Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +0.3 °C
Война есть продолжение политики иными средствами.
(Карл Клаузевиц)
 

Agabazar: Пулхӑр чӗлхин сӑмахсарӗ

Agabazar11.01.2018 13:3113560 просмотров

Ку сӑнсене ак ҫак тӗлсенчен илнӗ: 3), 2), 1).

 

Ӗлӗкхи Атӑлҫи Пӑлхар территорийӗнчен юлнӑ, пирӗн вӑхӑтченех сыхланса упраннӑ ҫыруллӑ чул юпасем пур. Ылттӑн Урта тапхӑрӗнчен, 13-14-мӗш ӗмӗрсем.

Юпасем ҫинчи ҫыравсенчен ытларахӑшӗ — Р,Л-сӑнарлӑ тӗрӗк чӗлхипе. Е, ансатраххӑн каласан, чӑвашла. Ҫав чӗлхене ӑслав тӗнчинче пулхӑр чӗлхи е вӑтам пулхӑр чӗлхи теҫҫӗ.

Вӑл чӗлхене паянхи ӑслав тӗнчинче пурте пит аван пӗлеҫҫӗ.

Ҫав вӑхӑтрах вӑл чӗлхен ятарласа ӑсталанӑ сӑмахсарӗ паянхи кунччен те ҫук пулас.

Ҫапла вара кирек кам та хӑй умне ҫавнашкал сӑмахсар ӑсталас тӗллев лартма пултарать. Паллах, ятарлӑ пӗлӳ, хӑнӑху тата ытти майсем пур пулсан.

Ҫапла каларӑм-ха та, анчах тепри хирӗҫлеме те пултарӗ. Мӗншӗн тесен сӑмахсара ӑсталама, — пӗлӳсӗр пуҫне, — ҫыннӑн вӑй-хал, сывлӑх, вӑхӑт, тӑрушулӑх, мул ҫителӗклӗ пулмалла. Вӗсем вара никамӑн та ытлашши мар, никамӑн та ҫав тӗлӗшпе ҫӑл тухса тӑмасть. Туса ирттернӗ ӗҫшӗн кам укҫа тӳлӗ? Пурне те песплат туса ларсан, вапше кӗлмӗҫе тухма пулать.

Ку — чӑн та ҫапла. Ҫапах та камӑн та пулсан ҫак ӗҫе те тумаллах.

Атту епле пулса пырать-ха? Хальхи чул юпасемпе ҫыхӑннӑ тӗпчев ӗҫӗсене пӗтӗмпе тенӗ пекех тутарсем туса пыраҫҫӗ темелле. Чӑвашран, хамӑр ятран, тунисем ҫукпа пӗрех. Малҫӑлкуҫсемпе ӗҫленисенчен Ашмарина ҫеҫ асӑнма пулать пуль.

Паянхи куна ҫитиччен мӗнпурӗ 400 яхӑн чул юпа тупса палӑртнӑ. Ытларахӑшӗ, каларӑмӑр ӗнтӗ, Р,Л-чӗлхеллӗ. Вӑт ҫав юпасем ҫинчи мӗнпур сӑмахсене шута илсе алфавитпа килӗшӳллӗн ҫырса тухмалла. Ӑслав стандарчӗсене мала хурса, паллах. Вӑт ҫавӑ пулать те ӗнтӗ хайхи сӑмахсар.

Темӗнле ӑнсӑрт таблицӑсем ӑсталанипе ҫеҫ ҫырлахса пурнас марччӗ.

Хӑвӑрах шутласа пӑхӑр. Н.И.Ашмарин, акӑ, патша саманинче цензор пулса ӗҫленӗ. Нимӗнле кафедра та, нимӗнле тӗпчев институчӗ те пулман унӑн. Паянхи куҫпа пӑхсан, дилетант теме те пулать, — Лазарев институтне пӗтернӗ пулин те.

Ҫапах та Ашмарин "Болгары и чуваши", "Тезаврус лингве чувашорум" тата ытти япаласем те ҫырмашкӑн майсем тупнӑ. Мӗншӗн паянхи ҫынсен унран тӗслӗх илес мар?

Ӳкерчӗке илнӗ вырӑн.

Сӑмахсар тумалӑх сӑмахсен йышӗ пур-и-ха чул юпасем ҫинче?

Пур. Ҫителеклӗ. Ман шутпа темиҫе ҫӗр сӑмах пухӑнма пултарать.

Тепӗр тесен, сӑмахсар вӑл яланах сӑмахсар. Йыш хуть те мӗн чухлӗ пулсан та.

Урӑх енчен те пӑхас пулсан, чул юпасемпе ҫеҫ ҫырлахмасӑр, куршӗри финн-угор чӗлхисенчи булгаризмсене шута илме пулать. Ҫапла майпа авалхи чӑваш чӗлхинчи чылай сӑмахсене ятарласа реконструкцилемелле. Унашкал сӑмахсене уйрӑм ушкӑна пуҫтарса каллех ятарлӑ сӑмахсар ӑсталамашкӑн май пур. Паллах, чул юпасем ҫинчи сӑмахсемпе пӑтраштарса ямалла мар унашкаллисене. Реконструкциленӗ сӑмахсене, пӗлетпӗр ӗнтӗ, сӑмах умӗн, ҫӳлтен, ятарлӑ ҫӑлтарпа паллӑ таваҫҫӗ. Калӑпӑр, ак ҫапла: Пычалзе — *Пӑшалҫӑ — Сунарҫӑ. Е тата: Сарзе — *Ҫарҫӑ — "Воин".

Юлашкинчен вара чул юпасем ҫинче тӗл пулакан хӑшпӗр сӑмахсене аса илтерӗпӗр.

Хисеп ячӗсем

vec ‘три’, tuat ‘четыре’, bial или bel ‘пять’, ceti‘ семь’, säkär ‘восемь’, toxr или toxyr ‘девять’, von ‘десять’, ciarm ‘двадцать’, otyr ‘тридцать’, xyryx ‘сорок’, säkärvon ‘восемьдесят’, toxyrvon ‘девяносто’, Vur ‘сто’, cet-cur ‘семьсот’,

Вӑхӑтпа, календарьпе ҫыхӑннӑ сӑмахсем

cal ‘год’, ajx ‘месяц’, ärnä ‘неделя’, ärnäkön ‘пятница’, kici-ärnäkön ‘четверг’, xankön ‘среда’ xys-kön ‘воскресенье’(?), ärnäbaš-kön ‘понедельник’ (?),

Ытти сӑмахсем

baluk ‘памятник’, šyv ‘вода’, jal ‘селение’, išnä ‘внутрь’, mün ‘большой’, böčök ‘маленький’, ašli ‘старший’, ačkä ‘отец’, küköca ‘дед по матери’, oyl или yul ‘сын’, xir или hir ‘дочь’, hirxum ‘невольница’,

 

Асӑннӑ сӑмахсене пурне те М.З.Закиев статйинчен илнӗ. Вӗсенче кӑштах тӗрӗс мартарах транскрипциленӗ вырӑнсем те пулма пултараҫҫӗ.

Курӑр-ха, ҫак пӗчӗк ҫеҫ сӑмахсарта та мӗн тери кӑсӑклӑ япаласем пур !

Калас пулать, эпир асӑннисем — чул юпасем ҫинчи сӑмахсен пӗчӗк пайӗ ҫеҫ. Курӑр-ха, ҫак пӗчӗк ҫеҫ сӑмахсарта та мӗн тери кӑсӑклӑ япаласем пур! "Кукаҫи" тениех мӗне тӑрать!

Чылай сӑмах, тӗрлӗ сӑлтавсене пула, паянхи чӑваш чӗлхинче ҫук. Кӑна та йышӑнас пулать. Сыхланса юлайман паянхи кунччен. (Калӑпӑр, "галим"— ӑславҫӑ, нумайлӑ хисепре — галимсем, ку тӗслӗхе тахҫан Марсель Ахметзянов илсе кӑтартнӑччӗ). Анчах ун пеккисем те ӑсталама хатӗрленекен асӑннӑ сӑмахсарта пулма тивӗҫлӗ. Епле-ха унсӑрӑн?

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

2018.01.15 12:01
Аçтахар Плотников
Ялтан, эсир халӑх ятне паянхи чӑваш чӗлхипе ӑнлантарса парасшӑн. Никам та «пул кар» (ҫакнашкал ӑнлантарасшӑн хӑш-пӗри) пултӑр-ха тесе ята паман. Ку вӑл — паянхи хӑш-пӗр чӑвашӑн «чӗлхе вылявӗ» ҫеҫ. Пирӗн чӗлхери сӑмахсем кӗске пулнӑран вӑрӑммисенче темле сӑмах та тупма пулнӑран ку «вӑйӑ» пырать. «Катманту» пеккисем ӑнсӑртран чӑваш сӑмахӗсемлӗ пулаҫҫӗ те — вара пуҫлаҫҫӗ хӑш-пӗрисем вӗсенче «чӑвашлӑх» шырама...
«Тÿрех паллă, çинунсемпе алаттарсен камандинчи çын» — Акапасар, вӑт тульккӑш Алатар-а питлеме кирлӗ мар. Эс ху унтан самай ирттеретӗн. Ху та чылай чухне статьян тӗшши пирки мар, тавлашӑва темле вак япала ҫине куҫарса ярасшӑн. «Ялтан»-не ҫав япала куҫ тӗлне лекнӗ, анчах та ку ӑна хисеплемелле маррине пӗлтермест.
Agabazar // 3172.3.6595
2018.01.15 12:45
Agabazar
1920-мĕш, 1930-мĕш çулсенче пурте пулхăр теме тăрăшнă. М.П.Тинехпи хăйĕн "Происхождение чуваш" кĕнекинче вара çапла каланине хыттăн тиркесе тăкнă. Çавна пула ыттисем те майĕпен "пулхăр" теничен ютшăнма пуçланă. Вăт çакăн пек курăнать асăннă сăмахăн мыскари.

Вырăс чĕлхинче паянхи кун та "болгар" тата "булгар" тенисене уйăрса калаççĕ чылай чухне.

леш "алаттарсемпе çинунсем" пирки калас пулсан, эп вĕсене тахçанах маннă. Ик айкки те тăвайкки. Вĕсене халь туртса кăлараканĕ — Акапасар мар. Çакна асăрхама витĕр куракан куç та питех кирлĕ мар.
Ялтан // 9259.3.8429
2018.01.15 20:01
Акапасарĕ анчах чатра" мĕн тума кирлĕ пире истори" тесе çырнăччĕ. Болгар сăмах ĕлĕк полхăр пулма пултарайман,мĕншĕн тесен кунта асли "ар" сăмах,чăваш нихăçан та ăрçын тесе каламан.
Agabazar // 3278.37.2708
2018.01.15 21:10
Agabazar
"Кремĕлтен" Хоспочын,
каллех çинунпа алаттара туртса кăларасшăн-им? Кирлĕ мар!
Михаил Волков // 4198.13.9918
2018.03.08 21:45
Акапасара ырлар. Кирле ыйтусем хускатать. Ес,е
тытониччен тавлашни - начар йла.
Agabazar // 7384.5.2837
2018.03.09 13:23
Agabazar
Кунта вĕт тата акă мĕн пур.
Чылай çынна питĕ шутсăр чап текенни кирлĕ. Пурте питĕ чаплă пуласшăн. Чапа тухасшăн. Мĕнех, эпир хирĕç мар. Тархасшăн, чапа тухăр.

Акă вăл сирĕн умра чапа тухмалли лайăх меслет. Тытăр та ăсталăр пулхăр чĕлхин сăмахсарне! Вара унтан ăна уйрăм статья пек е уйрăм кĕнекен пичетлесе кăларăр. Çав сăмахсара пурте цитатăлама пуçлĕç.
Пур вĕт хальхи наукăра цитаталассин индексĕ текен кăтарту? Пур. Вăт хайхи сирĕн "индекс" çапла майпа шутсăр ÿссе кайма пултарать.

Паллах, асăннă индекс авторитетлă кăларăмсем цитаталанине çеç шута илет. А вăл ку сăмахсарпа шăпах çапла пулать.
Михаил Волков // 1243.5.4712
2018.03.10 23:00
Ма хуратрон? Пусь юписенче анчах мар, ытти источниксенче те
нумай булгар члхи смаххи. Ап юркен анчах, шыра. Пархатаар
пуле.
Agabazar // 1812.52.9661
2018.03.16 16:51
Agabazar
Кам хуратнă? Мĕн хуратнă?
Ман шутпа халлĕхе никам та ним те хуратман.
Микула // 9259.3.8429
2018.03.17 10:33
Тĕлĕнтеретĕр.Пулхăр ниепле те пулмаç. Хăр-хар ,восставшие тесе ăнлантарасшăнни куç кĕрет,анчах та тĕрес мар. Болгары тата Сувары тенин пĕльтерĕшĕ шывпа тата пулăпа çыхăннă. Ытти тĕрĕк халăхĕсенчен вĕсен уйрăмлăх çавăн евĕрлĕ пулнă. Шывсем тăрăх пурăннă,шыв тăрăх çÿреме ăста пулнă,пулă тытнă. Тĕрĕк халăхсем елĕкрех пулă тытманнине пула чăвашсен аслашшĕсем çавăн пек ята тивĕçлĕ пулнă. Аса илĕр Герберштейн çырнине "чуваши отличаются знанием судоходства". Ытти тĕрĕк халăхĕсем шывран "хăранă" чылай вăхăт пулăна таса мар тесе шутланă.Çимен.
Agabazar // 1405.0.8004
2018.03.21 13:26
Agabazar
Статьяна мĕн пирки çырнă — çавăн пирки калаçас пулать.
Урăх япаласем пирки калаçма — Хурал кĕтесĕ пур.

Пулхăр чĕлхин сăмахсарĕ кирлĕ-и, кирлĕ мар-и?

Пулхăр чĕлхин сăмахсарне ăсталама шутлатăн-и е шутламастăн-и?

Страницăсем: 1, 2

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики