Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +21.3 °C
Лучше в любой момент умереть человеком, чем вечно жить скотом.
(Джек Лондон)
 

Дневник пользователя irinuk87

Чи хăрушă музейсем

  17.04.2015 20:04 | 3693 просмотров

Чылай чухне çынсем музея чунпа канма çÿреççĕ. Тĕрлĕ экспонатсемпе паллашнă май кăмăл уçăлать, нумай çĕннине те пĕлетĕн унта. Анчах тĕнчере чи хăрушă музейсем те пур-мĕн. Унта чунпа канайăн-ши? Ара, унти экспонатсем хăрушă вĕт.

 

Парижри Дюпюитрен музейĕ. Унта медицина тытăмĕнчи сусăрсемпе паллашма пулать. Хăрушă музея 1935 çулта хирург уçнă. Арçын çут тĕнчене çуралман ачасене, сывă маррисене, чылай вăхăт пухнă. Музейра кĕлетки тĕрĕс мар ÿснĕ ачасем, сиам йĕкĕрешĕсем пур.

Далее...

 

Чухăнлăхра ÿснĕ çынсен йăлисем

  05.04.2015 11:39 | 3245 просмотров

Чухăнлăх - инкек мар теççĕ. Чухăнлăхра, çити-çитми пурнăçпа ÿснĕ çынсен йăли ĕмĕрлĕхе юлать-мĕн. Укçа енчен лару-тăру лайăхлансан та. Джон Чиз 35 çул чухăнлăхра пурăннă. Вăл çак тапхăрта унчченхи йăласенчен хăтăлайман-мĕн. Акă мĕн çырнă вăл.

1. Йÿнĕ апат-çимĕç. Чухăнрах пурăнакансем çимĕç туяннă чухне хакне тата усă курмалли срокне пăхаççĕ. Пĕрремĕшĕ пĕчĕк пултăр, срокĕ вара – нумайрах. Пахалăхĕ, тути, кам туса кăларни пирки шутламаççĕ. Ку – гурмансем валли. Чухăннисем эрнере пĕр хут лавккана çÿреççĕ.

Далее...

 

Итали çинчен - кăсăкли

  29.03.2015 21:28 | 3238 просмотров

Италие çитсе килме ĕмĕтленекен нумаййи пирки иккĕленместĕп. Ара, илемлĕхĕпе хăйĕн патне кăчăк туртать-çке вăл. Мĕнпе уйрăлса тăрать вăл? Мĕнпе тĕлĕнтерет?

• Италире 20 регион. Кашнин – хăйĕн диалекчĕ, хăш чухне калаçăва кÿршĕ регионтисем те ăнланмаççĕ-мĕн.

• Регионсем вара коммунăсем çине пайланаççĕ. Вĕсем те пĕр-пĕрин калаçăвне ăнланмасан та пултараççĕ.

• Ку, ахăртнех, лайăх хыпар. Италире ача çурчĕсем çук.

• Çавăн пекех унта килсĕр-çуртсăр чĕрчунсем те çук.

Далее...

 

Чухăнлăхра ÿснĕ паллă çăлтăрсем

  22.03.2015 20:56 | 3960 просмотров

Телевизор çинче чаплă çăлтăра курсан, тен, хăшĕ-пĕри ăмсанать те. Ара, вĕсем укçа шутламаççĕ, пуян пурăнаççĕ. Анчах вĕсем пуян çуралнă-ши? Хăшĕ-пĕри чухăнлăхра ÿснĕ.

 

Хилари Соунк çемйин пурăнма хваттер те пулман. Вĕсем ахаль трейлерта пурăннă. Хилари 6 çулта чухне ашшĕпе амăшĕ уйрăлнă. Вăл амăшĕпе пĕрле Лос-Анджелеса куçса кайнă. Укçа пулманран вĕсем унта хваттер те тара тытайман.

Далее...

 

Пĕчĕк çуралсан та пурăнаççĕ

  15.03.2015 21:17 | 3646 просмотров

Хальхи медицина палăртнă кунран маларах çуралнă ачасене те пурăнма май туса парать. Тĕнчере унашкалли нумай. Анчах пĕчĕк виçепе çуралнă хăш-пĕр ача вилĕме мĕнле çĕнтерни халĕ те тĕлĕнмелĕх шутланать.

Мэделайн Мэнн АПШра 1989 çулта 275 грамм виçепе çуралнă. Амăшĕ преэклампси чирĕпе аптăранă, çавăнпа ăна 27-мĕш эрнере кесарево тунă. Ачан çурланă чухне тĕрлĕ орган япăх ĕçленĕ, анчах специалистсем вĕсене йĕркене кĕртнĕ. Ашшĕ-амăшĕ ачине пульницăран 4 уйăхран çеç илсе кайма пултарнă.

Далее...

 

Тĕнчери чи таса мар юханшывсем

  09.03.2015 21:38 | 4123 просмотров

Хальхинче тĕнчери чи вараланчăк юханшывсемпе паллашма сĕнетпĕр. Ахăртнех, вĕсем тахçан тасах пулнă, унта пулă та ĕрченĕ.

Чи хура юханшыв Индонезире вырнаçнă. Citarum юханшыв тĕп хулапа – Джакартăпа – юнашар юхса иртет. Вăл 9 миллион çын пурăнакан хула ăпăр-тапăрне пухать. Вырăнти халăх унта пулă ĕрчени пирки маннă ĕнтĕ. Унта пулла çÿремеççĕ, юханшыври çÿп-çапа пуçтарса ятарлă çĕре укçалла кайса параççĕ. Ку пулă тытса аппаланиччен тупăшлăрах-мĕн.

Ку – Citarum юханшывах, анчах Хĕвелтухăç Явăра (Индонези).

Далее...

 

АПШри хăйне евĕр çемье

  28.02.2015 19:56 | 2679 просмотров

 

АПШри Юта штатра хăйне евĕр çемье пурăнать. Вĕсем килте 30-ăн пурăнаççĕ: упăшки, унăн 5 арăмĕ тата вĕсен 24 ачи. Ку çемье пирки нумай пулмасть Америка телекуравĕ те кăтартнă.

43-ри çемье пуçлăхĕ Брейди Уильямс телейлĕ тесе шутлать хăйне. Вăл кун пирки, Ютăра нумай арăмпа пурăнма саккун чарать пулсан та, каласа кăтартма хăраман. Арçын кунта ним япăххи те курмасть. Кун пек çемье телейлĕ те сывă пурăнма пултарасса ĕненет вăл.

Далее...

 

Кутăн çаврăннă айсберг илемĕ

  22.02.2015 18:47 | 3150 просмотров

Нумаях пулмасть Антарктидăра тĕлĕнмелле япала асăрханă: океанра кутăн май çаврăннă айсберг пур. Ахальлисем шурă тĕслĕ, мĕншĕн тесен вĕсем чăмăртаннă юртан тăраççĕ. Анчах юр пĕрчисем пысăк пусăма пула чăмăртанаççĕ е тинĕс шывĕнче шăнаççĕ пулсан хушăксем пĕтеççĕ.

Хĕвел çутин хĕрлĕ тата сарă хумĕсене пăр «çăтать», анчах кăваккисем сапаланаççĕ. Хăш-пĕр çак хумсене эпир çутă кăвак куратпăр. Вĕсем тинĕсри таса шыва аса илтереççĕ.

Сывлăш çук чухне шăннă шывпа та çак япалах пулса иртет.

Далее...

 

Тĕлĕнмелле çынсен ăссăрла ĕçĕсем

  15.02.2015 21:07 | 3889 просмотров

Хăш-пĕр çын хăйĕн пурнăçĕнче ăнланмалла мар, тĕлĕнмелле ĕçсем тăвать. Вĕсенчен тĕлĕнмелли çеç юлать.

 

Таджикистанри пĕр çын сектăна çÿренĕ. Унта хăйне евĕр йĕрке пулнă. Вĕсене пăхăнса вăл хăйĕн каяшĕсене кăмакара çунтарнă. Çапла вăл Çĕр çинчи экологие варалас мар тенĕ. Анчах вăл çутçанталăка тĕтĕм варалани пирки шухăшламан-тăр.

 

Эстонири 45 çулти çын вĕçме вĕренесшĕн пулнă. Мĕнле? Ятарлă хăнăхтарусем тунă, диетăна пăхăннă. 45-ре вăл 52 килограмм çеç тайнă.

Далее...

 

Чухăна мĕншĕн тухаççĕ?

  08.02.2015 20:53 | 3116 просмотров

Эпир укçа çуккишĕн пăшăрханатпăр. Пурăнмалли, çикелемелли, тăхăнмалли пур. Алă-ура сывă… Пурнăçа ÿпкелешмелле мар пек те… Ара, пирĕнтен те япăх, чухăн пурăнакан çынсем пур-çке-ха Çĕр çинче.

Тĕлĕнмелле те, хăшĕ-пĕри хăйĕн ирĕкĕпе чухăна тухать. Кунашкаллисем, паллах, сахаллăн. Тĕслĕхрен, Болгарире Добри старик пурăнать. Вăл кĕçех 100 çула çывхарать. Вăл кашни кун ыйткалама тухать-мĕн. Анчах пухнă укçа-тенке хăйĕншĕн тăкаламасть, ăна çĕршыври храмсене юсанă çĕре парать. Пĕтĕмпе вăл вун-вун пин доллар пухса панă.

Далее...

 
Страницăсем: 1, ... 8, 9, 10, 11, 12, [13], 14, 15, 16, 17, 18, 19
Orphus

Баннеры

Счетчики

0 Флудильня (чат)