Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: XXXIII сыпăк
— Тытса пыратпăр! — пĕр харăссăн каларĕç колхозниксем, вара пурте кĕпĕр! çĕкленчĕç те хăйсен тракторĕсем, сеялкисем, машинисем патне васкарĕç.
Пракка çав кунхине каç енне сулăничченех хирте çӳрерĕ. Хĕрлĕ ялав пани уншăн чăннипех те уяв пек пулчĕ. Тăван çĕршывшăн, тăван колхозшăн, тăван ял-йышшăн тăрăшса хĕрлĕ ялав илни мĕн тери савăнăç, телей вăл. Праккан халĕ çав ялава çӳле-çӳле йăтса пурне те, пурне те кăтартас килет. Вăл вĕлкĕшнине пурте курччăр. Вăл вĕлкĕшнине Лисук та курса савăнтăр, тĕлĕнтĕр.
Яла таврăннă чухне Пракка Çичçырма витĕр кайрĕ. Ĕшнери çĕмĕртсем ешернĕ. Вĕсен кĕренрех çамрăк çулçисем тӳлек çилпе хуллен силлене-силлене илеççĕ. Çеçки çурăлман-ха. Симĕс яраписем чылаях ӳснĕ. Хурăнсем те вĕтĕ çулçăсем кăларнă, çав çулçăсем, тĕнчене, сар хĕвеле пĕрремĕш хут курнăран ĕнтĕ, калама çук хаваслă, ларма-тăма пĕлмен хĕр ача пекех чӳхенеççĕ. Туйрасем кăна, ытлашши васкамасан та юрĕ-ха, ĕлкĕрĕпĕр тенĕ пек, хуп-хура, хĕллехи пекех лараççĕ. Вĕсен ав пĕлтĕрхи çулçисем те веçех тăкăнса пĕтмен. Пĕр-ик сарă çулçă тин тухнă чăх чĕпписем пек тĕршĕнсе, чĕтренкелесе лараççĕ. Йывăçсем айĕнче — пур тĕлте те çеçпĕлсем, йӳç паранкă чечекĕсем, юр шыв чечекĕсем.
Бригадир Аслăхай сукмакĕ тăрăх пычĕ-пычĕ те утар патнех çитсе чарăнчĕ. Çамрăк çăкасем хушшинчен хĕрлĕ, кăвак вĕллесем курăнса кайрăç. Пĕр вĕлли патĕнче Хритунпа арăмĕ тăрмашаççĕ. Мучи рамăсене çĕклекелесе пăхать. Нанил тĕтĕркĕчпе тĕтĕм мăкăрлантарать. Çак мучипе кинемей Праккана темшĕн питĕ çывăх çын пек, тăван пек туйăнаççĕ. Вĕсене Пракка хăй ашшĕ-амăшĕ вырăннех хисеплет. Каччă чарăнса кăштах тăчĕ те утар уçланкине тухрĕ. Хăй йăвинче чип-чипер выртакан йытă такам килнине сисрĕ, сăнчăрне чăнкăртаттарса чупрĕ, тĕнче пĕтме пуçланă пекех хаяррăн вĕрме тапратрĕ. Хритунпа арăмĕ çаврăнса пăхрĕç те Праккана асăрхарĕç. Мучи йыттине юнарĕ:
— Йăччи сана! Мĕн çухратăн? Хамăр çын-çке. Йытти çаплах хаярланчĕ, вĕрчĕ.
— Йăччи! — татах юнарĕ мучи. — Айван! Хамăр çынсене те палламастăн.
Вĕллене пăхса пĕтерсен мучипе арăмĕ йытта хăй йăвине хупса питĕрсе хучĕç. Лешĕ шалта пĕр-ик хутчен хăм-хам! турĕ те шăпланчĕ.
— Мĕн, час-часах курăнмастăн эс? Килтех пулнă пуль те, — алă пачĕ Хритун.
— Килтех. Ăçта каяс ман.
— Халь хиртен килетĕн пуль. Ай, çанталăкĕ аван тăрать-ха паян. Хуртсем вĕçсе хăшкăлчĕç. Паянхи пек хастар пĕрре те вĕçменччĕ.
— Эппин, маттур вĕçеççĕ.
— Ан та кала. Колхозра пурте çав хуртсем пек тăрăшсан тем тĕрлех пулĕччĕ. Кахалланса лараканни пĕри те çук-çке вĕсем. Эй, курасчĕ, пĕлесчĕ санăн вĕсем мĕн-мĕн хăтланнине! Пĕр-пĕр вырăнта пыллă чечексем нумаййине курсан пĕр-пĕрне пĕлтереççĕ. Этем чунĕ вĕсен! Чăннипех этем чунĕ! Ман шутпа, бригадăри çынсен те пĕр вĕллери пыл хурчĕ пек пулмалла. Пĕр харкашмасăр, сăпайлă, ырă пурăнмалла. Пыл хурчĕсем пек харсăр, ăслă, йĕркеллĕ ĕçлемелле. Харам пырсене хирĕç пыл хурчĕсем пек кĕрешмелле. Вĕсен йĕрки çирĕп. Çав йĕркене нихăшĕ те пăсмасть. Ун пек пăсас шухăш та çук вĕсен. Пыл хурчĕсем пек йĕркелесе çитер-ха эс бригадăна. Пирĕн пыл хурчĕсенчен вĕренмелли нумай, нумай. Этем çав тери ăслă, çапах унăн та, мĕнле калас, çак ылтăн çунатсенчен опыт туянни пăсăк мар. Çапла-и, Пракка? Э-э, мĕншĕн чĕнместĕн эсĕ?
Мучи каланине Пракка çĕкленсе итлерĕ. Ырă, лайăх сăмахсем калать мучи. Кăшт ытларах çаптарать пулин те ун сăмахĕнче тĕрĕслĕх.
— Вăт çапла, ывăлăм, хурт-хăмăр тени.
— Аванах хĕл каçрĕç-и вĕсем?
— Аван. Шăшисем те тустарман, чирлесе те пĕтмен. Вĕллесене тасатнă чухне пыллă рамăсем чылай тупăнчĕç.
Çав чечек тусанĕллĕ пылтан кăш-каш сăра тăвас тетĕп-ха. Ял-йышсем çур аки пĕтернĕ ятпа тутанса пăхчăр. Унччен хăватланса ларать-ха вăл. Мĕнле? Тума юрать пек-и?
— Аптрамасть пуль.
— Тепĕр чухне Лаврентий Павлович та кĕркелесе тухаканччĕ кунта. Ун валли те кăштах хăварăпăр. Ха-ха-ха! — кулчĕ мучи.
— Хритун! Мĕн туса тăратăн-ха çак эс? Хăнана пӳрте илсе кĕр, — чӳречерен чĕнчĕ Нанил.
— Айта, ывăлăм, кĕрсех тух эппин.
— Вăхăт нумая кайĕ. Ай-ай...
— Ничево! Телевизор курăпăр.
— Аванах ĕçлет-и?
— Пĕртте чарăнман-ха.
Пӳрте кĕрсен Нанил Праккана апат лартрĕ. Хритун мучин ун пек-кун пек япала сисĕнсех каймасть пулин те кинемей çак çамрăк çынна хăй ывăлне пăхнă пек ăшшăн йышăнни палăрать.
Апат çырткаласан (яшка тавраш пĕçерменнипе сивĕ, типĕ апат çеç лартнăччĕ бригадира) Пракка сĕтел хушшинчен тухрĕ те Хритунпа арăмне тав туса алă пачĕ. Нанил кинемее алă панă чухне темле майпа, ăнсăртран тенĕ пек çеç, стена çумĕнчи рама ăшне кĕртсе лартнă сăнӳкерчĕксем çине пăхрĕ. Унта Лисук карточки те пур иккен. Çĕнĕ карточка! Лисук хăй упăшкипе — летчиксен тумне тăхăннă таса, илемлĕ çынпа — юнашар ларать. Каччă çакна курчĕ те пĕтĕм ӳт-пĕвĕпе чĕтренсе илчĕ, хĕрелсе кайрĕ. Ним тума аптранă енне:
— Лайăх сăнӳкерчĕксем пур, — терĕ вăл хуллен.
— Пулмалла-ха унта. Çĕнĕ сăнӳкерчĕксем те пулмалла. Курма пултаратăн.
— Куратăп...
— Лисук упăшки ĕнтĕ вăл...
— Паллатăп. Кăмăллă çын...
— Пит кăмăллăскер...
Пракка текех калаçса тăма пултараймарĕ. Вăл алăк патнелле утрĕ. Тухса кайнă чух:
— Чипер юлăр. Эп васкатăп-ха. Правление çитсе килесчĕ, — тесе хăварчĕ.
Каччă чунĕ ыратмаллипех ыратрĕ. Çапах та вăл ытлашши пăлханмарĕ. Ĕшне хĕррипе утрĕ. Тавралăха каç сăнĕ çапнă. Çырмари шыв шăнкăр-шăнкăр юхать. Çывăхрах, çамрăк хунавсем патĕнче, шăпчăк каçса кайсах юрлать. Çуркуннехи лăпкă каçа, йывăçсене, çĕкленекен çутă уйăха, тĕнчене мухтать. Тĕнчере пархатарлă, ырă ĕмĕт-шухăшпа пурăнакан çынсене телей сунать.
Пракка çырма урлă чупса каçрĕ те шоссе çулĕ çине тухрĕ. Халĕ унăн яла тӳп-тӳрех çак çулпа каймалла. Йĕри-тавра тăван хир, асаттесем, аттесем сухаланă хир, асаннесем, аннесем тырă вырнă хир. Çак хирти кашни пусăма Пракка пĕлет, астăвать. Çак хирти кашни путăк-шăтăк, тĕмеске уншăн паллă. Çак хирти кашни шырлан унăн куçĕ умĕнче. Часах унăн Путакан кĕперĕ урлă каçмалла. Çав тĕлте тахçан авал пысăк шурлăх пулнă. Таçтан, Эльпуç, Нӳшкасси енчен килекен туй çав шурлăха путнă: малтан çĕн кĕрӳ лавĕ, ун хыççăн ыттисем. Çынсем каланă тăрăх, арăм пулас хĕр хăех çавăнта путса вилме шутланă имĕш. Лавне шурлăха хăваланă. Хăй юратман çыннăн арăмĕ пулас килмен унăн. Вăт епле пуçланса кайнă Путакан çырми.
Путакан! Хальхи пурнăç çак сăмахпа килĕшсе тăмасть çав. Халĕ путмаççĕ, вĕçеççĕ те каяççĕ. Телей ытамне, юрату патне! Çакă вăл лайăх! Питĕ лайăх. Çакна ырласа Праккан хăйĕн те урра! кăшкăрса ярас килет. Анчах Лисук кайни çав-çавах ыраттарать-ха унăн чунне. Хăçан тӳрленĕ-ши çав суран? Веçех тӳрленсе çитме пултарĕ-ши вăл, пултармĕ-ши?
— Лисукăн хăй юратăвĕ патне вĕçме, тĕрĕс, право пур. Манăн вара... Манăн... — терĕ каччă.
Уйăх çӳлерех те çӳлерех хăпарать. Тавралăх кĕмĕлленчĕ. Çак кĕмĕл сĕмлĕхре тракторсен илĕртекен, шухăша яракан, таçта чĕнекен çутисем кăна пĕр тикĕссĕн шăваççĕ. Нар сăрчĕ хĕррипе, Хăмăшлăх çырми пуçĕпе шăваççĕ. Хăйра çырми хĕррипе иртеççĕ. Таçта лашапа шакăртти чуптарни, пĕр-пĕрне кăшкăрса чĕнни илтĕнет.
Çамрăк бригадир Путакан кĕперĕ урлă каçрĕ. Яла çитиччен унăн тата Пураллă çăл çырми урлă, Эртемен, Туттамăш, Лаша масар çырмисем урлă каçмалла. Пурнăçра вара... пурнăçра миçе çырма урлă каçмалла-ши Праккан?! Ĕмĕр тăршшĕ вĕрен тăршшĕ мар. Утмалли, кĕрешмелли, савăнмалли, тарăхмалли, çĕнтермелли, тӳсмелли, кулянмалли пайтах-ха умра.
Пракка пĕр-пĕччен утса пынă май тем çинчен те, тем çинчен те шухăшларĕ. Эртемене çитсен çак çырма пуçĕнче тахçан темиçе кӳлĕ çуталса выртнине аса илчĕ. Çав кӳлĕсенче малтан çап-çутă пулăсем йăлт та йăлт сикетчĕç. Кайран вĕсенче кантăр хутма, ун хыççăн курăс хутма пуçларĕç. Кӳлĕсем шăршланчĕç, вĕсенче пулăсем вилсе пĕтрĕç. Халĕ кӳллисем те юшкăнпа тулса ларнă. Вĕсене çур аки туса пĕтерсенех тасатса тарăнлатас пулать. Тасатмаллах. Шырлансене, çырма-çатрасене ăшăхлатас, пĕтерес пулать. Лисук пуçарнине асрах тытмалла, нихçан та манма юрамасть, чун-чĕререн кăларса ӳкермелле мар. Вăл тăван уй-хир сăн-питне, хĕр сăн-питне тытнă пекех, чипер тытмалла тетчĕ. Хĕрсем шĕпĕн тухсан та ăна часрах пĕтерме, шатра тухсан часрах юсама васкаççĕ. Хĕрсен пичĕ яланах тикĕс, çутă, илемлĕ. Уй-хир сăн-питне те шырлансем, çырма-çатрасем çуркаласа ан пĕтерччĕр. Уй-хир яланах ылтăн тыр-пулпа мăнаççăн хумханса лартăр. Чи илемлĕ, чи хитре хĕр пек, Лисук пек курăнтăр.
Пракка Лисука çаплах манмасть, манмасть. Ана яланах кĕтме шутлать. Каччă хĕре пĕр çул, икĕ çул, вунă çул, çирĕм çул кĕтме шутлать. Пракка ăна юратать, юратать. Çав малтанхи юратуран илемли уншăн ним те çук. Малтанхи юрату вăл çурхи таса хĕвел, çурхи чи малтанхи юр шывĕ, çурхи чи малтанхи чечек, çурхи чи таса сенкер пĕлĕт, çурхи чи янăравлă, хăватлă шăпчăк юрри. Пракка иккĕмĕш бригадăна Армановăн чапа тухнă бригади пек çап-çутă маяк тăватех. Тăватех! Çав маяк çутине курса Лисук та тĕлĕнтĕр, унăн çутинче савăнтăр, ăшăнтăр. Унăн çутине пĕтĕм çын кăмăлласа пăхтăр.
Пракка анлă çул тăрăх утрĕ. Уйăх тата çӳлерех хăпарчĕ. Çăлтăрсем тата йышлăрах тухрĕç. Кĕмĕл сĕмлĕхре анлă хир мăнаççăн сарăлса выртать. Каччă хуллен юрлама пуçларĕ:
Вĕлле хурчĕ — ылтăн хурт,
Вĕлле хурчĕ — ылтăн хурт, ылтăн хурт!
Мĕншĕн эсĕ нăрлатан,
Мĕншĕн эсĕ нăрлатан, нăрлатан?
Пракка утать, утать... Вăл çак çул тăрăх çеç мар, пурнăç çулĕ тăрăх та çапла пĕр чарăнмасăр утать.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...