара урай çине тăрса кантăк патне пычĕ. Кантăк хăлăпне тĕксенех Андромедăн çӳçĕсем çилпе хыçалалла вĕçсе кайса пилĕкĕ таран тăсăлса ӳкрĕç. Пӳлĕм тӳрех ăшă та уçă çилпе тулчĕ. Урамри курăк каçхи сывлăм ӳкнипе йĕпеннĕ. Андромеда умне нихăçан курман çав тери хитре те асамлă ӳкерчĕк тухса тăчĕ: уйăх алăк хăпăлĕ евĕр çакăнса тăрать тӳпере,пин-пин çăлтăр çулăм пайăркисем евĕр утиялпа сирсе илнĕн туйăнать тавралăха… Акă çăлтăр ӳкрĕ. Андромеда кукамăшĕ çăлтăрсем пирки каланине аса илчĕ: «Çăлтăр ӳкни вăл мĕн те пулин пулса иртнине пĕлтерет», тетчĕ вăл. «Ытла та лайăх-çке урамра каçхине», — тесе шутларĕ çеç Андромеда, таçта аякран çăлтăр питĕ хытă çутатса çывхара пуçланине сисрĕ. Туйăнать çеç пулас ăна. Анчах… Çăлтăр пысăкланса-пысăкланса пырать. Акă вăл Андромеда патне те çитрĕ. Вăл çăлтăр çутине пула куçне пĕр вăхăт уçаймасăр та тăчĕ. Куçне аранах уçсан вăл хăй умĕнче тем пысăкăш çăлтăр пек формăллă корабль курчĕ. Çурăмĕ çине унăн тар тапса тухрĕ,тĕлĕннипе хытса кайрĕ, куçĕсем тухса ӳкессĕн туйăнать.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 229 230 231 232 233 234 235 236 237 ... 796