Çак ыйту тавра, тĕрĕссипе, чăваш чĕлхин пуласлăхĕшĕн пăшăрханакан чылай çын калаçать. Мана мĕн хĕтĕртрĕ-ха паян çак статьяна çырма? Çак кунсенче общество транспортĕнче пĕлĕшĕме, пĕр ялта выляса ÿснĕскере, куртăм. Çав хĕр мана асăрхасан пырса калаçма тытăнчĕ. Малтанах аптăрарăм. Мĕншĕн тетĕр-и? Шалт тĕлĕннипе çăвартан сăмах та йĕркеллĕ тухмарĕ. Пике манпа вырăсла кăна пуплерĕ. Кирлĕ чарăнăва çитичченех мĕнле пулмаллине пĕлмерĕм. Ара, манăн чăвашпа чăвашлах калаçас килет вĕт.
Далее...
Л.И. Черкесова
Шупашкар хулин депутатсен пухăвĕн председательне, Шупашкар хулин пуçлăхне
deputats@gcheb.cap.ru
А.О. Ладыкова
Шупашкар хулин - Чăваш Республикин тĕп хулин администрацийĕн пуçлăхне
gcheb@cap.ru
С.В. Легостаева
Чăваш Республикин Прокурорне
prokur@cap.ru
Хисеплĕ Леонид Ильич!
Хисеплĕ Алексей Олегович!
Хисеплĕ Сергей Валентинович!
Хисеплĕ Алексей Олегович
Эпир, Чăваш Республикин наципе культура аталанăвĕн «Ирĕклĕх» халăх пĕрлешĕвĕн пайташĕсем, хамăр ума чăваш халăхĕн хăй ăнланулăхĕпе чăвашлăх туйăмне, культурипе чĕлхине мĕн вăй çитнĕ таран аталантарма тĕллев лартнă.
Çак хĕрача питĕ уççăн каласа кăтарт чăвашăн пурнăçĕ çинчен.
Тав, ăнăçу сунап ăна.
Пил Тымарлан лавккасенче (тӗрӗссипе пур ҫӗрте те) чӑвашла калаҫни пирки, ҫакна пула тӗрлӗ пӑтӑрмахсем сиксе тухни ҫинчен пире Софья Савнеш каласа парсаччӗ.
- Эсир кирек ăçта та чăвашла çеç калаçни пăтăрмахсем кăларса тăратмасть-и? - Çын чăвашла пĕлмест тĕк ку – унăн ыйтăвĕ. Тăлмачă тыттăр. Лавккара та сутуçăсемпе чăвашла çеç калаçатăп. «Говорите на нормальном языке», - теççĕ лешсем. Çакна пулах вун-вун лавккана çăхав çыртăм.
- Çын чăвашла пĕлмест тĕк ку – унăн ыйтăвĕ. Тăлмачă тыттăр. Лавккара та сутуçăсемпе чăвашла çеç калаçатăп. «Говорите на нормальном языке», - теççĕ лешсем. Çакна пулах вун-вун лавккана çăхав çыртăм.
Ун пек тискер çынсем пур тенине илтмен мар-ха, анчах вĕсем пирĕн хушăрах пулассăн туйăнманччĕ. Пирĕн хушăрах терĕм, мĕншĕн тесен кун пек йĕрĕнмелле тата нимле те тÿрре кăлармалла мар хăтланаканĕсем – 38 çулти Çĕрпÿ арçынни тата Шупашкарта пурăнакан 25 çулти хĕрарăм. Вĕсем çул çитменнисем тĕлĕшпе ясарлăх енчен пÿтсĕрленнĕ. Арçынни кун пек факта 25 хутчен тунă, хĕрарăмĕ – 2 хут. Куншăн вĕсен тĕлĕшпе РФ Пуçиле кодексĕн 132-мĕш статйин 4-мĕш пайĕн б пункчĕпе пуçарнă пуçиле ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ ĕнтĕ.
Тӑван чӗлхе кунӗ ячӗпе эпир — Чӑваш халӑх сайчӗ — уҫӑ ҫыру ҫырнӑччӗ. Черкессов ячӗпе. Вулайманнисем унпа кунта паллашма пултараҫҫӗ.
Хайхи ӗнер Раҫҫей Почти ман пата Черкесов хуравне ҫитерчӗ. Ак ҫапларах вӑл пулчӗ:
Шупашкар хула администрацийӗнче чӑвашла пӗлекенни ҫук пулас, ҫавӑнпа та вырӑсла пӗлменнисем валли хамах куҫарса парам:
Хисеплӗ Николай Алексеевич!
Нумаях пулмасть манăн пульницăна лекмелле пулса тухрĕ. Хам чупса кайнипе мар-ха. Унтан-кунтан темле ыратсан та эмел çăтнипех чăтатпăр та, хальхинче эмел ĕçни те пулăшманнине кура васкавлă пулăшу кÿрекенсем ырă сĕнÿпе пулăшмĕç-ши тесе шăнкăравлас терĕм малтанласа. Пур чухне те йăпăр-япăр вĕçтерсе çитмеççĕ те вĕсем, килессе шанманччĕ. Мĕн ыратни, хăçантанпа кансĕрлени пирки итлесе пĕтернĕ хыççăн адреса ыйтрĕç. Унтан нумай та кĕттермерĕç – шур халатлисем ĕç пÿлĕмне кĕрсе те тăчĕç.
Чи малтанах эпĕ вĕсем епле калаçнине сăнарăм. Ара, ыратнипе ахаль те асапланакан çынна пĕр кăнттам сăмаха та чăтма йывăр.
Шупашкар хулин Депутатсен пухăвĕн председательне — Шупашкар хулин пуçлăхне Л.И. Черкесова
Тĕп хуламăрăн урамĕсемпе пынă май чăваш чĕлхи валли яланах вырăн çукки чуна ыраттарать. Çывăх вăхăтра çĕршывĕпех Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне уявлăпăр. Шупашкар та хатĕрленет çак уява — халăхăн патриотлăх туйăмне ÿстерес тесе пуль ĕнтĕ хулипех реклама баннерĕсем çакса тухнă. Анчах вĕсем пурте вырăсла. Апла пулсан чăвашсем патриот пулса çитнĕ, вырăсла калаçакансем çеç ку тĕлĕшпе юлсарах пыраççĕ?
Çула тухсан тĕрлĕ çынпа тĕлпулма, тĕрлĕ лару-тăрăва лекме тивет. Общество транспорчĕпе çӳренĕ май пĕр-пĕрин кăнттамлăхĕ, çав шутра водительсен те, куç тĕлне час-часах лекет. Пĕррехинче çапла Кӳкеçрен Шупашкара килекен 162-мĕш маршрутпа пыратăп. «20 минутран çитейĕпĕр-ши?» – кăсăкланчĕ пĕр хĕрарăм. «Васкатăр пулсан иртерех тухмалла. Эп кунта сире валли такси мар!» – касса татрĕ водитель. «Ахаль кăна ыйтрăм, ун пекех ан тарăхăр», – лăплантарма пăхрĕ çулçӳрен. «Эп те ахаль кăна каларăм», – чарăнмарĕ водитель.
Водительсем кăмăлласах кайман йыш – ватăсем.