Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +12.5 °C
Кто малым не доволен, тот большего не достоен.
(В.И.Даль)
 

Дневник пользователя irinuk87

Кашни утӑмра — пӗлтерӳ

  04.11.2015 21:22 | 5129 просмотров

Шупашкар урамӗсемпе утнӑ чухне кашни утӑмра пӗлтерӳсем куҫ тӗлне пулаҫҫӗ. Хулара кӑна-и? Юлашки вӑхӑтра ялсенче те ҫакма пуҫларӗҫ: кам тислӗк сутать, тепри таксист пулӑшӑвӗ сӗнет…

Пӗлтерӳсем ҫакни тем мар-ха. Ку чылай чухне хамӑрах пулашать. Вӗсене вуласа ӑҫта тата мӗн йӳнӗрех туянмаллине пӗлетпӗр. Пӗлтерӳсем валли ятарлӑ вырӑн уйӑраҫҫӗ. Анчах ҫыпӑҫтарнӑ хутсене общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсенче те, подъезд алӑкӗсем ҫинче те, картасем ҫинче те курма пулать. Халӗ тата асфальт сарнӑ тротоур ҫине те ҫырма пуҫларӗҫ.

Далее...

 

Илемпи, Пинерпи, Пинеслу, Алман та ҫуралать

  01.11.2015 21:37 | 5229 просмотров

Чӑваш Енре демографи лару-тарӑвӗ япӑх темелле мар. Ку енӗпе пӗлтӗр республикӑра хӑйне евӗр ҫитӗнӳ те пулнӑ: ҫуралнисен йышӗ вилнисенчен нумайрах пулнӑ. Ача ҫуралсан ашшӗ-амӑшӗ ун валли ят шырать. Халӗ паллӑ ӗнтӗ мӗнлерех ятсем анлӑ сарӑлни: Анастасия, Мария, София, Елизавета, Виктория… Арҫын ачасене ытларахӑшӗ Максим, Кирилл, Роман, Егор ят хурать. Республикӑра ачасене тӗне кӗмен чӑвашсен ятне паракансем те пур. Ку хутран-ситрен ҫеҫ тӗл пулать. Ҫапах ку та темӗн пекех…

Чӑваш Енре 2013 ҫул уйрӑмах интереслӗ пулнӑ темелле.

Далее...

 

Сиам йӗкӗреш хӑраххи Зита вилнӗ

  30.10.2015 18:50 | 3039 просмотров

Зита тата Гита Резахановсем пирки тӗнчипех пӗлеҫҫӗ. Сиам йӗкӗрешне уйӑрни пирки хӑй вӑхӑтӗнче массӑллӑ информаци хатӗрӗсем нумай ҫырчӗҫ. Ара, кунашкалли пӗрремӗш хут-ҫке.

Зитӑпа Гитӑна уйӑрсан чиперех пурӑнса кайнӑ. Ҫапах нумай сипленме тивнӗ вӗсен. Апла пулин те хӗрачасем питӗ савӑннӑ. Вӗсем ыттисем пекех пулнӑ-ҫке-ха.

Аса илтерер: Зитӑпа Гита Кӑркӑсстанри Западное ялӗнче 1991 ҫулхи юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Вӗсене 2003 ҫулта Мускаври Филатов ячӗллӗ ача-пӑча клиника пульницинче операци тунӑ.

Далее...

 

Арҫынсем те, хӗрарӑмсем те ҫӳҫ ӳстереҫҫӗ...

  28.10.2015 11:16 | 3563 просмотров

Кӑсӑклӑ пулнӑран тӗнче тетелӗнче чи вӑрӑм ҫӳҫлӗ ҫынсене шыраса тупрӑм. Камсем-ха Гиннесс рекорчӗсен кӗнекине кӗме пултарнӑ? Ҫак ыйтун хуравӗсемпе ыттисене те паллашма сӗнетӗп.

Паллӑ ӗнтӗ: мода кашни утӑмра тенӗ пекех улшӑнса пырать. Анчах чылай хӗрарӑм яланах варӑм ҫӳҫлӗ пулма ӗмӗтленет. Ҫапах тӗнчере ку енӗпе мухтанма пултаракансене алӑри пӳрне тӑрӑх шутласа кӑларма пулать. Чӑннипех те илемлӗ тата вӑрӑм ҫӳҫлӗ ҫын сахал-ҫке-ха.

Официаллӑ ҫӑлкуҫсене ӗненес тӗк тӗнчере чи вӑрӑм ҫӳҫлӗ хӗрарӑм Китайра пурӑнать.

Далее...

 

Троллейбусра арҫынсем те, студентсем те ватӑсене вырӑн памаҫҫӗ

  18.10.2015 21:43 | 4955 просмотров

Тарӑхнипе ҫакна ҫыраймасӑр чӑтаймарӑм. Ҫӗр тепӗр май ҫаврӑннӑн, тӗнче кутӑн кайнӑн туйӑнчӗ. Ҫамрӑксем аслисене хисеплеме пӗлменни ҫак кунсенче куҫ тӗлне темиҫе хут та тӗл пулчӗ.

Общество транспорчӗпе кашни кунах ҫӳретӗп. Пӗррехинче 11-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбуса лартӑм. Ҫула май мар-ха, ҫапах Хмельницкий урамӗнче анса юлӑп тесе ҫынсемпе пӗрле троллейбуса кӗтӗм. Тахҫанах асӑрханӑччӗ: ку маршрутпа карчӑк-кӗрчӗк нумай ҫӳрет. Вокзалта ҫын нумаях мар та ларкӑч ҫине вырнаҫрӑм.

Далее...

 

Культура шайӗ пӑшӑрхантарать

  11.10.2015 21:50 | 4877 просмотров

Юлашки вӑхӑтра пирӗн культура шайӗ мӗнле пулни пӑшӑрхантарма пуҫларӗ. Йӗркесӗрлӗхпе темиҫе хут та тӗл пултӑм, ҫавӑнпа шухӑша кайрӑм.

 

Туй… Лайӑх-ха вӑл. Икӗ ҫамрӑк ҫемье ҫавӑрнинчен мӗн пахи пур? Ӗлӗк ку илемлӗ йӑла пулнӑ. Каччӑ хӗре укҫа парса илни, хӗр юрри, ҫӗнӗ ҫынна тепӗр кунне картлампа шыв йӑттарса, апат пӗҫерттерсе тӗрӗслени… Чӑннипех те хитре. Шел те, халӗ эпир ҫав йӑласене спектакльсенче ҫеҫ курма пултаратпӑр. Халӗ ҫӑмрӑксем туя кафере ирттереҫҫӗ. Пурнӑҫ малаллах каять, ун хыҫҫӑнах талпӑнмалла ҫав пирӗн.

Далее...

 

Урамра та, хваттерте те... сивӗ

  05.10.2015 22:04 | 3574 просмотров

Юпа уйӑхне кӗтӗмӗр, ҫанталӑк та сивӗтрӗ. Хваттерсенчи пӑрӑхсем вара халӗ те вӗри мар, сип-сивӗ. Ҫавна май пӳлӗмсенче те шӑнса вилмелле. Ҫынсем ӑшӑ парасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрисене юпан 1-мӗшӗнчех панӑ-ха. Теприсем вара шӑл шаккаса халӗ те кӗтсе лараҫҫӗ.

Чӑннипе, кӑҫалтан пуҫласа ӑшӑ хӑҫан парассине регионсем хӑйсем палӑртассине илтсен савӑннӑччӗ те. Ара, ытти ҫулхи пек шӑнмастпӑр тесе шутланӑччӗ. Кӑҫалтан урамра 7 градус виҫӗ кун тӑрасса та кӗтмелле мар тенӗччӗ. Анчах шанни харама кайрӗ.

Далее...

 

Юбилейлӑ медальсем хуҫисем патне ҫитеймен, мӗншӗн тесен вӗсем ҫухалнӑ

  20.09.2015 21:54 | 3887 просмотров

Вӑрмар районӗнчи Кавал тӑрӑхӗнче пулнӑ япала, чӑннине калатӑп, пуҫа ниепле те вырнаҫмасть. Кун пеккине ку таранччен курманнчӗ те, илтменччӗ те. Унта медальсем ҫухалнӑ.

Мӗнле медальсем тетӗр-и? Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ ятпа кӑларнӑ медальсем. Вӗсем тыл ӗҫченӗсем, ветерансем патне ҫитмелле пулнӑ. Анчах 5-6-шӗ (ку хисепе ҫирӗплетсе калаймастӑп, анчах пӗр медальне хам та алӑра тытса куртӑм) вӗлтӗрен хушшинче выртнӑ. Вӗсен ачасем тупнӑ та вылянӑ, унтан ялти сцена айне пытарнӑ.

Ачасем кун пирки аслисене асӑрхаттарсан ҫеҫ Кавалти Галина Смирнова сцена патне кайса медальсене тупнӑ.

Далее...

 

Суйлав - эрех ĕçмелли сăлтав-и?

  13.09.2015 21:29 | 3699 просмотров

Суйлав иртрĕ те ял самаях «чĕрĕлчĕ» темелле. Иртенпех çынсем суйлав участокĕнелле утрĕç. Клуб умне урапа нумай пухăнчĕ. Ĕлĕкрех суйлава халăха колхоз турттаратчĕ те. Халĕ харпăр кашни хăйĕн урапипе çитсе ларать.

Суйлав – кашни çыншăн уяв. Ара, хамăрăн пуласлăха суйлатпăр-çке. Çак кун ялти лавккашăн та чăн-чăн «уяв» пулчĕ. Самай тупăш турĕ вăл. Эрех-сăра сутса.

Пирĕн ялта лавкка суйлав участокĕнчен инçех мар. Кашни килен-каян тенĕ пекех кĕрсе тухрĕ унта. Чылайăшĕ хулхушшине «пулăштух» хĕстерсе тухрĕ. Сутчăр эрехне – нимĕн те каламастăп.

Далее...

 

Тĕнче тетелĕ йăхран куçнă вăйăсене пăчлантарчĕ-ши?

  06.09.2015 22:37 | 3841 просмотров

Тусăмăн ачи, 6 çула çывхараканскер, яланах мультик кăтартма ыйтать. Апат çиме ларать-и, е хăна килет-и – ăна мультик çеç кирлĕ. Çăкăр ан çитер. Шухăшлатăп та: мĕншĕн çапла? Ашшĕ-амăшĕ айăплă-и е кунĕн-çĕрĕн телеканалпа çавăрттаракан мультик-и? Тем тесен, ача воспитанийĕнче чи малтан ашшĕ-амăшĕ пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Вĕсем епле вĕрентеççĕ – ачи çапла çитĕнет.

Мультик, тĕнче тетелĕ ачана мĕнле витĕм кÿни пирки психологпа та калаçма тÿр килнĕччĕ. Вăл пĕр тĕслĕхпе паллаштарчĕ.

Далее...

 
Страницăсем: 1, ... 5, 6, 7, 8, 9, [10], 11, 12, 13, 14, 15, ... 19
Orphus

Баннеры

Счетчики

0 Флудильня (чат)