Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: XXIII сыпăк
— Çук, Акким, эпĕ сана чылай асаплантарăп-ха. Часах каймăп. Сăвăс пек тăрăнăп сан çумна.
— Апла пĕтрĕм! — аллине сулчĕ тракторист. — Санпа ĕçлеме каласан атте-аннепе сыв пуллашсах тухас пуль.
Силос хывакансем патне кăнтăрла çитсен пуш урапа калтăртаттарса Пракка çитрĕ. Вăл куçлă-куçлă кăвак кĕпе, хура шăлавар, сарă ботинка тăхăннă. Каччă куçĕ кăшт тунсăхлăрах та çивĕччĕн пăхать. Хура кăтра çӳçĕ çилпе вылять. Бригадир пырсан хĕрсем ĕçлеме вăхăтлăха чарăнчĕç. Лисук çеç туранă кукурузăна çаплах сенĕкпе ывăтрĕ.
— Айтăр килĕр-ха пурте кунтарах. Эй, Микка, эсĕ те кил! — кăшкăрчĕ бригадир.
— Вăй-халăм çук-ха манăн. Хĕрсем кӳпкесе пĕтерчĕç, — пырса тăчĕ тракторист.
— Сана кӳпкени сахал-ха. Малашне те кахалланас пулсан пуçхĕрлĕ çакса хуратпăр. Çакна ăнлан, — чи юлашкинчен килчĕ Лисук.
— Итлĕр-ха, туссем, тăвансем! — темле доклад тунă чухнехи пекех сăмах пуçларĕ Пракка. — Тепĕр виç-тăватă кунтан тăм ӳкме пултарать тесе пĕлтерчĕç. Пирĕн кукуруза тăм ӳкиччен веçех тасатасчĕ. Унăн пĕр çулçи те саралса ан ĕлкĕртĕр. Кукуруза çулçи ешĕл пулни, хĕр тени сарă пулни лайăх. Тĕрĕс-и? — ыйтрĕ бригадир.
— Сана сарă хĕрсем килĕшнине чухлатпăр-ха эпир, — ăшшăн кулчĕ Микка. — Эпĕ вара саррине çав тери кураймастăп. Ăна курнă-курман мĕн те пулин илсе перес килет. Эпĕ чикан пек хурисене килĕштеретĕп. Тĕп-тĕрĕс.
— Ун пек хура хĕр ăçтан тупса памалла сана? Пирĕн ялта ун пек тĕм хури çук, — сăмах хушрĕ хĕрсенчен пĕри.
— Пирĕн ялта çукки вăл тĕнчере çуккине пĕлтермест-çке. Эпĕ, тĕрĕссипе каласан, Анаткас хĕрĕсене илес те çук.
— Ил-ха ĕнтĕ, — хулĕнчен ярса тытрĕ ăна чечче питлĕ лутра Çинук. Вара юриех юрласа ячĕ:
: Пĕлĕм, пĕлĕм, пĕлĕм пек,
: Пĕлĕм çиес килнĕ пек.
: Пĕвĕм пĕчĕк пулин те
: Качча каяс килнĕ пек.
— Чим-ха эсĕ качча каяссипе! — алне сулчĕ бригадир. — Пирĕн çак виç-тăватă кун хушшинче качча пама, туй тума вăхăт çук. Пирĕн халь часрах силос хывса пĕтермелле.
— Хывса пĕтермелле пулсан — хывса пĕтерес. Ăшă пулсан — кĕпене хывса ĕçлес, — Çинука тĕккелесе илчĕ Микка.
— Текех табак туртса ларасси, ыйхă туртасси пирки сăмах та ан пултăр, Микка, — кулса пăхрĕ Лисук.
— Юрĕ-çке, пурне те каламаççĕ ăна, — пăрăнарах тăчĕ тракторист.
— Çак виçĕ куна эп ударлă виçĕ кун тесе ят парасшăн. Сирĕн шухăшпа мĕнле? — каллех ыйтрĕ бригадир.
— Ятне кирек мĕнле парăр. Ачи çеç макра ан пултăр, — уççăн каласа хучĕ хĕрсенчен пĕри.
— Тĕрĕс! — килĕшрĕç унпа ытти хĕрсем.
— Эпĕ çапла шутлатăп, — малалла калаçрĕ Пракка. — Малашне икĕ смена тăвăпăр: кăнтăрлахипе каçхи. Кăнтăрлахи сменăн пуçлăхĕ Татюк пулать, каçхи сменăн — Лисук. Хăшĕ паттăртарах ĕçлет, куç курĕ. Эппин, килĕшетĕн-и, Татюк аппа, килĕшетĕн-и, Лисук?
— Килĕшетпĕр, — иккĕшĕ те пĕр харăсах каласа хучĕç Лисукпа Татюк.
Çапла, силос хывакансен шавлă, хĕрӳллĕ кунсем пуçланчĕç. Ферма çумĕнче трактор татти-сыпписĕр кĕрлет, хĕрсем чупкаласа кăна çӳреççĕ. Праккан та канни-мĕнĕ çук. Вăл силос выракан Улатти патне каять те силос хывакансем патне чупса пырать. Çак хĕрӳ пурнăç ăна килĕшет. Çакăн пек хĕрӳлĕхре унăн тунсăхлама, ун пек-кун пек шухăшлама та вăхăт çук.
Лисук çак кунсенче татах çивĕчленчĕ, паттăрланчĕ темелле. Каçхине çĕрĕпех хĕрсен хаваслă юрри илтĕнчĕ. Ах, илемлĕ-çке юрă тăп-тăрă уйăхлă каç. Унра чуна çĕклентерекен хăват, темĕнле асамлăх. Çав юрра итлесен кирек кам та савăнать, тунсăхлать, кулянать. Çав юрра итлесен ху пурăнса ирттернĕ пĕтĕм пурнăç куç умне килет. Унта хавасланмалли те, кулянмалли те пулман мар. Лисук халиччен ытлашши юрласах каймастчĕ. Халĕ вара пĕр юрра юрласа пĕтерет те теприне пуçлать. Уйрăммăнах Лисука «Вĕлле хурчĕ — ылтăн хурт» юрă килĕшет. Акă кĕçĕр те çав юрă тӳлеккĕн янăрать.
Хĕрсемпе пĕрле Пракка та юрлама пуçларĕ. Унăн чун-чĕришĕн те çакă юрă çывăх пек, кăмăллă пек туйăнать.
Ах, шухăшăм, шухăшăм,
Мĕншĕн эсĕ çавăрнан, çавăрнан?
Сарă хитре хĕрĕшĕн
Мĕншĕн ăша çунтаран, çунтаран?
Трактор кĕрлет пулин те — çак юрă каçхи ялта инçете-инçете янăраса каять.
Бригадир кĕçĕр киле вуçех каймарĕ. Вăл хĕрсемпе пĕрлех кукуруза турамĕсене тирпейлет, юрлать, кулать, калаçать. Лисук çине ăшшăн-ăшшăн пăхать. Лисукĕ те куçне унран тартмасть. Унăн чун-чĕринче те юрату çулăмĕ ялкăшни сисĕнет. Вăл Праккана тем каласшăн, анчах сăмахне ниепле те пуçлаймасть. Çитменнине тата, Микка юриех тракторне вĕсем патнелле кĕрлеттерсе пырать те, пурте кулма-шавлама тытăнаççĕ.
Çур çĕр иртсен пĕр-ик сехетре силоса пусăрăнтарса типтерлĕн хупласа хучĕç. Вара кулса, савăнса килелле утрĕç.
Каçĕ сулхăн пулин те çутă, илемлĕ. Çемçе, тӳлек уйăх çутинче хăмăллă уй-хир, инçетри улмурисем, утă капанĕсем курăнаççĕ. Хĕрсем уй хапхинчен кĕчĕç те икшерĕн-виçшерĕн уйрăлса хăйсен урамĕсене, тăкăрлăкĕсене саланчĕç. Тимĕр витнĕ пӳртсен тăррисем çап-çутă çуталса лараççĕ.
Çӳллĕ хурама тĕлĕнче Лисука Пракка хăваласа çитрĕ. — Ăçта çав териех васкатăн эс? — чĕнчĕ каччă.
— Çук-çке, васкамастăп.
— Айта, çак хурама юррине кăштах итлесе тăрар.
— Ай, кичем халь ун айĕнче тăма. Çулçисем тăкăнаççĕ.
— Çулçă тăкăнать те, çуркунне çĕнни тухать.
— Тĕрĕс, çĕнни тухать.
— Сăна-ха, мĕн тери мăнаç хурама, — Лисука аллинчен тытрĕ каччă. Хĕр хăйĕн аллине халичченхи пек туртса илмерĕ. Вăл ун çинчен аса та илмерĕ тейĕн, малтанхи пекех пĕр тикĕссĕн калаçрĕ. Пракка чунĕ савăнчĕ, кăмăлĕ çĕкленчĕ. Бригадир хĕр аллине чăмăртарĕ. Лисук Праккана хирĕçлесе нимĕн те каламарĕ. Вĕсем шăппăн кашлакан хурама çумне таянса тăчĕç. Çакăнта миçе хутчен тĕл пулман-ши вĕсем? Çакăнта вĕсем тавлашнă, мирлешнĕ, тарăхнă, ăшă сăмахсем каланă. Çакăнта... çак хурама çумĕнче юратнă, çуннă Лисукшăн Пракка. Çакăнта, çак хурама çумĕнче, ăшшăн-ăшшăн тинкернĕ Лисук Пракка çине. Çакăнта ӳснĕ, çирĕпленнĕ юрату.
— Çак вырăна эп нихçан та манас çук, — кĕтмен çĕртенех каласа хучĕ Лисук. — Çак вырăн маншăн яланлăхах асра юлĕ. Çак хурамана эпĕ яланах аса илĕп. Унăн кашни туратне, кашни çулçине чĕрере усрăп.
— Эпĕ те, — терĕ Пракка Лисук аллине хытăрах чăмăртаса. Каччă Лисукăн уйăх çутинче тĕлĕнмелле хитрен те кăшт тунсăхлăрах курăнакан куçĕсенчен пăхрĕ. Уншăн вара пĕтĕм тавралăх çăлтăрсемпе, чечексемпе тулнăн туйăнĕ. Пракка халь хăй ăçта тăнине те манчĕ. Халĕ унăн тĕлĕнмелле пысăк савăнăç.
Пракка Лисука хыттăн ыталаса илчĕ те питĕнчен чуптурĕ. Хĕр, кăштах туртăнкаларĕ пулин те, нимех те шарламарĕ. Бригадир шухăш-ĕмĕчĕ çуталнăçем çуталса пычĕ. Лисук кăмăлĕ улшăнни савăнтарчĕ ăна. Ара, халиччен яланах хирĕçле калаçакан хĕр сасартăк улшăнчĕ. Мĕн пулчĕ-ха ăна? Тен, вăл Праккана чун-чĕререн юратса пăрахмарĕ-ши? Тен, вăл малтанах юратнă пуль, анчах ăна систерме çеç хăяйман пуль. Тен, вăл юриех юратмăш пулнă пуль.
— Лисук, пĕр пытармасăрах калатăп: эсĕ ман савăнăçăм, чи илемлĕ савăнăçăм. Эсĕ маншăн уçă çил çинчи шап-шурă çамрăк хурăн. Çутă уйăх. Ăшă хĕвел...
— Ай, тем те калăн эсĕ, — каччă çумнерех тĕршĕнчĕ хĕр.
— Веçех тĕрĕс.
— Мĕн тери кăмăллă каç кĕçĕр, — ассăн сывларĕ хĕр.
— Чăнах, тĕлĕнмелле каç.
— Çак каçа эп нихçан та манас çук.
— Эпĕ те.
Шурăмпуçĕ çуталма тытăнчĕ. Мал енче йăмрасем уççăнрах курăнаççĕ. Çан-çурăма сивĕ çапать, çӳçентерет. Кунĕпех ывăннă шăм-шака кантарма тахçанах вăхăт. Çапах та Праккапа Лисук киле кĕресшĕн мар. Вĕсем калаçаççĕ, калаçаççĕ.
Акă вĕсем иккĕшĕ те çуталакан шурăмпуç еннелле тинкерчĕç. Мĕн тери илĕртӳллĕ шурăмпуç çуталнине пăхса тăма! Ана курсан хăв пурнăçу çуталса, илемленсе пынă пекех туйăнать. Ара, çамрăклăх хăй те шурăмпуçĕ кăна-çке. Çамрăклăх шурăмпуç пек çутă, шурăмпуç пек çӳçенчĕк, шурăмпуç пек илĕртӳллĕ. Çамрăклăхпа шурăмпуçĕ уйрăлми туслă.
Ирхи сулхăн çил вĕрме пуçларĕ.
— Каяр, — терĕ Лисук тунсăхлăн.
Вĕсем тăкăрлăк тĕлне çитиччен юнашарах утса пычĕç. Урам кĕтессинче ал пачĕç те иккĕшĕ те ик еннелле кайма пуçларĕç. Лисук виç-тăватă утăм тусанах тăп чарăнса тăчĕ, каялла çавăрăнса пăхрĕ. Вара:
— Тăхта-ха кăшт, — тесе Пракка патне пычĕ. Ăна сасартăк питĕнчен чуптурĕ те килнелле чупсах кайрĕ. Каччă ним ăнланаймасăр тăрса юлчĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...