Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: XXVI сыпăк
— Ну, мĕнле, хăраххăн пурнăç йăлăхтарса çитермерĕ-и сана? — ыйтрĕ бригадир.
— Пурăнкалатăп.
— Мĕн, ĕмĕр тăршшĕпех çапла пурăнас тетĕн-и?
— Темле пулать ĕнтĕ.
— Мĕнле апла? Хăвăн пурнăçна хăв та пĕлместĕн-и?
— Ăçтан пĕлен. Пурĕ манран çеç килмест-çке çав.
— Кам пирки калатăн эс кăна? Татюк çинчен-и?
— Çавăн çинчен, — пытарма шутламарĕ Улатти. — Темшĕн унпа калаçма ниепле те хăюлăх çитерейместĕп. Çамрăк чухнехи пек, чĕлхе çĕтет. Тăратăп вара тăм-тăмакка пек. Пĕлместĕп, мĕн пулĕ-ши малалла? Вăт Эльба! Одер! Висла!
— Апла эсĕ ăна килĕштеретĕн?..
— Малтанхи арăма аса илтерет вăл. Кăмăлĕ те... Калаçкаласа пăх-ха эс унпа. Мĕн шутлать вăл ман çинчен?
Улатти çак сăмахсене темле хумханса, чун-чĕререн каларĕ. Мунчара тарлани типсе çитнĕччĕ пулин те Эльба салтакĕн пичĕ çине каллех тар тумламĕсем тухрĕç.
Пысăк хурама тĕлне çитсен Улатти пĕр еннелле, Пракка тепĕр урамалла кĕрсе кайрĕç.
Кăштах юр вĕçкелеме тапратрĕ. Пуç тăрринче шурă лĕпĕшсем çавăрăнса çӳреме пуçларĕç.
2
Тепĕр кунне çил хускалчĕ. Вăйланнăçем вăйланса пычĕ. Йывăçсем çинчи юра пĕтĕмпех силлерĕ, тăкрĕ. Сарăрах хăмăр пĕлĕтсене хăвала-хăвала вăрман леш еннех илсе кайрĕ. Аял та хĕрлĕ хĕвел тавралăха йĕс тĕслĕ çутăпа эрешлерĕ.
Пракка ирех трактор юсакансем патне мастерскойне кайнăччĕ. Унтан нарядсене шутлас-ха тесе киле таврăннă чухне пăхать: фельдшер пӳрчĕ тĕлĕнче пĕр ушкăн çын кĕпĕрленсе тăнă. Кунта ватăраххисем те, çамрăксем те пур.
— Мĕн туса тăратăр? — чĕнчĕ Пракка.
— Тăратпăр-ха... — хуллен каларĕç лешсем.
— Темскер пулман пулĕ те?
— Çук. Ним те пулман.
— Ма пухăнтăр вара?
— Ахалех.
Пракка хăйне çынсем тем пĕлтересшĕн пулманнине часах тавçăрса илчĕ. Чăнах, мĕн амакĕ тума пухăннă-ха вĕсем? Ниушлĕ пурте фельдшер патне мĕн те пулин ыратнипе килнĕ? Çук, пулма пултараймасть. Бригадир хуллен фельдшер пӳрчĕ еннелле пăрăнчĕ. Акă алкум вĕçне çитрĕ. Эй, тамаша! Алкумĕнче те табак туртса, шавласа тăракансем пур. Пракка вĕсене сывлăх сунчĕ те пӳрте кĕчĕ. Пӳртре халăх лăк тулли.
— Мĕн тума килнĕ эсир? — татах ыйтрĕ бригадир.
— Килтĕмĕр-ха, — терĕ Уçăп Сантăрĕ.
— Укол-мĕн тума пухнă-и сире?
— Хамăр килнĕ-ха эпир.
— Нимĕн те ăнланаймастăп.
— Ăнланмалли ним те çук кунта. Вак-тĕвекпе çеç эпир, — бригадир çумнерех пырса тăчĕ Сантăр. — Чухлатăн пуль ĕнтĕ, пĕрлешӳллĕ мунча уçрĕç-çке. Вăт çав мунчана типтерлĕрех, йĕркеллĕрех пыни килĕшет. Ав пĕрин, — хăлхаран пăшăлтатрĕ вăл, — Çемен арăмĕн, кăштах тимре пур. Унпа епле пырăн-ха мунчана? Лайăх мар. Намăс. Çавăнпа Натали юсанма чупса килнĕ. Хумкка Петĕрĕн çăпанĕ тӳрленсе çитмен. Автан Мишшин шĕвĕр тăрăллă икĕ шатра пур тет. Ыттисем те çавăнпа. Пурин те ял-йыш умĕнче тасарах, аванрах пулас килет. Эпĕ ак пӳсĕр пирки килтĕм. Кăтартса пăхас тетĕп. Касмалла пулсан кастарма яччăр. Унсăрăн пӳсĕрлĕ хырăмпа ял-йыш умĕнче çара пакка курăнма аплах мар.
— Юсанни аван ĕнтĕ. Çапла, çапла, — килĕшрĕ Пракка.
— Юсанасчĕ-ха.
Бригадир хуллен каялла çаврăнчĕ те шăппăн кулса урама тухрĕ. Унăн чунĕ савăнчĕ. Ара, пĕрлешӳллĕ мунча туни ял çыннисене мĕн тери хускатнă, хăйсем çинчен йĕркеллĕрех аса илме, шухăшласа пăхма хистенĕ. Праккан сасăпах кулас, хĕпĕртес килчĕ. Çапах та çынсем умĕнче ăна-кăна систермерĕ вăл. Аслă урампа çиле хирĕç малалла талпăнчĕ. Анчах Праккан тĕлĕнмелли, савăнмалли кунта çеç пулман иккен. Магазин умне çитрĕ, унта та тулли çын. Яш-кĕрĕмĕ, ватти-вĕтти — веçех. Магазинăн кантăк алăкĕ пĕр уçăлать те пĕр хупăнать. Кулаççĕ, шӳт тăваççĕ. Акă магазинран Микка çĕмĕрттерсе тухрĕ. Аллинче ун — чылай хулăн çыхă.
— Мĕн туянтăн, Микка? — ыйтрĕ унран бригадир.
— Кунта хĕрсем умĕнче ан шарла-ха, — куçне хĕскелесе илчĕ Микка.
— Хĕрсем кĕрсе кайрĕç-çке.
— Кĕчĕç-и вĕсем? Э-э, апла пулсан юрать. Кунта, пĕлетĕн-и, — çыххине силлекелерĕ Микка, — кунта аялтан тăхăнмалли икĕ мăшăр кĕпе-йĕм. Мунчана кайма кирлĕ-çке. Халĕ унсăр юрамасть.
— Халиччен юранă-и вара?
— Халиччен килте никам та курман.
— Ытти çынсем мĕн туянаççĕ?
— Пурте ман пекех. Тĕрлĕ япала. Хăшне çĕнĕ йышши тура кирлĕ. Хăшне расческа. Хăшне ал шăлли. Хăшне супăнь, одеколон, духи. Ман пек кĕпе-йĕм туянакансем те пайтах. Хреççи аялтан тăхăнма пурçăн кĕпе илчĕ. Хам куртăм. Пасар вăйлă паян. Продавец чупкаласа кăна çӳрет. Вăт мунча. Ха-ха-ха! — кулчĕ Микка.
Килне çитсен Пракка нарядсене шутлама кĕрсе ларчĕ. Унăн умĕнче пысăк список. Унта бригадăри çынсен камăн кăна ячĕ çуккă-ши?! Çав çынсен кашниннех хăйне уйрăм чун-чĕри, шухăш-кăмăлĕ, вĕсене Праккан пурне те лайăх пĕлмелле, ăнланса çитмелле. Анчах çынна ăнланса, вĕренсе çитесси çăмăл мар. Мĕншĕн тесен çын вăл пĕр-пĕр станок е машина мар. Çын вăл куллен-кун аталанать, вăй-хал илет, ӳсет, ăс-тăн пухать, кăмăлне улăштарать. Тĕрлĕ çын тĕрлĕ май улшăнать. Лайăх еннелле улшăнасси те, хăш-пĕр чухне начар еннелле улшăнасси те пулать. Çапах та пурнăç, пĕтĕмĕшпе илсен, яланах лайăх еннелле ыткăнать, пĕр канмасăр ыткăнать. Кивĕ шухăшсем, йăласем, кивĕ сăнсем куллен-кун хавшаççĕ, çӳхелеççĕ, манăçа тухаççĕ, тасалса пыраççĕ. Пурнăç çумăрĕ вĕсене çуса тасатать, пурнăç хĕвелĕ ĕнтсе çунтарать, пурнăç çилĕ аякка-аякка вĕçтерсе каять.
Пракка списокра «Харитонова Елизавета» тесе çырнă тĕле çитрĕ. Мĕн тумалла ĕнтĕ халь ку ятпа? Ăна хуратса хурас пулать. Çапах та темшĕн Праккан çав ята туртса хурас килмест. Чун-чĕри çӳçеннĕ пек туйăнать.
«Лисук, манми Лисук, пăрахрăн иккен эс мана. Юратмарăн. Ирĕке, вĕçĕмсĕр ирĕке вĕçес килчĕ санăн. Сана сенкер инçет, сенкер романтика илĕртрĕ», — шухăшларĕ вăл.
Тĕпелте Марье-Мĕтри чăлха çыхса ларать. Урайĕнче ун çăмхине ула кушак кустарса, ашкăнса çӳрет. Пӳртре шăп. Калама çук шăплăх тăнă чухне чун-чĕрене калама çук йывăр. Пракка пурпĕрех çырать, шутлать, анаслать, ӳсĕркелесе илет. Марье-Мĕтри те пурпĕрех чăлха çыхать, пански йĕпписене вылятать те вылятать. Пичи Праккан хуйхи-суйхине ăнланать кăна мар, вăл хăй те кулянать, вĕçсĕр пăшăрханать.
«Мĕнле пулчĕ-ха ку? Мĕншĕн тухса тарчĕ Лисук? Мĕн килĕшмерĕ ăна? Пракка сăнран та начар мар, ĕçре те правур, ăсĕ-пуçĕ те пур. Ытти хăш-пĕр çынсен ачи пек ӳсĕр çапкаланса çӳрени те, ятлаçни те, усал сăмах калани те пулман унăн. Ялти яшă йĕпхĕртет, ют ялти яшă юратать теççĕ. Çавăн пек пулса тухрĕ-ши? Мĕн калăн ĕнтĕ. Хальхи хĕрсем эпир чухнехи пек вăтанса, йăпшăнса пурăнмаççĕ. Вĕсемшĕн тĕнче ирĕк», — шухăшлама чарăнмарĕ Марье-Мĕтри.
Нарядсене шутласа пĕтерсен Пракка учебниксем туртса кăларчĕ. Мĕн чухлĕ ун вуламалли, хатĕрленмелли! Ку таранччен вăл институтран ярса паракан заданисене пурне те вăхăтра туса ĕлкĕрсе пынăччĕ. Малашне те намăс курма юрамасть. Тем чухлĕ йывăр пулсан та аслă шкултан вĕренсе тухмаллах.
— Пракка, кăмакаран шаркку кăларса парас мар-и? — хуллен ыйтрĕ Марье-Мĕтри.
— Халь мар-ха, — пуçне те çĕклемерĕ бригадир.
— Апата вăхăтра çиме вĕренмелле те ăна. Эх, ача-пăча, — мăкăртатрĕ пичи.
Пӳртре каллех шăп пулчĕ. Лисук кайнăранпа çак шăплăх пĕрмаях тунсăхлă, йывăр.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...