Совет Союзӗ тӑпхӑрӗнче япӑххине чылай тупма пулать пулӗ. Анчах лайӑх енсем те пулман мар. Вӗсенчен пӗри шутӗнче патшалӑх шайӗнче ирттерекен сывлӑхлӑ пурнӑҫа пропагандӑланине илме пулать. Хальхи рекламӑпа танлаштарсан та вӗсенче пултарулӑх пысӑк пулни сисӗнет.
Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрипе паллашма сӗнетпӗр:
Д. Буланов, «Атте, ан ӗҫ» (1929)
П. Соколов-Скаля (1929)
И.
Хӗрлӗ эрех тата иҫӗм ҫырлин вӑрри кариесран тата ҫӑварти инфекцирен сыхлать. Кӑна эрех сыпма юратакан ҫынсем хӑйсен усал йӑлине тӳрре кӑларассипе шухӑшласа кӑларман, ученӑйсем палӑртнӑ.
Ӑслӑлӑх ҫыннисем асӑрханӑ тӑрӑх, иҫӗм ҫырлинче полинефол текен япала пур. Ҫавӑ бактерисем йышланасран асӑрхать. Ӑсчахсем ҫӑварлӑхри бактерисене лабораторирех ӳстернӗ. Унта туса илнӗ биологилле пленкӑсене хӗрлӗ эрехре, алкогольсӗр эрехе, иҫӗм ҫырлин вӑрринчен тӑракан шыва ярса пӑхнӑ. Шухӑшлани тӳрре килнӗ, иҫӗм ҫырлинчен тунӑ хӗрлӗ эрех усвси куҫкӗрет иккен.
1. Этем кӗлетки тӗрлӗ хими элементӗнчен тӑрать. Эпир хамӑр пурнӑҫ тӑршшӗнче кӑларакан хлор ултӑ пысӑк бассейнри инфекцие пӗтерме ҫитет. Фосфор вара 200 ытла курупка шӑрпӑк кӑлармалӑх пухӑнать.
2. 60 ҫултан 20-шне этем ҫывӑрса ирттерет.
3. Ача ҫурланӑ чух чӗркуҫҫинчен унӑн чашӑк ҫук. Вӑл 2–5 ҫул вӑхӑтнелле йӗркеленет.
4. Пирӗн кӗлеткери чи хирӗп пай – ҫӳҫ. Археологсем пирӗн эрӑччен пиншер ҫур каялла пытарнӑ мумие тупнӑ.