Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче 2017 ҫулхи акан 4-мӗшӗнче «Юптару каҫӗ» пулса иртрӗ. Унта Владислав Николаев ҫыравҫӑн виҫҫӗмӗш кӗнекине — «Дипломлӑ Тиха» ятлӑ юптарусен пуххине хӑтларӗҫ. Хӑтлава литературӑна юратакансем кӑна мар, Шупашкарти тата районсенчи чӑваш вӗрентекенӗсем, ҫыравҫӑсем, журналистсем, вулавӑшҫӑсем, таврапӗлӳҫӗсем пухӑннӑ. Вӗсен умӗнче юптаруҫӑ хӑйӗн ҫӗнӗ хайлавӗсене вуларӗ. Арсений Тарасов, Марина Карягина ҫыравҫӑсем, Василий Пушкин, Зоя Лукина педагогсем ҫӗнӗ талантӑн ҫӗнӗ кӗнекине тӗплӗ тишкерчӗҫ, ҫыравҫӑ пултарулӑхне пысӑка хурса хакларӗҫ.
Кӑҫал Раҫҫей патшалӑхӗ Аслӑ Октябрь революцийӗ тата Нарӑс уйӑхӗнчи пӑлхавӑр пулса иртнӗренпе 100 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвать. Ҫавна май хӑшӗ-пӗри вӑхӑт ҫаврӑмӗ каллех тепӗр ҫавра тунӑ тесе ҫак вӑхӑталла тепӗр пӑлхавӑр кӗтет. Анчах ҫӗнӗ революци валли вӑхӑт пиҫсе ҫитнӗ-ши?
Пирӗн халӑхӑн аслӑ ывӑлӗ В.И. Ленин ҫырнӑ тӑрӑх пӑлхавӑрӑн виҫӗ паллине палӑртма пулать: пӗрремӗшӗнчен, ертӳҫӗсем кивӗлле ӗҫлейменни; иккӗмӗшӗнчен, хура халӑх кивӗлле пурӑнасшӑн марри, виҫҫӗмӗшӗнчен халӑхӑн пысӑк пайӗ, ҫав шутра влаҫрисем хӗтӗрнипе те, хӑйӗн хастарлӑхне ӳстерни.
Патшалӑх тӑлӑхсене хваттер парать. Анчах ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ хӑш-пӗр тӑлӑхӑн ӑна илес тесе самаях чупма тивет. Республикӑри хӑш-пӗр ялта ҫывӑх ҫыннисен ӑшшисӗр тӑрса юлнӑ ҫамрӑксене хӑлтӑр-халтӑр ҫуртра кӗтес панӑ тӗслӗх пӗрре мар пулнӑ.
Нумаях пулмасть Элӗк тӑрӑхӗнче пулма тӳр килчӗ. Сарӑ-хӗрлӗ тӗслӗ панель ҫурт таҫтанах курӑнса ларать. Ҫӗнӗ вӑл. Пӗлтӗр унта 5 тӑлӑх валли кӗтес уйӑрса панӑ. Пӗрне пӗрремӗш хутра лекнӗ. Шӑпах ҫав хваттерте пулса курма тӳр килчӗ те.
Кашни хваттерте ӑшӑтмалли газ колонки пур.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев кӑҫал ЧР Патшалӑх Канашне ҫырупа тухнӑ май ҫапла каланӑччӗ: «Влаҫ — полномочисем кӑна мар, чи малтанах — халӑх умӗнчи пысӑк яваплӑх». Пысӑк тав чӑваш елтеперне сумлӑ калаҫӑва ҫак сӑмахсенчен пуҫланӑшӑн. Эпир те, унран пулӑшу ыйтса ҫак ҫырӑва ҫыракансем, сӑмахӑмӑра ҫӳлте асӑннӑ шухӑшранах пуҫласшӑн.
«Капкӑн» тухма пуҫланӑранпа кӑҫал 92 ҫул ҫитрӗ. Халӑхӑн юратнӑ журналӗ яланах халӑхпа пӗрле пулнӑ! Ҫавӑнпа та пӗр иккӗленмесӗрех ҫапла каламалла: аслӑ ӳсӗмри вулакансем пурте тенӗ пек «Капкӑн» журнала вуласа ҫитӗннӗ, халӗ те кулӑш журналӗ хӑйӗн витӗмлӗхне ҫухатман.
Такой чести удостоился народный художник ЧР Владимир Агеев в парадном центральном зале Чувашского государственного художественного музея 24 марта 2017 года. Здесь торжественно открылась его Персональная выставка, посвящённая 85-летию автора.
В свои почтенные годы художник не только бодр и хорошо выглядит, но и продолжает творить. Чем не пример для других?
«За заслуги перед Чувашской Республикой» так называется орден, медалью которого награждён Агеев.
Было время, когда люди, занимавшиеся в Чувашии исторической наукой и историческим просвещением, являлись сплошь выходцами из чувашских (чувашеязычных) населённых пунктов.
«Капкӑн» журнал пирки пуҫланнӑ калаҫӑва малалла тӑсатпӑр.
1970 ҫулта эпӗ тӑванла Пушкӑртстанри район хаҫатӗнче ӗҫлеме пуҫларӑм. Унта Николай Леонтьев тусӑм чӗннипе тухса кайрӑм. Унччен салтакра виҫӗ ҫул хӗсметре тӑнӑччӗ.
Пушкӑртсемпе тутарсем мана нихҫан та «кит манта!» (кай кутан!) тесе каламан. Калама ҫеҫ те мар, эпӗ Шупашкара «Капкӑн» журнала куҫнине пӗлсен хӑш-пӗрисем кӗҫ-вӗҫ куҫҫуль кӑлармарӗҫ.
Чӑвашсен кулӑшпа сатира журналӗн тиражӗ вӑл тапхӑрта сахалах марччӗ-ха, анчах ҫав тираж ҫултан ҫул ӳссе пыратчӗ.
25 марта 2017 года в Национальной библиотеке в Чебоксарах состоялось традиционное заседание краеведов и старейшин Чувашской Республики и чувашской диаспоры. По ходу обсуждения различных проблем был поднят вопрос о бережном отношении к достопримечательностям и памятным местам народов России. Заседание приняло заявление об отношении к мавзолею Ленина.
ЗАЯВЛЕНИЕ
Центрального Совета чувашских старейшин
(Чувашская Республика, г.
Паян каллех чӑвашла пӗлмен сутӑҫ тӗлне лекрӗм. Пирӗн Ҫӗнӗ Лапсар посёлокӗнче «Аккондӑн» фирмӑллӑ лавкки пур. Ҫӑкӑр илес тесе ҫавӑнта кӗрес терӗм — унччен канихвет тавраш туянкаланӑччӗ те чӑвашла питӗ лайӑх калаҫакан сутӑҫ пурччӗ. Паян вара, ӑнмарӗ, чӑвашла пӗлменни лекрӗ.
— Мана ҫӑкӑр пар-ха, — терӗм хайхи сентре хыҫӗнче тӑраканскере.
— Что это такое? — тесе лаплаттарса хучӗ ҫамрӑк хӗр, Оля (хӑй каларӗ) ятлӑскер. Тӳрех мар ӗнтӗ, малтан мана ӑнланма тӑрӑшрӗ. Пӗр-ик ҫеккунт… Анчах унашкал сӑмах пӗлменрен ун ҫапла ыйту ҫуралчӗ.
Иккӗмӗш ҫавра. Чӗре кӑварне таптакансем
«Эпир хамӑр ӑсласа илме хӑтланнин тӗллевӗ пирки ак мӗн калам: шухӑшлавра пирӗн ансат тата куҫа курӑнман утӑм тума май, вырӑн хатӗрлемелле. Пур-ӑ-нӑҫ (бытие) ҫынна — тӗшши-тупсӑмӗ тӗлӗшӗнчен — хӑйӗн ытамне йышӑнма пултартӑрччӗ. Хатӗрлекен шухӑшлавра кирек епле пӗр шухӑшлӑ шухӑшлав та вырӑнлӑ. Пӗлтерӗш тата усӑ пирки ӑшталанни ҫук кунта. Ку вӑл — ака вӑхӑчӗ. Акаканнисем, тен, ни калча шӑтнине, ни пучах тулнине кураймӗҫ.