Путек


Кăтрашка


Шурă сурăх путек турĕ.

Вăхăт питĕ хăвăрт шурĕ.

Кăтра çăмлă пулнăран

Пит юратрăм чунăмран.

 

Тăрăшсах ăна вĕрентрĕм:

Кунсерен эп тĕкĕштертĕм.

Ӳссе çитрĕ Кăтрашка,

Пулчĕ тăчĕ мăн така.

 

Халь кĕтӳ кĕртме хăратăп,

Алăк умĕнчен таратăп.

Пăрăнмасан хăвăртах —

Таклаттарать вăл хытах.

Астутарчĕ


Шурă сурăх пăранларĕ.

Шур путек çӳрет сиксе.

Кĕркури унпа вылярĕ

Тĕкĕшмешкĕн вĕрентсе.

 

Вăхăт иртрĕ сисĕнмесĕр,

Пысăкланчĕ шур така.

Çамкинче ун шушкă евĕр

Икĕ пысăк мăйрака.

 

Пĕр кунне çак так! тутарчĕ

Хыçалтан Кĕркурине.

Ахăртнех, вăл астутарчĕ

Кам тĕртме вĕрентнине.

Путексем


Халĕ пирĕн выльăхсем

Хăрамаççĕ сивĕрен.

Вăрăм çăмлă сурăхсем

Ним шăнмаççĕ витере.

 

Мăтăр-мăтăр сурăхсем,

Мунча тулли путексем.

Чăлттик-чалтти! урайĕнче

Сиккелеççĕ ир çинче.

 

Эх, ташлассăмах килет

Вĕсемпе ман мунчара.

Ыталатăп путеке,

Ачашлатăп, юратап.