Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +13.3 °C
Люди перестают мыслить, когда перестают читать.
(Д. Дидро)
 

Софья Савнеш: Мӑнкун йӑли манӑҫать

Софья Савнеш01.05.2016 19:556022 просмотров

Мӑнкун ҫитсен темшӗн ачалӑх аса килет. Ун чухне пысӑк ҫак уяв асамлӑ пек туйӑнатчӗ. Темӗнле ырлӑх кӗтеттӗмӗрччӗ эпир ун чухне. Урамри вӗтӗр-шакӑрпа пухӑнса ҫерем ҫине выляма каяттӑмӑр, килтен илсе тухнӑ тутлӑ апат-ҫимӗҫпе пӗр-пӗрне хӑналаттӑмӑр. Пӗлместӗп мӗншӗн, анчах Мӑнкуна шутсӑр кӗтеттӗмччӗ.

Аслисем, атте-анне, тӑвансем, ҫак кун ир-ирех ҫӑмарта хӗрететчӗҫ. «Христос чӗрӗлнӗ!» ҫак сӑмахсемпе анне вӑратни халӗ те асрах. Ҫак кун хӗвел те ташласа тухатчӗ. Кӑҫал темшӗн ҫанталӑк лайӑхах пулмарӗ — Мӑнкун кӗркуннехи пек ҫумӑр ҫуни тахҫанах пулманччӗ.

Аслисем апат-ҫимӗҫ пӗҫерсе пӗтерсен килӗрен, пӗр-пӗрин патне, ҫӳреме тытӑнатчӗҫ. Пӗрисем патӗнче сӗтел хушшине ларатчӗҫ те хӗвел майлӑ ҫаврӑнса теприсем патне куҫса пыратчӗҫ. Тӗпӗр ҫулхине черетпе, тепӗр ҫемьере, Мӑнкун уявне пуҫлатчӗҫ. Унтанпа 10 ҫул ытла иртрӗ пулӗ… Халӗ ҫак йӑла, шел те, пирӗн ялта ҫук. Унччен тӑватӑ ҫемье пӗр-пӗрин патне ҫӳрекелетчӗҫ те, халӗ вӗсем те хутшӑнма пӑрахрӗҫ. Халӗ Мӑнкуна ҫӗнӗлле, ҫемьепе килте, паллӑ тӑваҫҫӗ, хӑнана ҫӳрес йӑла пӗтрӗ.

Халӗ ачасем те килӗрен пылак ҫимӗҫ пуҫтарса ҫӳремеҫҫӗ. Тепӗр тесен, паян ялта ача-пӑча сасси сахал янӑрать. Канмалли кунсенче ҫеҫ хуларан килсе ҫӳреҫҫӗ. Ҫамрӑксем ялта тӗпленесшӗн мар пуль ҫав. Ара, ӑҫта укҫа ӗҫлесе илмелле? Теприсем ферма хуҫалӑхӗ йӗркелеме сӗнӗҫ. «Ӗҫлес тесен ӗҫ тупӑнатех», — тейӗҫ. Анчах ферма хуҫалӑхне йӗркелеме йывӑр, калама ҫеҫ ҫӑмӑл пек. Техника мӗн чухлӗ кирлӗ? Ӑна туянма укҫа сахал мар кирлӗ. Патшалӑх грант парса пулӑшать-ха, анчах ӑна пурте тивӗҫеймеҫҫӗ.

Хӑш-пӗр ҫамрӑк ялта юлас тесе тӑрӑшать. Кунашкал пӗр ҫамрӑк пирки илтнӗччӗ. Вӑл — Вӑрнар районӗнчен. Хайхискер аякри хулара ӗҫлесе пурӑннӑ хыҫҫӑн тӑван тӑрӑхах таврӑннӑ, фермер хуҫалӑхӗ пуҫарма ӗмӗтленет. ЧР Ял хуҫалӑх министерствине грант илмешкӗн проект тӑратнӑ. Анчах тивӗҫеймен вӑл ӑна. Пур-пӗрех пуҫ усмасть, вӑл проекта тепӗр хут хатӗрлесшӗн.

Мӑнкун патнех таврӑнам-ха. Ҫак кун пирӗн ялта ача сахал мар, хуларан килеҫҫӗ. Анчах вырӑсла шакӑртаттарса калаҫаканскерсем ҫак уяв пирки пӗлсех каймаҫҫӗ ахӑртнех. Ачасем килӗрен пылак ҫимӗҫ пуҫтарса ҫӳрени вӗсемшӗн — ют. Хамӑрӑн йӑла-йӗркен эпир, аслисем, вӗсене вӗрентместпӗр мар-и?

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики