Таҫтан тухнӑ вӑл — чӑваш халӑхне йӑваш теҫҫӗ. Питӗ йӑнӑшла шухӑш ман шутпа. Ку сӑмаха пирӗн халӑх ҫумне те пӗрешкел илтӗннӗрен ҫыпӑҫтарнӑ — вӗҫне-хӗрне ҫитсе пӗтес ҫук ӗнтӗ халь.
Ӗнер Михаил Сениэль сӑвӑҫпа калаҫма тӳр килчӗ. Чӑн-чӑн сӑвӑҫсен вӗсен чӑн та Турӑ панӑ пултарулӑх пурах ҫав — хӑйӗн сӑмахӗнче «Чӑтсан-чӑтсан чӑтӑм пӗтет» текен шухӑша каларӗ. Халӑх пирки мар ӗнтӗ, хӑйне пӑшӑрхантаракан ыйту пирки калаҫнӑ май.
Ман шутпа вара ҫак сӑмахсем пирӗн халӑха питӗ лайӑх ӑнлантарса параҫҫӗ — йӑваш мар вӑл, чӑтӑмлӑ. Анчах чӑтӑмлӑхӑн та чикки пур.
Михаил Васильевичӑн ҫырӑвне тахҫанах хатӗрлеме пуҫланӑ пулин те унпа вӑл тинтерех ҫеҫ паллаштарчӗ.
Кӑштах тишкерсе тухар-ха унӑн ҫырӑвне. Чи малтанах республика мӗнле лару-тӑрӑва лекни пирки каласа парать, чи пӗлтерӗшлӗ пулӑмсем шутне республикӑпа Шупашкар юбилейӗсене уявлассине кӗртет. Ун валли укҫа-тенкӗ те уйӑрнӑ иккен. Ман шутпа каллех культурӑна уяв шайне антарнипе ҫырлахни сисӗнет. Тӗп тӗллев вара яланхилле — халӑхӑн пуянлӑхне ӳстересси. Ҫакна шута илсех ӗнтӗ хаксене ним сӑлтавсӑр хӑпартса пыраҫҫӗ пулинех. Культура, наци мӑнаҫлӑхӗ, вӗренӳ сумлӑхӗ шел те тӗп тӗллев пулса тӑрайман.
«Чӑваш» сӑмах епле пулса кайни пирки кам мӗн кӑна шутласа кӑлармасть пулӗ? Пӗрисем «сӑвас» (сӑвар) халӑх ятӗнчен пулнӑ теҫҫӗ, теприсем «йӑваш» сӑмаха асаилеҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсем — Чӑваш-паттӑра. Юлашки вӑхӑтра тепӗр юхӑм ҫуралчӗ теме пулать — чӑваша «ҫӑваҫӑ» (ҫӑва+ҫӑ) сӑмахпа ӑнлантарса парасшӑн.
Анчах та чылайӑшӗ ман шутпа пӗр пӗчӗк япала пирки манаҫҫӗ — «-ҫӑ/-ҫӗ» аффикс ӗлӗкрех урӑхларах илтӗннӗ, вӑл «-чӑ/-чӗ» пек янранӑ. Инҫе кайма та кирлӗ мар, пирӗн ума «элчӗ», «тимӗрчӗ» сӑмахсем аса килеҫҫӗ. Ку — пӗрре.
Иккӗмӗшӗнчен вара мӗнле халӑх хӑйне вилнисен тӗнчипе, ҫӑвапа ҫыхӑнтарса калӗ?