Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хурапа шурăПирĕн çулталăкКĕмĕл кĕперКайăк тусĕКушкă ачиÇул хыççăн çулТом Сойер темтепĕр курса çӳрени

«Туйăнать кăна пуль, туйăнать кăна...»


Туйăнать кăна пуль, туйăнать кăна:

Алăкран шаккарĕ манăçнă хăна.

Питĕнче — ачашлăх, вăрттăн вăтану,

Кантăкра — çӳçенчĕк çулçăтăкăну.

 

«Эп савман. Саваймăп. Ентĕ сывă юл...»

Çумăр çурĕ, çурĕ — шывпа хутăш юр.

Куçăмран йăхатчĕ шухăшсăр тĕнче,

Шăппăн ĕсĕклерĕм... каç ытамĕнче.

 

Манăçу сăмахе манăçмăн — пуйсан,

Юлташ мар çынна эп хам тăшман туман.

Туйăнать кăна пуль, туйăнать кăна,

Эс паян чăнах та вăхăтсăр хăна.

 

Куççуле çăтам-и, кулнă пек тăвам:

Йăл кулсан çич ют та — инçетри-тăван.

Тухман çын тухсассăн... вăйлă тăмана.

Туйăнать кăна пуль, туйăнать кăна.

«Чĕтренчĕклĕ сассу ытла салху...»


Чĕтренчĕклĕ сассу ытла салху,

Манра — сăмахсăр кĕвĕ пурăнать.

Тĕттĕмлĕхре тĕтреллĕ ĕмĕлкӳ

Çитмен телей пек хурлă курăнать.

 

Эп çырăп юратусăр çырусем,

Юратманран тухать пылак куççуль.

Санран эп йышăннă каçарусем

Именнипе ырса лăпланчĕç пуль.

 

Сăмахусем кĕвве килтереçрен

Умри утас ик утăм хăтарать.

Кĕвви çырăнаймасăр вилесрен

Чĕрем хăй асапне хăй пытарать.

Чӑваш Уявӗ


Микула çитсен — чăваш Уявĕ

Пуçланни ытарайми хитре.

Юратуллă туйăм-ĕмĕтре,

Кайăк пек вĕçни — чĕре хунавĕ.

 

Тĕрлĕрен те тĕрлĕ ташă-юрă

Ӳстермест-шим каçăн илемне?

Чечеклет Уяв чун хĕлхемне,

Савăнма пире хушать пуль Турă.

 

Ют яла çити каять шыв тăрăх

Çирĕп пӳллĕ çамрăксен сасси.

Питравччен пырать савăнасси!

Тыр-пула пухма васкатĕ шăрăх.

 

Кăсăя пек хӳхĕм пикесемшĕн

Яш чĕри çунмасть-шим вут пекех?

Халăх опери те ĕлĕкех

Илĕртӳллĕ пулнă чăвашсемшĕн.

 

Уявра çуралнă юратушăн

Кĕвĕлеççĕ шăпчăксем çĕрле.

Хĕпĕртеççĕ ял-йышпа пĕрле

Çамрăк чĕресем сăпайлă туйшăн.

 

Шуçăмччен кĕрлет Уяв сатуррăн

Анатри чăваш ялĕсенче.

Савăннă чух хитререх тĕнче!

Ах, Уяв, ан ватăл, ĕмĕр пурăн!

Хура пиҫиххиллӗ кӑвак пӗсехе


Пĕчĕк Мерчи пахчара пĕчченех çӳрет. Питĕ килĕшет ăна унта. Тĕрлĕ йывăç ешерет: йăмра, вĕрене, хурама, çăка, пилеш, çĕмĕрт... Шурă кĕпеллĕ кăтра хурăн аякранах илемлĕн курăнать вĕсен хушшинче. Кайăксем каçăхса кайсах çепĕç юрă шăрантараççĕ. Янăраса кăна тăрать вăрман кашлавĕллĕ анкарти.

Хĕвел хĕртсе пăхать. Йăлтăркка пайăркисем çăра туратсем витĕр сăрхăнса кĕрсе Мерчипе вылянăн чăл та чăл çиçеççĕ. Яштака çăка сап-сарă çеçкере. Çулçи палăрми чечек. Пурçăн тутăрлă чиперкке таврана пыл шăрши сарать. Ешĕл курăк хушшинчи кăвак, сарă, шурă, кĕрен чечексем ачаш çилпе лăпкăн хумханаççĕ...

Çӳллĕ йывăçсен сулхăнĕнчен тухса Мерчи вĕсем патне васкарĕ. Ай-уй! Хурăн çырли мĕн чухлĕ! Хĕп-хĕрлĕскерсем хĕр ачана куçран тинкереççĕ. Мерчи пĕрин хыççăн теприне тата-тата çирĕ! Эх, тутлă-çке! Çăвартах ирĕлеççĕ витĕр пиçнĕскерсем. Унтан пĕр ывăç çырла татрĕ те пӳрте кĕчĕ.

— Анне, ку сан валли, — аллине амăшĕ умне тăсрĕ çĕмĕрт пек хура куçлăскер.

— Тавтапуç, маттурскерĕм. Эпĕ те апат пĕçертĕм. Кил, ларса çи.

— Кайран пахчана татах тухатăп, анне. Унта канфет шăрши кĕрет...

Малалла

«Паян — аван...»


Паян — аван. Шăпах ман кăмăл кунĕ.

Тăман тухса тустарчĕ куç курми.

Улмуççисем йĕме те маннă пулĕ,

Çĕре пашлатрĕ тăлăх панулми.

 

Ан тив, ман кантăка хĕл çилĕ каттăр,

Хуçа пулса алхастăр вăл кĕрсе!

Сан кăмăлна пăсса тăман тухать-тăр,

Хĕвел пăхать мана кӳрентерсе.

 

Улмуççисем йĕме те маннă пулĕ,

Çĕре пашлатрĕ тăлăх панулми...

Çĕр каçипе тăман айваннăн кулĕ,

Пĕр манншăнах-и хӳхлĕ чарăнми...

«Ман сан валли пур урăх кулă...»


Ман сан валли пур урăх кулă,

Вĕр-çĕнĕ сасă, сăмахсем...

Халь ним пулман пек шăпăрт юлăп,

Кала чăн пулнă юмахсем.

 

Сăмах чĕнме хăратăп темшĕн.

Чĕрем вĕреннĕ хĕн курма.

Эп хатĕрччĕ çумри этемшĕн

Кулас килмесĕр йăл кулма.

 

Юратупа юратумарлăх...

Чуна уçни халь ытлашши.

Куратăн-и, епле ытарлă

Юр пĕрчисен ахаль ташши.

Кам халь эсĕ, эпĕ кам?


Кам халь эсĕ, эпĕ кам?

Хуравне ăçтан тупам?

Ĕмĕр кĕтнĕ тĕлпулу,

Ăнланманлăх, уйрăлу...

 

Кам халь эсĕ, эпĕ кам?

Тен, эс — çĕр, эпĕ — утрав...

Уйăрать пире шыв-шур.

Шыв — куççуль, асап, хĕн-хур.

 

Кам халь эсĕ, эпĕ кам?

Тен, карап — эс, эп — çыран...

Шав ишетĕн малалла,

Çаврăнмастăн каялла.

 

Кам халь эсĕ, эпĕ кам?

Тен, хĕвел — эс, эп — тумлам...

Пит пăхсассăн тĕсесе

Çухалатăп именсе.

 

Кам халь эсĕ, эпĕ кам?

Çĕтрĕ манăн ăш салам —

Çитеймерĕ сан патна,

Вăратмарĕ куллуна.

Эп çуккă, çук, пулам çуках...


Эп çуккĕ, çук, пулам çуках...

Кулянмĕ шутсăр никамах.

Тен, йĕрĕ хурланса анне,

Пит хĕрхенсе айван хĕрне.

 

Эп çуккă, çук, пулам çуках...

Куççуль тăкатăп кăлăхах.

Вăл шанăç кӳмĕ чĕрене,

Сӳнтерĕ куçăм çутине.

 

Эп çуккă, çук, пулам çуках...

Сана кĕтетĕп пустуях.

Пăлхавлă чунăм çуннине

Пĕлеймĕн, савăн теприне.

 

Эп çуккă, çук, пулам çуках...

Ĕмĕтленетĕп-ха çапах.

Тен, чĕртен шанăç кăвайтне...

Вара эп килĕп тĕнчене.

Çавраҫил


Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçне хунă Сильвестр тетене халаллатăп

 

Аслă Палас шывĕн енĕпе Яшма ялĕсем вырнаçнă. Пĕринче, çырман сылтăм енче, чăвашсем, сулахай енче тутарсем пурăнаççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ ялĕсене те Чăваш Яшми, Тутар Яшми теççĕ. Чăвашсем сад ĕрчетме, йывăç ӳстерме юратаççĕ. Вĕсен ялĕ пĕтĕмпе тенĕ пекех лапсăркка ватă хурамасемпе, мăнаçлă топольсемпе, çатрака туратлă йăмрасемпе хупланнă. Çуркунне çав йывăçсем çинче темĕн чухлĕ курак йăва çавăрса чĕп кăларать. Нумай çын пахчинче тĕрлĕрен улмуççи, чие, слива, хурлăхан ӳсет, çырласем пиçеççĕ.

Аслă Палас Чăваш Яшмин çурçĕр енĕпе авкаланса иртет. Унăн сылтăм çыранĕ тăрăх, ял хĕрринчен пуçласа мĕн вĕçне çитиех, тăват-пилĕк çухрăм та пулĕ, йăвă ӳсекен йăмрасем акăш-макăшшăн кашласа лараççĕ.

Аслă Паласăн сулахай çыранĕ те, Тутар Яшми те вара çап-çара пекех: тутарсем йывăç лартса çитĕнтерме юратсах каймаççĕ.

Паласкас урамĕ çырма хĕррине çитиех тăсăлса анать. Ун вĕçĕнче, сылтăм енче, тимĕр витнĕ икĕ крыльцаллă, йĕри-тавра решеткеллĕ карта тытса çавăрнă капăр çурт ларать. Çурт çумĕнчи вырăсла хапхапа юнашар алăкĕ урам еннелле уçăлакан пысăк кĕлет. Ун умне хăмăрпа сăрланă вăрăм чикмек таянтарса хунă. Пӳрт крыльци, ултă чӳречеллĕ, тĕрлĕ сăрсемпе сăрласа эрешленĕ ытармалла мар çурт, лавккана кĕмелли самаях сарлака крыльца, сада тухмалли алăк,—малалла вара, мĕн шыв хĕррине çитиех, çӳллĕ решетке тăсăлса каять. Ун çумĕпе, урам енче, ытама кĕми ватă йăмрасем ӳсеççĕ. Решеткен тепĕр енче, пысăк пахчара, çĕре яхăн улмуççи çитĕнет. Çулла кашни йывăçĕ айĕнче пекех, пĕчĕк кăна тăпăл-тăпăл пӳртсем пек, вĕллесем курăнса лараççĕ.

Чуншӑн ырӑ ҫуркунне


Алă пачĕ ăшшăн çуркунне,

Йăл кулать хĕвел ачашласа.

Улăшĕ тавралăх хăй тумне,

Çумăрсем те çăвĕç кашласа.

 

Шăнкăрчсем те çитрĕç инçетрен,

Чунăма уçаççĕ юррипе.

Йăвисен эрешĕ хитререн

Тав тăваççĕ пуль çав чĕрипе.

 

Васкаса юр ирĕлет куллен,

Кĕрлесе юхать шыв канавра.

Сиплĕ сĕлтĕшпе, уй-хир, чӳхен,

Çур илемĕ çиçтĕр сăвăра.

 

Васкаса çĕкленчĕç çеçпĕлсем

Мамăк пек юр ирĕлсе пĕтсен.

Шурă тутăр çыхрĕç çĕмĕртсем

Ешĕл пурçăнпа çĕр витĕнсен.

 

Сар хĕр евĕр мар-шим çуркунне?

Чĕрчунсен чĕри юратура.

Тав тума тăрасчĕ Тур умне,

Савăнса пуçласчĕ çĕн юрра.

■ Страницăсем: 1... 103 104 105 106 107 108 109 110 111 ... 796