Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хум пӑшӑлтатӑвӗХĕллехи каçсенчеАкăшсем таврăнаççĕЫтла та хитреччĕ ун чух çуркуннеĔмĕр сакки сарлака. 1-мĕш томҪул пуҫламӑшӗЧапшăн пурăнмастпăр

Çĕçпĕл Мишшине


Çуркунне çитмен-ха вăрмана,

Вăранман-ха юр хĕл ыйхинчен.

Малтанхи кăвак чечек кăна

Тухнă шăтарса юр айĕнчен.

 

Çеçпĕл ятлă çав кăвак чечек,

Вут çĕмрен пек тухнă ирĕке,

Тиенсен те ун çине инкек —

Инкекре те вăл çурать çеçке.

 

Килĕштернĕ çеçпĕл Мишшана,

Хăй валли вăл илнĕ ун ятне.

Пурнăçра Илем пулсан кăна

Ырлăх килĕ, тенĕ, тенчене.

 

Ырлăх килес çук вăл самантрах,

Уншăн кĕрешес пулать вăрах.

Хĕрхенмесĕр хăвăн сывлăхна,

Хĕрхенмесĕр хăвăн пурнăçна.

 

Сан шăпу та, сăвăç, çавнашкал.

Тĕп тăвасшăн пулчĕ те усал

Парăнтараймарĕ пурпĕрех,

Ĕмĕре эс юлтăн çеçкере.

«Турат çинчен тумламăн татăлать...»


Турат çинчен тумламăн татăлать

çур уйăхчен апрель яланхилле.

Пăр пьедестал çинчи юр Атăлта

хăварĕччĕ ялан-ялан хĕлле.

 

Хăравçă пек тӳрккес,

çак ĕмĕтпе

юр тумламсем тумланине тăнлать.

Вăл халлĕхе тĕреклĕ,

пĕтĕмпех

асал курса вилес Лаокоонла1.

 

Хĕвел хĕртме,

тумлам ӳкме васкать.

Тен, çавăнпах художник Атăлтан

шур чĕмсĕрлĕх халь-халь çухаласла

çине-çинех вăрттăнлăхсем вăлтать.

Светланăна, ӳкĕнсе


1

Кăтра пепке, ман пиллĕкри ачам,

тетрадь тытса санпа пĕрле ларуçăн,

чечек çеç ӳкересчĕ ман, анчах

вăл пултăрччĕ сан евĕр çутă куçлă.

 

Чечекĕм, сан шухăшусем — питре:

хаваслă туртăну пур чух — пĕр тĕслĕ,

ун пек чухне эс канăçсăр-хитре,

лăплантăн та, ак, ютшăнтăн йĕреслĕн.

 

Каятăн та, сан пиншаку юлать, —

пăта çинче йăл çулăм тĕслĕ куртка.

Тенкел çинче сан пуканӳ кулать.

Çавах эп пĕччен мар, вĕсем халь пур-тăк.

 

Ирпе килсе каçпа каятăн эс.

Ялйыш тек тĕлĕнмест ĕнтĕ, пĕлеççĕ,

Йышран килcе йыша каятăн теç.

Маттур, чечек: ан пул эсĕ пĕчченçĕ.

 

Эс мар-çке, хĕрĕм, чунăм ман йĕрет.

Начар та эпĕ, лайăх та. Мĕн тăвăн?

Аннӳ сана пит тĕрĕс ӳстерет.

Аннӳ ăстăнĕ пулĕ тăрĕ хăвăн.

 

Ялйыш ăстăнĕ пулĕ тăрĕ сан.

Аван ку питĕ. Тĕрĕс ку. Чечĕкĕм,

ан ютщан та ан макăр, татăлса.

Чечекĕм.

 

2

Ман пата эс пурнăç пек килен,

ман телей каять санпа пĕрле.

Малалла

«Май каçĕ — чĕлтĕр симĕс фейерверк...»


Май каçĕ — чĕлтĕр симĕс фейерверк.

Ман уçă чӳрече курăмĕнче

акаци тĕмĕсем, лере — тирек,

яш-кĕрĕм — уçайман клуб умĕнче.

 

Эс тухрăн.

Упăшкаллă çын.

Пĕччен.

Кино курма килетĕн курăнать.

Яш чух санпа эп пулнăччĕ чечен.

Халь çĕнĕ туйăм хĕсрĕ ман чуна.

 

Хыпса илсе, çапла шутлатăп зп:

эпир пĕри теприншĕн ют пулман,

çул иртнĕçем манăçманни те шеп —

çулна пӳлсе тухам-и сан умна?

 

Шӳтлер-кулар та, ырнăн ал сулар.

Анчах эс — арлă, эп текех яш мар.

Улăп çĕрĕ


Вăрçă пуçланнăранпа виççĕмĕш çул ĕнтĕ авăн хĕле юлать. Тырпула çуллахи уяр кунсенче çапса пуçтарма вăй çитеймест. Кĕлтене ирĕксĕрех капана хывма лекет. Анчах капан тума пĕлекенни ялта пĕр Хрисан мучи кăна юлнă. Нăкă хывать вăл капансене, вунă çул ларсан та шыв каяс çук. Çĕрĕн-кунĕн тĕрмешет мучи йĕтем çинче, тепĕр чух çавăнтах выртса тăрать.

Акă ĕнтĕ ултă ураллă капан чылай çӳле кайнă, Хрисан мучи, çаврăм хыççăн çаврăм хывса, капана майĕпен тăрласа пырать. Ун патнелле машинăпа вырнă шултра кĕлтесем сулмаклăн вăркăнаççĕ. Кĕлте ывăтаканни курăнмасть. Аялтан кĕскен те çăмăллăн эхлетнĕ сасă кăна илтĕнет. Çав сасăран ĕнтĕ, аялти çыннине хăйне курмасан та, унта кам тăрмашнине пĕлме пулать.

— Кĕх!.. Кĕх!.. Кĕх!..

Çине-çинех вăркăнаççĕ кĕлтесем. Çӳлте вĕсене Хрисан мучи тӳрех хăй мар, ăна капан тунă çĕрте пулăшаканĕ — ыраш кĕлтинчен кăшт кăна пысăкрах Алюш йышăнать. Хрисан мучипе Алюш çакăнпа ĕнтĕ тăваттăмĕш капан хываççĕ. Мучи Алюша «кĕçĕн маçтăрăн аслă помощникĕ» тесе ят панă.

— Тавай, тавай, аслă помощникĕм, конвейер чарăнса ларать пирĕн, — хавхалантарать вăл Алюша час-часах. — Конвейер тенине илтнĕ-и эсĕ, ачам?

Малалла

«Карлăк урлă кармашса...»


Карлăк урлă кармашса

Илтĕм Алтăр çăлтăрне.

Савăк юрă янратса,

Утрăм Атăл хĕррине.

 

Çĕмерт урлă чĕвенсе,

Илтĕм уйăх витрине.

Ылтăн витре тĕпĕнче

Куртăм тусăм хитрине.

 

Алтăр çăлтăр — пĕр алра,

Ылтăн витре — тепринче.

Шурăмпуçне хураллап

Аслă Атăл хĕрринче.

 

Аслă Атăл — умăмра,

Кĕмĕл алтăр — аллăмра,

Çурхи шурă çĕмĕрт пек

Чунăм тулать ĕмĕтпе.

 

Ĕмĕт, ĕмĕт ирĕлсе

Вĕриленчĕ чунăмра.

Тухать, хитре хĕрелсе,

Шурăмпуçĕ ман умра.

 

Шурăмпуçне, хĕрелсен,

Эп тултарап алтăра.

Мана колхоз хĕрĕсем

Кĕтсе илĕç хапхара.

 

Хĕрсем курĕç витрере

Шурăмпуçĕн шевлине.

Çакăнтан та хитререх

Мĕнех пур-ши ирхине?

Паян


Тӳпе те тĕпсĕр. Юр та шурă.

Урам та çаплах вĕлле пек сĕрлет.

Пĕр эпĕ кăна паян пач урăх,

ма тесен эс паян манпа пĕрле.

 

Ыран, пĕлетĕн, ăсанĕ поезд,

шпалсем мĕлтлетĕç çине-çинех.

Шур тĕтĕм çеç аллисене тăсĕ

Чĕр палăк пулнă юратакан енне.

«Çын илме çуралнă...»


Çын илме çуралнă. — Илет.

Кам пама çуралнă. — Поэт.

Çур çĕр иртсен


Кĕçĕр ыйхăсăр эп хам. —

Çур çĕр иртнĕ мар-и?

Кантăкран килсе пăхсам,

çуркунне сăнарĕ.

 

Ан ыйт эп миçерине:

ман хыçра пĕр-икĕ

пур хаваслăх, пур инкек.

Эс — вунулттăри хĕр.

 

Эп çапла шутлап, пике,

чунсенчи сăвапшăн

васкас марччĕ сан питех. —

Каçарсам сăмахшăн.

 

Кӳрентертĕм-и, элле?

Калаçса эп маннă:

çуркунне, сан ӳсмелле,

канмалла пуль манăн.

Кĕтме пĕлекенсем телейлĕ


Вĕсем паллашнă чухне сивĕ кăрлач уйăхĕччĕ. Анчах ку сивĕ икĕ çамрăк чĕрешĕн ниме те пĕлтермерĕ. Калăн, вĕсем хăйсен вĕри чĕрисемпе çанталăка ăшăтса тăраççĕ. Аленăшăн ку юрату хĕлхемĕ пĕрремĕш хут пулчĕ, çавăнпа та Стаса хĕр пĕтĕм чĕререн юратса пăрахрĕ. Уншăн вăл пурнăçне те пама хатĕрччĕ. Стас çакна питĕ лайăх ăнланчĕ, хĕре питех те кӳрентерес темерĕ.

Çуркунне те çывхарса çитрĕ. Çуркуннене çамрăклăхпа юрату вăхăчĕ теççĕ, çуркунне пĕтем тавралăх чĕрĕлет. Чăнахах та çапла. Çутçанталăк кĕске саманчĕ пурне те чĕрĕ тĕс кĕртет, иксĕлми вăй парать.

Çурхи кунсем çитнĕшĕн чи малтанах çепĕç хĕр чĕри савăнчĕ. Халĕ текех никамран та ыйтра тăмĕç. Урамра каçхине ăшă, ирччен ларсан та шăнмастăн. Пĕр сăмахпа каласан, хĕрпе каччăн савăнăçлă кунĕсем çывхарчĕç.

Анчах...

Пурнăç хӳри кукăр теççĕ çав. Яланах тикĕссĕн шуса пымасть. Хуйхи-суйхи те çителĕклех. Стаса юлашки вăхăтра тем пулчĕ — Алена темĕнле кĕтсен те килме пăрахрĕ. Хĕр çурхи каçсене минтере йĕпетсе ирттерчĕ. Мĕн тăвăн ĕнтĕ?

Вăхăт майĕпен шăвать, чĕрери суран та пăртак хупланать. Анчах яланлăхах мар. Ĕмĕр-ĕмĕр тарăн йĕр хăварать. Алена хуллен клуба çӳре пуçларĕ. Çынсемпе мĕн вăй çитнĕ таран пĕрле пулчĕ, ташларĕ. Анчах куçĕсемпе яланах такама шырарĕ, çынсем хушшинче палланă çын сăнĕ курăнса каймасть-ши тесе сăнарĕ. Çук, курăнмарĕ юратнă çын сăнĕ. Шăп çав вăхăтра сар хĕрĕн пурнăçне тепĕр каччă кĕчĕ. Паллашма клубрах паллашрĕç.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 213 214 215 216 217 218 219 220 221 ... 796
 
1 Мифологири персонаж