Ӗнер Михаил Сениэль сӑвӑҫпа калаҫма тӳр килчӗ. Чӑн-чӑн сӑвӑҫсен вӗсен чӑн та Турӑ панӑ пултарулӑх пурах ҫав — хӑйӗн сӑмахӗнче «Чӑтсан-чӑтсан чӑтӑм пӗтет» текен шухӑша каларӗ. Халӑх пирки мар ӗнтӗ, хӑйне пӑшӑрхантаракан ыйту пирки калаҫнӑ май.
Ман шутпа вара ҫак сӑмахсем пирӗн халӑха питӗ лайӑх ӑнлантарса параҫҫӗ — йӑваш мар вӑл, чӑтӑмлӑ. Анчах чӑтӑмлӑхӑн та чикки пур. Ҫав чикке ҫитерсех ӗнтӗ пирӗн халӑх миҫе хут хӑйӗн чӑн-чӑн характерне кӑтартма пултарнӑ — пӗрре мар пӑлхав ҫӗкленӗ. Чӑтӑмлӑха пула ытти халӑхсем пире ытлашши хакласах каймаҫҫӗ, хӑйсене май усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ. Анчах чӑтӑмлӑх айӗнче чӑн-чӑн чӑваш характерӗ упранать — чӑтӑм пӗтсен вӑл ҫиеле тухса тӗнчене кисретнӗ майӑн кисретме пултарать...
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.
Хисеплĕ Михаил(Каçарăр, аçăр ячĕпе мĕнле чĕнмеллине маннă) Сениэль, сирĕн "Хайхисем — хайхисемпе" текен йĕркесемлĕ сăвва ăçта тупса вулама пулать-ши? Вăл "пеон III" пулнипе кăсăклă: _ _ ^_ _ _ ^ _