Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: XXXII сыпăк
Хреççин малтан чун-чĕри чиперехчĕ. Çутта сӳнтерсе выртсан вĕçĕ-хĕррисĕр шухăш аптратрĕ ăна. Тем чухлĕ аса илес мар тесен те, тем те, тем те аса килчĕ. Çитменнине тата, пĕри те путлĕ, ырă шухăш мар. Акă куçне хупнă-хупманах ăна çутă, хĕрлĕ, кăвак пăнчăсем курăнма пуçларĕç. Çав пăнчăсем яланах улшăнаççĕ, сарăлаççĕ, çухалаççĕ, тухаççĕ. Акă çав пăнчăсем хушшинчен Елян сăнĕ курăнса кайрĕ. Вăл чирлемен чухнехи пекех хитре, кăмăллă. Хăй Хреççи еннелле темле сиввĕн пăха-пăха илет. Акă вăл Хреççи патнелле утса килет. Килет, килет. Акă халь çутă, кăвак пăнчăсем вуçех сирĕлчĕç. Хреççи умĕнче Елян пичĕ кăна. Аптраса çитнипе хĕрарăм куçне уçрĕ. Пӳртре, кăмака çумне, уйăх çути ӳкнĕ. Таврара пурте йĕркеллех. Хреççи кăшт лăпланнă пек пулчĕ. Ун хыççăн каллех тĕлĕрме пуçларĕ вăл. Ак тамаша! Хальхинче ун патне Улатти яртлаттарса килет. Акă вăл хапхана чĕриклеттерсе уçрĕ. Акă вăл пӳрте кĕчĕ, хăй пĕр сăмах та чĕнмест. Вĕçĕмсĕр каллĕ-маллĕ утать. Вара Хреççие хырăмĕнчен кап! ярса тытрĕ. Хăранипе Хреççи куçне чăл-чалах уçса ячĕ. Эй, япала! Ун çине кушак сиксе хăпарнă иккен. Халĕ чип-чипер мăрлатса ларать.
— Ара, сехрене хăпартрăн эс манне. Ай, мурккă, мурккă. Кил, утиял ăшне кĕртем, — терĕ вăл хуллен. Вара сибирски кушаккине çывăхарах туртса илчĕ.
Пĕччен арăмăн чунĕ çаплах вырăна ларса çитмест-ха. Пӳртре шкап айĕнче темскер чăштăртаттарнă пек, çӳлĕк çинчен темскер персе анса кăлтăр-кăлтăр çаврăнса кайнă пек сисĕнчĕ. Пӳрт пĕрени çат! туса сас панă пек илтĕнчĕ. Кăшт вăхăт иртсен пӳрт тӳпинче такам питĕ шăппăн кăштăртатса çӳрени палăрчĕ. Мачча хăмисем лăштăрт-лăштăрт авăнаççĕ. Унччен те пулмарĕ — унта хыттăн çăтăр-çатăр! тутарчĕç. Вара кушак мяуклатни илтĕнчĕ.
— Хамăн кушак пур çинче тата мĕнле кушак тупăннă-ха унта. Ара, — терĕ Хреççи. Ним тума аптранипе тăрса ларчĕ, лампа çутрĕ.
Кушак мяуклатнăран ăна Пахилкке юмăç калани пуçа килчĕ. Çав Пахилкке малтан ун пек-кун пек чĕлхене ним те пĕлмен иккен. Пĕррехинче, çамрăк чухне, инкĕшĕ патне хăнана кайнă. Ун инкĕшĕ ăна-кăна чухлаканскер пулнă тет. Çĕрле Пахилкке кушаксем мяуклатнипе вăранса кайнă. Инкĕшĕсен пӳрчĕ икĕ пӳлĕмлĕ, пятистеннăй пулнă. Пахилкке малти пӳлĕмре çывăрнă. Кушакĕсем тепĕр пӳлĕмĕнче çухрашнă. Пӳрт тулли кушак тет çав. Асар-писер çухрашаççĕ, тĕпĕртетеççĕ тет. Инкĕшĕ кушаксене çухраштарать-çухраштарать тет те Пахилкке вăранмасть-ши тесе туха-туха пăхать тет. Кравате тăн-н! тăн-н! силлекелесе илет тет. Автансем авăтса ярсан сас-чĕвĕ çухалчĕ тет вара. Инкĕшĕ те çывăрма выртрĕ тет. Пахилкке каланă сăмахсем халĕ Хреççи хăлхинчех янăраса тăраççĕ. Инке арăмăн çан-çурăмĕ тăр-тăр-тăр чĕтрет. Вăл унталла-кунталла шиклĕн пăхса илет.
— Эй, тĕнчере мĕн кăна хăтланакан çын çук-ши? Çав усал кушаккисем пĕр-пĕр çын çине сиксе ӳксен пĕтереççĕ пуль. Эй, турă сыхлатăр. Турă ан пăрахтăр, — сăхсăхрĕ Хреççи.
Анчах хăрамалли çак çеç-и-ха? Пахилкке ăна татах каласа кăтартнăччĕ. Тепрехинче инкĕшĕ ăна çывăрнă çĕртен тăратнă та тумланма хушнă. «Сана пĕр мыскара кăтартам-ха», — тенĕ вăл. Пахилкке кайма шикленнĕ. Лешĕ пурпĕрех хире илсе тухнă. Хире тухсан, кайсан-кайсан тăрса юлма хушнă. «Ним те ан хăра. Эпĕ сана тивтерместĕп», — йăпатса хăварнă ăна. Часах хăй çăва хĕррине çитнĕ те мăкăртатма пуçланă. Хайхи мăкăртатсан-мăкăртатсан çăва çинчен ун патне шап-шурă йытăсем чупса тухма тытăнчĕç тет. Инкĕшĕ тавра кĕтĕвĕпех пухăнчĕç тет. Сикеççĕ, хӳрисене япăлтаттараççĕ тет. Пахилккен чун тухасси çеç юлнă, хăй çаплах пăхса тăнă тет. Вăт мĕнлелле тухатмăшсем пурăннă вĕсен ялĕнче.
Хреççи татах сăхсăхрĕ. «Эй, турă амăшĕ...» — тесе чылайччен пăшăлтатрĕ.
Пуçĕнче шухăшсем çавах пăтранчĕç. Пахилкке ăна татах тĕлĕнмелле хыпар пĕлтернĕччĕ. Вĕсен инкĕшĕ аллăран иртсен сасартăк чирлесе вилнĕ тет. Вилсен çакна типтерлесе кайса пытарнă, пумилккисене те тунă. Пурте йĕркеллех. Çуллахи уйăхлă лăпкă каç хĕр упраçсем, çамрăксем вăййа тухнă тет. Пăхаççĕ: уй хапхинчен Пахилккесен инкĕшĕ кĕре парать тет. Ним пулман пекех утса пырать тет. Çамрăксем килĕсене кĕрсе тарнă, хăйсем мĕн курни çинчен ашшĕ-амăшне каласа панă. Ял çыннисем вара çав хĕрарăмăн вил тăприне чавса виллине хулĕнчен пăтапа çапса лартнă тет. Çакăн хыççăн тинех Пахилккесен инкĕшĕ яла пыма пăрахнă имĕш.
— Ай, мĕн тума кайрăм-ши çав Пахилкке патне?! Пĕрех хут каймалла та пулман.
Ыйхи вĕçнĕ Хреççи тул çутăласпа аран-аран çывăрса кайрĕ.
Тул çутăлсан Хреççи халичченхи пекех кăштăртатса тăрса тумланчĕ, вут хутса ячĕ, вут умне яшка лартрĕ. Каç çĕрĕпех пăшăрханни темле вырăнсăр та, айванла пек сисĕнчĕ ăна. Тĕрĕссипе, мĕншĕн пăшăрханмалла-ха унăн? Çав Пахилкке сӳпĕлтетнĕ сăмахсемшĕн-и? Ун сăмахĕ çĕртен пĕри те тĕрĕс пулас çук. Ăна ĕненме те кирлĕ мар.
Тепĕр каçхине Хреççи: «Кĕçĕр ним çинчен те шухăшламастăп ĕнтĕ», — тесе выртрĕ. Ак тамаша! Куçне хупнă-хупман ун умĕнче хĕрлĕ, çутă пăнчăсем, виç кĕтеслĕхсем кĕшĕлтетме тапратрĕç. Хреççи умне каллех Улатти яртлаттарса килчĕ. Пӳртре алăкăн-тĕпелĕн утса çӳрет, пĕр сăмах та чĕнмест. Куçĕсем темле тискеррĕн çунаççĕ. Акă çав куçсем хытăрах та хытăрах ялкăшаççĕ. Халĕ Улатти хăй курăнмасть — умра ун куçĕсем кăна. Вĕсен çулăмĕ Хреççи çӳçне, тутăрне ĕнтес пекех явăна-явăна тухать. Пĕччен арăм хăранипе кĕç-вĕç çухăрса яратчĕ. Унăн ыйхи таçта мура çухалчĕ.
Хреççи çак юлашки уйăхра, чăнах та, йĕркеллĕ çывăрма пăрахрĕ. Хĕрарăм кашни каçах Улаттипе аташрĕ. Эльба салтакĕ пĕр самантлăха та асран тухмарĕ. Вăл хăй унпа урамра тĕл пулнине, вăрмана кайнине аса илчĕ. Унпа, мĕн каласси пур, таçта та, таçта та пулнă. Хреççи çав юман пек пӳ-силлĕ, кĕрнек арçынна чăннипех юратнă. Улатти ăна темле, юмахри çын пек курăннă. Çав Эльба салтакĕ тепĕр чух вăрçни, тем те пĕр каласа тăкни ăна ним чухлĕ те çиллентермен. Вăл Улаттие çилленме пултарайман, ăна пуриншĕн те, тĕрĕссипе каласан, çапкаласа янăшăн та, каçарать. «Карактерĕ çавăн пек пулнă ĕнтĕ унăн», — тет Хреççи. Çак хĕрарăм «характер» сăмаха пĕрмаях хăйне майлă улăштарса «карактер» тет.
Тĕшмĕше ĕненни, килте хупăнарах пурăнни, ăшри шухăш-туйăмне çынсенчен пытарни, сăмакун сыпкаласа нервисене тыллани хăйсен ĕçнех турĕç пулас. Хреççи пуçĕнче кирлĕ-кирлĕ мар шухăшсем кунран-кун ытларах та ытларах пăтрашăнчĕç, вăл хавшаса, йывăрланса пычĕ.
Пĕр каçхине Хреççи, ун чухне вăл те çывăрсах выртатчĕ, те тĕлĕрсе çеç кайнăччĕ, алкум алăкне такам хуллен шăкăр-шăкăр тутарнине илтрĕ. Кам çӳрет-ха çĕр хута? Тахçан Улатти çавăн пек шăкăртаттарса тăраканччĕ, чăн-чăн Улатти шăкăртаттарниех ку. Хреççи ăшă вырăн çинчен тăрас килменнипе çаплах выртрĕ-ха. Алкум вĕçĕнчи çын кăштах лăпланса тăрать-тăрать те тепĕр хут шаккама тытăнать. Пĕччен арăм хуллен тăчĕ те аялти кĕпе вĕççĕнех алкумне тухрĕ.
— Кам унта? — ыйтрĕ вăл.
— Эпĕ-ха, Хреççи, — илтĕнчĕ сасă.
— Кам эсĕ?
— Паллаймарăн-и? Эй, Хреççи, мана та паллами пултăн иккен. Эй, япала!
— Ятна кала?
— Эй, Хреççи. Шăннă эп. Уç. Каламасăрах паллă-çке. Эльба! Одер! Висла!
Улатти сассине илтсен Хреççи кĕç ăнсăр пулса ӳкетчĕ. Унăн пуçĕ çаврăнса кайрĕ. Вăл алăк питĕрĕнчĕкне хытăрах чăмăртаса тытрĕ. «Ах, лайăхрах питĕресчĕ. Кĕртес марччĕ», — шухăшларĕ вăл.
— Уç-ха. Уç, Хреççи...
— Эй, турă! Турă сыхлатăр мана. Усал-тĕселе ман патăмран тасаттăр...
— Усал-тĕсел мар эпĕ. Пĕлместĕн-им? Эпĕ — Улатти.
— Эй, турă. Улатти тахçанах вилнĕ вăл.
— Çук, вилмен эпĕ, Хреççи. Эпĕ ун чухне ахаль çеç вилнĕ пек пулса выртрăм. Эсĕ чее тилĕ çинчен юмах вуланă-çке. Унта пĕр тилĕ çул çине вилнĕ пек пулса выртать те, ăна пулă сутма каякан мучи хăй çуни çине хурса каять. Лешĕ вара лав çинчи пулла пĕрерĕн пăрахса пырать, кайран анса юлать те пулăсене пухса çиет. Эпĕ те чугун çул çинче юри çав тилĕ пек чееленсе выртрăм. Мана та суперфосфат çине тилле хунă пек хурса кайрĕç. Эпĕ суперфосфат çăнăхне хир тăрăх сапса пыма çеç чеелентĕм. Уç ĕнтĕ. Эльба!
— Кай! Кай! Çынсене хăратса ан çӳре.
— Хреççи, ухмах-и-мĕн эс? Эп сана юрататăп-çке.
— Кай! Тархасшăн, кай!
— Çапла çав хĕрарăмсем! Малтан кăна юрататăп теççĕ. Кайран, кăшт ун пек-кун пек пулсанах, пăрахаççĕ. Пĕлетĕп: юратман эс мана. Ахаль çеç каланă. Ултавçă эсĕ!
— Эй, турăçăм! Хăратăп эпĕ.
— Мĕн хăрамалли! Уç! Эп халичченхи пекех.
— Эсĕ çын мар, эсĕ — усал.
— Питĕ шăнтăм, Хреççи. Кĕртсем! Сивĕ тăпра айĕнче пĕр-пĕччен выртса ывăнтăм. Кичем унта. Эльба!
— Ах! — чĕрине ярса тытрĕ Хреççи, вара пӳрте кĕчĕ. Турăш умне чĕркуçленсе ларчĕ те кĕлтума пуçларĕ.
Çак каçхине чĕптĕм ыйхă та курмарĕ Хреççи. Мĕн япала-ха ку? Ниушлĕ темскер аташтарать мана? Ниушлĕ вĕре çĕлен килме пуçларĕ ман пата? Хреççи хăш-пĕр хĕрарăм патне вĕре çĕлен пырать тенине илтмен мар, пĕчĕк чухнех илтнĕ. Пĕрин упăшки çапла салтака кайнă тет. Ĕлĕкхи çын салтакра хальхи пек ик-виçĕ çул çеç пурăнман, çирĕмшер çул пурăннă. Çав хĕрарăм хăй упăшкине яланах кĕтнĕ, хуйхăрнă. Пĕр каçхине ун патне хайхи сасартăк упăшки пырса кĕрет. Арăмĕ ăна кăмăллăн кĕтсе илет, апат çиме лартать. Апат çинĕ чухне ачин кашăкĕ сĕтел айне ӳкет. Ывăлĕ вара кашăк илме пĕшкĕнет те тем вăрăмăш хӳре курах каять. «Анне, ку пирĕн атте мар пуль? Хӳреллĕ ку», — тесе калать. Çакăн хыççăн вĕре çĕлен ларнă çĕртех тăмăч çухалчĕ тет. Апла, ман пата килни те çавăн пек усал-тĕсел ĕнтĕ. Эй, турă! Мĕнле хăтăлмалла унтан?..
Хреççи чылай вăхăт ĕнтĕ чиркĕве кайман. Вăл хăйне Мариç манашкă муталаса çӳренине халĕ те манаймасть-ха. Çавăн хыççăн ăна чиркӳ çыннисем темле чее çынсем пулнă пек сисĕнме пуçларĕç. Çапах та ку вăл Хреççи чиркĕве маннине пĕлтермест, вăл турра яланах асра тытать. Халĕ вара алкумне темле Улатти килсе шакканă хыççăн Хреççи хăй чиркĕве кайманшăн ӳкĕнчĕ, турра кӳрентертĕм пуль тесе пăшăрханчĕ. Тепĕр кунне вăл кĕлле кайма пуçтарăнса та çитнĕччĕ, картишне тухсан пăхкаларĕ те — шур сурăхĕ çук. Вăл ăна йыхăрчĕ-йыхăрчĕ, лешĕ пурпĕрех сас памарĕ. Çак сурăха шырасах чиркӳрен юлчĕ Хреççи. Тепĕр вырсарни кун татах чăрмав тупăнчĕ.
Тунти кун каçхине Хреççи каллех алкум алăкне такам шакăртаттарнипе вăранчĕ. Мĕн тумалла ĕнтĕ? Хурах кăшкăрмалла-и? Çук, Хреççи малтанах ун пек хăтланма шутламарĕ. Вăл хуллен пуçтарăнчĕ те алкумне тухрĕ. Эй, пурнăç! Эй, тĕнче!
— Кам килнĕ унта? — ыйтрĕ Хреççи.
— Эпĕ-ха. Уç.
— Кам?
— Ара, эпĕ-ха. Эльба!
— Мĕнле Эльба?
— Пĕлмише ан хыв-ха. Улатти ку. Берлин урамĕнче утнă Улатти!
— Тархасшăн, хăратса ан çӳре мана. Мĕнле çын эс? Мĕн кирлĕ сана? .
— Мана нимĕн те кирлĕ мар. Эп санпа çеç калаçасшăн. Сана ыталаса чуп тăвасшăн. Эсĕ манăн савни-çке.
— Ан çӳре тетĕп. Кай! Тасал! Эй, турă!
— Кĕртместĕн пулсан эпĕ хамах кĕретĕп. Эсĕ мана, мĕн, çак алăк витĕр те кĕме пултараймасть тетĕн-и? Тем хулăнăш çĕр витĕр тухрăм та... Эпĕ вăл — Улатти! Эпĕ — Эльба салтакĕ.
— Кирек мĕнле пулсан та ан кĕр, Улатти. Ан кĕр. Кĕрсен хăрасах вилетĕп.
— Хăрама кирлĕ мар. Вилсен пĕрле пулăпăр.
— Эй, турă! Чăнах та Улатти-ши эсĕ?
— Чăннипех. Çавă. Çавă.
— Вилнĕ çыннăн чунĕ çӳрет теççĕ. Улаттин чунĕ çеç пуль эсĕ? Сывлăш çеç пуль.
— Сывлăш çеç мар. Чăннипех çын. Ах, сан пата кĕрсе санпа пĕр ăшшăн калаçса пăхасчĕ манăн. Ах, çынпа калаçса курманни чылай пулать ĕнтĕ. Питĕ калаçас килет.
— Эп санран хăратăп-çке.
— Ним те тумастăп. Ан шиклен. Эльба!
— Вилсен мĕнле унта? Питĕ йывăр-и?
— Йывăр çав. Кĕрсен веçех каласа паратăп. Эпĕ чиркĕве çӳремен çын, мана хытă хĕнеççĕ, Хреççи. Çурăмра тем чухлех кăн-кăвак йĕрсем. Питĕ кулянатăп эп, Хреççи. Манăн санпа пĕрле чиркĕве çӳремелле пулнă. Ухмах пулнă эпĕ. Çӳремен.
Чип-чиперех калаçса тăратчĕç Хреççипе çав тĕлĕнтермĕш «Улатти». Лупас айĕнче автан хыттăн авăтни янăраса кайрĕ. Хреççи автанĕ хыççăн Хритун автанĕ те, Микуç автанĕ те, Якку автанĕ те авăтрĕ, Хреççипе калаçакан çын:
— Эпĕ кайрăм! Ман каймалла, — терĕ те пусма картлашки тăрăх шакăрт-шакăрт! тутарсах анса кайрĕ, таçта çухалчĕ.
Пĕччен арăм: «Эй, турă...» — тесе сăхсăха-сăхсăха пӳртне кĕчĕ. Мĕн тумалла ĕнтĕ унăн? Чăнах, мĕн тумалла? Ниушлĕ тĕнчере усал-тĕсел тени чăннипех пур? Ниушлĕ çын вилсен те ун чунĕ çаплах çӳрет. Ниушлĕ Улатти халĕ те ялтан тасалса çитеймест. Ниушлĕ? Ниушлĕ?
— Ой, Улатти! Улатти! Ара, — кăшкăрсах йĕрсе ячĕ Хреççи. — Улатти! Мĕншĕн хăвăрт вилмелле пулчĕ санăн? Мĕн çитмерĕ сана тĕнчере?
Тепĕр кунне Хреççи Нанил патне каçса ларчĕ. Нанилсен пӳрчĕ ăшă, тин кăна кукăль пĕçерсе кăларнă иккен. Çав кукăльсене шывпа йĕпетсе, саппун витсе хунă. Капла вĕсен çийĕ çемçелет, çиме тутлăрах.
— Мĕн, ниçта та курăнмастăн эс? Санпа тĕл пулса калаçманни чылай пулать, — Хреççи çумнех пырса ларчĕ Нанил.
— Ара, тухса çӳремен те çӳремен.
— Сывлăхсем чиперех-и?
— Пирĕн сывлăха тем каламалла ăна. Пурăнкалатăп. Эсĕ мĕнлерех?.. Ара...
— Эпĕ те пурăнкалатăп. Лисук кайнăранпа, тем кичемрех те...
— Ара, çапла пуль. Çапла пуль. Çыру ярать-и?
— Çырăвне ярать-ха.
— Аванах тет пуль.
— Халь чиперех пурăнаççĕ-ха. Лисук хăй «Дальний» совхозра ĕçлет. Вĕренет... Упăшкин паллă ĕнтĕ...
— Эппин, апла.
— Халĕ кунти çынсемпе паллашса çитрĕм. Пĕр-пĕрин патне хăнана та çӳретпĕр. Тăвансем пекех тесе çырать.
— Ара, çынпа çын паллашать çав. Çын çынсăр пурăнаймасть...
— Анне, кунта та ĕçченсем кирлĕ. Кунта та хамăр çĕр-шыв тесе калать.
— Ара, пит пысăк пуль пирĕн патшалăх. Тĕнче хĕрринчех пурăнать теççĕ те Лисука. Вĕсем патĕнчен иртсен урăх çĕр çук, шыв çеç теççĕ. Мĕнле пурăнма хăрамаççĕ-ши унта. Эпĕ ав килте те сехĕрленетĕп...
— Хăрасси килте те пулать çав...
— Ах, темшĕн чĕре лăпкă мар манăн. Ара...
— Иртсе кайĕ-ха. Кулянма юрамасть ĕнтĕ санăн. Кулянатăн пуль.
— Ара, кулянатăп та...
— Пĕччен пурнăç çапла-çке.
— Мĕн çав, халиччен аплах марччĕ.
— Халĕ мĕн вара?
— Тем, чĕре сикет-ха манăн. Калама та лайăх мар.
— Мĕн, темскер пулман пулĕ те?
— Хам та пĕлместĕп-ха. Ара, калам-ха эппин. Ара, темскер пыма пуçларĕ-ха ман пата...
— Мĕнле апла?
— Вĕре çĕлен пырать пуль тетĕп...
Хреççи Нанила хăй мĕн илтсе-курнине веçех каласа пачĕ. Ун сăмахне Нанил шалт тĕлĕнсе итлерĕ. Час-часах «чăнах-и?», «чăнах-и?» тесе ыйтрĕ. Аптраса çитнипе Хреççи çине тинкеререх те тинкеререх пăхрĕ. «Ку хĕрарăм тăр пĕччен пурăнса тăнран тухман-ши? Пуçĕ кăштах улшăнман-ши унăн?» — тесе шухăшларĕ. Хреççи калаçасса тăнлă-пуçлă çын пекех, йĕркеллĕ калаçать.
— Вăт, çапла манăн... Санпа сăмахласа пăхас тесех килтĕм. Мĕн тумалла-ши, Нанил тăхлачă? — ыйтрĕ Хреççи.
— Ай-ай, хăратсах ятăн-ха эс мана. Улатти пекех чĕнет эппин?
— Чисти çавăн сасси. Кĕртнĕ пулсан тем тăватчĕ вăл мана...
— Ай-ай, эпĕ «çавăн патне вĕре çĕлен пырать тет», «çавăн патне вĕре çĕлен анать тет» тенине илтнĕ-ха. Анчах кун пеккинех, çирĕплетсе каланинех илтмен.
— Ара, турăш умĕнче сăхсăхма хатĕр.
— Кай, Хреççи, нимĕнле усал-тĕсел те пулман пуль унта.
Ялти çамрăксем, кам та пулин, хăратма çеç пынă пуль. Пĕччен пурăнать-ха ку, пĕрре хăратар-ха çакна терĕç пуль...
— Тем амакĕ. Ним те ăнланмастăп. Те кил-çурта çветит тутармалла. Те тухса тармалла...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...