Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -7.7 °C
Пока в голове нет идеи, глаза не видят фактов.
(Академик И.П. Павлов)
 

Аçтахар Плотников: «Ирӗклӗхе» чарӑну ячӗсене чӑвашла ҫырманни пӑшӑрхантарать

Аçтахар Плотников25.04.2015 20:504557 просмотров

Л.И. Черкесова

Шупашкар хулин депутатсен пухăвĕн председательне, Шупашкар хулин пуçлăхне

deputats@gcheb.cap.ru

 

А.О. Ладыкова

Шупашкар хулин - Чăваш Республикин тĕп хулин администрацийĕн пуçлăхне

gcheb@cap.ru

 

С.В. Легостаева

Чăваш Республикин Прокурорне

prokur@cap.ru

 

Хисеплĕ Леонид Ильич!

Хисеплĕ Алексей Олегович!

Хисеплĕ Сергей Валентинович!

 

Чăваш Республикин, чăваш халăх патшалăхĕн, чăваш чĕлхи нацин чи пысăк паларăмĕ тата пĕтĕм ăс-хакăл культурин никсĕ пулса тăнине асра тытса, ăна упраса хăварассишĕн тата аталантарассишĕн тимлĕ тăрăшмаллине Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ 2003 çулхи чÿкĕн 11-мĕшĕнче йышăннă Чăваш Республикин «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» калакан саккунра палăртнă.

Чăваш Республикин Конституцийĕн 8 статйипе килĕшÿллĕн Чăваш Республикин патшалăх чĕлхисем – чăваш тата вырăс чĕлхисем. Чăваш Республикин Конституцийĕн 17 статйипе килĕшÿллĕн Чăваш Республикин территорийнче пурнакан халăхсен чĕлхисем пурте пĕр тан праваллă.

Шел пулин те, пурнăçра пирĕн тăван чĕлхемĕрпе усă курнă чухне пĕртанлăх çук. Тĕслĕх вырăнне каллех Шупашкарти чарăну вырăнĕсен ячĕсемпе çыхăннă ыйтăва çĕклетпĕр.

Аса илтеретпĕр, 2014 çулхи юпа уйăхĕнче Шупашкарта «Раççей – спорт çĕршывĕ» форум умĕн чарăну павильонĕсен ячĕсене пĕр чĕлхепе кăна, вырăсла, çырса тухрĕç. Капла хăтланнин çĕр сăлтав пулсан та, чи малтанах ку вăл Чăваш Республикин «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» калакан саккуна пăсни, титуллă халăхăн прависене тÿррĕн хĕсĕрлени пулса тухнине Республикăмăрти пур çын та ăнланса илчĕ, халăх пĕрлешĕвĕсемпе уйрăм чăваш хастарĕсем кун пирки тĕрĕсех нумай шавларĕç, уçă çырусемпе статьясем çырчĕç.

Çапла 2014 çулхи чÿк уйăхĕн 11-мĕшĕнчи Чăваш Республикин Культура министрествин «Хавал» пĕрлешĕвне ярса панă 04/15-6006 №-лĕ хуравĕнче Шупашкар администрацийĕ пĕлтернĕ тăрăх çывăх вăхăтра чарăну вырăнĕсен ячĕсене патшалăх чĕлхисемпе йĕркеллĕ çырасса çирĕппĕнех шантарчĕç. Чăнах та, паянхи кун лару-тăру чылай лайăхланчĕ. Анчах та, хальхи вăхăтччен те, нумай чарăну вырăнĕсем е вырăсла кăна, е пач та ятсăр (Тĕслĕхсем 1-мĕш хушăмра).

Чăваш Республикин Прокуратурине пирĕн чĕлхе прависене хĕсĕрлекен лару-тăрăва саккунлăх енчен тимлĕн тишкерсе тухма ,пирĕн правасене туллин тивĕçтерес тĕллевпе мерăсем йышăнма, айăплисене явап тыттарма çирĕппĕн ыйтатпăр.

Чăваш Республикинчи чĕлхе саккунлăхне пăснине уçăмлăн кăтартса паракан сайт та пур: http://pertanlah.livejournal.com. Эпир сире Чăваш Енри халăх хутлăхĕнчи çак тĕрĕсмарлăха пĕтерме, тăван чăваш чĕлхипе усă куракан çынсен прависене хÿтĕлеме тепĕр хут ыйтатпăр.

Шупашкар хула администрацине чи çывăх вăхăтра хулари пур чарăну вырăнĕсен ячĕсене, вĕсемсĕр пуçне çуртсем çинчи урам ячĕсене, çул хĕрринчи çулкăтартмăшсене, хулари пур муниципаллă тата патшалăх организацийĕсен информации хăмисем çинчи информацие пур вырăнта та Чăваш Республикин «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» калакан саккунпа килĕшÿллĕн Чăваш патшалăхĕн икĕ тĕп чĕлхипе çырма çирĕппĕн ыйтатпăр. Хальхи лару-тăрупа http://pertanlah.livejournal.com сайтра паллашма пултаратăр.

Чăвашла тĕрĕс çырас ĕçре Сире Чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕ пулăшма пултарать. Вăл Чăваш Республикинчи ĕç тăвакан влаçăн чăваш чĕлхине малалла аталантарас тата лайăхлатса пырас ыйтусене татса памашкăн пĕрле килĕштерсе ĕçлемелли орган шутланать.

Хăвăрăн йышăнăвăр пирки пире саккунппа килĕшÿллĕн çыруллă майпа irekleh@gmail.com адреспа хуравласа пĕлтерме ыйтатпăр.

 

Сире хисеплесе,

Чăваш Республикин наципе культура аталанăвĕн «Ирĕклĕх» халăх пĕрлешĕвĕн йĕркелÿçĕсен канашĕ

 

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 3190.30.5381
2015.04.25 21:26
Agabazar
"гражданский урамĕ" тенине тĕрĕс епле калас пулать? Унăн антипочĕ еплерех пулать? Военная улица — Çар урамĕ?

Граждан урамĕ

Agabazar // 3190.30.5381
2015.04.25 21:26
Agabazar
"Акатуй" чарăну. Е Илле Ивановла калас пулсан, durak...

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики