Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ
Хĕр хапха патне чупса тухрĕ. Йĕкĕт кайма ĕлкĕрнĕ иккен.
Ванюк чаплă çуна çинче ларса пынă çĕрте хĕр хăйне «начей» парса кӳрентернине манма тăрăшрĕ. «Чăнах, мĕн тесе сĕтĕрмелле? Тĕрĕссипе, вăл ăна хисеплĕн йышăнса, пианино калама ирĕк пачĕ. Пуянсем хушшинче унашкал çынна тупма хĕн. Кам хĕрĕ-ши? Тăхта, куна пĕлме йывăрах мар».
— Сударь! — евĕклĕн чĕнчĕ Ванюк. Кучер каялла пăхсан: — Калăр-ха, тархасшăн, эпĕ халь кам патенче пултăм? — терĕ.
— Э-э, çамрăк çын… Çавна та чухлаймастăн, айванни таçтанах паллă. Эсĕ кĕпĕрниле чи пуян та чи чаплă Михаил Петрович Янашов патĕнче пултăн... — Ванюка минренĕ пек шутласа, татах хушса хучĕ: — Ăнлантăн-и?.. Вăт çапла, çамрăк çын!
— Лешĕ, манпа юнашар ларса пыни, кам тата? — ĕненес килмен пирки каллех ыйтрĕ Ванюк.
— Вăл Янашовăн пĕртен-пĕр ачи, Клавдия Михайловна... Унтан чипер те муллă хĕр Хусанта çеç мар, кĕпĕрнипе шыраса тупаймăн. Ашшĕн мĕнпур пурлăхĕ ăна юлмалла теççĕ. Кăмăлĕ çав тери тӳлек. Темиçе çултанпах эпĕ унăн кучерĕ, пĕр сивĕ сăмах илтмен. Ытти тарçисемпе те ятлаçнине курман. Çавăншăн хăйне те килĕштереççĕ. Мĕн каласси пур, куна ху та чухламалла, сан пек çынна урăх пĕр хуçа хĕрĕ те юнашар лартмĕ. Уйрăмах хăйĕн лавĕпе леçтермĕ. Ниепле те Янашов хĕрĕ темĕн. Ашшĕ кутăн çын. Пирĕн пеккисене ним вырăнне хумасть.
Ванюк ним тума аптранă енне алсишĕпе çамкине çат! çапрĕ. Иккĕленме кирлĕ мар, Клавье ăна магазинтах тĕшмĕртнĕ. Ĕненсе çитесшĕн çеç килне илсе кайнă, çул çинче пупленçи туса вăлтнă. Энĕшкассине пĕлни те ахальтен мар. Ванюк, виçĕ çулхи ача пек, нимĕн сисмен. Иçмасса, çакăнтан та кăштах тавçăрмаллаччĕ: пĕр палламан пуян хĕрĕ мĕне кура хăйпе юнашар лартса кайĕччĕ? Тата мĕне кирлĕччĕ ăна йĕкĕт хăш ялсем иккенне тĕпчеме? Ванюк вара хĕр кĕпе вĕççĕн çеç юлсан та паллаймарĕ. Çав териех улшăннă-ши вăл? Ванюк ăна пĕчĕк чухнехипе танлаштарма хăтланчĕ. Çук, унăн сăн-сăпачĕ ытлашши улшăнман пек. Çитĕннĕ кăна. «Ку йĕкĕт тăмсай, маннă» терĕ-ши?
Ванюк сасартăк Клавье кам хĕрне, хăй кам ывăлне аса илчĕ те хыттăнах кулса ячĕ. «Вăт çураçнă хĕр! Вăт пĕр тан хĕрпе тĕл пул!..» Кучер каялла çаврăнса пăхни ăна тăна кĕртре. Вăл хăй тĕллĕн пакăлтатса пынинчен именчĕ. Клавье пирки йăсланакан шухăшне çапах сиреймерĕ. «Чăнах, мĕншĕн ăшшăн йышăнчĕ вăл, нивушлĕ пирĕн хушăра пĕр-пĕрин енне каçма пултарайми тĕпсĕр çырма пуррине, ун ашшĕпе амăшĕ ман атте-аннен вилĕмле тăшманĕ иккенне пĕлмен? Тĕрĕссипе, алăк пуканĕ урлă та каçармалла марччĕ. Тараватлăн айкашрĕ пулсан, нивушлĕ иксĕмĕре çураçнине чĕринче упранă? Нивушлĕ ыррăн асăнса пурăннă?»
— Тпру!
Кучер лашана чарса тăратни Ванюк ăшĕнче хускалнă илĕртмĕш туйăмсене сӳнтерчĕ. Хĕрпе иккĕшĕн ăраскалĕсем çĕрпе пĕлĕт пекех уйрăлса тăраççĕ-çке. Юрать, килĕнче паллашса-туса намăсланмарĕ, хăйне хăй тивĕççĕн тыткаларĕ.
— Вăт çапла, çамрăк çын, çитрĕмĕр, — астутарчĕ кучер.
— Тавтапуç. Чипер кайăр! — ырă сунчĕ те Ванюк çуна çинчен анса юлчĕ.
Мăгазинта никам çуккипе кăнтăрла çитнине, хуçисем те, тарçисем те апатрине тавçăрчĕ Ванюк. «Ытлашширех çухалса çӳренĕ иккен. Хуçа ятлаçĕ. Мĕнле сăлтав тупса хăтăлмалла-ши? Çураçнă хĕрпе тĕл пултăм та вăр-варах уйрăлаймарăм темелле-ши?» —Ку ăссăр шухăш Ванюка хăйне те кулăшла туйăнчĕ. Çапах хуçа куçне курăнмаллах. «Ав вĕсем кантурта лараççĕ. Хăямата хăяккăн, ятлаçуăр, пĕр нушана тӳссе ирттерĕп!» — татăклăн тĕвтурĕ те кантур алăкне шаккарĕ. Хуçа ирĕк ларсан кĕчĕ:
— Акă, вăлча укçине илсе килтĕм! —терĕ.
Ванюк укçана кассире тыттарчĕ, хăй тухса кайма хатĕрленчĕ. Хуçи чарчĕ:
— Эсĕ ма нумай тăтăн?
— Вĕсем ытла инçе пурăнаççĕ. Çуран утса хăшкăлтăм! — чĕлхи çине килнĕ сăмаха персе ячĕ Ванюк.
Хуçа ĕненнĕ пек пулчĕ. Пурпĕр астутармасăр ирттермерĕ:
— Ӳлĕмрен васкасарах çаврăнкалама тăрăш!
— Юрать, Николай Анепадисович. Кайма ирĕк парсамăр!
— Пыр! Апат çисен, тепĕр ĕç тума хушатăп! Ванюк иккĕмĕш хута вĕçнĕ пек хăпарчĕ. Тус-йышĕсем ăна шӳтлесе кĕтсе илчĕç.
— Çухалнă Юман Паттăр аранах тупăнчĕ.
— Трамвай айне лекмерĕн-ши тесе чун юлманччĕ!
— Тата тепĕр минутран таврăнмасанах полицие евитлеттĕмĕр!
— Саша, ытла та тĕлĕнтеретĕн эсĕ! Çавăн пек йĕкĕте трамвай мĕнех тăвайтăр-ши?.. Вăл укçа илме кайнă хĕр патне киле кĕме тапăннă. Çавăнпа вахăтра çитеймен.
— Ав мĕнле иккен?! Эпир уншăн çунса ларатпăр!
— Юман Паттăр, чăннипе кала, сана илсе кайни кам хĕрĕ вăл? Ытла маттурскер!
— Начей нумай пачĕ-и?
— Каçпа урама тухма йыхăрмарĕ-и? Тус-йышĕсем хавасли Ванюк кăмăлне çеклерĕ. Вăл та шӳтлерĕ:
— Кĕçĕр Федя тĕлĕкре курни ман пурнăçра чăннипех пулчĕ. Шеремет хĕрĕ шутласа кăларайми начей тыттарчĕ. Çитменнине, урама тухма чĕннипе çеç çырлахмарĕ, иксĕмĕр çураçрăмăр.
— Апла туй тăватпăр-и? Пĕр сăрапа икĕ туй-и?
— Саша манран юлас çук ĕнтĕ. Çапла калаçкаланă хушăра Ванюк чей тултарса илчĕ. Çамрăксене пĕр кĕрепенккĕ кулач чăп-чап тума та çитмерĕ. Çисе ярсан, вĕри шывпа хырăмĕсене чӳхекелерĕç те аялти хута анчĕç.
— Николай Анепадисович, эсир мана ĕç парасшăнччĕ, — астутарчĕ Ванюк хуçана.
— Пулăçсем пулă тиесе килнĕ, Йышăн! —терĕ хуçа. Çавăнтах ăнсăртран пек хушса хучĕ: — Мĕнле тайтарассине вĕрентмесĕрех чухласса шанатăп.
Ванюк хуçана ăнланчĕ. Кунта ĕçлеме кĕнĕренпе çынсене улталама хистенине сахал курман. Юлташĕсем хуçа кăмăлне тивĕçтересшĕн çеç мар, ашкăнса кулас шутпа та иртĕхнĕ. Улталама вĕреннĕшĕн хăйсем хушшинче мухтаннă та. Пĕррехинче Федя айкашнине Ванюк нихçан та манаймĕ.
Магазина ватăрах хĕрарăм пулă илме кĕчĕ. Федя виçĕ кĕрепенккĕллĕ кире пуканне лартрĕ, тăватă кĕрепенккерен кая мар таякан пулла тараса çатми çине лаш пăрахрĕ. Хăвăрт илсе хĕрарăма пама тăчĕ. Лешĕ тытмарĕ.
— Çамрăк çын, чипер тайтарăр, — терĕ.
Федя пулла тепĕр хут тараса çатми çине хучĕ те — вăл тăватă кĕрепенкке ытларах тайрĕ. Ватăрах хĕрарăм, хăй йăнăшнине сиссен, мăкăртаткаласа тухса кайрĕ.
— Мĕн хăтлантăн эсĕ? — терĕ Ванюк, юлташне ӳпкелесе.
— Çавна та тавçăраймастăн? — айванла кулкаларĕ Федя. — Акă, тепре килсен, тараса çатми çине, пилĕк кĕрепенкеллĕ кире пуканне лартса, виçĕ кĕрепенккĕ таякан пулă хуратăп. Вăл пĕр сăмахсăрах йышăнĕ.
Капла хăтланнисем Ванюка килĕшмен. Ун пирки вăл юлташĕсене пĕрре мар каланă. Лешсем пурпĕр йӳпсемен, хăйсеннех тунă.
Ванюк ку таранччен çынсене улталамасăрах ĕçленĕччĕ-ха. Вак-тĕвекĕн сутнă чух кама мĕнле тайтарса панине хуçа асăрхасах çитерейместчĕ. Паян мĕн тумалла? Мĕнле тайтарнине хуçа сăнатех, Пулăçсене улталас мар — хуçа çилленĕ. Улталасан — çын чыслăхне çухатăн. Юлашкинчен Ванюк шухăшне тӳртен пĕлтерчĕ:
Николай Анепадисович, эсир сĕннине тăваймастăп!
— Мĕн терĕн эсĕ? — ăнланайман пек пулчĕ лешĕ.
— Çынна лартма пултараймастăп терĕм.
Хуçа шур куçне кăларчĕ. Халь кăшкăрса пăрахма хатĕрччĕ. Ăссăр йĕкĕт çынсем умĕнчех унăн киревсĕр ĕçне тăрă шыв çине кăларасран хăранипе çиллине шăнарма тăрăшрĕ. Анчах авăкланнине систерчех:
— Эсĕ пулă тайтараймастăн эппин? Юрĕ, сансăр пуçнех тупăнĕç! — Çавăнтах Федьăпа Сашăна чĕнсе илчĕ: — Пулă йышăнăр!
Ванюк хуçана ӳкĕте кĕртесшĕнччĕ. «Халĕ ĕнтĕ пурпĕрех?» — тесе аллине сулчĕ.
— Эх, эсĕ те çав! — терĕç пăшăлтатса Сашăпа Федя, — Ма пулăçсен хутне кĕмеллеччĕ-ши? Вĕсем пулла маскалпа илмен-çке.
Ванюк юлташĕсене кӳренчĕ. Лешсем çакна сиссен урăх шарламарĕç.
Хуçапа пĕрле икĕ вырăс кĕтсе тăраççĕ. Федьăпа Саша васкасах пулă виçме пуçларĕç. Халĕ ĕнтĕ вĕсем хуçа кăмăлне тивĕçтересшĕн çеç мар, Ванюк намăçа кĕнĕшĕн те пулăçсем айăплă пек сунса, куçкĕретех улталама тытăнчĕç. Чеелĕхĕ хăйсен, паллах, тем чул мар. Юри вак кире пуканĕсем лартаççĕ те пулăçсем шутласа ĕлкĕреймен пирки кашнинчех ик-виçĕ кĕрепенккĕ «пайта» хăвараççĕ. Çапла вуншарлă хисеппе шутлакан тарасапа виççĕр пăт тайтарса пĕтернĕ çĕре çирĕм пăта яхăн пулă вăрларĕç.
Пулăçсем тĕлĕннипе пĕççисене шăрт! çапрĕç.
— Нихçан та кунашкал пулакан марччĕ-çке!
— Кирек хăçан та хамăр виçнинчен ытларах тухаканччĕ!
— Нивушлĕ ман ачасем ашкăнчĕç? — тăвăлнăн ехлетрĕ хуçа. Федьăпа Сашăна чĕнсе илчĕ. — Пулă нумай çитмерĕ теççĕ. Эсир йăнăшман-и?
Юлташĕсен ултавĕ палăрни Ванюка савăнтарчĕ. Хуçа вĕсене пулăçсем умĕнче ирĕксĕрех ятлĕ. Ку вара Федьăпа Сашăна тăна кĕртĕ. Малашне вĕсем те улталама пăрахĕç.
Федя, хăйсене таса çĕртен хур кӳнĕ пек кăтартасшăн, ним именмесĕр патлаттарчĕ:
— Çук, Николай Анепадисович, йăнăшман, мĕншĕн тесен пĕрле тайтарнă, пĕрле шутланă. — Пулăçсем еннелле çаврăнса хушса хучĕ: — Çапла мар-и?!
— Çаплине çаплах ха... — мăкăртаткаларĕç лешсем.
— Тата мĕн кутăна персе тăратăр! Эпир тейĕр хут тайтарма та ӳркенместпĕр!
Ванюк пулăçсем çине тăрасса кĕтрĕ. Ак вара юлташĕсенчен кулĕ вăл.
Яланах пулă йышăнакан хуçа çыннисемпе пулăçсен чĕрре кĕрес килмерĕ. Çапах та хăйсен ырă ятне те çухатасшăн маррипе:
— Уншăнах тепĕр хут чăрманмăпăр, —терĕç. —Турă парсан, шывра пулă татах пур!
Кĕçех Федьăпа Сашăна хуçа кантура чĕнсе кĕртрĕ.
— Маттур, маттур! Суту-илӳ тума пултаратăр! Сирĕ начей пама та тивĕç! — терĕ те, куçне хĕскелесе, пĕр тенкĕ кăларса тыттарчĕ.
— Тата мĕн ĕç тутарасшăн вăл? — ыйтрĕ Ванюк, юлташĕсем кайри пӳлĕме таврăнсан.
— Савăн! Кĕçĕр «Стенька Разин» кинокартина куратпăр!
— Укçа ăçтан тупрăр?
— Хуçа кăмăлĕ çавăн пек...
— Çынсене улталанăшăн пачĕ-и?
— Кирлĕ марришĕнех çăвар пылакне сая ан яр!
— Тепĕр тесен, шеллемелли çысемех мар вĕсем! — Ванюк ӳпкеленине йышăнмарĕç Федьăпа Саша.
Магазин хупас вăхăт çитсен, хуçа арăмĕ пурне те касса умне пыма хушрĕ, Ĕç укçи параççĕ.
Ванюк хуçапа урлă-пирлĕ пулнине манчĕ. Ан тив, вунпилĕк тенкĕ нумаях мар та, мĕн чул та пулин киле ярĕ.
Чи малтан Федя касса патне çитрĕ. Укçа илсен шутласа пăхрĕ те:
— Устинья Минеевна, эсир йăнăш шутланă! — терĕ.
— Йăнăш?
— Ийя. Çирĕм пус çитмест кунта!
— Тĕрĕсех!
— Мĕнле тĕрĕсех?
— Ху чухламастăн-и?
— Çук.
— Пĕчĕк çунашкана хваттере хăварнăран пулă леçме барабус тытнине мантăн-и?
— Манман.
— Вăт, çавăншăн татса юлтăм. Улĕмрен çунашкана хваттере пăрахçа ан хăварăр!
Федя хирĕçме сăлтав тупаймарĕ. Хуçа арăмĕ чăннине каларĕ-çке. Пуçне чиксе аяккалла пăрăнчĕ.
«Вăт сана начей... Вăт сана хуçан ырă кăмăлĕ!» —йĕпĕслесшĕнччĕ Ванюк Федьăна, хуçа арăмĕ хăйне укçа пама чĕнни пӳлчĕ. Укçине илсен, Ванюк пĕр вĕриленсе, пĕр шăнса кайрĕ.
— Устинья Минеевна, сахал кунта!
— Сан шутпа, мĕн чул пулмалла?
— Çунашкашăн татса юлсан та, вунтăватă тенкĕ те сакăрвунă пус тухмалла. Кунта тăхăр тенкĕ те тăхăрвунă пус çеç. Пилĕк тенкĕ ытларах çитмест.
— Пилĕк тенкĕ çитмест-и? — уççăнах йĕлпĕрчĕ хуçа арăмĕ.
— Çапла.
— Шутлама пĕлни аван. Эсĕ йăнăшпа урăх шкула кĕнĕшĕн барабуса аллă пус тӳлерĕмĕр-и? Тӳлерĕмĕр!
— Хăш шкула леçмеллине хăвăр ма лайăх ăнлантармарăр! —тӳсеймесĕр хыттăнах ехлетрĕ Ванюк.
— Эсĕ ма ыйтмарăн? Ма пĕр сăмахсăрах килĕшрĕн! — чăр пăхса та сассине улăштармасăр тавăрса хучĕ хуçа арăмĕ.
Ванюк урăх чĕнмерĕ. Мĕн калăн? «Эпĕ икĕ шкул пуррине пĕлмен теес-и? Вĕсене пурпĕр ӳкĕте кĕртес çук».
Вăт, çавăншăн аллă пус тататпăр. Тата эсĕ паян пире хапха уçса кăларса ятăн-и, э? Уçса кăларса ятăн. Çăра пурччĕ-и ун чухне?
Пурччĕ.
— Кăнтăрла киле кайса килтĕм те, унта çăра çук. Çав çăрашăн тăватă тенкĕ те аллă пус тытса юлатпăр.
Ванюк ĕнтĕ эрленсе çеç мар, тилĕрсе кайрĕ. Барабусшăн татса юлни хăяматаччĕ. Мĕн тăвас тетĕн, Хусанта прапорщиксен шкулĕ иккĕ пулнине ыйтса пĕлме тавçăрайман. Çăрашăн вара ним чул та айăплă мар. Ăна алпа та сĕртĕнмен. Çăрине кучер уçса питĕрнĕ. Вăл паян хуçасене магазина леçсе хăварнă та ĕçрен тухса кайнă. Никам та мар, çав çаклатнă. Унтан татса юлайманнине манран шăйăраççĕ». Ванюк хуçа арăмне пуçласа курнăн тинкерчĕ те шалтах тĕлĕнчĕ. Ăна малтан ырă кăмăллă çын пек суннăччĕ, халь вăл, шĕвĕр сăмсаллăскер, пĕр пусшăн чунне пама хатĕр пек туйăнчĕ.
— Устинья Минеевна, — хумханса та çиллессĕн чĕнчĕ Ванюк, — ман ача-пăча çук, эпĕ çамрăк-ха, çавăнпа мана укçа та нумаях кирлĕ мар. Тивĕçсĕр тытса юлнине те тӳссе ирттерĕп. Сирĕн ача-пăча ытла йышлă. Вĕсене пăхса ӳстерме мул нумай кирлĕ. Анчах ман укçана çеç сăтăрса илнипе нимех те тăваймăр. Сире шеллесе хамăн пиншака пама та хатĕр! — Ванюк кивелнĕ пиншакне хывса хуçа арăмĕ умне, хăма çӳлĕк çине, пăрахрĕ. — Мейĕр, илĕр!
Ванюк йăнăшмарĕ. Унăн сăмахĕсем, тĕл пенĕ йĕтре пек, хуçа арăмĕн чĕрине тăрăнчĕç. Пит-куçĕ шуралса кайрĕ. Вĕсен мĕнпур инкекĕ ача çуккинче. Çакăн пиркиех-и, тен, вĕсем ытларах выçăхнă. Ватăлмалах ĕмĕрĕнче никам çйне таянма çукран кашни пусшăнах чĕтренĕ. Хуçа арăмĕ вăтаннă пек пулчĕ. Ванюк тăлăххăн ӳснĕ тенине илтнĕ вăл. Шалу укçине пĕр пус та татмасăр кăларса пачĕ.
Магазина питĕрсе урама тухсан, юлташĕсем Ванюка хуçа умĕнче хăраса тăманшăн ырларĕç:
— Маттур, Юман Паттăр!
— Аван çапрăн!
Ванюк шухăша кайса пынипе хирĕç чĕнмерĕ. Хуçана пулă йышăнмасăр çиллентерчĕ, арăмне тӳртен каласа кӳрентерчĕ. Кун хыççăн магазинта ĕçлеме май çук. Çапах Ванюк хуйхăрмарĕ. Кунта вăл пурĕ те Атăл пăрĕ тапраниччен кăна ĕçлет. Çуркунне вĕсем каллех бурлака каяççĕ. Килне кăшт иртерех таврăннăшăн кукашшĕ кăмăлсăрланĕ те, ытлашшиех ятламĕ-ха. Лавкка уçасшăн çунакан старик ăна суту-илӳ ĕçне вĕренме кăларса янă. Ванюк вĕренме мар, хĕл каçиччен ку ĕçрен йăлтах йĕрĕнсе çитнĕ. Капла кашни утăмрах çынна улталамалли йăла урăх ниçта çук пулĕ. Халĕ Ванюк, кукашшĕ лавкка уçсан та, унта сутă туса тăмĕ.
Çамрăксем афиша умĕнче чарăнчĕç. Разин Перси пикине ал вĕççĕн çӳлелле çĕкленĕ те Атăл хумĕ çине пăрахать.
— Тăвансем, кирек мĕн калăр та, театра кĕмех лекет. Ахаллĕн хуçа панă çылăхлă укçа ӳксе çухаласран хăрушă. Иçмасса, кино курса савăнар! — сĕнчĕ Федя.
Вĕсем кинотеатрта халиччен те пулкаланă. Кĕçĕрхи пек пĕтĕм чуна килентерекен картина курнине астумаç-çĕ. Ан тив, кино ӳкерекенсем патша йĕркисене, унăн тытăмне çирĕплетесшĕн Разин сăнарне вăрă-хурах тума тăрăшнă та, çапах та вăл улпутсене, хуçасене тустарни, патша йыттисене çака-çака вĕлерни хавхалантарчĕ. Разин халь пурăнас пулсан, вĕсем те ун хыççăн кайĕччĕç-и, тен. Асаплантарса вĕлерес умĕн утаман тăватă еннелле пуç тайса Мускавпа, халăхпа сывпуллашни вара, уйрăмах ун пуçне пуртăпа касса татни, çамрăксен куçĕнчен ирĕксĕрех куççуль кăларчĕ.
Хваттере таврăнсан, иккĕмĕш хута хăпаракан пусма çинче Ванюк пачах кĕтмен çĕртен прислугăпа тĕл пулче. Лешĕ паçăрах чĕлхи çине килнĕ сăмахне персе ячĕ:
— Эсĕ мана мĕншĕн тиркенине аранах пĕлтĕм!
— Чăнах-и? Мĕншĕн-ши? — кулкаларĕ Ванюк.
— Сан юратакан хĕр пур иккен!
— Ман юратакан хĕр пур-и? Пит аван-çке. Анчах кам-ши вăл?
— Ан кутăнлан, Ванюк! — прислуга кĕсйинчен çыру кăларса тыттарчĕ. — Ĕнтĕ мен калăн?
Ванюк конверт çине çырнине пăхсанах савăнчĕ.
— Ĕнтĕ мĕн калăп-и? Çыру панăшăн тайма пуçăм. Ырă каччă тĕлне пул!
— Апла тесен тĕрĕсех-и?
— Çук, тĕрĕс мар!
— Меншĕн тата чие çырли пек хĕрелтĕн?
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...