Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +13.9 °C
Без врагов моя жизнь стала бы безрадостной, как ад.
(Р. Никсон)
 

Дневник пользователя irinuk87

Диван ҫинче хӑяккӑн выртса тупӑш кураймӑн

  26.06.2016 22:16 | 3027 просмотров

Ҫӗртме-утӑ уйӑхӗ – хӗрӳ вӑхӑт. Ял халӑхӗ пӗр канмасӑр тенӗ пек выльӑх-чӗрлӗхе хӗл каҫармалӑх утӑ хатӗрлет. Ирхине е каҫ кӳлӗм пахчана тухсан сӑпса ройӗ килнӗн туйӑнать. Унта та кунта утӑ ҫулни илтӗнет. Ӗлӗкрех анкартинче ҫава сасси илтӗннӗ пулсан халӗ газон ҫулмалли хатӗрсем нӑрлаттараҫҫӗ, мотоблоксем кӗрлеҫҫӗ. Мӗнех тейӗн, ял халӑхӗн пурнӑҫӗ ҫӑмӑллансах пырать.

Ӗҫӗ ҫӑмӑлланах пырать-ха, ӗҫлес кӑмӑллисем вара сахалланаҫҫӗ. Темиҫе ҫул каялла кӑна уй-хирте ӗне кӑкармалӑх вырӑн ҫукчӗ — ҫынсем ӗнисене ир-ирех ӑмӑртмалла тенӗ пек ҫавӑтса тухнӑ.

Далее...

 

Ҫимӗк — эрех ӗҫмелли сӑлтав-им?

  19.06.2016 22:05 | 4920 просмотров

Ҫимӗк чӑннипех те пысӑк уяв. Ҫак кун мунчара ҫӗнӗ милӗкпе ҫапӑнма, 77 тӗслӗ курӑкпа ҫӑвӑнма хушаҫҫӗ. Хӑш-пӗр тӑрӑхра ку йӑла манӑҫа тухман — курӑк татса сиплӗ шыв хатӗрлеҫҫӗ, ҫӗнӗ милӗк хуҫма вӑрмана каяҫҫӗ.

Ҫимӗк умӗн ҫӑва ҫине кайса ваттисене асӑнаҫҫӗ. Ҫак кун масар ҫине халӑх лӑк тулли пухӑнать. Анчах хӑш-пӗр тӑрӑхра масар ҫинче вилнисене асӑнасси уява ҫаврӑннӑн туйӑнать. Эрех кӳпса лартма килнӗнех туйӑнать. Сӑмахӑм — тури районсем пирки (тен, хӑш-пӗр тӑрӑхра унашкал мар, пуриншӗн те каламастӑп).

Далее...

 

Хӑйне евӗр профессисем

  05.06.2016 22:05 | 3319 просмотров

Хӑшӗ-пӗри ун валли ӗҫ ҫук тесе макӑрать. Урам шӑлаканра, чашӑк-тирӗк ҫӑваканра тӑрӑшас килмест вӗсен. Кӗсьене укҫа ҫӑмӑллӑн кӗрессе кӗтеҫҫӗ-ши? Ӗҫлес тесен таҫта та вӑй хума пулать. Тӗнчере тӗрлӗ професси пур. Вӗсен шутӗнче — хӑйне евӗррисем те, эпир пӗлменнисем те.

22-ри Рис Оуэн, куҫлӑхлӑскер, Торп паркра ӗҫлет. Унӑн тивӗҫӗ — килен-каян хӑварнӑ хӑсӑка тасатасси. Кунашкал професси никама та килӗшес ҫук ахӑртнех. Анчах вӑл Рисӑн кӑмӑлне каять. Ӗҫ укҫи те ун лайӑх. Тата вӑл каруҫҫельпе, ытти аттракционпа укҫа тӳлемесӗрех ярӑнма пултарать.

Далее...

 

Вӑрӑм тунасене «ҫитерни», е Хӑйне евӗр сӑнавсем пирки

  29.05.2016 22:32 | 5826 просмотров

Тем хӑтланакан та пур. Ҫак кунсенче Шупашкар ҫынни вӑрӑм тунасемпе сӑнав ирттернӗ. Вӗсем ҫыртнине хӑй мӗнле чӑтса ирттернине пӗлесшӗн пулнӑ вӑл. Хайхискер Атӑл леш енче вӑрӑм тунасене «ҫитернӗ».

Евгений Столяров хӑйне вӑрманта ҫыхса хуртарнӑ. Вӑрӑм тунасем ӑна тӳрех тапӑннӑ. Вӗсем кӗлеткипех ҫыртсан мӗн пулать? Ҫакна пӗлесшӗн ҫуннӑ вӑл.

Вӑрмана вӑл юлташӗпе кайнӑ. Пилӗкӗ таран хывӑннӑскер вӑрӑм тунасене мӗн чухлӗ вӑхӑт «тӑрантарнӑ»? Евгений 19 минут ҫеҫ чӑтайнӑ.

Хӑй вӑл слесарь.

Далее...

 

Пӗве хӗррине тислӗк те, пӑру виллисем те тӑкаҫҫӗ

  22.05.2016 21:21 | 4869 просмотров

Красноармейски районӗнчи Йӗпрем ялӗ ҫывӑхӗнче ферма пур. Унта ӗнесем тытаҫҫӗ, вӑкӑрсем те пур. Тахҫан вӑл колхозӑн пулнӑ. Вӑл аркансан ӑна пӗр ҫын туяннӑ, халӗ ӑна ертсе пырать.

Ним те каламастӑп: ферма йӗркеллех ӗҫлесе пырать. Никам аллине те лекмен тӗк вӑл тахҫанах юхӑнса пӗтӗччӗ. Халӗ ав унта ӗҫ кал-кал пырать. Ҫӗнӗ йышши хатӗр-хӗтӗр те вырнаҫтарчӗҫ унта. Ферма «сывлама» тытӑнсан ял ҫыннисем валли ӗҫ вырӑнӗ те пулчӗ.

Пӗр самант ҫеҫ кӑмӑла хуҫать. Фермӑран куллен тислӗк нумай кӑларма тивет.

Далее...

 

Укҫа пустуй тӑкаклани-и?

  22.05.2016 21:06 | 4480 просмотров

«Праймериз, праймериз» теҫҫӗ. Ют чӗлхерен йышӑннӑ сӑмахсемпе калаҫма хӑнӑхнӑ та халӗ ку сӑмахӑн пӗлтерӗшне, тунмастӑп, хам та малтан пӗлменччӗ. Ватӑ ҫынсем унӑн пӗлтерӗшне пушшех те ӑнкармаҫҫӗ ахӑртнех.

«Мӗн вӑл?» — ҫапла каланине пӗрре мар илтрӗм ялта. Ансатрах каласан — «тӗп суйлав умӗнхи суйлав». Ҫапла каласан кинемисемпе мучисем ӑнланаҫҫӗ-ха. Анчах вӑл мӗн тума кирлине ӑнлантарма тивет. «Укҫа пустуй тӑкаклани», «Ӗҫлекенсен шалӑвне чакараҫҫӗ, кунта ав мӗн чухлӗ укҫа пустуй каять» — ҫапла каланине хам хӑлхапах илтрӗм.

Далее...

 

Ҫурхи шыва ӗҫсе пурӑнаҫҫӗ

  15.05.2016 22:15 | 5495 просмотров

Элӗк районӗнчи Вырӑс Сурӑм ялӗнче пысӑк инкек пулсан шухӑша путрӑм. Ҫичӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлчӗ унта. Ку республикӑшӑн питӗ пысӑк ҫухату. Пушар ҫӗрле тухнӑ. Тен, ҫулӑм алхаснине тӳрех асӑрхайман. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, пӳрт тӑрринчи шифер шаплатса ҫурӑлма тытӑнсан ҫеҫ ял халӑхӗ пушар алхаснине сиснӗ.

Йывӑҫ пӳрт, кивӗскер, хӑвӑрт ҫунса кӗлленнӗ. Тӗнче тетелӗнчи канашлура кун пирки чылай ҫырчӗҫ. Пӗрисем пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар машини 1 сехетрен ҫеҫ ҫитнӗ. Паллӑ ӗнтӗ: ку тапхӑрта йывӑҫ ҫутран ҫынсене ҫӑлас шанчӑк ҫук.

Далее...

 

Туристсене илӗртекен кӗпер

  03.05.2016 20:12 | 4963 просмотров

Чӑваш Енре туризм пирки нумай калаҫаҫҫӗ. Туристсене мӗнпе илӗртмелле? Ҫӗнӗ ҫулхи чи ҫӳллӗ чӑрӑшпа-и? Унашкаллине вӗсем таҫта та курма пултарӗҫ. Ниҫта та ҫук япаласемпе илӗртмелле туристсене. Вӗсем Чӑваш Енре, паллах, пур.

Канаш районӗнчи Мӑкӑр ялӗ ҫывӑхӗнчи чукун ҫула чылай ҫын кайса курать, ун патӗнче сӑн ӳкерӗнет. Чӑннипех те интерслӗ вырӑн вӑл.

Вӑл ӑҫтан пулса кайни пирки икӗ верси пур. Пӗрне ӗненес тӗк, ӑна 1913-1917 ҫулсенче хута янӑ. Тепӗр верси вара ӑна иртнӗ ӗмӗрӗн 40-мӗш ҫулӗсенче вермахт ҫар служащийӗн тыткӑнри ҫынсем, нимӗҫ строителӗсем, тунине ҫирӗплетет.

Далее...

 

Мӑнкун йӑли манӑҫать

  01.05.2016 19:55 | 6029 просмотров

Мӑнкун ҫитсен темшӗн ачалӑх аса килет. Ун чухне пысӑк ҫак уяв асамлӑ пек туйӑнатчӗ. Темӗнле ырлӑх кӗтеттӗмӗрччӗ эпир ун чухне. Урамри вӗтӗр-шакӑрпа пухӑнса ҫерем ҫине выляма каяттӑмӑр, килтен илсе тухнӑ тутлӑ апат-ҫимӗҫпе пӗр-пӗрне хӑналаттӑмӑр. Пӗлместӗп мӗншӗн, анчах Мӑнкуна шутсӑр кӗтеттӗмччӗ.

Аслисем, атте-анне, тӑвансем, ҫак кун ир-ирех ҫӑмарта хӗрететчӗҫ. «Христос чӗрӗлнӗ!» ҫак сӑмахсемпе анне вӑратни халӗ те асрах. Ҫак кун хӗвел те ташласа тухатчӗ. Кӑҫал темшӗн ҫанталӑк лайӑхах пулмарӗ — Мӑнкун кӗркуннехи пек ҫумӑр ҫуни тахҫанах пулманччӗ.

Далее...

 

Епле чӑтать-ши мӑнтарӑн Раҫҫейӗ?

  24.04.2016 20:11 | 5517 просмотров

Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Енре коррупципе кӗрешекен мерӑсен комплексӗ ӗҫленине, корруцие тӑрӑ шыв ҫине кӑларма пулӑшакан мехнизмсене пурнӑҫа кӗртсе пынине палӑртнӑ. Чӑваш Ен коррупципе кӗрешмелли мероприятисене хатӗрлес енӗпе пилотлӑ регион шутланать. Ку енӗпе саккуна та ҫӗнетеҫҫӗ, этика кодексне те йышӑннӑ. Республикӑра коррупци тӗслӗхӗ пирки «хӗрӳ линипе» те шӑнкӑравласа пӗлтерме пулать.

Пӗлтӗр ШӖМ органӗсене должноҫри ҫынсем тӗлӗшпе 513 ҫӑхав килнӗ.

Далее...

 
Страницăсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, ... 19
Orphus

Баннеры

Счетчики

0 Флудильня (чат)