Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
 Виçпӳрт Шăмăршăран вирьяла куçнă Г.М.Алексеева
Виçпӳрт-и унта, Çичĕпӳрт-и,
Тӳре-и е мантăр хӳре —
Вăл мар пире тантăшлăх пӳрчĕ
Вăл мар пĕрле турĕ пире.
Тури, анат енĕ, аначĕ...
Чăваш вăл таçтат та перех.
Чăвашлăх — чĕлхемĕр апачĕ —
Пире чăмартарĕ пĕрле.
Эпир — икĕ ĕмĕр тусанĕ,
Эпир — вăрçăпа ӳснисем...
Чăтни, хурланни манăçланĕ —
Вăйлантăмăр çеç тӳснĕçем!
Юлать пирĕнтен те тĕпренчĕк
Пӳрт-çурт, ывăл-хĕр, кĕнеке.
Тĕнче пирĕнпе те çĕкленчĕ —
Телейлĕ çавна пĕлекен!
2002, çурла, 10.
Юнкă, Коминтерн ялĕ.
 Шап-шур кайăксем — юратнă юррăмсем,
Мĕн-ма çунат çапса текех вĕçсе килместĕр.
Асамлă кайăксем, çӳлтен-çӳле вĕçсе,
Мана хăвăрпала вĕçме текех чĕнместĕр.
Сисмерĕм те, çу ăшшине хăваласа,
Кĕр сиввисем ман йăвана та тытса илчĕç.
Ӳстернеччĕ чунра, сиплевлĕ шыв сапса,
Илемлĕ чечексем, вĕсем те шанса пĕтрĕç.
Шап-шурă кайăксем — асамлă кайăксем,
Ăçта вĕçсе кайса, курăнмиех çухалтăр.
Чун-чĕрере ӳстернĕ шура чечексем
Мĕн-ма çапла шанса ытла та час хуралтăр.
Кĕр сивисем, хĕвелсĕр çумăрлă кунсем...
Çапах чун-чĕрере упратăп эпĕ шанчăк.
Иртеççĕ сивĕсем, килеç çурхи кунсем,
Çунат çапса, ман юррăмсем те килĕç шавлăн.
10.09.2007.
 Сап-сарă çулçă — çут тĕнчен пĕр пайĕ
Вĕлтĕртетсе, хуллен çĕре ӳкет:
Сар çулçăпа йăлт витĕннĕ шур хурăн айĕ,
Тек ан тăк çулçуна, шур хурăнăм, çитет.
Çук, итлемест ман сăмаха çак йывăç,
Тăкать-тăкать вăл çулçине çĕре.
Эп пуçтарап ун çулçине пĕр ывăç,
Тем пăлханса тапать паян чĕре.
Каласшăн вăл мана: «Кĕрхи çанталăк
Хăй йĕркине тытса пырать çапла,
Сар çулçăран хăйне лартать вăл палăк,
Шап-шур хĕле кĕтсе илет çапла.
Эс ан палхан, часах вĕçсе килеççĕ
Çуркуннене лартса шур акăшсем.
Ун чух каллех тавралăха витеççĕ
Сип-симĕс илемпе çĕн çулçăсем...»
03.09.2007.
 Айван, ытла та эп айван.
Урăххипе улăштарас-ши терĕм
Сан çутă сăнарна паян?
Сана манаймасса пĕлмерĕм.
Чăнах, пулмарĕ манасси.
Урăххипе калаçрăм эпĕ,
Анчах янрать те ун сасси,
Эп ăна мар — Сана илтетĕп.
Ак урăххи пăхать куçран.
Анчах епле-ха Сана манăн?
Вăл мар – пĕр Эс кăна ялан
Ман çинелле савса пăхатăн.
Яту та Санăн хитререх,
Чĕлхе çинчен вĕçерĕнесшĕн.
Сана манаймăп ахăртнех,
Анчах мана Эс асилен-ши?
Çутă çăлтăр ятлă питĕ хитре çăлтăр космосра пĕр уçланкăра пурăннă. Вăл тĕнчене тĕрĕслеме тухса кайма шутлать. Мĕнле майпа? Уçланкăпа юнашар пĕр ракета вĕçсе пырать. Çутă çăлтăр нумай шутласа тăмасть, ракета сăмси çине хăпарса ларать. Савăннипе юрласах ярать. Иккĕшĕ пĕрле вĕçсе пыраççĕ. Çĕр çинчи çынсем ку ракета çине тĕлĕнсе пăхса тăраççĕ: хӳринчен тĕтĕм вĕçет, сăмсинчен хĕм сапаланать. Вĕçсен-вĕçсен ракета уйăх çине анса ларчĕ. Çăлтăр ракета çинчен шуса анчĕ, уйăх тăрăх вĕçсе пырать. Чулсем, тусем, хура шăтăксем — пур çĕре те кĕрсе тĕрĕслесе тухрĕ. Уйăх чулне катса илсе кĕсйине чикрĕ те тӳрех шкул ачисемпе тĕл пулăва васкарĕ.
Ачасем çĕлтăра курсан тĕлĕнчĕç, анчах та пачах та хăрамарĕç.
— Уйăх чулне тытма юрамасть, вăл сапаланса кайма пултарать, — ăнлантарать Çутă çăлтăр.
Ачасем ăна итлерĕç, уйăх чулне тивмерĕç.
Шăпах çак кун чăвашсем хăйсен космонавтне, Андриян Николаева, халалласа уяв ирттернĕ. Çăлтăр та космонавтсемпе çак уява хутшăнать. Вăл фокус туса кăтартать, вĕçсе ташласа илет, çутатса сӳнсе илет. Каçхине хулара салют пулать, çăлтăр салютра тӳпене вĕçсе хăпарать те татах малалла çул çӳреве вĕçсе каять.
 Георгий Матвеев этнолога
Якур! Сан чаплă кун тĕлне
Эп хатĕрлерĕм-ха сăра та...
Çулу ăнса пырас сĕмне
Ăна сыпатпăр сансăрах-ха.
Çул çӳреме хаваслăскер
Таçти çĕре те ăмсанан-тăр...
Çулу сан такăр та кĕске
Пултăр тесе çеклерĕм алтăр.
2002, çĕртме, 17.
Тĕпчев институчĕ.
 Валеркан Илтер таврапĕлӳçĕне
Ах, Илтерĕм, Илтерĕм!
Ĕмĕр юлчĕ хыçа.
Яшă ĕмĕт минтерĕ
Тек лăпкамĕ пуçа...
Кам лăскарĕ те ватрĕ
Пирĕн çут шухăша.
Шатăрах касса татрĕ
Ăс-пуçа та ăша.
Çиçĕм çапнă юманçă
Хуçăлса, татăлса
Тăвăл айĕн танкканчĕ
Çапăнса, такăнса...
Пулчĕ пурнăç тăварлă,
Касрĕ шелсĕр çава.
Эс те чăтрăн, тăванăм,
Парăнмарăн çавах!
Ах, Илтерĕм, Илтерçĕм,
Яшлăхри çил çуна.
Сан яту асилтерчĕ
Иртсе кайнă куна...
1997, пуш, 15.
Я.Ухсай керменĕ.
 Тахçанах ума хуманччĕ
Эпĕ хут та кăранташ.
Тахçанах умра çунманччĕ
Сар çурта — каçхи юлташ.
Юлашки хут уйрăлсассăн
Ĕмĕр иртрĕ пулмалла.
Эс манма пĕлен пулсассăн
Мĕншĕн ман астумалла?
Асилсе сана çӳрерĕм,
Сан хура куçусене.
Эх, çунтарăттăм пĕрерĕн
Çав айван шухăшсене.
Çук, сывламăп эпĕ ассăн,
Сăнаса çурта вутне.
Маншăн йĕтĕр вăл пăр сассăр,
Юхтарса сар куççульне.
 Хĕвел ансан хăвăрт каç пулчĕ.
Паян манран сив уйăх кулчĕ.
Эп пĕчченех — ун пекех.
Ман еннелле эсĕ пăхмарăн,
Сан куçусем çунчĕç кăваррăн.
Анчах кăвар — маншăн мар.
Санăн умра çук манăн айăп.
Сан çул çинчен пăрăнăп, кайăп,
Утăп пĕччен, мĕн ирччен.
Ак, урăххи пулчĕ сан арăм,
Сан ĕмĕтри эп пулаймарăм.
Уйрăлчĕ çул. Сывă пул!
Алтăр çăлтăр çич çăлтăр, çиччĕшĕ те çут çăлтăр теççĕ халăхра. Мĕншĕн ыттисенчен çутăрах-ха вĕсем? Пĕри çеç мар, пурте çутă-çке. Ахальтен мар ĕнтĕ. Çĕр çинчен хăпарнă çăлтăрсем мар-ши вĕсем? Пулма та пултарать.
Пĕр чухăн çыннăн çичĕ хĕр пулнă. Çиччĕшĕ те шурă хурăн пек яштака, ĕçĕпе те, сăнĕпе те, чунĕпе те илемлĕ. Кун пек чипер те сапăр хĕрсене такам та ăмсанмалла. Ашшĕпе амăшĕ куç тулли хĕрĕсене пăхса ытараймаççĕ, вĕсене ырă-сывă ӳстерсе телейлĕ тума ĕмĕтленеççĕ. Анчах та яланах ĕмĕтленнĕ пек пулмасть çав.
Чи кĕçĕн хĕр ачи виçĕ çула çитсен амăшĕ чирлесе вăхăтсăр çĕре кĕрет. Ашшĕ çичĕ ачапа пĕчченех тăрса юлать. Кулянать, асапланать арçын. Чунтан татăлса йĕрсен те пурнăç саккунне хирĕç пыраймастăн: пĕри çуралать, тепри вилет. Мĕнле йывăр пулсан та хĕр ачисене ура çине тăратмалла. Юрать аслăраххисем пулăшаççĕ: пĕчĕкреххисене астуса пăхса тăраççĕ, пӳрт-çуртри ĕçсене хăйсемех пуçтараççĕ.
Ашшĕ вара ака-суха ĕçĕнчен уйрăлаймасть. Ытти ĕçсем те нумай хуçалăхра. Тумалли вара нихăçан та пĕтмест — хушăнсах пырать: çичĕ ачана тутă усрамалла, çи-пуçне майлаштармалла, ырă сăмахпа йăпатмалла, пуçран шăлса ачашламалла, тĕрĕс-тĕкел ӳстермелле.
Малалла
■ Страницăсем: 1... 224 225 226 227 228 229 230 231 232 ... 796
|
Шухăшсем
Tired of traffic that doesn't convert? S...
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...