Кĕнекесем


Кунта эсир кĕнекесен списокне куратăр. Вĕсене кĕртнĕ вăхăтпа йĕркеленĕ. Юлашкинчен кĕртнĕ кĕнекесем çулте, каярах кĕртнисем аяларах вырнаçнă.

Кĕнеке ячĕ çине пуснă хыççăн эсир унпа тĕплĕн паллашма пултаратăр: унта хайлавсен списокĕ пулĕ.

Йăмраллă ял


Куçма Турхан. Йăмраллă ял. Роман. — Шупашкар: Чăвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

 

© Чăвашгосиздат, 1951 ç.

Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш том


ББК 84 Чув 7–5

М88

 

Мранька Н.Ф. Ĕмĕр сакки сарлака. Роман. 1-мĕш том. Виççĕмĕш кăларăм. Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1989. — 592 с.

 

Паллă писателĕн революци умĕнхи чăваш халăх пурнăçне кăтартса паракан романĕ.

 

ISBN 5-7670-0164-2

© Чăваш кĕнеке издательстви, 1989 ç.

Кăра çилсем. Виççĕмĕш кĕнеке


С (Чув) 2

У 89

 

Мария Ухсай. Кăра ҫилсем. Повесть. Виҫҫĕмĕш кĕнеке. Иккĕмĕш кăларăм. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1974. — 248 с.

 

© Чувашское книжное издательство, 1976 г.

Кăра çилсем. Иккĕмĕш кĕнеке


С (Чув) 2

У89

 

Мария Ухсай. Кăра çилсем. Иккĕмĕш кĕнеке: Повесть. — Шупашкар: Чăваш АССР государство издательстви. 1957. — 246 с; илл.

Кăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнеке


С (Чув) 2

У89

 

Мария Ухсай. Кăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнеке: Повесть. — Шупашкар: Чăваш АССР государство издательстви. 1956. — 204 с; илл.

Ватă чĕре — çамрăк чун


УДК 894.344

ББК 84 (2 Рос-Чув)

Н62

 

Никитин. Э.Н. Ватă чĕре — çамрăк чун. Пьесăсем. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви. 1999. — 240 с; илл.

Кĕнеке чăваш халăх артисчĕ, паллă драматург, эстрада ăсти Ефим Никитин (Кĕлпук Мучи) пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе тĕплĕн паллаштарать. Унăн пьесисемпе кулăшĕсене вулакансемпе куракансем яланах хапăл туса йышăнаççĕ.

 

ISBN 5-7670-1049-8

© Чăваш кĕнеке издательстви, 1999 ç.

Сулпикепе Валĕм хун


Хусанкай П.П. Сулпикепе Валĕм хун: [юмах] / Петĕр Хусанкай. – Шупашкар: Чăваш АССР кĕнеке издательстви, 1963. – 28 с.

 

Сказка о том, как Красавицу Сулбиге насильно выдают замуж за хитрого змея, и о том, как много препятствий ей приходиться преодолеть в борьбе за свое счастье.

Для детей среднего школьного возраста.

Йĕрсем çухалмаççĕ


ББК 84 Чув 7-4

Я 71

 

Ярандай Р.С., Сунтал М.П. Йĕрсем çухалмаççĕ: Повеçсемпе калавсем. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1990. — 192 с.

Р. Ярандайăн «Йĕрсем çухалмаççĕ» повеçĕнче район прокуратурин Ю. Назаров следователĕн йывăр та кăткăс ĕçĕ-хĕлĕ çинчен вуласа пĕлме пулать. Следователь тĕрлĕ преступленисен пăтрашуллă ĕçĕсене, тĕплĕн тĕпчесв пĕлсе, тĕрĕс уçса кăтартать.

М. Сунталăн «Алтăр çăлтăр шерпечĕ» повеçĕнчи ĕçсем галактика варринче вырнаçнă инçетри планета çинче пулса иртеççĕ. Çак планета çыннисем пулăшу ыйтнипе çитĕннисемшз пĕрле арçын ача Икар та унта вĕçсе каять. Çĕр çыннисем, вăрăм çула пăхмасăр, аякри планета патне вĕçсе çитеççĕ, ăна хăрушă катастрофăран çăлса хăвараççĕ.

 

ISBN 5-760-0275-4

© Чăваш кĕнеке издательстви, 1990 ç.

Ытла та вăрттăн юрату


УДК 894.344

ББК 84 (2Рос-Чув)

В88

 

Иван Вутлан. Ытла та вăрттăн юрату: Роман. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2002. 222 с.

Произведенире çырса кăтартнă ĕçсем хальхи вăхăтра тĕпрен илсен Чăвашра тата араб çĕршывĕсенче пулса иртеççĕ. Автор вулакансене Раççей салтакĕсемпе офицересен, дипломачĕсемпе тĕрлĕ специалисчĕсен чикĕ леш енчи кăткăс та йывăр пурнăçĕпе паллаштарать.

Сар ачапа сарă хĕр


ББК 84.3-Чув

А24

 

Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарă хĕр: Повесть. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1980. 256 с.

 

«Сар ачапа сарă хĕр» повесть — Хветĕр Агиверĕн прозăпа çырнă тăваттăмĕш кĕнеки. Хăйĕн ытти кĕнекисенчи пекех кунта писатель этем чун-чĕрин ырă енне, унăн çутă ĕмĕт-хавалне ăшшăн сăнарлать. Сакăлта-тумхах урлă талпăннă май пурнăçра хăйсен вырăнне тупма, лайăха, кирлине çул уçса пыма ырми-канми тăрăшаççĕ повеçри геройсем.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12