Тунсăх


Каçхи тунсăх


Лăпкă каç. Тӳпере çăлтăрсем тĕлкĕшеççĕ.

Вĕлкĕшсе чĕлтĕрти юр чĕтрет.

Пуçăмра ерипен шухăшсем чĕрĕлеççĕ.

Канăçа çухатса чĕрере.

 

Астăватăн-ши эсĕ: ун чух калаçатчĕ

Хĕл мерченĕ ура айĕнче.

Тĕксĕм уйăх шупка çутине сапалатчĕ.

Ытарма çук тӳлекчĕ тĕнче.

 

Çав асамлă каçа чăтаймасăр эп кĕтрĕм.

Пулчĕ вăл тĕлĕкри пек хитре,

Иккĕлле шухăшсем — чун асапĕ пач пĕтрĕ.

Лăпкăн сирĕлчĕ тейĕн тĕтре.

Тунсăхлă самант


Тунсăх мĕн вăл? Эсĕ, Юрату...

Кăвак куç та йĕрĕлче тута.

Чиперккеçĕм, тата сан яту

Çăлтар евĕр ялтăрать малта.

 

Кăвак куç самантлăх пăхмасан

Ман çине ачашшăн юратса,

Кун çути сӳнес пекех ялан

Чунăмра тăрать ман туйăнса.

 

Çавăнпа çав куçăн йăлтăркки

Пăхтăр ман çине вĕçĕмсерех.

Асаматăн çич тĕслĕ пĕкки

Чĕре витĕр курăнтăр пире.

 

Йĕрĕлче тутун пылаккине

Ир те каç тăрасчĕ тутанса,

Халсăр чунăма вăй кĕртнине

Ĕмĕрлĕх илесчĕ ăнланса.

 

Çутă çăлтăр евĕрлĕ ятна

Каласассăн, — уçăлтăр тĕнче.

Аллăма тăсассăн сан патна, —

Пуçу вырттăр кăкăрăм çинче.

 

Тунсăха сирес тесен, савни,

Хĕвел шевлипе яр саламна.

Вара çитĕ эп ĕмĕтленни, —

Уçалса çеç кайĕ самана.

 

Тунсăх мĕн вăл? Тунсăх — ырату...

Çав ыратăва сирес тесен,

Умра тăтăр аслă юрату,

Тăтăр юнашар вăл кунсерен.

Халь кампа-ши тусăм?


Ылтăн кĕркуннеччĕ, çулçă тăкăнатчĕ.

Пĕр-пĕччен утаттăм кӳршĕ ял шкулне.

Яш чĕре сикетчĕ, тĕлпулма хавасчĕ,

Тĕл пулсан хыпатчĕ çулăм чĕрене.

Çамрăклăх вылятчĕ, кăварлă çунатчĕç

Вунулттă тултарнă хĕрĕн тутисем.

Пĕр сана курасшăн, пĕр санпа пуласшăн.

Телее тупасшăн пулнă пĕрлешсе.

Иртре яшлăх шавĕ, юрату ултавĕ,

Асăнмалăх юлчĕç хуçăк кăмăлсем.

Халь кампа-ши, тусăм, юнашар утатăн?

Кам çине пăхаççĕ хăмăр куçусем?

Ылтăн кĕркунне те, ешĕл çуркунне те

Пĕр-пĕччен тухатăп укăлча умне.

Эс мана мансан та, эп сана кĕтетĕп.

Манас марччĕ санăн Таккавар ялне.