Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: XXV сыпăк
Пурнăçра çапла-çке вăл тепĕр чухне: пĕр ăнмасан вĕçĕ-хĕррисĕр ăнмасть. Хреççин те çаплах пулчĕ. Вăл Улаттие çаврас тесе мĕн кăна хăтланмарĕ-ши?! Малтан сăра-эрех ĕçтерчĕ, килне пырса йăпăлтатрĕ. Халĕ Улатти ĕçкĕ-çикĕрен пăрăнсан мĕн-мĕн шутласа кăлармарĕ-ши тата?! Татюк пĕттĕр тесе Çычçырмари çĕмĕрт йывăççине авса çыхрĕ. Çук, Татюка çак япала ним чухлĕ те сиен кӳмерĕ. Татюк халĕ те çĕр çине тăн-тăн пусса, чип-чипер çӳрет. Ун хыççăн Хреççи йĕкĕр шапа тупрĕ те вĕсене вăрманти упа кăтки тĕмески çине кайса пăрахрĕ. Леш мĕскĕнсене кăткăсем веçех çисе ярсан шапан «çекĕл шăммине» илсе килчĕ. Çав шăмăпа Улаттие, хăй сисмен чухне, темиçе хутчен те çаклатса туртса пăхрĕ. Анчах çекĕл те пулăшмарĕ. Тарăхса çитнипе Хреççи Татюка вăрттăн кĕтесре сыхласа тăрса çӳçĕнчен ярса тытма та шутларĕ. Çапах та чарăнса тăчĕ. Ара, Татюк вăйĕ сахал пулас çук. Вăл Хреççие хăй лучăркаса ӳкерме те хăраса тăмĕ. Ним тума аптăранипе Хреççи халь кашни вырсарни кун чиркĕве кайса кĕл турĕ, çурта çутсах тур амăшĕнчен пулăшу ыйтрĕ. Хăй хуйхи-суйхи çинчен Хреççи чиркӳри манашкăна та каласа пачĕ. Лешĕ ун сăмахне сăхсăха-сăхсăхах итлерĕ. Юлашкинчен манашкă:
— Çылăха кĕнĕ ĕнтĕ эс турă умĕнче. Çавăнпа кĕл туни час çитмест санăн, — терĕ.
— Часрах çиттĕр тесен мĕн тумалла-ши? Ара...
— Мĕн тетĕн-и? Санăн таса чиркĕве пулăшса пĕр-пĕр ĕç тумалла. Итле-ха, эсĕ Анаткасран вĕт. Апла пулсан кил кунтарах... — манашка Хреççие çынсем çук урампа уттарчĕ.
Вĕсем нумайччен пăшăлтатса калаçрĕç.
Тепĕр ик кунтан Хреççи хăйсен ялĕнчи лавкка умне пысăк пĕлтерӳ çыпăçтарса хунине курчĕ. Унта «Паян клубра «Турăпа шуйттан пур-и, çук-и?» темăпа лекци пулать. Лекцие Çӳлтикасри вăтам шкул учителĕ Иван Суслейкин вуласа парать. Пурте пыма васкăр. Каçхине 9 сехетре пуçланать», — тенĕ. Хреççи ун пек-кун пек пĕлтерӳсене вулама юратмасть пулин те кăна тулли витрисене лартсах вуларĕ.
— Ку лекцие, Хреççи, санăн пымаллах ĕнтĕ. Унсăрăн килне пырса тракторпах клуба илсе каятăп, — терĕ ăна лавккаран тухнă Микка.
— Ара, вăхăт пулсан питĕ çӳремелле те. Вăхăчĕ темле çав. Арçынсăр çыннăн таçта та çитмелле. Пĕр канăç та çук. Ара, — килнелле утрĕ Хреççи.
Каçхине клуба халăх йышлă пухăнчĕ. Кунта сухаллă мучисем те, яш-кĕрĕм те, вĕтти-шакки те çителĕклех. Пурин те çак лекцие итлесе пăхас килет. Акă Иван Никифорович Суслейкин та килсе кĕчĕ. Вăл хĕрĕхсене çитнĕ, лутра та чылаях мăнтăрланнă çын. Унăн тăрăхларах пичĕ темшĕн, те талккăшпех шăтакан сухалне яланах тап-таса хырса тăнăран, кăвакрах курăнать. Ку учителе Анаткас çыннисем аван пĕлеççĕ. Вăл Çӳлтикасра çуралса ӳснĕ. Унăн ашшĕ вăрçăччен пĕр-ик çул чиркӳ старостинче те тăнă тетчĕç. Ывăлĕ ашшĕ çулĕпе кайман иккен. Суслейкин халь тĕшмĕшлĕхе хирĕç хăй кĕрешет.
Иван Никифорович лекцие пĕлсе те кăмăллăн ирттерчĕ. Унта çăвар карсах итлемелли те, кулмалли те, чиркӳ çыннисене тарăхмалли те — пурте пулчĕ. Малтан пынă çынсем пĕри те çĕлĕкĕсене хĕстере-хĕстере тухса шăвăнни-мĕнĕ сисĕнмерĕ, кашниех вĕçне çитиччен итлерĕ. Ара, ялта мĕнле кăна хыпар çӳремест-ши тĕрлĕ усал-тĕсел çинчен. Çынсем тем амакĕ те каласа параççĕ. Уйрăмах улаха-мĕне тухсан, хурал таврашне кайсан, ăçта та пулин çĕр выртма юлсан ун пек сăмах-юмахсăр нихçан та иртмест темелле. Çавăнпа лекторпа калаçса пăхмалли, унран ыйтса пĕлмелли пайтах. Улатти те, Нанил кинемей те, Татюк та, Микка та, Ахваниç мучи те киле кайма васкамасăр ыйту хыççăн ыйту пачĕç. Хреççи кăна, тем чухлĕ чĕнсен те, лекцие пымарĕ.
Çур çĕр çитет ĕнтĕ. Клубра çавах çутă пур-ха. Никамăн та сăмах-халап вĕçне тухмасăр киле таврăнас килмест. Юлашкинчен Иван Никифорович умри хучĕсене портфеле чикрĕ, плащне, шлепкине тăхăнчĕ.
— Ну, кĕçĕр хăвăр яла çитейместĕн пуль. Çывăрма хам пата илсе каяс тетĕп, — пырса тăчĕ ун умне Пракка.
— Çук, çук, — терĕ Суслейкин, — килех çитетĕп. Манăн ыран ирех занятисем пур.
— Асту, Иван Никифорович, çăва çумĕнченех иртсе каймалла санăн. Сыхлан! — кулчĕ Микка.
— Нимĕн хăрамалли те çук. Эй, тата... — алне сулчĕ лектор.
Иван Никифорович çынсемпе пĕрле алăк патнелле утрĕ. Ял хĕррине çитичченех вĕсем Праккапа пычĕç. Вара алă пачĕç те уйрăлчĕç. Халĕ Суслейкин хир тăрăх васкать. Кăнтăрла çумăр йăскасах тăнăран çул пылчăклă, лапраллă. Хăш-пĕр тĕлте çутă кӳлленчĕксем тĕл пулаççĕ. Çĕр самаях тĕттĕм. Тӳпере хура пĕлĕтсем шăваççĕ. Вĕсен хушшинчен кас-кас кăна чĕтренчĕк çăлтăрсем курăнкалаççĕ. Чылай сивĕ çил тапхăр-тапхăр хытах ашкăнса илет, плащ аркисене силлет, шлепкене вĕçтерсе ярасшăн кăрт-карт туртать. Çавăнпа Иван Никифорович хăрах аллипе шлепкине тытнă. Тепĕр аллинче — пысăк портфель.
Суслейкин лекци ăнăçлă иртнĕшĕн савăнчĕ. Чăнах, çынсем йышлă пухăнчĕç, ыйтусем нумай пачĕç. Халăха хавхалатса яма Иван Никифорович пултарать иккен. Ара, лекцире епле çыпăçуллă тĕслĕхсем кала-кала пачĕ вăл.
Анаткас сăрт хыçне пытанчĕ ĕнтĕ. Çӳлтикаса çитиччен виç-тăват çухрăм пылчăк ашмалла-ха. Халĕ хирте никам та çук. Иван Никифорович пĕччен пырать. Кĕтмен çĕртенех унăн чунĕ темшĕн кичемленчĕ. Ăна çил шăхăрни те, курăк тунисем çатăлтатни те çӳçентере-çӳçентере илме тытăнчĕç. Вăл унталла-кунталла çаврăнкаласа пăхрĕ. Мĕншĕн салхуллă çакăн пек чух пĕччен пыма? Çакна Суслейкин малтан ăнлансах та çитмерĕ. Пуçĕнче ун шухăшсем чупрĕç, арпашăнчĕç, çавăрăнчĕç, пĕр самантлăха та канăç памарĕç. Акă вăл тахçан пулса иртнĕ ним мар япалана аса илчĕ.
Пĕррехинче вăл çулла тăп-тăр кăнтăрлах алкумне пиншак пăрахрĕ те канма выртрĕ. Выртсан-выртсан çывăрсах кайрĕ. Нумай çывăрнă-и, сахал-и — ас тумасть, Иван Никифорович такам хăйне хыттăн: «Иваан!» — тесе чĕннипе вăранчĕ. Ялт сиксе тăрса картишне те, пахчана та, урама та пăхрĕ. Никам та çук. Çакăн çинчен вăл амăшне каласа панăччĕ. Амăшĕ ăна: «Ун пек чухне «Пушă мар-ха эп, тăвар виçетĕп» темелле», — терĕ. Кам кăшкăрса вăратнă-ха çавăн чухне ăна? Тен, кӳршĕ çыннисенчен хăшĕ те пулин шӳт туман-ши? Тен, тĕлĕкре чĕнни кăна çавăн пек пăтраштарнă? Ахăртнех, тĕлĕкре пулас. Кайран, вăраннă чухнех, тĕлĕкне манса кайнă ĕнтĕ. Ун пекки пулать-çке. Чипер курнă тĕлĕкех ним ас туми манатăн.
Иван Никифорович хăй ачалăхне тĕшмĕшле çынсем хушшинче ирттернĕ. Çакă унăн ăс-тăнĕнче темĕнле пĕчĕк йĕр те пулин хăварнах.
Хура пĕлĕтсем татах шăваççĕ, шăваççĕ. Каçхи илемсĕр, тискер çил вĕрет, уласа килет. Суслейкин кун пек тĕксĕм, тунсăх каçсенче нумаях çӳремен. Хăрах алли чăлахран фронта каяйман вăл. Çавна пулах колхозра та унта-кунта каймалли, çул çӳремелли ĕçех хутшăнман. Вĕренсе тухнă та учитель пулса тăнă. Пурнăçра вăл йывăр пăшăрханусем тӳссех курман. Ашшĕ-амăшĕ те сывă-ха унăн, ачисем те чипер ӳсеççĕ. Ку тарана çитсе Иван Никифорович хăй килĕнчен пĕр виле те ăсатса курман. Пурăннă вăл тикĕс, лăпкă.
Умра вăрман хуралнă пек курăнчĕ. Ку вăл — Анаткас çăви. Суслейкин тем чухлĕ хăйне çирĕп тытас тесен те ун çан-çурăмĕ сăрлатса илчĕ. Темшĕн кичем çав çăва тĕлĕнчен каçхине пĕр-пĕччен иртсе кайма. Унта хурăнсем, йăмрасем хурлăхлăн карлаççĕ.
Суслейкин çăва хапхи тĕлне çитсе пыратчĕ ĕнтĕ, сасартăк унăн куçне çăва çинчен темле шап-шурă тум тăхăннă икĕ çын утса тухни курăнчĕ. Иван Никифорович тăпах чарăнчĕ, мĕн амакĕ ку? Ниушлĕ усал-тĕсел? Шурă çынсем ун еннеллех утаççĕ. Суслейкин чĕри хыттăн тапма пуçларĕ. Тăнлавĕсем ыратса кайрĕç. Вăл каялла кайма та шутланăччĕ, çапах та вырăнтан хускалмарĕ. Камсем-ха кусем? Мĕн шутпа çӳреççĕ? Çук, тарма юрамасть, юрамасть. Хăрама юрамасть. Иван Никифорович хыттăн кăшкăрчĕ:
— Камсем эсир?
Шурă çынсем нимĕн те чĕнмерĕç. Вĕсем çаплах Суслейкин патнеллех пыраççĕ. Тен, вăрă-хурахсем мар-ши? Ун пек çынсем пулсан шурă тумтир тăхăнас çук.
— Мĕншĕн чĕнместĕр! Мĕн кирлĕ сире!
Лешсем çав-çавах шыв сыпнă пек шăпăрт. Çав шурă çынсем халь Иван Никифоровичран çирĕм-çирĕм пилĕк утăмра чарăнчĕç. Пĕр хускалмасăр тăраççĕ. Çапла виç-тăватă минут та иртрĕ пуль. Суслейкин ним тума та аптрарĕ. Юлашкинчен вăл малаллах утма шутларĕ. Мĕскер хăрамалла çаксенчен? Мĕн тăвайраççĕ вĕсем мана? Акă вăл вырăнтан хускалчĕ. Иван Никифорович хăйсем еннелле пынине курсан шурă çынсем каялла чакрĕç, вара каллех çăва хапхи еннелле утрĕç. Хапха умĕнче темле статуя пек тăрса юлчĕç вĕсем.
«Мĕн япала-ха ку? — Çӳлтикаса васканă май шухăшларĕ лектор. — Мĕн шутпа, мĕн тĕллевпе çӳреççĕ çак вăхăтра ун пек çынсем? Тем тесен те ырă тĕллевпех çӳремеççĕ вĕсем. Чим-ха, мана хăратма юриех тухман-ши? Çук, каплах хăварма юрамасть ку путсĕрсене! Палламаллах, пĕлмеллех çав çынсене!»
Суслейкин Çӳлтикаса чупнă пекех çитсе кĕчĕ. Тӳрех лаша витине вĕçтерчĕ. Вара пĕр лашине тытса утланчĕ те каллех çăва еннелле сиккипе чуптарчĕ.
Халĕ Суслейкиншăн тĕттĕм каç та тĕттĕм мар, пылчăклă çул та пылчăклă мар. Вăл лашине вăй çитĕшне хăваларĕ. Лешĕ малалла çилленсе, хаярланса ыткăнать. Ана çинчен тĕк ана çинчен, шыв урлă тăк шыв урлă — сиктерет кăна. Хура пĕлĕтсем сирĕлеççĕ те каллех капланса килеççĕ, сирĕлеççĕ те каллех йăтăнса тухаççĕ. Ентĕркенĕ çăлтăрсем тата хытăрах чĕтреççĕ.
Иван Никифорович çăва çине лашине чуптарсах кĕрсе кайрĕ. Унталла пăхкаларĕ, кунталла. Йĕри-тавра çаврăнчĕ. Йывăç тĕмĕсем хушшинче те никам та çук. Мĕнле-ха капла? Тен, хăранипе çеç темскер курăнмарĕ-ши? Аçтан пĕлен, ун пек те пулма пултарать. Çак вăхăтра пĕлĕтсем сирĕлчĕç, тавралăх чылаях çуталчĕ. Лектор хапха патĕнчи пылчăклă çул çине тинкерчĕ те, чăнах та, ура йĕрĕсем курчĕ. Çĕнĕ йĕрсем вĕт кусем. Суслейкин лашине каллех хирелле хăваларĕ. Акă Анаткас патнелле ыткăнса пырать вăл. Хăйра çырми айлăмне ансан аванах асăрхарĕ: малта, тӳпемрех вырăнта, икĕ хуранчăк мĕкĕлтетет. Чим-ха, çаксем мар-ши хайхи шурă çынсем? Çаксем çӳремеççĕ-и сехрене хăпартса?
Иван Никифорович лашине тата хытăрах хăваларĕ. Шухă лаша çырма урлă пĕр самантрах каçрĕ те тăвалла тапса сикрĕ. Лаша ури сассине илтсен малти çынсем хирелле пăрăнчĕç, сĕмлĕхе тарса пытанма пăхрĕç. Юланутçă вĕсене пĕр самантрах хăваласа çитрĕ.
— Камсем эсир? Мĕн туса çӳретĕр? , Пичĕсене пысăк тутăрсемпе лайăх хупăрласа çыхнă хĕрарăмсем нимĕн те чĕнмерĕç.
— Ăçта каятăр эсир? — каллех ыйтрĕ Суслейкин. Хĕрарăмсем çавах пĕр сасă та кăлармарĕç. Иван Никифорович вĕсен çулне лашипе пӳлчĕ те малта пыракан тăрнаккай хĕрарăма алăри чăпăрккапа çурăмĕнчен яра пачĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...