Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +2.3 °C
Есть люди, даже мысли свои облачающие согласно требованиям моды.
(Б. Авербах)
 

Дневник пользователя irinuk87

Хăть нимĕçле, хăть китайла вĕрен, анчах тăван чĕлхене ан ман

  28.08.2015 21:50 | 3445 просмотров

Ĕçпе республикăри тĕрлĕ района çÿреме тивет. Яланах тенĕ пек шкула кĕрсе тухатпăр, вĕрентекенсемпе тĕл пулатпăр. Уйрăмах чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсемпе калаçатпăр.

Юлашки çулсенче чăваш чĕлхипе литературин сехечĕсене чакарчĕç. Эпир шкулта вĕреннĕ чухне ун пек марччĕ: чăваш чĕлхине кун сиктерсе тенĕ пек шĕкĕлчеттĕмĕр. Чăваш литературине мĕн тери юрататтăмăр тата! Урокра хайлавсене сасăпа вулаттаратчĕç те тупăшса алă çĕклеттĕмĕр. Килти вулав валли те паратчĕç.

Далее...

 

Наркоман пек ыткăнаççĕ «маршрутка» водителĕсем

  19.08.2015 21:33 | 3324 просмотров

«Маршруткăсемпе» çÿреме юратмастăп. Çавăнпа ĕçе яланах тенĕ пек троллейбуспа каятăп. Тен, хальхи çамрăксемшĕн ку модăран тухнă пулĕ те… Анчах унта лăпкăрах, канлĕрех хама туятăп. Тепĕр тесен, халĕ троллейбусра ĕлĕкхилле килька пулă пек чышăнса, хĕсĕнкелесе хăрах ура çинче тăрса пымалла мар. Ыларах унпа ватăсем çÿреççĕ. Общество транспорчĕн чарăнăвĕнче тăнă чухне сăнатăп та – çамрăксенчен ытларахăшĕ «маршруткăна» кăмăллать. Унта алăкранах çын кĕпĕрленсе тăрать пулин те унтах чышăнаççĕ шереметсем…

«Маршруткăсемпе» çÿреме юратмастăп пулин те хутран-ситрен унта ларма тиветех.

Далее...

 

«Оптимизаци» теççĕ те...

  14.08.2015 21:43 | 4114 просмотров

Пур çĕрте те «оптимизаци» тесе янăрашаççĕ. Чăннипе, ку мана кăштах сисчĕвлентерет. Ара, пур çĕрте те кадрсене кĕскетеççĕ, вăл е ку çурт алăкĕсене хупаççĕ…

Оптимизаци текенни, паллах, медицина тытăмне те пырса тиврĕ. Унччен кашни районтах ача çураттармалли уйрăмсем пулнă. Пирĕн ăру, эпĕ те, унтах çуралнă. Ун чухне Трак тăрăхĕнчен Шупашкара илсе çÿремен. Çулĕ инçех мар-ха, анчах хĕрарăм çуратма тытăнсан тем вăрăмăшех туйăнĕ вăл.

Оптимизаци лайăх тесе мухтанаççĕ. Анчах хăш чухне ура та хума пултарать мар-и? Пĕлĕшĕм каласа кăтартнă тăрăх, пĕр хĕрарăм (лайăх астумастăп, Элĕк тăрăхĕнче ку пулнăччĕ ахăртнех) ăнсăртран ача çуратма тытăннă.

Далее...

 

Ватăлсах пырать тăван ялăм...

  05.08.2015 17:07 | 5020 просмотров

Пурнăç чакса мар, малаллах пырать. Этем пурнăçĕ, çĕр-çĕр çул каяллахипе танлаштарсан, самай лайăхланнă. Кунпа тÿре-шара мухтанма юратни паллă ĕнтĕ. Ялсенче те халĕ йăлтах пур тенĕ пек: киле шыв кĕрет, юхса тухать, сивĕ кунсенче пÿрте газ ăшăтать… Урăх мĕн кирлĕ ĕнтĕ çанна? Ялта ĕç çукки ура хуни пирки кашни кĕтесрех калаçаççĕ. Çамрăксене яла илĕртесшĕн тăрăшаççĕ. Анчах тивĕçлĕ шалу тÿлеменнишĕнех яш-хĕр, вăйпитти çынсем хулана, Мускава туртăнаççĕ. Патшалăх ку енĕпе алă усса ларать теме чĕлхе çаврăнмасть. Пур, паллах, программăсем, çамрăксене яла илĕртекеннисем.

Далее...

 

Люксембургра пурăнакан Томас Файдер чăваш чĕлхине вĕренет

  27.07.2015 11:50 | 3875 просмотров

Томас Файдер Люксембургра пурăнать. 40 çулти арçын пĕлтĕр Чăваш Ене килнĕччĕ. Унпа çавăн чухне паллашрăм. Тĕлĕнмелле çын вăл. Пин-пин çухрăма парăнтарса Чăваш Ене вăл чăваш чĕлхине вĕренме килнĕ. Томас ун чухне çитес çул «Хавал» уйлăха хутшăнассине, ун чухне манпа тепĕр хут курнăçассине пĕлтернĕччĕ. Сăмахне тытрĕ. Томаспа самай калаçрăмăр. Вырăслах пуплерĕмĕр унпа. Чăвашла лайахах çырать вăл, калаçкалать те. Анчах Люксембургра чăвашла никампа калаçма çук-мĕн. Практика çукки кăштах ура хурать.

Далее...

 

«Нарспи» поэма йĕркисене чарăнусенче çырни кăмăла çĕклет

  17.07.2015 09:56 | 4315 просмотров

Ĕçе, унта-кунта общество транспорчĕпе çÿретĕп. Чăннине калатăп, ку таранччен, Чăваш Енре Константин Иванов çулталăкĕ пулнине пĕлтернĕренпе çур çул иртсен те, чарăнусенче чăваш классикĕн вилĕмсĕр «Нарспи» поэмин йĕркисене çырнине курманччĕ. Тен, ку хамăн айăпăм, тен, çак илеме хам асăрхаман? Тунмастăп. Анчах темиçе кун каялла çак илеме асăрхасан чун чăнах та питĕ хĕпĕртерĕ.

«Ешĕл курăк хушшинче

Сап-сарă чечек ÿсет.

Аслă Силпи ялĕнче

Нарспи ятлă хĕр ÿсет.

Далее...

 

Культура керменĕнче эрех сутни, спектакль вăхăтĕнче телефон янăрани килĕшÿллĕ-и?

  09.07.2015 23:04 | 14001 просмотров

Манăн тиркеме ирĕкĕм çук та… Çапах калас килет. Концертсене, театра çÿреме юрататăп. Акă паян та концертра пултăм. Пĕтĕмĕшле илсен, йăлтах килĕшрĕ темелле. Çынсем культура çуртне канма пыраççĕ, юрă-ташăпа киленеççĕ. Анчах буфетра кукăль таврашĕсĕр пуçне хĕрлĕ эрех те сутни, чăннине калатăп, питех тĕлĕнтерчĕ. Кĕленчесене пурте курмалла именмесĕр кăларса лартнă. Кун пек çĕрте эрех-сăра сутма юрать-и вара?

Чăннипе, çынсем культура çуртне мĕнлерех канма килнине хамăн куçпа пĕрре мар курма тиврĕ. Хăшĕ-пĕри концерта, мĕн каласси – театра та, сумкине эрех чиксе пырать те антракт вăхăтĕнче кăна мар, концерт-спектакль пынă чухне те черкке хыççăн черкке вăрттăн ÿпĕнтерет.

Далее...

 

Апат çимен, шыв ĕçмен арçын ача

  29.06.2015 22:23 | 2821 просмотров

 

12 çулти арçын ачан çиес килмест. Тухтăрсем те мĕн тумаллине пĕлмеççĕ. Лэндон Джонс пачах çимест теме пулать. Ку мĕнле пулнă? Вăл каçхине пĕр стакан сĕт ĕçнĕ, пĕр татăк пицца çинĕ.

Ирхине, 2013 çулхи юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче, вăраннă та апат çиес килменнине туйнă. Унăн шыв та ĕçес килмест. Ашшĕ-амăшĕ каланă тăрăх, ача малтан хускалма юратаканни пулнă. Вăл велосипедпа ярăнма юратнă. Халĕ вăл хăйне вăйсăр туять, пуçĕ çаврăнать.

Далее...

 

Наци лицейĕ тек пулмĕ-ши?

  27.06.2015 15:19 | 3336 просмотров

Нумаях пулмасть Г.С.Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци лицейĕ патĕнчен иртме тÿр килчĕ. Ача-пăча сассипе янăраман пушă çурта курсан чун питĕ хурланчĕ. Пушах тесен тĕрĕсех мар-ха. Унта халĕ Петров урамĕнчи авариллĕ 9-мĕш çуртри çынсем общежитире пурăнаççĕ. Тĕлĕнмелле те, лицее 2012 çулта çурт йăтăнса анать тесе хупса хучĕç. Халĕ ав нимĕн те йăтăнса анмасть – çынсем чиперех пурăнаççĕ.

Тĕрĕссипе, эпĕ унта вĕреннĕренпе (2001-2005 çулсем), ман шутпа, нимех те улшăнман. Эпир вĕреннĕ чухне те столовăйĕнчи кирпĕчсем кăшт йăтăннăччĕ.

Далее...

 

Чăвашпа чăвашлах пуплесчĕ

  14.06.2015 22:24 | 14188 просмотров

Çак ыйту тавра, тĕрĕссипе, чăваш чĕлхин пуласлăхĕшĕн пăшăрханакан чылай çын калаçать. Мана мĕн хĕтĕртрĕ-ха паян çак статьяна çырма? Çак кунсенче общество транспортĕнче пĕлĕшĕме, пĕр ялта выляса ÿснĕскере, куртăм. Çав хĕр мана асăрхасан пырса калаçма тытăнчĕ. Малтанах аптăрарăм. Мĕншĕн тетĕр-и? Шалт тĕлĕннипе çăвартан сăмах та йĕркеллĕ тухмарĕ. Пике манпа вырăсла кăна пуплерĕ. Кирлĕ чарăнăва çитичченех мĕнле пулмаллине пĕлмерĕм. Ара, манăн чăвашпа чăвашлах калаçас килет вĕт.

Далее...

 
Страницăсем: 1, ... 6, 7, 8, 9, 10, [11], 12, 13, 14, 15, 16, ... 19
Orphus

Баннеры

Счетчики

0 Флудильня (чат)