Пĕр чустаран
Шăкăл-шăкăл калаçса утаççĕ сала урамĕпе Ирина Петровнăпа мăшăрĕ. Çанталăк тĕлĕнмелле ырă. Вăхăт каç енне сулăннă пулин те хĕвел хăйĕн савăк, ачаш куллине сӳнтермен-ха. Вăл çак килĕшуллĕ мăшăршăн савăннă пек йăл-ял çиçет. Аркадий Николаевич, çӳллĕ, кĕрнеклĕ, илемлĕ арçын, вăхăт-вăхăт пуçне мăшăрĕ енне тайса хăлхинчен темĕн пăшăлтатать. Ун сăмахĕсене итлесе Ирина Петровна янравлă куллипе ахăлтатса кулать.
— Хурах! Вĕлерет! Пулăшăр! — илтĕнчĕ çав вăхăтра инçех те мар.
Мăшăр çаврăнса пăхрĕ те аслă çулпа чупакан лăпăс-лăпăс тумланнă, çӳллех мар, çӳçне-пуçне сапаланă хĕрарăма курчĕ. Ун хыççăн «Беларусь» трактор çĕмĕрттерсе пырать. Акă вăл хĕрарăма хăваласа çитрĕ те чарăнчĕ. Ун ăшĕнчен çӳллех мар типшĕм арçын сиксе тухрĕ.
— Çынна ан култар-ха, Маюк. Атя лар çума, киле май кĕрлеттерер, — терĕ вăл палламан хĕрарăмпа арçын енне именерех пăхса.
— Киле-и?! Киле пымастăп вара! Эсĕ унта мана çыхса пăрахатăн! — кăшкăрашрĕ хĕрарăм урмăш сассипе. Вăл урă марри аякранах сисĕнет. Арçын алне сулчĕ те тракторĕ çине ларса малалла вĕçтерчĕ. Хĕрарăм урине тăр-рăс! тапрĕ, пĕтĕм вăйне пухса «Беларусь» хыççăн тапса сикрĕ. Акă вăл трактора хуса иртсе кайрĕ те икĕ аллине çунат пек сарса ун умне тăчĕ. Упăшки тракторне унталла-кунталла пăрасшăн — хĕрарăм çул çинчен каймасть.
— Тух трактор ăшĕнчен! Ӳсĕр пуçпа руль умне лармаççĕ! Милицие евитлетĕп! — çухăрашрĕ вăл.
Арçын тракторне чарчĕ те кабинăран тухса арăмĕ патнелле ыткăнчĕ. Лешĕ тем вăхăтра Ирина Петровна çумне пырса та тăчĕ.
— Чарăн ĕнтĕ. Тем сиксе тухас пур. Хĕнесе тăкĕ тата, — лăплантарма пăхрĕ хĕрарăма Ирина Петровна.
— Хуп çăварна! Сан ĕç çук пирĕн çумра. Мушепет мана çакăн пек пурнăç кăмăла каять пуль! — кăшкăрашрĕ хĕрарăм сурчăкне сирпĕтсе.
Ирина Петровна алне сулчĕ те тем аса илсе упăшки çине çиллессĕн пăхрĕ.
— Вăт сана çакăн пек арăм кирлĕччĕ, — терĕ.
Аркадий Николаевич мăшăрне мĕнле усал шăна çыртнине ăнланмасăр тĕлĕнсе пăхрĕ ун çине.
— Мĕн пирки калаçатăн, чунăм? Эс ун пек мар çав. Çавăнпа сана хампа вăтăр çул ытла пурăнтаратăп та. Эсĕ вĕт ман ылтăн çĕрĕ ăшне тăхăнтарнă хаклă чул, — савса çупăрларĕ вăл Ирина Петровнăна.
— Кам кама пурăнтарать-ха унта. Хă! Вăл мана пурăнтарать иккен. Кай-ха кунтан, идиот! — персе ячĕ вăл пĕр шутламан çĕртен. Хăй, темрен хăранă пек, йĕри-тавра сăнарĕ. Ăçтан тухса кайрĕ çак сăмах? Хытах каласа хучĕ-çке.
— Вăт, вăт. Çакăн пек илемлĕ, япшар чĕлхеллĕ хĕрарăм çăварĕнчен начар сăмах тухас çук. «Идиот» тени вăл вырăсла куçарсан «идеальный друг и отличный товарищ» тенине пĕлтерет.
Пĕрĕхтерсе кулса ячĕ Ирина Петровна упăшкин сăмахĕсене илтсен. Çапăçма чарăннă арçынпа хĕрарăм та вĕсен калаçăвне тăнлаççĕ иккен. Акă вĕсем те варĕсене тытса ахăлтатма пуçларĕç. Кĕрлесе тăрать урам. Унтан трактор хуçипе хĕрарăм ыталанса хурçă ут патнелле утрĕç.
— Кулса вилмелле. Ахальтен каламан иккен ваттисем арăмĕпе упăшкине пĕр чустаран унанă тесе, — мăшăрне хулран çакăнчĕ Ирина Петровна.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...